Тӳнтерле сăвă
Моторта вăрманăн
Сасси илтĕнет.
Мотоцикл ларнă
Кĕркури çине.
Кĕркурийĕ — çĕнĕ,
Çил пек ыткăнать.
Мотоцикл темĕн
Чăл-чал пăхкалать.
Куçĕсем ак тухрĕç
Пĕр кĕпер умне.
Кĕркури пуç ухрĕ
Тур лаша енне.
Тилхепийĕ тытнă
Сăрнай Ванине.
Сăрнай Вани хыттăн
Текех кĕçенет.