Эсĕ тухса кайрăн.
Пирус савăтĕнче сӳнсе пĕтмен сигарет тĕтĕм кăларать, çăвара хыпнă çĕрте тута писевĕ çыпçăнса юлнă. Унсăр пуçне пӳлĕмре йĕклентерекен духи шăрши ниепле те сĕвĕрĕлсе пĕтеймест.
Тухса кайрăн та, çăмăллăн хаштах! сывласа ятăм.
Аялта хула шавлать. Автобуссем кĕрлеççĕ, иртсе пыракан троллейбус электричество пралукĕ çинче çутă сирпĕтсе хăварчĕ, куçа шартса ячĕ.
Вăш-вăш! тусах çил кĕрет пӳлĕме. Унпа пĕрле тасалăх кĕнĕн туйăнать, сывлама та çăмăлрах та ырăрах.
Сасартăк чӳречерен упа лĕпĕшĕ вĕçсе кĕчĕ те тӳрех абажур патнелле ыткăнчĕ. Явкалана-явкалана, авкалана-авкалана çаврăнчĕ вăл çутă тавра. Унтан плафон çине çапăнчĕ те, пирус кĕлĕ ӳкнĕ пек, йĕр хăварчĕ.
Çапла, эпĕ ăна палласа илтĕм. Упа лĕпĕшĕ теттĕмĕр ун пеккисене ача чух. Мĕншĕн «упа лĕпĕшĕ», пĕлместĕп, анчах хăй кĕлеткинче ырă мар сăн пурри тӳрех сисĕнет. Пуçĕ тăмана пуçĕ пекрех, кĕлетки çăмламас.
Эпĕ ăна çулса тытрăм та каллех уçă форточкăран кăларса ывăтрăм. Пӳрнесем çине пурă çăнăхĕ пек шурă йĕр тăрса юлчĕ. Алла кайса çурăм.
Анчах… Тата тепĕр лĕпĕш кĕрсе кайнă! Каллех çапăнать кăна, лампочка тавра явăнать.
Ытла та сĕкĕнме юратаççĕ-çке ку лĕпĕшсем!
Темшĕн манăн сана кĕçĕр çак каçхи упа лĕпĕшĕпе танлаштарас килчĕ. Эсĕ те ун пекех сĕкĕнме юрататăн, ун пекех, çын пӳлĕмĕнче йĕклентерекен йĕрсĕр пуçне урăх ним те хăварма пултараймастăн…