Çул хĕрринчех сар чечек
Кăпкаланчăк сар çӳç пек.
Чылай тăтăм тинкерсе,
Аса илтĕм савнине.
Çӳлте шăпчăк юр юрлать,
Çамрăк пике сасси пек.
Чылай тăтăм итлесе,
Илтрĕм савни сассине.
Хурăнлăхра шур хурăн
Йăрăс пӳллĕ пике пек.
Ыталарăм хурăна,
Кĕтĕм савни ытамне.
Çӳл тӳпере сар хĕвел
Ăшăтать çут тĕнчене.
Чылай тăтăм ăшăнса,
Туйрăм савни ăшшине.
Савăнăçлă кăмăлпа
Тухрăм эп тăван хире.
Сив çил сирчĕ ĕмĕте,
Хурлантарчĕ чунăма.
Йĕри-тавра пăхрăм та —
Чечек те çук, шăпчăк та,
Сар хĕвел те, хурăн та.
Юлтăм хуçăк кăмăлпа.