Ан вăтанăр, туссем, ан вăтанăр
«Юрататăп» тесе калама!
Чун-чĕре туйăмне ан пытарăр.
Юратсан — кирлĕ мар вăтанма!
Чĕрĕк ĕмĕр пĕрле пурăнсан та
Юрату сăмахне манар мар.
Çирĕмри пек чĕре çунмасан та
Ыталар пĕр-пĕрне, чуптăвар!
«Юрататăп» тесе каламашкăн
Йывăр мар-çке пачах, тусăмсем!
Пĕр сăмах чĕрене пыл хумашкăн
Пултарать, пултарать, ыр çынсем!
Пĕр-пĕрне нихăçан ан вăтанăр
«Юрататăп» теме, тусăмсем!
Чи таса туйăма ан пытарăр —
Пархатарлă савма пĕлнисем!