Юрă умĕнхи
Сара кăтра çӳçĕме
Эпĕ турам-и?
Вăрăм яштак пĕвĕме
Тӳрĕ тытам-и?
Шурă çамкам сарлаки
Çынна курăнтăр:
Ватă çын та çамрăкки
Мана пуç тайтăр.
Пуç тăррине картуса
Чалăш лартам-и?
Хура пустав сăхмана
Йӳле ярам-и?
Тĕрлĕ умлă шур кĕпи
Капăр курăнтăр:
Сарă хĕрсен кăмăлĕпе
Пире пăхăнтăр.
Вун хĕлĕхлĕ кĕслене
Алла тытам-и?
Шĕвĕр пӳрне вĕçсемпе
Кĕвĕ калам-и?
Эпĕ илтсе пĕлнине
Пĕтĕм çын пĕлтĕр,
Иртсе кайнă ĕçсене
Илтсе тĕлĕнтĕр.
Хутран-ситрен, ывăнсан
Пуçпа сулам-и?
Çăвар типе пуçласан
Пăртак сыпам-и?
Куçăм-пуçăм вут та хĕм
Выляса кайтăр;
Илтсе тăран яш-кĕрĕм
Мана тăнлатăр.
I. Урха
Аслă Сившура, вĕт юманлăхра,
Пуян та чаплă пурăнать Урха:
Ун хирĕсене виçмен,
Çаранĕсене чикелемен,
Вăрманти йывăçне шутламан,
Выльăх-чĕрлĕхне те çын суман.
Çӳлĕ çурт, аслă пӳрт Урханăн
Ял варринче ларать катрамăн.
Йĕри тавра çурт-йĕр яка хырсенчен,
Çийĕсене витнĕ шалтах чĕренче.
Çурчĕсем хушшинче, килкарти варринче
Вуникĕ туратлă лапсăркка ват юман.
Çырма урлă выртан пан-улми пахчинче
Хурт вĕлли хисепсĕр, çын шутласа кăларман.
Мĕн çитмест Урханăн, мĕн сахал?
Çук-и унăн чăх-чĕп, хур-кăвакал?
Çук-и унăн ĕне-выльăх, лашасем?
Çук-и унăн пустав тумтирсем?
Сахал-и укçа-тенкĕ енчĕкре?
Тулли мар-и пирар çӳпçере?
Пур те пур Урханăн, нимрен те кая мар,
Паттăр турхан пек пурăнать Сившура:
Мулран та чаплăхран çакăнти таврара
Никамран та малта, калаçма та кирлĕ мар!
Кам илтмен ун çинчен?
Кам курсан пуç таймасть?
Кам пурлăхне ăмсанман?
Кам çиллинчен сыхланман?
Урха пуян та чаплă,
Чаплă мулпа анчах мар:
Ун пурнăçĕ халаплă.
Вăл пăхма та пит патмар:
Кĕлеткийĕ кĕрнеклĕ,
Алли-ури тĕреклĕ.
Вăрăм яштак пӳ çинче
Хура çӳçлĕ тăрăх пуç;
Тӳрткен сăмсин ик енче
Икĕ çутă чакăр куç.
Урха мăнă евĕрле,
Çине тăрсан çилĕллĕ.
Чаплăхран та ытла шеп
Уншăн кирлĕ чыс-хисеп…
Урхан мулне сыхлама
Çичĕ йытă сăнчăрта,
Виçĕ йытă ирĕкре,
Хура упа ӳплере.
Ĕç ĕçлеме шар курма
Вунă арçын тарçăра,
Килне çуртне упрама
Çич хĕрарăм чурара.
Уй ĕçсене пуçтарма —
Йĕри таври ялти çын,
Ӳснĕ хĕрар, начар çын,
Пăхăнаççĕ пулăшма:
Ункă çинчи улăхра
Тăхăр Тарăн1 тăрăшать,
Тăват Марка2 майлашать;
Йĕршӳ çинчи улăхра
Икĕ Апаш3 аптранă,
Виçĕ Шăмăш шăмшакки
Урхашăнах хавшаннă.
Урхан тара халăхсем
Уйри ĕçе пухнă чух
Шаккăлсене шакканă,
Йăлăм енне кайнă чух
Илпешсене4 илĕртнĕ…
Пур çĕре те Урхан чапĕ сарăлнă,
Пур çĕрте те Урхана асăннă:
Сăр хĕрĕнчи Етĕрне хулинчен
Атăл çинчи Шупашкара çитиччен
Янрать Урхан ячĕ çĕкленсе,
Курайман тăшмансен кăмăлне хистесе.
Шупашкарти воевотă унпала
Хĕллехи кунсенче çӳрет сунара.
Çĕрпӳри крепĕçрен те ун ĕçки-çикине
Килсе çӳреççĕ вырас хвитсерсем.
Урхан ĕçки-çики эрнерен эрнене
Кĕрлесе çеç тăрать аслă пӳртĕнче.
Чӳклеме сăрине, чимми куркине,
Ĕçеççĕ те мухтаççĕ аслă ĕçкинче.
Нӳхрепрен сăрине саркавуй пичкинчен
Аран ĕлкĕреççĕ йăтма тарçисем,
Хыпаланса ĕçтереççĕ хĕрарăмсем пӳртĕнче,
Ăшăтаççĕ сăрине, хатĕрлеççĕ апатсем.
Кĕрекере Урха хай паллă çынсене,
Тата авалхи хурăнташ пĕлĕшне,
Хăй аллипе тултарать авăрлă куркаран,
Тав туса ĕçеççĕ пĕр пĕрне савнăран.
Урхан арăм(ĕ) — Унерпи ĕçкĕре илемлĕ,
Сăрипе сăйлама хăнишĕн кăмăллă:
Калаçасси пыл та çу.
Юр юрласран юлас çук.
Апат çимĕç тăвасран —
Тем те хатĕр тытнăран.
Сăнĕ пуçĕ пан улми,
Пиçсе çитнĕ çĕр çырли.
Сăнĕнчен те маларах
Тумтирийĕ пахарах:
Сара ука пек çӳçĕ çинчен
Масмак кĕрен пурçăнран,
Çӳлĕ кăкри çийĕнче
Шӳлкемисем талĕртан.
Икĕ вĕçлĕ сурпанĕн
Çӳçи кăвак пурçăнран,
Хĕри хĕрлĕ мерчентен,
Тĕрри ылттăн укаран.
Тĕпелте вăл ĕçтерет,
Сăйлать пыллă сăрипе.
Кĕрекене те ĕлкĕрет,
Чыслать чĕлхи-çăварпе…
Кутник сакки çинче, алăк патĕнче —
Ялти чаплă кĕслеçĕ Çиментей
Ĕçкĕне сиктермест, кĕслине хăвармасть,
Ун кĕсли вăййисĕр Урхан ĕçки пулаймасть.
Унтах шăпăрăç — ӳпнер куçлă Мулентей,
Урха ĕçки урса шавлама тапратсан,
Шăпăрне кăларать, ӳлесе ахăрать,
Вăрманти арçури пек çуйăхса шăхăрать.
Ташлама та выляма
Урхан урай сарлака.
Ал-урана, шăм-шака
Хĕртсе ярать пыл-сăра
Ĕçкĕ хĕре пуçласан,
Ташă кĕвви тапратсан,
Пуçлать ташша Унерпи:
Юхать, шăвать ун ури!
Унтан вара хăнасен
Уçăлаççĕ урисем…
Юрă… Ташă… Кĕвĕсем…
Ян янтраççĕ кĕслисем…
Анчах Урха мухтанмасть ĕçкĕпе,
Кăмăлне çеç пусарать унăн шавĕпе…
Мĕнте пурнăç тыттине курать-ха Урха?
Мĕскер-ха çав уншăн нимĕнрен те паха?
II. Чĕкеç
Урхашăн мултан та хакли,
Чаплăхран та пахи —
Хăйĕн савнă арăмĕн парни —
Илемлĕ чечек пек хĕр усни.
Ырлăхпа тутлăх хушшинче,
Тĕнче мулĕшĕн хапсăнан ĕçсенче,
Уйра та, килте те, хăнара чухне те —
Пур чухне те Урхан хĕрĕ асĕнче.
Урхан ахахĕ, пурăнăç тĕрекĕ —
Чĕкеç ятла хĕрĕн ирĕкĕ:
Урăх унăн ача çук,
Йăх йышлатма ывăл çук.
Сат варринчи сар кайăк пек
Чĕкеç чепчен чĕлхеллĕ;
Ирхи сывлăм тумламĕ пек
Чĕкеç таса, илемлĕ:
Кăтра хĕриллĕ çырă çӳç,
Тăрăхла тĕксĕм хура куç,
Хура çинçе куç харши,
Авăнса тăран çӳхе тути,
Сентел тĕсĕ пит çăмарти,
Яштак пӳ те тӳрĕ ура —
Пӳрнĕ хĕре пурнăçра!
Хĕр ӳсет хӳтлĕхре пукане пурнăçпе,
Ыр курать ашамĕшĕн ячĕпе:
Пурнăç йӳçлĕхне хальччен тутанман
Йывăр ĕçре те пĕртте тарламан:
Пир-арне тĕртеççĕ ялти тăлăхсем.
Тĕррине тĕрлеççĕ хăйĕн тантăшсем.
Хăш чухне çеç вăл кăмăлне килнипе
Ĕç тытса ларать тантăш хĕрсемпе.
Мĕн çитмест Чĕкеçĕн, мĕншĕн кулянас?
Хыпаланса тăрăшса мĕскер туянас?
Ашшĕне çеç калать — ыйтнийĕ пулать,
Çийĕ пуçĕпе пĕрле кăмăлĕ те тулать.
Хĕлле тухса кĕме — сăсар тумтирсем,
Çуллахи шăрăхра — çинçе пир кĕписем.
Хĕр ĕмĕрĕ иртет сисĕнмест,
Хуйхă суйхăна хĕр пĕлмест…
Хăш чухне, хĕлĕн вăрăм çĕрĕнче,
Ашшĕсем хăнара ĕçне чух,
Чĕкеç пухать юлташсем килĕнче,
Кăнчалана тытать çавăн чух.
Вара шăранаççĕ хĕрсем юрăра,
Тилмĕреççĕ çемçе халапра…
Таçти çĕре те пырса перĕнеççĕ,
Темĕн те сӳтсе пуплеççĕ…
Каччăсем улаха пырса кĕрсессĕн,
Чĕкеçĕн кăмăлне, ирĕкне илсессĕн,
Çиментее чĕнеççĕ хăйĕн кĕслипе,
Киленеччен ташлаççĕ унăн кĕввипе…
Сурхури вăхăтĕнче пухăнсан,
Таш ташлама пăрахсан,
Тытăнаççĕ çĕр яма,
Такмакласа юрлама:
Пулас пурнăç хисепне
Çĕррисене чӳлмеке
Пăрахаççĕ шыв ăшне,
Пăтратаççĕ йĕкепе.
Çĕр кăларса йĕркерен
Пулас пурнăç çийĕнчен
Юр сăввинчен пĕлеççĕ,
Пĕлмесен те пуплеççĕ.
Çĕррисене кăлараççĕ,
Çакан майла юрлаççĕ:
«Шурă кăçатă чăпар пулсан —
Шеллемĕттĕм эпĕ шел çипне,
Хамăр савнине каяс пулсан —
Шеллемĕттĕм кĕмĕл çĕрĕне».
«Хура вăрман витĕр каçса кур.
Ним пулмин те, кантăр ани пур…
Атте-апи çуртне пырса кур
Ним пулмин те тăварпа çăкăр пур».
«Çӳренех утсем пур чухне
Çӳресе юлар-ха çулсене;
Аттепе апи пур чухне
Чысласа юлар-ха пуçсене».
Ак Чĕкеç çĕрине кăларас умĕн
Юррине те юрлаççĕ урăхла тĕслĕ мĕн:
«Ылтăнах та хапха, кĕмĕл тăпса,
Эпир каяс пуян çурчĕсем.
Ылтăнран çĕрĕ эпĕ хывтартăм
Вунă сум ылтăн укçаран.
Шырарăм, тăван, тупрăм сана
Пан улми пиçнĕ пахчаран».
«Сачĕсем çăра, улмисем хĕрлĕ,
Илешеççĕ сарă кайăксем.
Кăмăлăр лайăх, чĕлхĕр çемçе —
Илешеççĕ ыр çын ачисем…»
Е тата çĕр янă хушăрах,
Çур çĕрте, автансем авăтсан.
Тухаççĕ урама ракатка шутлама,
Çиччĕрен пĕрине кăларса суйлама:
Камăн тӳрĕ ракатка тухать,
Çавăн яштак мăшăрĕ пулать…
Е тата сурăх картине
Кĕрсе хыпалаççĕ сурăх урине:
Кам путеклĕ тĕл пулать,
Çавăн çулла туй пулать.
Чĕкеçĕн шухăшĕ çакăнта сарăлать,
Вĕри юнлă чĕри çак сывлăшпа сывлать…
Тантăшĕсем асăнаççĕ ютри яшсене,
Çурхи сĕрен ачипе, акатуй каччине…
Асăнаççĕ улăхсенче утă çулнине,
Мĕнле каччă паккуса яка хунине…
Вăл улăхра пулман, паккуссем çулман,
Сĕрен ачи уншăн саламатпа çапман…
Пĕрре ашшĕ, хĕлле, Шупашкар хулине
Илсе кайса кăтартнăччĕ хай хĕрне.
Пĕр улпут патĕнче хăнара савăшса
Урха илсе тухнă хĕрне кăтартса.
Улпутсен пурнăçĕ илемлĕ иккен,
Анчах калаçма вĕсемпе вăл пĕлмен…
Çапах та улпутăн ывăлĕн куçĕнчен
Пăхса илнĕ Чĕкеç хăй куçĕ айĕнчен.
Çавăнтанпа унăн ыйхинче
Тĕлленет çамрăк улпут хăш чухне…
Çăл куçĕнчи тăрă шыв
Ирхи çилпе йĕрленет,
Çăлтан юхсан тухан шыв
Хумханать те тӳрленет.
Çамрăк хĕрен таса юн
Тӳлек юхать кĕлеткере;
Тĕл пулать çеç тепĕр чун —
Иртет канлĕх чĕрере…
Пурнăçпала паллашсан —
Нимех те мар хумхансан…
III. Йыхрав
Çуркунне ялкăшса çут хĕвел хăпарать
Сарăлса выртакан Атăлăн çийĕнче.
Ĕмĕр симĕс Йăлăм кашласа хумханать,
Темĕн тĕслĕ кайăк-кĕшĕк унăн ăшĕнче:
Хуркайăксем, тăрнасем килеççĕ çуркунне,
Хуракăшсем, чарлансем — çутăлан кӳлсене…
Атăл тăрăх туран кимĕсем юхаççĕ,
Пĕрене суллисем вăраххăн шăваççĕ…
Тавар киммисене пурлаксем тăвалла
Çыран хĕррипеле тăрмашса туртаççĕ:
Кăçкăрса, ылханса, юрă юрла-юрла,
Кăкăр-çурăмсене ĕçпеле ватаççĕ…
Атăлтан сылтăмра, вăрман хушшинче
Чăвашсем хир тума çеремсем çĕтеççĕ.
Хутра-ситре йăвăр ĕç ĕçленĕ çийĕнчех
Чунĕсене пусарма юрласа илеççĕ:
«Атăлăн леш енче
Шыв сасси, хум сасси…
Шупашкар хулинче
Чан сасси, пуп сасси ..
Урханăн килĕнче
Ĕçкĕри юр сасси»…
Пĕрре, çапла ирхине, пĕр ушкăн вăрманта,
Хĕрсе ĕçе ĕçлеме тытăннă вăхăтра,
Çул çинче шăнкрав сасси илтĕчĕ,
Вĕсем тĕлне çитсенех чарăнчĕ.
Чăвашсем илтнипе ĕçлеме пăрахрĕç,
Шăпланса: «Шупашкар йыхравĕ ку», терĕç.
Чăнах та… Вĕсем патне тĕмĕсем хушшипе
Утса пырать пĕр салтак хура йыттипе.
Çут шлепки тăрринче шурă ут хӳринчен
Çилхе пек варкăшать хĕлĕхлĕ мăйрака,
Çут кĕпçеллĕ пăшал çурăмĕ хыçĕнче…
Чăвашсем курчĕç çеç салтака —
Хăранипе сехрисем хăпрĕçĕ,
Алăри хатьрисем ӳкрĕçĕ:
«Мĕн кирлĕ-ши кăна пирĕнтен?
Пӳлĕхçĕ, пӳр инкекрен!» терĕçĕ.
Салтак нимех те тумарĕ,
Урха патне çеç çул ыйтрĕ.
Пĕлчĕ те лашине малалла кустарчĕ…
Чăвашсем юлчĕç те ĕçе тытăнчĕç…
«Ырра мар пуль, ку салтак йыхрава
Урха патне чуптарать васкаса:
Ахаль те хырăç пит нумай.
Хутшăнмасть-ши тата куланай?»
Тесе пуплерĕç самайччен,
Шăнкрав илтĕнми пуличчен…
Хай салтак сиктерет, лашине чуптарать…
Сившува васкаса вăл пырать,
Урха патĕнче чарăнать.
Ялт! сиксе ут çинчен анать те
Кĕрсе каять çӳллĕ шур пӳрте.
— «Мĕнле ĕç пулчĕ-ха, мĕнле ырă хыпар
Ярать тата ман пата Шупашкар?»
Тесе ыйтса илет Урха салтакран,
Ăсса тухма хушать пыл-сăра сакайран.
Салтак-капрал шлепкине аллипе хыврĕ,
Урхана пуç тайса çапла каларĕ:
— Воевотă мана сан пата чуптарчĕ,
Кăмăллă саламне калама вăл ячĕ.
Пирĕн чаплă апай — шеплĕ майра патша
Паян хисеп кӳрет хулана килнипе,
Ăна хирĕç тухма, унпала паллашма
Воевотă пухать палла çынсене,
Тата ӳссе çитнĕ чипер хĕрсене,
Сухалĕсем тапранман хитре яшсене.
Сана воевотă хисеплесе чĕнет,
Чаплăхпа ырă ят сана вăл сĕнет.
Кăмăлу пулсассăн арăмна та ил,
Анчах хăвăнпа хĕрне хăварас мар,
Тесе каланăччĕ воевотă мана,
Çавăнпа та хĕрне хăварас мар,
Илемлентĕр унпала Шупашкар,
Тесе пĕтерчĕ салтак сăмахне,
Шаклаттарса илчĕ атти кĕллине.
Капралăн — воевотă йыхравĕн сăмахне
Урха итлесе илчĕ ури çине тăнипе.
Çивĕчĕ куçĕпе тинкерсе пăхнă чух
Мăн кăмăллă шухăшсем пăтратаççĕ пуçне;
Аса килчĕ ăна салтакра пурăнни,
Кĕрхи çĕрте Питĕрте хурала çӳрени…
[[I,609]] роттинче пулнипе
Творен ятне илсе хăй килне таврăнни…
Шупашкарти воевотă ăна тав туни:
Йĕри таври ялсене пусмăрлама пани…
Шухăшсем хăвăрт чупаççĕ,
Ырă пурнăç татах сунаççĕ…
Йыхрава хыпаршăн тав турĕ те
Кӳртсе лартрĕ ăна кĕрекене.
Мĕншĕн, мĕн хыпарпа салтак килнине
Арăмне тăнлантарчĕ чăваш чĕлхипе.
Арăмĕ итлерĕ, карĕ вăрăм шухăша:
Ыр сунман пек туйăнать уншăн майра патша,
Чĕкеçе чĕнни те телеех сĕнмест…
Анчах вăл упăшки ирĕкне хирĕçмест.
Ăшаларĕ йыхравшăн пуçламан шăрттан,
Пырса лартрĕ ун умне: çупа пиçнĕ ăсан,
Сивçу çинче усранă чăкăт салмине,
Тул чустипе хупланă хуран куклине.
Сĕтел çине пыл-сăра кăкшăмпа,
Ăна ĕçес пулать кĕт чухласа…
Йӳçĕ сăрана тутатма
Типĕтнĕ çĕмĕрт, çĕр çырли,
Çупа хĕртнĕ мăйăр тĕшши —
Хатĕр килнĕ хăнашăн,
Çамрăк капрал йыхравшăн…
Йыхрав хăналаннă вăхăтрах
Хатĕрленет, тумланать Урха:
Тăхăнать воевотă янă сăхманне —
Ылттăн укаллă тĕрлĕ умлине.
Хура кăтра сухаллине
Йăс турапа тураса
Хаклă ылттăн алкине
Çакать сылтăм хăлхине.
Çӳçне-пуçне якатса
Тăхăнать сарă шлепкине.
Арăмĕпе Чĕкеçĕ
Çӳл пăлтăрта тумланчĕç:
Тухьяпа хушпу пуçĕсенче,
Шӳлкемепе ама умĕсенче,
Сахьян пушмак урисенче,
Ылтăн çĕрсем пӳрнисенче.
Уртса ячĕç хыçалтан
Симĕс хыссем пуставран.
Аллисенчи алтутрин
Ӳкерчĕк çук тăр тĕррин!
Тулта тарçи-тĕрçисем
Хатĕрлерĕç кӳммине.
Кӳлчĕç пĕр пек лашасем —
Виçĕ çӳрен кĕсрине.
Хăнана илсе каяс кучченеç йăлипе
Пĕр такмак тултарчĕ тул çӳхи Унерпи,
Тепĕр такмак тулли чăкăтпала шăрттан;
Тата илчĕ парнелĕх пирар пăлтăртан.
Авалхисен йăлипе,
Ĕмĕрленĕ йĕркепе,
Пĕчĕк пичке пыл-сăра
Кӳмми ăшне ларттарчĕç.
Çулти çынна тĕл пулсан,
Çул амакĕ пуласран,
Тутантарса пăхтарма
Хăмăш кĕпçе хуртарчĕç.
Унтан алăк патĕнче
Ваттисене асăнса —
Лере тутă çӳреме
Кучченеçсем пăрахрĕç.
Кĕрекенĕн умĕнче
Пӳлĕхçие пиллеме,
Ырăсене çырлахса,
Тӳр кĕллине каларĕç.
Хыр кутĕнчи киремет
(Унăн асне кам пĕлет?)
Илчĕç уншăн тытасран
Урхамахсем чустаран.
Унтан пурте тулалла
Тухрĕç каяс çулалла.
Сăран кӳмме хӳттине
Ларчĕ Урха çемйипе.
Ларчăк çинчи тарçине
Сулчĕ пĕрех аллипе…
Майра патша кăмăлне
Кӳмме хула вĕçтерчĕ…
Йыхрав капрал умĕнче,
Хура йытти хыçĕнче…
Каяс çирĕм çухрăма
Кӳммен хăвăрт çитмелле:
Çавăнпа та пăрăнма
Çул çинчисен пĕлмелле:
Урхан шăнкри-тункăрми,
Сассинченех пĕлеççĕ,
Пуçа тайса, пĕр чĕнми,
Хирĕç çынсем иртеççĕ.
Урхан тарçи Уланки,
Улать, шăхрать карланки.
Виçĕ кĕсре алăра
Уткăнаççĕ ун умра.
Тĕпри лаша тĕпретет,
Çул варрине çĕмĕрет,
Икĕ пичев пĕр пекех
Çул чаваççĕ сиккипех…
Сăран кӳмми урапи
Лăнкки-ланкки авăнать;
Урхамаха Унерпи
Пырсан пырсан ывăтать…
Улăп тĕми тĕлнелле
Сехет çитмен — çитрĕçĕ;
Умри хула çинелле
Хĕпĕртесе пăхрĕçĕ:
Аслă чаплă Шупашкар,
Сырса илнĕ çичĕ вар.
Виçĕ теме, хĕрлĕ ту,
Чăн тӳпинче [[I,610]].
Ялтăраççĕ чиркисем,
Мĕкĕреççĕ чанĕсем…
IV. Воевотă
Сăртлă, çырмаллă Шупашкар хулинче
Ăçта кирлĕ чул чиркĕ ларать çĕкленсе.
Атăл хĕрĕнчи çыр тĕми çийĕнче
Чул хӳмелле мăнастир çынтан сивĕнсе
Ларать уйрăмах пĕр лаптăк йышăнса.
Мăнастир çумĕнче икĕ хутлă чул çурт,
Хĕрлĕпе сăрласа эрешленĕ мăн çурт,
Хаяррăн пăхса ларать хула çинелле —
Патша пусмăрлăхĕн ирĕкне пĕлтерсе…
Çав çуртра воевотă пурăнать:
Хăюллă та харсăр, чее, вăтам çын,
Вутпала шыв витĕр тухса курнă çын.
Ĕçет те, çиет те, ĕçне те тăвать,
Килĕнчен тухмасăрах хулана астăвать.
Пĕтĕм таврари çын ăна пăхăнать,
Атăл çеç унтан ыйтмасăр хумханать,
Тата симĕс Йăлăм хăш чухне çункалать…
Анчах… Унта та ун хăвачĕ çитет,
Иртекен çынсене асне илтерет:
Каравана е кимме вăр-хурах тапăнсан, —
Хатĕр унăн çар — тăшмана çĕмĕрет…
Кайран… Ан шелле парнене, хăтăлсан…
Çӳлти хутĕнче аслă пӳлĕмне
Паян воевотă пухать хăнасене,
Йĕри таврари чаплă çынсене…
Вырăсĕ, чăвашĕ, çармăсĕ те пур:
Пур те çивĕчĕ те, йĕкĕт те, маттур:
Çĕр ĕçлекенсен юнĕпе шӳнисем,
Халăх пурлăхне кӳпсе кайнисем…
Юнашарти мăнастир аслă çуртĕнче
Хĕрсемпе каччăсем уйрăм пухăнаççĕ,
Вĕсем те çаксен ăрăвĕ йăхĕнчен —
Шавласа савăнса ырă кун кураççĕ…
Воевотă çурчĕн аялти хутĕнче
Купсасем ун патне парнесем кӳреççĕ:
Пир-ар та, пустав та, илемлĕ парчче,
Кĕмĕлтен шăратнă тирек, çăпала,
Сулăсем, алкасем, мерчен куçлă çĕрĕсем,
Татах та нумай ытти япала:
Тутлă апат-çимĕç, хаклă эрехсем…
Килекен хăнашăн,
Майра патшашăн —
Тăкăнать çак парне
Воевотă патне:
Çăра пыл та çинçе тир —
Йăваш чăвашран.
Кайăк ашĕ, хаклă тир —
Йĕтĕм çармăсран…
Ак пĕр çармăс кӳрсе пачĕ чĕр упа:
Ташшине те ташлать, урипе те çупать.
Ав тата клеткере лачакари чарлан,
Илемĕ сахал ури вăрăмран.
Тата урăх та чĕрĕ кайăксем
Кӳрсе параççĕ Йăлăмри çармăссем…
Воевотă çурчĕн килкарти тулашне
Урха кӳмми çитсе чарăннă вăхăтра
Виçĕ çармăс лăпăпа
Кĕрсе карĕç хапхапа.
Лăпă ашĕнче чаплă кайăк курăнать,
Сассинченех паллă — хур акăшĕ какалать.
Çармăссене чарса Урха çапла сăмахлать:
— «Кама эсир кайăка сутма шутлатăр?
Е хушнипе, каланипе парне паратăр?
Кăмăлăрсем пулсан — эпĕ хам илетĕп,
Сылтăм енчи кĕсрене уншăн тӳлетĕп!»
Чарăнчĕçĕ çармăссем,
Йĕтĕм — этем йăхĕсем:
Пăшăлтатрĕç, пуплерĕç. —
«Виçĕ кĕсре пар», терĕç,
Иккĕ çинче килĕшрĕç…
Çапла вара хур акăшне,
Икĕ кĕсре хакăшне,
Урха илчĕ, туянчĕ,
Тупăшĕпе савăнчĕ.
— «Кăна мĕншĕн каплах, мĕскер ырлăха
Хакла парса илтĕн паянхи кун, Урха?»
Пăшăрханнă пек пулса ыйтать арăмĕ,
Ăмăртса пахмисленме юратман арăмĕ.
— Шеплĕ майра патшана кăна тыттарăп.
Хамăн куçран ăна та, çынна та пăхтарăп.
Ăрăскалăм пулсан — çакă парнепе
Çĕклентерĕп ятăма, кĕреп хисепе.
Лашамсем сахал-и, укçамăм юхмасть-и?
Выльăх-чĕрлĕх пирĕн ерчесе пымасть-и?
Ан шелле, арăмăм, нимĕн те, ан кулян!
[[I,611]] çутăлать — ыйтма çеç ан вăтан!»
Лăплантарать арăмне Урха чĕлхипе,
Ăшĕнче савăнать сарăлас чаплăхпе:
Çутă чакăр куçĕ кулса çеç ялкăшать.
Аллипе сулать те çармăссене хушать:
Хуракăшне йăтса кĕме воевотă пӳртне.
Аялти хутĕнчи уйрăм пӳлĕмне.
Мăнастире леçтерет арăмĕпе хĕрне;
Хăй хăюллă улăхать воевотă пӳртне,
Хăнасем пухăннă аслă пӳлĕмне.
Тĕл пулать вăл унта палланă çынсене:
Пӳ кассинчи кнеç Тинях таврашсем…
Патĕр ялĕнчи Сĕлескер ывăлсем…
Шурча патĕнчи Ярхуни йăхĕсем…
Йăлăмри Лĕпшӳрен Сунарпуç çармăссем…
Пухăннă та, иккен, вăл килсе кĕриччен,
Вырăс улпучĕсемпе пĕлнĕ таранччен
Халапланса лараççĕ сĕтел хушшинче…
Палланипе палламанне пăхмасăр…
Урха салам каларĕ аллине памасăр…
Çав вăхăтрах воевотă икĕ улпутпа
Юнашарти пӳлĕмрен тухрĕ çăрха утăпа.
Пур пухăннă хăна шăкăрах тăчĕçĕ,
Хисеплесе ăна пуçсене тайчĕçĕ.
— «Тав тăватăп сире, савнă хăнасем,
Чаплă майра патшан шанчăклă чурисем!
Тивĕç тиврĕ пире: пухăнса савăнма —
Патшамăра хирĕç тухса курăнма!»
— «Сывă пултăр майра патша, урра!»
Хăнасем пĕр харăс карчĕç çăвара.
Воевотă куçĕпе куншăн ырăлать,
Хурчăка пек пăхса малалла какалать:
— «Тĕнчипе чаплă, хаклă хăнана,
Хамăр хута кĕрсе усракан патшана,
Парнесем парăпăр, кăмăлне кӳрĕпĕр —
Ывăлĕсен ячĕн тивĕçне илĕпĕр,
Сарăлĕ пирĕн çинчен Раççейпе ырă ят…
Шухăшлап та ăшчикĕм савăнса каять:
Шупашкара шăнăçайми хисеп
Паянхи кун пуласса эп сисеп!
Анчах, пăшăрханап пĕр усал-тĕселшĕн —
Çавал çинче паян ир пулнă ĕçсемшĕн:
Анат Сĕнтĕр вăрринчи ăста пăхăрçа
Тума хушсаччĕ ылтăн ярăм шăрçа,
Патшан шурă мăйне парнелесе çакма.
Çавна кунта кӳнĕ чух пусмăрласа çаратма
Темле вăрă-хурах хăраман, именмен,
Пăхăрăçне вĕлерсе шыва утма шеллемен.
Пăхăрăçĕ шелех мар, анчах шăрçа ярăмĕ
Парне кӳрес тенĕ чух пулчĕ вăрă харамĕ —
Ак мĕскер ăш-чик кӳллентерет,
Çилĕме шăнарайми çиллентерет!
Ну, паянхи кунах куншăнах кулянмăпăр,
Урăх парнесем хатĕрлесе майлăпăр.
Сирĕнтен кам мĕнпеле пуян —
Çавăнпала ырă пулĕ паян!»
Пур те хапăл турĕç, хавасланчĕç…
Хирĕç тухасси çинчен сăмахланчĕç…
V. Майра Патша
(Екатерина II)
Йăлăм çине ярăмланса
Хĕвел пăхать пуç-хĕрлĕ.
Çурхи каçшăн тунсăхланса
Картлă пĕлĕт хĕп-хĕрлĕ.
Каçалана кайнă майпе
Хĕвел пăхни сӳрĕлет,
Шĕвекленсе çитнĕ енпе
Çутти кичем эрешлет.
Пĕрчийĕсем чăр-чар туни
Юн тумламĕн туйăнать,
Атăл çине сĕнĕ ӳкни
Вут-кăвар пек курăнать.
Ĕмĕртенхи çут аслапай
Аннă çемĕн ыйăхлать,
Пур чĕр-чун та унпала май
Канас тесе лăпланать.
Атăл шывĕ те шавламасть,
Шавламасть те лăпланмасть:
Йăрăм-йăрăм авăнать,
Ыраш хирĕ пек хумханать.
Пĕртте унăн çук хавас, —
«Мĕн курап-ши?» тет пулас.
Атăл хĕрне пăхсассăн та
Пур çĕрте те тӳлек пек,
Анчах тура, унта-кунта,
Кăвайт çунать пушар пек.
Смала пички-пичкипех
Çунтараççĕ тăршшĕпех.
Хутран-ситрен хурал сасси,
Илтĕнкелет кăшкăрни…
— «Тухăр та чупăр, пĕлтерĕр аната:
Кимĕсем тура курăнчĕç кукăрта!»
Янтратса кайрĕç сасартăк сасăсем
Хурала тăнă пыранлă пурлаксен.
Воевотă патне хăвăрт пĕлтерчĕç
Çичĕ çухрăмра хăна килнине.
Ак ĕнтĕ харăсах кĕрлеме тытăнчĕç
Шупашкар чиркисем хыпар кăмăлне:
«Тĕнкĕлти-тĕнкĕлти, тин-тун!
Пирĕншĕн паян чаплă кун!
Воевотă вăйланать,
Улпут çынни савăнать.
Пуп карланки карăнать,
Ĕç çынни çеç пусрăнать!
Килес патша сывă пул!
Курма килни курса юл!
Тĕнкĕл-тĕнкĕл, тин-тун-тун,
Çитрĕ ĕнтĕ чаплă кун».
Пурте харăс чанĕсен
Кĕрлетеççĕ сассисем.
Ака пĕр самантра Атăл хĕррине
Сырса илчĕ халах çыран айккине:
Ялавлă турсемпе пуп таврашĕсем,
Воевотă патĕнчи паллă хăнасем,
Вĕсемпеле пĕрлех пуян хуçасем.
Пурĕн те аллисенче çунан çуртасем,
Ăшĕсенче патшана юрас шухăшсем…
Чăн малта воевотă çакăр-тăварпа
Кĕмĕлтен хывтарнă пысăк ывăспа.
Хирĕç тухать патшана христос ячĕпе,
Сылтăм аллинчи ылтăн хĕреспе
Архимантрит унпала юнашар, —
Тĕн тăрăх ăна-çке пăхăнать Шупашкар!
Чаплă çынсен хыççăн — ытти халăхсем:
Хулари тимĕрçсем, урăх ăстасем,
Юри пухăнтарнă ялти хресченсем.
Хĕрарăмсем, майрасем вĕсен çумĕнче
Уйрăм шăп тăраççĕ сулахай енче…
Килес хăнана курасси килсен те,
Унтан ыррине кĕтмеççĕ нимĕн те.
Çапах та Атăлăн çумĕнчи чăвашсем
Ыйтасшăн патшаран çаранлă утравсем:
Вырăс улпучĕсем туртса илнине,
Тата мăнастирсем çăлса пурăннине.
— «Мĕн пулĕ, мĕн килĕ шанчăка шантас мар,
Ыйтса пăхма пĕртте парне шеллес мар»,
Теççĕ Йăлăмкасри яштак çамрăксем:
Çавнашкалах Шурчари ничкĕн этемсем.
— «Тĕне кӳртсе пупĕсем тăнсене яраççĕ,
Пăрлă шывра шыва кӳртсе сывлăха хуплаççĕ.
Пуп таврашне — нӳхреп куçне кучченеç кӳптерсе
Ерипенех юхăнатпăр тыр-пула пĕтерсе»,
Тесе калас теççĕ Ишек панчисем,
Тĕне кĕрсе пĕрмаях сăтăр курнисем…
Пăшăлтатса пуплесе ĕмĕчĕсем ӳсеççĕ,
Çавăнпа та патшана килессине кĕтеççĕ…
Акă туран кĕтесрен
Тăват кимĕ тухрĕçĕ,
Шупашкара çитнĕрен
Тупă персе илчĕçĕ.
Виçĕ тупă çырантан
[[I,612]] турĕç савнăран.
Тăват кимĕ — [[I,613]]
Икшер йĕрке [[I,614]],
Тункатисем çийĕнче
Шăналăксем пĕлĕт пек.
Пĕр самантра çырана
Çыпăçрĕçĕ анмалла,
Икĕ йĕрке пусмана
Тăчĕ салтак хурала.
Тухрĕç кимĕсем çинчен
Çут тумтирлĕ этемсем:
Пăхма çамрăк сăнсенчен,
Анчах шурă çӳçĕсем.
Куçĕ-пуçсем хăватлă
Хăлат пăхнă евĕрлĕ.
Тумтиррисем укаллă,
Çавăрăнчăк тĕрĕллĕ…
Тăват çамрăк маттур улпут хушшинче
Икĕ йĕрке тăнă хурал варринче,
Майра патша тухрĕ çыран хĕррине.
Пĕтĕм халăх ӳкрĕ чĕркуççи çине,
Çĕлĕксене ывăтса кăшкăрчĕç, «урра»…
Сас янтравĕ ӳкрĕ леш енчи Йăлăмра…
Архимантрит хĕресе çĕклесе, ăмăртса
Чуп тутарчĕ патшана пиллесе, ыр сунса,
Хĕлĕхлĕ шăпăрпа шыв сирпĕтрĕ ăна,
Унтан пĕрĕхтерчĕ пĕтĕм халăха.
Пусма хатĕрленĕ путек силленнĕ пек
Тăчĕ халăх ура çине, сурах кĕтӳ пек.
Архимантрит хиçĕнчен
Воевотă çывхарать,
Вăл та пĕтĕм чĕринчен
Юрамашкăн тăрăшать.
Кĕмĕл тирки çинчи парнине парасшăн,
Патша кăмăлне, ырлăхне курасшăн, —
Хăй кăкри умĕнче хаваслă çĕклесе
Пĕр шуралса, хĕрелсе, тепре чĕтресе,
Йăпăлтатса калаçрĕ патшапа самайччен
Йĕри-тавра пурнан халăхсем çинчен.
Унтан сăмах çавăрса
Хучĕ çапла каласа:
«Хура халăх ыр курать,
Пĕрмай саншăн савăнать,
Сана ĕмĕр ыр сунать,
Хапăл тăвать хушнине,
Ытла хавас ыйтнине.
Хăй патшине юрасшăн
Чунне хатĕр памашкăн:
Хирĕç тухса хисеплет
Мĕн хушасса вăл кĕтет»…
Çапла сăмах пĕтерчĕ,
Патша аллине чуп турĕ,
Урипеле шăлт! турĕ,
Унтан парне тыттарчĕ.
Майра патша ку сăмахшăн хавасланчĕ,
Кула-кула кăмăлланса халапланчĕ;
Кăвак куçне çутăлтарса пăхнă хушăра
Тути хĕрне çӳхелетсе пуплет сăмаха.
Кăвак хăю кăкри урлă çакса çыхнине
Сайра хутра тытса илет сылтăм аллипе.
Унтан чаплă хăнасене çывăха пухса
Алли тӳртне чуптутарать сăмах каласа:
«Пурте эсир пĕлетĕр,
Пĕлмесен те сисетĕр
Пирĕн çĕр-шыв пуймалла,
Тăшмансенĕн путмалла. —
Кăна мĕнле тумалла?
— Сирĕн çине тайăлса,
Купса çине кукăрлса.
Хресчен çине хирĕнсе.
Хырăç-марăç куланай
Унăн усси пит нумай —
Ӳснĕ çемĕн ӳстерес, —
Сисечченех сиктерес.
Кунта халăх начар мар,
Çавăнпа та Шупашкар
[[I,615]].
Йĕри тавра сĕм вăрман.
Йĕркеренех ват юман.
Кайăк-кĕшĕк тем те прех —
Хаклă тавар пухмалла».
— «Çапла çав, çапла, тĕрĕс сăмаху,
Вара лайăхрах ырă курĕ халăху»,
Тесе тăраççĕ пухăннă улпутсем,
Майра патшан шанчăклă чурисем.
— «Хырăç пама хирĕçсен —
Ĕç ĕçлеме пуçтарас.
Ку таврари халăхсен
Ким ăстисем пур пулас.
Тата пăшал таврашсем
Тума ăста чăвашсем, —
Тенине эп илтнĕччĕ.
Кусем питех кирлĕччĕ.
Халех вĕсем пеккине,
Пухса парас Питĕре»,
Тесе патша пĕтерчĕ,
Тутисемпе елпĕрчĕ.
Ку сăмахсем хыçĕнчен
[[I,616]] хушшинчен
Пĕр улпучĕ калаçать,
Майра майлах майлаçать:
— «Хырăç-марăç пухмалла,
Ăстисем те пит кирлĕ, —
Вĕсем урлă тин вирлĕ
Ĕç ăнтарса ямалла,
Анчах пурне упрама
Салтак кирлĕ сыхлама,
Çавăнпа та çар валли
Кирлĕ уккас пухмалли.
Пăшал ăсти тесессĕн —
Юнăш кунтан кĕтсессĕн
Мĕншĕн тесен чăваша
Вăл ĕçпеле хăтланма
Ĕлĕкрехри саманра
Чарнă Петĕр, ман патша:
Чăваш çынни йĕркесĕр
Хăш чух ĕçлет киревсĕр.
Тĕк пурăннă çĕртенех
Тапхăр-тапхăр тапранать,
Патшалăха чĕтретсех
Калăпăшпе пăлханать.
Петĕр патша уккасне
Улăштарма кирлĕ мар.
Каплах аван йĕркене
Тытса усрĕ Шупашкар».
Çак сăмахсем чăннине
Шанчĕ патша тăнласа.
Пулчĕ тума хушнине
Воевотă пуç тайса…
VI. Ик еннелле
Ма кĕрлет, ма янтрать Шупашкар,
Мĕн хавасшăн савăнать кĕçĕр каç?!
Ку туй мар, калăм мар, уяв мар.
Çапах та хулашăн чаплă каç.
Мăнастир хӳминче, çуртĕнче
Çуртасем çунаççĕ çутатса,
Майра патша кăмăл кӳнинче
Выляççĕ, ташлаççĕ алхасса.
Хирти çил пек улать ак сăрнай.
Сĕм вăрман пек шăхăрать шăхличи,
Йăнкăрмасем янтратаççĕ пĕрехмай,
Шăпăрпала шăрантарать пĕр мучи.
Саркавуй пичкисенчен эрекене яраççĕ,
Лачкам шыва ӳкиччен ташăсене ташлаççĕ.
Яш кĕрĕмпе вăтам çынсем варлашнă,
Вырăс улпут чăваш мулпе паллашнă…
Майра патша патшалăхне пĕлесшĕн
Çта пырсан та савăнăçа кӳресшĕн:
Юрлаттарать, ташлаттарать умĕнче, —
Урăх уншăн çук та пекех çут тĕнче.
Çурхи шыв пек, Атăл шыв пек сарăлса
Эрехпеле сăра юхать хутăшса…
Манахсемпе пуп таврашсем уйрăм пӳлĕмре
Çылăхсене пытараççĕ, пусараççĕ эрехре…
Улпутсемпе чаплă çынсем аслă салăра
Чунĕсене хăпартаççĕ çăмăл ташăра…
Таш ташласа ĕçкĕ ĕçнĕ çийĕнчех
Майра патша çынсем суйлать тинкерсех,
Улпутсемпе хуçасенĕн парнисем
Унăн умне тăкăнаççĕ кӳнисем…
Чаплă. чăваш яш-кĕрмĕ хастарланса вăй вылять,
Улпут тавраш ывăл хĕрпе пĕрлешмешкĕн тăрăшать.
Кастарать çав пĕр пĕринпе пуплемешкĕн пĕлменни,
Анчах уншăн хутăштарать вăй выляни, ташлани…
Чăваш хĕрсем карталанса иртнĕ чух
Чĕкеç çине хĕссе илчĕ кăвак куç.
Майра патшан çывăхĕнче тăракан,
Ун сывлăхне чунтан-вартан упраса усракан —
Яштак улпут сисрĕ, чăтаймарĕ, йăл кулчĕ, —
Хăй патшине Чĕкеçпеле паллаштарма вăл пулчĕ.
Пĕр самантра воевота чĕнтерчĕç,
Чĕкеç хĕре хăйсен умне кӳртерчĕç;
Майра патша чăваш хĕрне хăйĕн патне илесшĕн,
Хитре пирки [[I,617]] тума пĕрле илсе каясшăн.
Анчах шухăш йывăр мар,
Ĕçе тума çăмăл мар, —
Чĕкеç пĕлмест вырăсла,
Патша пĕлмест чăвашла.
Çавăнпа та Урхана
Воевотă чĕнтерет,
Парнепеле патшана
Хисеплеме систерет.
Акă Урха пырать хăюллăн, яр утса,
Хăй умĕнче хур акăшне йăттарса.
Хур акăшĕ какаласа хăй пуçне каçăртать;
Пирĕн Урха урисемпе шартлатса пуç таять.
Çав тери хăюллă çынна,
Йăштак вăрăм хитре çынна
Майра патша савăнчĕ…
Çывăх тума сăхланчĕ…
Ытти нарне хушшинче
Акăш аван асăнма;
Пĕтĕм хăна хушшинчен
Урха аван савăшма.
Улăп пекех Урха тăрать патша умĕнче
Аскăн майра ăшчиккине вĕркен çавăрса:
Çуталаççĕ майран çутă кăвак куçĕнче
Ясарлăхпа каскăн ирĕк пĕрле хутăшса.
Урха сăнĕ пĕтĕм чунне пăхăнтарса илнипе
Майра патша манса кайрĕ чĕннĕ Чĕкеçе.
Ун çумĕнче тăраканни — Орлов пулман пулсассăн,
Сăмах айнех пулнă пулĕччĕ малтан килнĕ шухăшĕ.
Хăй роттинче служить тунă Урхана курсассăн
Орловăн палланипе аса килчĕ тус-йышĕ.
Чăтаймарĕ — сăмах хушрĕ, ал пачĕ,
Чĕкеçпеле калаçмашкăн пулма хушрĕ [[I,618]]:
— Чаплă патшан çакă хĕре фрейлин тума шухăш пур,
Анчах пирĕн пĕр-пĕринпе ăнланмашкăн чĕлхе çук.
Пĕтĕм хĕрсем пĕрле тăрсан кун пек хитре хĕр те çук,
Çавăнпа та патша çумне çывăхартма майĕ пур.
Калаç халĕ унпала: мĕнле вăл ăруран;
Килĕшет-и кăмăлне пирĕн шухăш сăмахран?»
Терĕ Орлов Урхана,
Пăхса илчĕ патшана.
Патшин куçĕ куçкалать
Урха çинчен хĕр çине:
Пăхнă çемĕн вăл туять
Иккĕш пĕр юн иккенне.
Вăл туйнине тĕплеме
Урха пуçлать пуплеме:
— «Пĕлĕте çитиччен кăмăлтан салам!
Ырă сывлăх пултăр шеплĕ патшана,
Тĕнчипеле çук аслă майрана!
Ку хĕр çинчен тĕпĕ-йĕрпе калам:
Сирĕн кăмăла кайнă хĕр,
Пӳлĕх-турра халь шĕкĕр, —
Хир варринчи чечек пек,
Çыр хĕрринчи çырла пек.
Хам арăмпа, мăшăрпа
Сывлăхĕпе сăйланап,
Пĕтĕм пĕчĕк кăмăлпа
Хĕр ӳснĕшĕн савăнап…
Сирĕн шухăшсем, кăмăлсем,
Чаплă ăслă сăмахсем, —
Илтсен чунăм хĕпĕртет,
Хавасланса çĕкленет.
Анчах ку хĕр, манăн хĕр,
Сире усă кӳреймĕ,
Вырас чĕлхи пĕлмесĕр,
Фрейлин пулма пĕлеймĕ.
Тепĕр хут хĕвел пек салам,
Тав сана кăмăлшăн, аслă патшам!» —
— «Юрĕ ку сăмахшăн, ырă çын,
Маттур та чипер, хастарлă арçын!
Хир чечекне çеçкеленме чарас мар!
Вăхăтсăрах татса илсе шантас мар.
Анчах, ыр çын, эсĕ ху
Пирĕнпе пырăн Хусана:
Унта пулĕ мăн пуху
[[I,619]]…
Халĕ хĕрне лăплантар,
Вăхăтлăха уйрăлтăр.
Юлтăр килне амăшпе,
Пурăнтăр ун хӳттипе…»
Кăвак хуппи Урхашăн уçăлчĕ,
Унерпинĕн кăмăлĕ хуçăлчĕ:
Упăшкине уйăрать аскăн патша,
Мĕн ыррине кĕтесси пур малалла?!
Ак ĕнтĕ улпут-тавраш тамашша,
Парне кӳрсе пур пурлăхна халалла!
Йĕри тавраран ыйтупала килнисем,
Патша çине шанчăксене хунисем,
Çĕрсем ыйтса кăмăлсене кастарчĕç,
Пĕлĕт çинче ырă курма сунтарĕç.
Авалтан тытса тăнă йĕркесене
Пуп таврашсен мăшкăлне хăварчĕç:
Чарăнмасăр хăвăртрах христосăн тĕнне
Шыва кӳртсе куçармашкăн хуштарчĕç.
Çапла вара чăваш халăх пурнăçне
Эрехпеле сăрапала юхтарчĕç;
Ирĕк çинчен ĕмĕтленнĕ шухăшне
Мăнастирте юрла-юрла пытарчĕç…
Кăвак çутти аякран
Йĕрĕмленсе çуталать,
Мăнастирте пĕртакран
Шавланийĕ чарăнать…
Атăл тăрăх аната
Кимĕсене ăсатрĕç,
Хусан çине таната
Карса яма каларĕç.
Урха кайрĕ майрапа,
Тăрса юлчĕ Унерпи,
Тул çуттипе Сившăва
Шурĕ кӳмми-урапи.
Çула тухсан Уланки
Кĕсресемшĕн кулянать:
Иртнĕ ĕçке карланки
Йăксуланса ылханать.
Кӳммешĕнче куллянса
Унерпи шет кӳлĕшет;
Хăйĕн хĕрне тăн парса
Улпутсене ӳпкелет.
Çамрăк Чĕкеç пуçĕнче
Тĕтре пекех иртнĕ çĕр, —
Юнĕ вĕрӳ чĕринче
Юхать каçхи канĕçсĕр…
VII. Сухатӳ
(Сапантуй, Акатуй)
Кăвак çутă ӳкрĕ шурăмпуçĕнчен,
Ерипен сарăлчĕ нӳрлĕ çĕр çинче.
Хĕвел тухăç сăнне хĕрлĕ сăр сĕрет,
Ăна типĕтмешкĕн уçă çил вĕрет.
Тĕтреленет улăх, пăсланать Йĕршшӳ,
Ирхи тăрин юрри кӳрет килĕшӳ…
Ĕçчен чăваш тухнă ирех хăй хирне,
Пупле-пупле авать шурти çеремне:
— «Урпа аксан — утмăл кунтан
Кĕрекене кӳртĕп» — тет;
«Йĕтĕн аксан — кил çуртăмран
Хĕре парса ярăп», тет.
— «Ну, ну! Мĕн урмăшан? Утсам!
Мăшкăл! Хĕрриперех пырсам!
Ак пĕртакран хамах сана тăварăп,
Йĕршшӳ çинчи хăях çине кăкарăп.
Ирхи кӳлĕм иртсен Сухатӳне пĕрле
Иксĕмĕр кайăпăр хĕрсе çитнĕ çĕре.
Асăнтар юртупа, пăхтар ула тĕсӳпе,
Патереке — хуçуна кăтарт курман хисепе».
Çӳлти касси улăхĕнче
Сухаç сасси илтĕнет,
Ула лаши ун умĕнче
Ута-ута ĕшенет;
Хăйсем çапах Сухатӳне
Каяс теççĕ васкаса,
Ашшамăшсен вĕри юнне
Кăтартасшăн ăмăртса.
Юхать Йĕршшӳ йăлтăртатса
Симĕс улăх хушшипе,
Туй çĕлен пек авкаланса
Çырма-çатра тăршшĕпе.
Унта-кунта вĕтлĕх вăрман
Йĕршшӳ икĕ енĕпех:
Вĕренепе хуна юман,
Тата шĕшкĕ йĕркипех.
Çӳлти кассен уй тăвайкки
Йĕршшӳ çумнех перĕннĕ,
Вăрман пуснă сăрчĕн çамки
Тĕксĕмленсе тĕрĕннĕ.
Тăват ялăн киремечĕ
Хĕрлĕ çыран хĕрринче;
Асăнмаллăх, ун тивлечĕ,
Çăлкуç юхать тĕлĕнче.
Çăлкуç шывĕ тапса тăрать,
Шыв арманне çавăрать, —
Кухĕн-çĕрĕн салат авăрать,
Çывăхри çын асăнать.
Хĕрлĕ çыран сылтăм енпе
Шур тăпраллă уй выртать,
Çултан сулах Сухатӳпе
Уйăн ячĕ асланать.
Пуçтарăнаççĕ пур енчен
Сухатӳне çулленех:
Çимĕк эрни варринчи
Юнкун ватти вĕттипех.
Кĕрнеклĕ яш кĕрĕмсемшĕн
Аслă уяв Сухатӳ:
Вăйлă пухă ваттисемшĕн,
Карчăксемшĕн калаçу.
Хĕрĕх çухрăм йĕри-тавра
Сухатӳне пĕлеççĕ;
Хатĕрленсе, çине тăра,
Ушкăн-ушкăн килеççĕ.
Каччи пырать хĕр пăхмашкăн,
Хĕрĕ пырать пăхтарма,
Иртни çинчен асăнмашкăн
Ват ӳркенмест пухăнма.
Унтах тата майĕ те пур:
Çурла çава туянма,
Ким таварĕ карчăксемшĕн,
Хĕрлĕ пусма хĕрсемшĕн.
Анчах нимрен те пахарах
Утсемпеле ăмăртни,
Юлашкинчен каçаларах
Пĕрле ĕçме саланни.
Кăçал вăйлă çур килнипе
Ыраш ӳсет пĕр тикĕс,
Çуртри калчи ав майĕпе
Шăтса тухрĕ сип-симĕс.
Çавăнпа та Сухатӳне
Аслă пулма шанаççĕ,
Çывăхрисем унăн ятне
Пурте сăра тăваççĕ.
Урхан арăмĕ Унерпи,
Упăшки çук пулин те,
Сăра турĕ нӳхреп тулли,
Хатĕрлерĕ эрех те.
Сухатӳне яма тесе
Хатĕрлерĕ Чĕкеçне, —
Тантăшсемпе пĕр пек тесе
Çĕлеттерчĕ шупăрне.
Уланкине тутарттарчĕ
Шăрçа пуçлă çăпата,
Ярчăк вĕçне яртарттарчĕ
Шултра шурă нухрата.
— «Тантăшсемпе пĕрле çӳре,
Тӳлек, лăпкă, чипер пул;
Каччă таврашĕ — чĕмере,
Калаçасран кая юл.
Пăхиссине пăхсассăн та,
Паллашасса ан васка,
Яш кăмăлна кайсассăн та,
Сăмах ытла ан вакла».
Çамрăк хĕрпе тимле, тимле
Ăс вĕрентрĕ Унерпи.
Сухатӳне хĕрпе пĕрле
Кайрĕ тарçă Силемпи.
Ак Сухатӳ кĕрлет вĕççи-хĕррисĕр,
Тапса тулнă халăх этем тирпейсĕр:
Ту енчи — вирьял анат енчипе
Пĕрлешнĕ пĕр çĕре уяв ячĕпе.
Ункă урлă килнĕ Тăрăн хĕрарĕ,
Çавал çинчен килнĕ Шуртан капăрĕ,
Йĕршшӳ тăрăх ларнă пĕчĕк ялсенчен
Килнĕ пулас пĕрер çын кашни килĕрен.
Сившу хĕрсем çитрĕç уйрăм пĕр ушкăн,
Куç тулли илемлĕ курса тăмашкăн,
Пуринчен те ачашрах Чĕкеç курăнать,
Пур каччăн та куçĕ ăна асăрхать,
Ушкăн, ушкăн, хĕр ушкăнĕ —
Шур хур ушкăн евĕрлĕ,
Йĕшкĕн каччăн вĕт ушкăнĕ
Çӳлти хăлат манерлĕ.
Пĕве çитнĕ сарă хĕрсем
Тутисене мăрт тытнă.
Ара çитнĕ яш ачисем
Аллисене кукăртнă.
Каччă тени хĕр ушкăнне
Вăтанмасăр çулăхать,
Хĕрĕсен те ун пек чухне
Кăмăл тулса улăхать.
Маттур, йӳрĕк яш каччăсем
Юрла-юрла çӳреççĕ.
Сухатӳне килнĕ çынсем
Тăнла-тăнла итлеççĕ.
Пуринчен те хыт янтраççĕ
Шуртан капăр каччисем.
Вĕсене шет асăрхаççĕ
Сившу сарă хĕрĕсем.
Шуртан каччи ушкăнĕнче
Виçĕ каччă пит маттур;
Вĕсен пичĕ-куçĕсенче
Атăл хумĕн тĕсĕ пур:
Виççĕше те çырă çынсем,
Кăвак куçсем кăвар пек,
Тăваткăл пит çăмартисем,
Чĕлхи-çăвар чепчен пек.
Çан-çурăмсем пит сарлака —
Кĕрнеклетсе тăраççĕ,
Çийĕ пуçсем таса, яка —
Капăр тĕслĕ курнаççĕ.
Вĕсен юрри — Атал çилĕ,
Кĕрле-кĕрле янтратать,
Сăмаххисем питĕ вирлĕ,
Пур халăха çавăрать.
«Вуник юман пĕр кутран,
Тăрри перĕннĕ пĕлĕте;
Эпир виççĕн пĕр тăван,
Мăн Ентимĕр пирĕн атте».
«Атте ячĕ Атăлта —
Иртен-çӳрен асăнать;
Анне ячĕ Çавалта —
Ыр çын пырать, ыр сунать».
«Утмăл тантăш — ывăл тантăш,
Епле ырлăх курас мар;
Хĕрĕх те пĕр хĕр тантăш —
Епле хĕрсе çӳрес мар».
«Вырăс кимми вырăнсăр
Атăл тăрăх аташать;
Иртмĕ халĕ парăмсăр:
Тăван тухать: тавлашать», —
«Атте тухать атмапа,
Эпир виççĕн виçепе,
Утмăл тантăш тукшанпа,
Хĕрсем çинçе [[I,620]]».
«Атăл шывĕ ким çăтать.
Пирĕн атте пин тытать;
Хуçа тени хуçланать,
Атăл тĕпне пăчланать».
«Пирĕн юрă юрăхсăр.
Эпир хамăр харăмсăр, —
Атте пĕрмай хăвалать
[[I,621]]».
«Хăвалăн тинĕс — хăямат,
Пире çитĕ Атăл та;
Хусан хули касамат,
Пирĕншĕн мар, тутарта»,
«Атте çилли — вут çиçĕм,
Анне кăмăлĕ катанпир,
Сухатӳне килнĕçем
Илес ярас пурçăн пир».
«Пурçăн пире путлантăр,
Пулсан пултăр сарă хĕр:
Аттен çилли салантăр,
Аннен кăмăлĕ çемçелтĕр».
«Эх, тухрăмăр, килтĕмĕр —
Йĕршшӳ çине йĕрлеме:
Суйлас хурас пĕрер хĕр
Анне кинсен хисепне».
Çапла юрăсем юрла-юрла
Виçĕ каччă утаççĕ;
Куçĕ-пуçĕсем çынсем урлах
Сар хĕрсене сăнаççĕ.
Ак Сухатӳ вĕркет, Сухатӳ кĕрлет,
Пĕтĕм Йĕршшӳ улăхĕ ян янтрать.
Вăрман та, хĕвел те итлет, пĕкĕрлет,
Пĕлĕт те чарăнса тăнласа тăрать.
Яшăсем юрлаççĕ, хĕрсем суйлаççĕ.
Пĕтĕм пуххипеле вĕресе çӳреççĕ.
Пуххи йĕри-тавра утсем тăраççĕ,
Хăйсен хастарлăхне кăтартма кĕтеççĕ.
— «Яраççĕ, яраççĕ, утсемпе чупаççĕ,
Ав юланутсем шăкăр хатĕрленнĕ,
Киремет чиккинчен чупма пуçлаççĕ…
Ара, ĕмĕртенпе çавăнта тимленнĕ…»
Тесе халăхсем янтратма пуçларĕç,
Пурте тăвалла куçмашкăн тапратрĕç.
Мăн Ентимĕр ывăлĕсем тухрĕç уялла,
Лашасен картине, утсене утланма:
— «Сухатӳне килнĕ пек чух пĕре чуптарас,
Пухха йĕри-тавра ăмăртса кустарас» —
Тесе калать пичĕшне кĕçĕн ывăлĕ.
Ăмăртура мала тухма çунать унăн кăмăлĕ.
— «Еркиней, асту, ăйăр ытла хастар,
Çăварлăхпа касмăкласа мĕн пур вăйпа кастар»,
Тет пиччĕшĕ шăллĕне, çивĕчине,
Хăй юлать кӳмме кутне тепĕр шăллĕпе.
Еркиней йĕтĕм хура ута утланчĕ,
Йĕнерлесе касмăкласа тапранчĕ:
Карăнтарчĕ чĕлпĕре, тапăрларĕ урипе,
Тапса сикрĕ ăйăрĕ çил çунатлă юрттипе.
Ак, утсемпе кустараççĕ пусăра
Пĕр ал юлан юнашарăн тапранса;
Çывхараççĕ пухă патне сиккипе —
Çаврăнмалла пухă тавра авалхисен йăлипе,
Вара тинех кăмсармалла парне патне алсене.
Йăлтти-ялтти юлансем,
Ыткăнаççĕ учĕсем.
Ула лаша чăн малта —
Пĕчĕк ача юланта.
Ун çумĕнчех, каярах,
Вĕçсе пырать Еркиней,
Чăмăрккапа пĕрмаях
Хистет хăйĕн ăйрине.
Ăйри хытă ыткăнать,
Сăмси-çăвар вут тăкать,
Çапах ула лашаран
Ик шит юлать сахалтан.
Ун çумĕнчех тепĕр ут
Кĕç иртес пек туйăнать:
Хушка пуçлă çӳрен ут
Маттур юлан тыткалать.
Ăмăртаççĕ юлансем,
Урса кайнă темелле:
Шăй-шай! Йăй-йăй! сасăсем
Атăл хĕрне çитмелле.
Курса тăран çынсен те
Ăшчиккисем вĕçнĕ пек.
— «Ай та уй!» та — «ак ĕнтĕ»!
Тĕлĕнеççĕ тĕлĕк пек.
Пуринчен те ытларах
Яшкĕремсем хавасрах:
— «Ула лаша камăн ку?
Епле унăн кустару?»
— «Хура ăйăр тухатех,
Яш утаман юлмастех», —
Теççĕ Шуртан каччисем,
Çавал çинчен килнисем.
— «Хушка пуçлă çӳрен ут
Иртме тăчĕ икĕ хут,
Чикке малтан çитетех,
Урха ятне çĕртместех»…
Теççĕ пăхса тăрансем,
Сившу енчен килнисем…
Анчах ула лашана
Çитеймерĕç нихăш те,
Суха тунă лашана
Сума сурĕç пуххипе:
Пурçăн вĕçлĕ алшăли,
Икĕ сурпан ик енчен —
Парне çакрĕç пӳ тулли
Ула лаша çилхинчен.
Чăтаймарĕ Еркиней
Ула лаша пусмăрне:
— «Пулсан пултăр ман телей,
Хакне парăп хамăнне,
Вырас ылтăн укçине» —
Тесе вăлă тапăнчĕ
Ула лаша хуçине.
Мула пулин уйрăлчĕ
Ула утран Патерек —
Виçĕ тăван савăнчĕ
Ку лашашăн темĕн пек.
Анчах хушка лашалли,
Еркинейрен юлманни,
Пĕрре пăхрĕ ăмсанчĕ,
Тепре пăхрĕ тăвăнчĕ:
— «Урха пулнă пулсассăн
Ула лаша пирĕнччĕ» —
Ӳпкелешрĕ Уланки,
Урха учĕн хуралçи.
Халăх çăварĕ уй хапхи,
Темĕн те пĕр сăмаххи:
— «Лаша хуçи утаман,
Патерекĕн вăл пулман.
Юри янă ачаа
Ула утпа Еркиней;
Чапĕ малтан лашана,
Çавах йĕкĕте телей…»
Ватти-вĕтти сăмахлать,
Карчăк-кĕрчĕк калаçать,
Юр юрлаççĕ яшăсем,
Кĕвĕлеççĕ кĕслеçсем:
«Йĕршшӳ юхать йĕрленсе,
Çавал çине çаврăнса,
Чĕнтĕр кĕпер чăнт! тăвать —
Урлă ула ут каçать».
«Улăх кайăкĕ текерлек,
Сухатӳре Патерек,
Ăмăрт кайăк Атăлта
Еркиней тус Çавалта».
Сившу çынĕ Çиментей,
Урхан чаплă кĕслеçи,
Шăпăрпала Мулентей —
Хăйсен ялне манаççи?
«Çӳлти çăлтăр — шурăмпуç
Хĕвел умĕн хăпарать.
Хушка ута тавтапуç —
Сившу ятне вăл сарать».
«Урха тарçи Уланки,
Йывăр ута шăм-шакки;
Хушка лаша çĕр чавать,
Хуçа çукшăн кулянать».
Çапла юрă юрлаççĕ,
Лашасене мухтаççĕ
Пуринчен те ытларах,
Еркинеех чаплăрах.
Еркинее курасшăн
Пĕтĕм пухă хумханать:
Ăна пурте палласшăн,
Сухатӳне асăнать.
Пирĕн Чĕкеç чипер хĕр
Силемпине тапăннă,
Мĕнле шухăш кĕнĕ-тĕр,
Хăй чурине уртăннă:
«Паллаштар-ха, кинемей,
Утаманăн ывăлпе,
Ытла маттур Еркиней,
Епле чĕнем чĕлхемпе?
— «Эс ухмаха ертĕн-и?
Апу ăсне мантăн-и?
Ара пухă варринчех
Намăс курăн чиперех» —
Ӳпкелешет Силемпи
Урха хĕрне Чĕкеçе,
Хăй систерчĕ пӳрнипе
Çиментее-кĕслеçе.
Çиментейĕ кĕслере,
Тути-çăварĕ сăвăра,
Ăсталăхĕ пӳрнере,
Хастарлăхĕ юрăра:
«Атăл сăрчĕ сĕвек мар,
Сĕве шывĕн хĕрри мар;
Яш утаман Урха мар,
Воевотăн тусĕ мар».
«Сухатӳре сулхăн çук,
Пирĕн умра Урха çук, —
Йĕршшӳ йĕрет йĕрмеллех,
Улăхĕ çук темеллех».
«Хăлат килчĕ — хăратрĕ,
Чăх-чĕпсене салатрĕ.
Тăхта халĕ ăмăртма,
Ăмăрт кайăк пулмăн-ха».
«Шурă хула Шупашкар,
Вырăссемшĕн, пирĕншĕн мар.
Хусан хули чул хӳме,
Улпучĕсем чун çиме».
«Урха улпут Хусанта
Майра патша патĕнче:
Хальхи кунти саманта
Урха ячĕ — çут тĕнче».
Чĕкеç итлет тимлесе
Çиментейĕн сăввине,
Силемпине хĕрелсе
Çапах туртать çаннине:
— «Эх, кинемей, кинемей,
Пĕр-ик сăмах пупле-хе, —
Ытла йĕкĕт Еркиней.
Ĕнтĕ ан та хирĕç-хе!».
— «Эй, чĕмере ку хĕре,
Ара каччă курман-и?
Пĕри тавра йĕркере
Вирьял ачи сахал-и?».
Тесе чарать Силемпи
Чĕкеç хĕре тилмĕрсе,
Пĕтĕм пĕчĕк пĕвĕпе
Утрĕ пухха хăй хирсе:
— «Ак пуçланĕ кĕрешӳ,
Яш кĕремшĕн килĕшӳ,
Утаман уль (ывăлĕ) çĕнтерсен
Паллаштарăп май килсен».
Тарçă çапла каласа
Лăплантарчĕ Чĕкеçе,
Еркинее хурласа
Сурса илчĕ темиçе.
VIII. Алтутри
Шăрăх хĕвел тӳпере
Шăратнăçем шăратать,
Йĕршшӳ çинче хӳтĕре
Кĕтӳç кĕтӳ шăварать.
Пĕрмай хăйне кичемрен
Сухатӳ енне пăхать,
Чăтаймасăр кĕтӳрен
Уйрăлать те улăхать.
Сухатӳре сулхăн çук,
Ӳпкелекен куншăн çук:
Шăрах хĕвел питĕнчех
Пухă кĕрлет каçченех.
Акă пухă варринче
Виçĕ мăшăр кĕрешет,
Шурă тăпра çĕр çинче
Тусан пулса тĕрмĕшет.
Кĕрешекен маттурсен
Çан-çурăмсем йĕп-йĕпех,
Ал-урисен шăнăрсем
Карăнтарнă хĕлĕх пек.
Хулран хула тытнипе
Çăтти-çатах çаннисем,
Пĕрне пĕри хĕснипе
Хăшти-хаштах пырĕсем.
Пĕрне пĕри çавăрса
Ӳкересшĕн хул пăрса, —
Ура явса ӳкерсен
Намăс вара çынсенчен.
Çавăнпа та мăшăрсем
Кĕрмешеççĕ астуса:
Ара яшсемпе хĕрсем
Асăрхаççĕ сăнаса.
Виçĕ мăшăр пĕр пек мар,
Пур çыннăн та вăй пĕр мар:
Кĕтӳç çитнĕ тĕлелле
Пĕри ӳкрĕ çĕрелле.
Йĕри-тавра тăракан,
Сахал та мар кулакан:
Çĕнтерекен çиелте,
Анчах чапĕ халь малта.
Тепĕр мăшăр тăрмашать.
Вăкăрсем пек вăй пухса.
Анчах пĕри урмăшать
Пĕтĕм вăйран шалт кайса, —
Ăна хирĕç тухакан
Вăрса илчĕ вăйлăран:
Сулахайри хул çинчен
Ытса ячĕ сисиччен.
— «Ай, кун вăйĕ, Пĕсмилле,
Ахальтен мар утаман:
Ку ӳкерет вилмелле,
Кам пур хирĕç тухакан?»
Тесе халăх калаçать,
Еркинее асăнать, —
Çапах тепĕр мăшăртан
Паттăр кĕтет пĕртакран.
Еркинее пиччĕшĕ
Пырса пачĕ пыл сăра,
Пăшăл-пăшăл иккĕшĕ
Пуплес илчĕç самантра.
Йĕри-тавра Еркиней
Хăлат пекех пăхкалать:
Кĕрешекен çĕнекен
Хăйне хирĕç йыхăрать.
Ак виççĕмĕш мăшăртан
Пĕри тухрĕ паттăра:
Кансан хатĕр кĕрешме,
Еркинейпе хирĕçме.
Пухă çынни пăтранать,
Урлă-пирлĕ калаçать:
Паттăрсене тĕппипех
Ыйтса пĕлме тем пекех!
— «Кам таврашĕ, хăш ялсем?
Мĕн ятпала чĕнмелле?
Хама вăрса ӳкерсен
Кама аса илмелле?
Тесе тĕпчет ял кулса
Еркинейĕ паттăра,
Хулне тăсса ал парса
Хăй пек çамрăк тантăша.
— «Çатра Марка пирĕн ял,
[[I,622]] ятлă хамăн ят,
Атте-апай ятлах мар,
Анчах Урха йысна ман»
Тесе хайне пĕлтерет
Еркинейпе тухакан.
Ирĕксĕрех асилет
Хушка ута утаман:
— «Паçăр утпа чупнă чух
Кĕç иртетчĕ хушка ут,
Урхан терĕç вăл ута,
Çав Урха-и сан йысну?»
Тесе ыйтать Еркиней,
Хăй кулкалать пит чее.
— «Урăх Урха таврара
Çуралман ку саманра» —
Тесе Туйсар калаçать,
Кĕрешмешкĕн пуç таять.
Туйсарăн хулпуççи виç чике,
Еркиней те унтан кая мар.
Иккĕшĕн те яштак кĕлетке,
Иккĕш те хитре те патмар.
Иккĕш те çанăсем тавăрса
Кĕписене йӳле яраççĕ,
Хулран хул пăталаса тытăшса
Кĕрешмешкĕн ĕнтĕ пуçлаççĕ.
Ракатка пек халăх йĕри-тавра
Пуçĕсене сĕнксех пăхаççĕ:
— «Хăшĕ тухĕ ĕнтĕ паттăра?»
Тесе тунсăхласа кĕрешĕве сăнаççĕ.
Еркиней те паттăр, Туйсар та маттур
Вăй та, чăтулăх та иккĕшĕн те нумай.
Иккĕшĕ те кĕрешеççĕ калама çук сатур,
Иккĕшĕ те чăрсăрланса вăй хушаççĕ пĕрмай.
Ак Еркиней ярса илет Туйсара
Шăнăрланнă аллипеле ĕнсе чиккинчен,
Анчах Туйсарĕ те пĕр самантра
Пусса илет хуллине чавса кукринчен…
Ак Туйсарĕ Еркинее çавăрмашкăн тытăнать.
Анчах лешĕ урисемпе çĕре хирсе пăталать…
Пăркаланать ик маттур унталла та кунталла
Вĕсем хыççăн пĕрмаях халăх тăрать куçкала.
Пĕтĕм пуху пухăнчĕ,
Паттăрсене пахалать.
Кĕтӳç мала чыхăнчĕ,
Кĕрешĕве асăрхать:
«Кĕç, — тухас та кĕрешес
Иккĕшне те çĕнтерес!»
Тенĕ пекех пăхкалать,
Аллисене вăтăрать.
Кĕтӳçпеле юнашар
Кукăр карчăк Силемпи:
— «Çăва патне, типĕшар
Тупать Туйсар [[I,623]].
Ара усал утаман,
Вăл уяса тăрать-и?
Сисичченех, ăнсăртран,
Ултавсăрах чăтать-и?
Эх, мур çăтасси, хам мар,
Çиçкĕнтерсе ярăттăм,
Çĕнтерсенех, [[I,624]]!
Сана парне парăттăм».
Çапла карчăк кӳлешет
Чĕкеç илтсе тăмалла,
Хăй чышкипе перкшет
Айăккалла-майăккалла.
Чĕкеç тăрать тилмĕрсе
Шурă хут пек шуралнă,
Кĕрешĕве тинкерсе
Пăхса тăрса аптранă:
Куккăшпеле Еркиней
Йĕрĕх пекех тытăннă.
Чунтан-вартан, ӳт-пĕвĕпе
Кĕрешĕве парăннă.
Туйсар кĕпи тĕрĕллĕ,
Пыр çиххисем туртăннă,
Çӳçĕ-пуçĕ виреллĕ
Пайраланса пусрăннă.
Урса кайнă Еркиней
Тути-çăварĕ пăрăннă,
Чĕри хăвăрт сикнипе
Пырĕ шалтах тăвăннă…
Ярса-ярса пусрĕ те
Туйсар çине пит хăвăрт
Сиксе илчĕ сисиччен,
Аллисене ячĕ те
Хĕсрĕ хăлхи чиккинчен.
Туйсар çавăнтах ăнсăрт
Шăнарсене çемçетрĕ,
Хуллисене вĕçертрĕ.
Çав вăхăтрах Еркиней
Вăрса илчĕ хăй çине,
Унтан пĕтĕм вăйпала
Кăкрипеле хирĕнсе
Çавăрса çапрĕ хулпала!
Туйсар ӳчĕ нач! турĕ,
Пĕтĕм халăх ах! турĕ.
Туйсар ăнран кайнипе
Ячĕ вăрăм сывласа,
Хуп-хура юн сăмсипе
Юхса анчĕ йăрласа.
Чĕкеçпеле Силемпи
Чупса пычĕç ун патне,
Унтах пычĕ Уланки
Пулăшмашкăн пĕлĕшне.
Хăй куккăшĕн сăмсинчен
Чĕкеç тытрĕ алтутри;
Йĕри-тавра ик енчен
Элмен пурçăн ун тĕрри —
Вут-кăвар пек ялкăшать,
Хаяр куçа ачашлать…
Еркинейĕн куç-пуçĕ
Тĕрĕпелех тĕлĕнмĕ,
Уншăн Чĕкеç сăн-пуçĕ
Нимрен паха илемĕ:
Кĕрешнине, Туйсара
Манса кайрĕ самантра;
Куçĕ каймасть Чĕкеçрен,
Улăх çинчи чечекрен.
Хальччен хăйĕн ĕмринче
Кун пек хĕре вăл курман,
Пухăсенче, ялсенче
Кун пек хитре тĕл пулман.
Чĕкеç Туйсар çумĕнче
Пăрчăкан пек кускалать;
Силемиийĕ пĕр енче
Юна-юна ылханать,
Еркинее асăнать.
Еркинейĕ аптраса
Туртса илчĕ Туйсара,
Ыйтрĕ унтан каçарма,
Малашнелле тус пулма.
Хăй çавăнтах Чĕкеçе
Сăмах хушрĕ тĕпчесе.
Унăн ятне, ăруне,
Ыйтса пĕлчĕ хăш ялне.
Чĕкеç сасси чепчен пек,
Шерепете ĕçнĕ пек,
Еркинейĕ шăп итлет,
Пĕтĕм чĕри ирĕлет:
«Ку кĕрешӳ, тавлашу —
Пит телейлĕ паллашу».
Чĕкесшĕн те Еркиней
Асра тытмалли телей…
Анчах пухă пăлханать,
Еркинее хур тăвать:
«Улталарĕ утаман,
Çӳç питтине пăракан,
Хальччен ун пек йăла çук…
Тавăраççĕ кун пек чух…»
Тесе халăх калаçать,
Кĕрешӳшĕн хумханать.
Халăх сасси çунатлă,
Халаппийĕ хăватлă:
Кĕтӳç чăтса тăраймасть.
Кĕрешмешкĕн хăрамасть:
Лутра çутам кĕлетки,
Хурçă пекех ал-ури.
Еркинее йăхăрать,
Хирĕç тухма вăл ыйтать.
Асси-пăсси Еркиней
Ирĕксĕрех килĕшет, —
Авалхисен йĕркине
Виççĕмĕш хут кĕрешет.
Хитре хĕртен уйрăлать
Савăнăçлă чунлă мар:
Ăна хирĕç тухакан,
Çивĕч куçлă пăхакан —
Кĕтӳç, — пăхсах курăнать,
Ыйтса пĕлме кирлĕ мар.
Тӳрех унпа утаман
Кĕрешмешкĕн тытăнать.
Кĕтӳç пиçнĕ хĕвелпе,
Ӳснĕ уйри çилпеле.
Вăйлăланнă вăрманта
Кашкăрсемпе вăрçăра, —
Пĕре тытать, хутлатать,
Еркинее ялт! йăтать:
Пăра-пăра илет те
Çĕре кĕррĕс! тăвать те.
Еркинейĕ япăхса,
Хĕршĕн тăнне çухатса,
Кĕтуç вăйлă ытамне
Сисмерĕ те [[I,625]].
Анчах халăх пит хавас
Кетӳç ятне асăнать:
— «Айта, маттур Уламас!»
Тесе ăна хапăллать.
Еркинейĕ вăтанса,
Тарса утрĕ васкаса
Саран кӳмми умнелле,
Шавлă пухăн хĕрнелле…
Пухă кĕрлет пушшĕнех,
Яш-кĕрĕмсен сасси çех:
Ташă, юрă ян! каять,
Пĕтĕм улăх çуйăхать.
Ватти-вĕтти килелле
Саланмашкăн тытăнать,
Сукмаксемпе, çулсемпе
Шап-шур халăх шав утать.
Кая юлнă кĕслеçсен
Пит илемлĕ сăввисем:
«Чепчен кайăк телейлĕх,
Ула кайăк хурлăхлăх,
Сарă хĕрсем — илемлĕх,
Хура хĕрсем — арăмлăх».
«Вăрман ути ухльăмлă,
Ырă утă усăллă,
Сарă хĕрсем сăпайлă,
Ытарма çук кăмăллă».
«Ула лаша çул тытать,
Хушка лаша çул пăрать;
Хура утсем юртăллă,
Пирен юрă [[I,626]]».
«Кĕрешекен пӳлĕнет,
Пăхса тăран тăранать,
Çĕнтерекен Уламас,
Вăйĕпеле мухтанмасть».
«Юрă тени юрăхсăр,
Ытарлăхĕ сыпăксăр,
Эпир юрлар юррине,
Эсир тупăр туппине».
Кĕслеç кĕввин хĕрри çук,
Юрлаканăн вĕçĕ çук;
Касаканăн турпасси,
Яш-кĕрĕмĕн сăмаххи.
Каçхи кӳлĕм патнелле.
Яш-кĕрĕм те килелле.
Йĕршшӳ сулхăнĕ çапать,
Туйсар кӳмми хуçмалла,
Йыснăш патне пымалла;
Çавăнпа та çул майпе
Лартать пĕрле Чĕкеçе.
Чĕкеç кĕрсе лараччен,
Силемпипе нумайччен
Пăшăлтатса пуплерĕ:
«Çуран кая юл», терĕ,
Алтутрине тыттарчĕ,
Икĕ тĕвĕ тĕвлерĕ,
Куçне хупса, хĕрелсе,
Пĕр ĕç хушрĕ именсе:
«Йĕршшӳ çинчи кĕперпе
Утаман уль каçмалла,
Тыттар икĕ тĕвĕпе
Алтутрине ытарла.
Ăсĕ пулсан чухлама
Салтса çыхтăр хăй ăспе:
Эпĕ çыхрăм сăнама
Пулас кунсен ячĕпе».
Силемпийĕ сивĕнсе
Пĕрĕхтерсе калаçать,
Анчах хĕре хĕрхенсе
Çуран тăрса вăл юлать.
Ула ута утланса
Еркинейĕ ташлатать,
Пĕтем пухă ăмсанса
Ăна килне ăсатать.
Кукăр карчăк Силемпи,
Кĕпĕр çине вăл васкать,
Еркинее алтутри
Ытарласа тыттарать.
Тытнă-тытман Еркиней
Салтать тутăр вĕçсене:
Унта тупать кăмăлне
Чĕкеç çӳçĕ пĕрчине,
Чикет ăна кĕсйине.
Хăй сухалĕн пĕрчине
Çыхать хурать пĕр тĕве;
Алтутрине тавăрать,
Силемпие тав тăвать…
Унтан ури кĕлипе
Тапăрлатать лашине,
Лаши вĕçрĕ улăхпа
Çил çунатлă юртăпа…
IX. Ылтăн çĕрĕ
Уяв кунсем ерипен
Иртсе кайрĕç Сившура,
Нумай ĕçрĕç килсерен
Эрехпеле пыл сăра…
Чаплă Урха çуртĕнче
Ĕçкĕ вăйлах пулмарĕ:
Унерпинĕн ĕçкинче
Арĕ çукки хупларĕ.
Хурăнташсем, пĕлĕшсем
Пит шавласах каймарĕç,
Юрăсемпе ташăсем
Кăçал ăнсах каймарĕç.
Чĕкеç куккăшĕ Туйсар —
Кервен ĕçкĕ тăвакан —
Вăл та ĕçке хавас мар,
Ӳсĕр пулса юрламан.
Хăна-евĕр халаппи,
Урха çинчен сăмаххи;
Çирĕç майра патшана,
Асса кайнă тăшмана.
Çитменнине Çиментей
Айван юрă юрларĕ:
«Урхан Хусанта телей»,
Тесе сăмах каларĕ.
Унерпин çав сăмахпа
Пичĕ-куçĕ туртăнчĕ,
Сухатӳре çавăнпа
Ĕçки часах чарăнчĕ.
Çав тĕтешех Чĕкеç те
[[I,627]] пулса аптăрать:
Тĕлĕк курса ыйхинче
Еркинее асăнать.
Хай çимĕк иртсен, эрне кун ирхине
Нумайччен кĕтӳ тăчĕ пухăнса:
Арăмсем, хĕрсем васкамарĕç килсене,
Вакларĕç сăмах, çапрĕç пайтах талпаса.
Урхан выльăхсем хăйне халĕн пĕр кĕтӳ,
Çапах та пускилпе тытать пĕрлешӳ:
Силемпи хуса тухрĕ пĕр çирĕм ĕне,
Пĕр икçĕр сурăх тури хапха патне.
Вăл та арăмсемпе сăмахланчĕ самай,
Кайран Уламаспа халапланчĕ чылай:
Уламас Йĕршшӳ çинче Патерекпе пупленĕ,
Патерекĕ ула утшăн Шуртана та çӳренĕ,
Çавăнпа та уламас пĕлет нумай ĕç çинчен,
Тăнлантарать Силемпие шăппăн самайччен:
— Патерек ула ута каялла ыйтрăм, тет,
Анчах Еркиней пĕр тупăш хушрĕ тет:
«Урха хĕрне Чĕкеçе вăрлама пулăшсан,
Тавăрăп лашуна, ула ут пулĕ сан»,
Тесе сăмах пачĕ тет харсăр Еркиней, —
Çавăнпа та асту Чĕкеçе, кинемей!
Пăртакран Урха та киле тавăрнĕ,
Ун чух утамана вăлах парăнмĕ:
Атăлпала тăвалла иртнĕ [[I,628]] вăл,
Анчах Çавал анинче пулнă вăйлă çил-тăвăл
Çавăнпа та Шуртана тухса канса кайнă, тет.
Шупашкара васкаса кимĕпе, килнĕ тет».
Çак хыпарсене Силемпие Уламас
Кайри малти шухăшсăр пĕлтерчĕ пулас.
Унерпие тарçи киле çитнĕ çитменех
Каласа та кăтартрĕ илтни çинчен пĕтĕмпех.
Хуйха пуснă Унерпин пичĕ пĕр хĕрелчĕ,
Еркиней çинчен илтсен сăнĕ каллех сӳрелчĕ.
Маттур вăйлă, упăшки майра панчен таврăнать,
Сивĕ хаяр тăвăл пек тăшмансене пусарать.
Куç шăрçи пек Чĕкеçне вăл вăрлама парас çук,
Вăрă-хурах таврашне пусмăрлама парас çук.
Çапла шухăш пуçĕнче Унерпие сăн хушать,
Хăйĕн тарçи-тĕрçине ĕçлеттерме пулăшать.
Йĕршшӳ çинчи çарансем ыран-паян çулмалла,
Унти ута пуçтарма çуллен ниме тумалла,
Çавăнпа та çимĕкрен сăра хатĕр хăварса
Çывăх кӳршĕ ялсенчен ниме чĕнсе хуртарса,
Арăш-шарăш чурисем апат-çимĕç тăваççĕ,
Арçын тарçи-тĕрçисем çавасене туптаççĕ…
Хĕрупраçсем тĕр тума чарăнаççĕ шăрăхра,
Çураçнă хĕр тавраш çеç пухать хĕрçум утăра.
Чĕкес пуян майĕпе тĕр тумашкăн чарăнмасть.
Çӳлти пăлтăр умĕнче унтан тантăш татăлмасть.
Çапах амăш, Унерпи, Силемпие систерет,
Хăйĕн хĕрне «куçăнтан вĕçертмесĕр сыхла», тет.
Силемпи, пур, хăй те çав Еркинее юратмасть,
Чĕкеç патне килесрен тем пек ăна кураймасть.
Анчах иртнĕ пухура темле пулчĕ итлесси.
Еркинее алтутри Йĕршшӳ çинче парасси.
Ун чух Чĕкеç кăмăлне ирĕксĕрех тунăскер,
Халĕ элек парасран шăла çыртса тăнăскер,
Силемийĕ Чĕкеçе ăна-кăна систермест,
Каçалапа çапах та хăй куçĕнчен вĕçертмест.
Мĕн тăвас тен? Хĕр ĕмри — çурхи юр пек анчах-çке!
Кĕтмен инкек-синкекех пусса кайсан пĕтет-çке.
Çапла Урха килĕнче пурнăçсем шăваççĕ…
Урха тавăранасса тем пек кĕтсе тăраççĕ…
Тепĕр куннех каçхине Урха çитрĕ килне
Воевотă лашипе, чаплă тумтирпе, —
Сăнĕ-пуçĕ палăртать мăнă кăмăлне,
Калаçасса калаçать ăш-чик туллипе.
Хăйĕн сылтăм аллин кача пӳрнинче
Ылтăн çĕрĕ йăлтăртатать ахах куçĕпе.
Унерпийĕ малтанах калаçма ӳркенет,
Пĕр Чĕкеç çеç, шăпчăк пек, чараймасăр чвилетет,
Сухатӳри сăрана тутантарса пăхтарма
Хушрĕ Урха арăмне ятлă пичке пуçлама.
Ялти хурăнташсене, паллă пĕлĕшсене
Урха килне чĕнтерет хăй килнĕ ячĕпе:
«Вырăс патши кăмăлне, сарлака ырлăхне
Тав тăвас та ĕçес йӳçнĕ пыл сăрине»,
Тет арăмне Урха йăл-йăл çеç кулса
Аслă пӳртĕнче каллĕ-маллĕ утса.
Унерпи тарçисене кускаласа васкатать,
Хăй çавăнтах Силемпие шăппăн çапла калать:
«Кăмăлне хуçас мар, хавасне сӳрес мар,
Сухатӳре пулни çинчен пĕр самах та калас мар.
Сăра кĕрте тунине пăр айĕнчен кăларас,
Çимĕк çинче пулманне кĕçĕрхи каç савăнас».
Хăни евĕр пухăначчен Урха калать арăмне:
— «Арăм, итле-ха, кунталла пăх-ха, —
Манăн кĕпе çинче умăмра
Майра патша çакнă вырăс хĕресне
Куратна? Ĕнтĕ текех çук Урха:
Эпĕ тĕне кĕтĕм, ята улăштартăм,
Чаплă вырăс ятне хуртартăм:
«Алтаккин» манăн ят,
Урха юлать хушамат.
Чăваш улпучĕсем пуплеме мар,
Çывăха та ан пыччăр ман ятăм патне».
Ку сăмахсене илтсе, хĕресне курсан,
Унерпи пăхнă çĕртех хытса кайрĕ шуралса:
«Ай, пĕтрĕмĕр!
Курнă, аскăн майра!
Пĕтерчĕ пирĕн ята,
Авалхи ăрăва!
Мĕн калĕ атте?
Мĕн калĕ Туйсар?
Татса ывăт хĕресне
Е каялла кайса пар.
Ара! Ухмаха ертĕн-и?
Çĕре-шыва мантăн-и?
Эх, Урха! Ахаль мар чĕре
Пит сикрĕ ку эрнере», —
Тесе Унерпи Урхана ӳкĕтлет,
Пĕтĕм пуп-таврашне тиркет.
Урха кана илтсен — пĕрре хĕрмесленчĕ,
Тепре шуралса кайса куç харшине пĕрчĕ.
— «Çӳç вăрам та ас кĕске», — тесе ахаль мар
Каланă çав сирĕн çинчен авалхи этем.
Тĕне кĕнин уссине калаçма та кирлĕ мар,
Чухласа пуплеме хăçан сана вĕрентем?
Пăх аллăма — ахах куçлă ылттăн çĕрĕ
Такама та пăхăнтарĕ, темле вăя çĕнтерĕ!
Çĕрре патша аллинчен
Илтĕм кăмăл тулнинчен.
Вăл çĕрĕпе пĕрле, воевотă патне,
Илсе килтĕм эпĕ патша çыруне:
«Атăлпа Çӳрпӳ хушшинчи
Çавал улăхне
Йăлтах çырса ман çине!
Ак майра епле!
Санăн пĕлмелле:
Курвă мар, сарă тăхлачи!»
Çапла Урха арăмне
Хирĕçнĕшĕн ятлаçать,
Хăй асланас шухăшне
Чĕлхе вĕççĕн калаçать.
Анчах каçать Унерпи:
«Кирлĕ мар та, кирлĕ мар,
Çĕрне калле леçсе пар!
Ята тĕншĕн çĕртĕп-и?
Ялран намăс курап-и?
Сăрпа Атăл хушшинче
Хурăнташăм хур пулĕ;
Пĕтĕм чăваш хушшинче
Пирĕнтен халăх шăп кулĕ».
Ӳпкелешсен, тавлашсан
Урха кайрĕ шухăша.
Хурăнташсене асăнсан
Иккĕленчĕ тупăша.
Мĕнле пулчĕ? — пĕлме çук,
Мăшăр хушши — услам çу,
Анчах хăна-евĕрпе
Ку сăмаха тапратман,
Вырăс тĕнне кĕнипе
Урха урăх мухтанман.
Хăнисене ăсатсан,
Ирхи автан авăтсан,
Урхапала Унерпи
Тухнă шап-шур кĕпепе
Иккĕш пĕрле килĕшсе
Анкартине йĕтем çине.
Мăн çăкăрпа тăварпа,
Хăпартупа, чăкăтпа,
Кӳнĕ парне пӳлĕхе
Ыйтнă унтан пиллĕхе —
Иртнĕ ĕçшĕн каçару,
Пулассишĕн пултару.
Ылттăн çĕрпе хĕресе
Кару юпи шăтăкне
Хунă чиксе питĕрсе
Майра патша асăмне.
Тупа тунă тур çинче
Чĕнмелле мар кун çинче.
Ĕçе тунă, пĕтернĕ,
Никама та пĕлтермен.
Уйăх анчах пĕлĕтрен
Кура-кура тĕлĕрнĕ.
X. Ниме
Çавал юхать çаврăнса,
Кĕмĕл пекех çутăлса;
Ункă шывне, Йĕршшӳне, —
Тата ытти шывсене
Пухса пырать Атăла —
Ĕмĕтленсе малалла.
Аслă Атăл аната,
Таçта-таçта пит ката;
Хăйĕн пуçне çиме тĕр,
Каскăн калмăк çĕрĕ витĕр
Илсе каять пур шыва
Хаяр тинĕс Хăвалăна.
Çавал ăна пĕлеймест,
Уншĕн-куншĕн шикленмест:
Ăна пултăр çеремсем.
Ешĕл улăх-çарансем,
Вăл юратать чăваша —
Ĕçчен, йӳрĕк йăваша.
Вăл шăварать шывĕпе,
Юха-юха хĕррипе,
Айлăм аслă улăха —
Чăвашсемшĕн ырлăха:
Вăхăтĕнче çулăр, тет.
Хĕлле утă пултăр, тет.
Айлăмпа Атăла Çавал кĕнĕ çĕре
Шуртан шурĕ хуплать тĕмеске вĕтлĕхре:
Хăяхпа хăмăшлах — (ăçта пусан — путлăх),
Хăш этем выльăхне унтан пултăр путлĕх?
Çапах та Шуртана харсăр чап авалтан
Хăварнă хăйĕнчен Ентимĕр çав шуртан.
Ентимĕрĕн виç ывăл, виççĕшĕ те маттур:
Ĕçре те, ĕçкĕре те, вăйра та сатур,
Çуркуннепе шурта никамран та малта
Кĕтеççĕ кĕсменлĕ кимĕсем Атăлта.
Ентимĕр шанчăклă каскăн тусĕсемпе
Качака утравĕнче хуралта кунĕпе.
Анатран е туран кимĕсем курăнсан —
Утрав çинче паллă тĕтĕм йăсăрлансан,
Вара виçĕ ывăлĕ хайсем пек ушкăнпа
Шур лачака тăрăх шăваççĕ хырăмпа:
Кимĕсем кăмăллă парнене памасан,
Çыранпа та ан ут пуçу хаклă пулсан.
Пурлака — тарçăна тĕкĕнмеççĕ ахаль,
Хуçашăн улпутшăн хатĕр вилĕм амаль,
Патша çарĕ пулсан именеççĕ тапăнма,
Çапах та вăрттăн хăрамаççĕ юнама:
«Вăйсем-тĕрексем пухăнччăр-ха пăртак,
Пырса çыпăç вара пирĕн çума салтак!»
Çапла шухăшлаççĕ маттурсем Шуртанта,
Çапла пусмăрлаççĕ хуçасене Атăлта.
Çавалтан сылтăмра асат хуçнă сăртра,
Сĕм вăрман сип-симĕс, шалт юман та çăка,
Тата чăлаланнă шĕшкĕпеле палан,
Çĕрле хӳтлĕх тума тăвансемшĕн аван.
Шăрăх кунсем çитсен кунта вĕсем куçаççĕ
Е Атăл урлă Йăлăм енне каяççĕ.
Çапла Çавал анинче каскăн çынсем пурнаççĕ
Вырăс хуçа суттине тапхăр-тапхăр тапнаççĕ:
Пуринчен те ытларах тăвар кимми хаклăрах,
Тăвар чăваш çыннишĕн нимĕнрен те хаклăрах.
Тăвар кимми тĕл пулсан —
Хуçи сыхлан тапăнсан:
Кĕтмен çĕртен типĕ шар,
Е çур кимĕ тăвар пар,
Вара иртĕн малалла
Атăл тарăх тăвалла.
Утă çулма тапратсан
Чарăнаççĕ пĕр саман:
Ентимĕрĕн кил-йышĕн
Шуртан çинче шухăшĕ.
Улăх çĕрне уйăрса
Çарансене пуçтарас,
Парнесене салатса
Йĕри-тавра ыр пулас.
Кĕркуннене кĕрсессĕн.
Уйри ĕçсем пĕтсессĕн,
Каллех тухас шыв çине —
Ирĕк тутлăхне ĕçме.
Кĕркуннехи тĕтрене
Тав тумалла каçхине.
Арăш-пирĕш Атăлта
Ентимĕрĕн пĕр [[I,629]].
Вĕтле шывĕ, Сăр шывĕ
Кăкшăм шывĕпе Çавал,
Анĕшпеле Сĕве шывĕ
Уртана курнă авал.
Ентимĕрĕ Атăлта,
Ывăлĕсем Çавалта:
Тухмасть вĕсен пуçĕнчен
Шухăш патша çарĕ çинчен:
— «Шупашкарта çар нумай,
Вăл кансĕрлет пĕрех май;
Хусан хули хăямат,
Унта тискер касамат, —
Патне пыма юрамасть,
Пырсан пуçу сыв юлмасть.
Пуçлăхсене йăпатсан,
Пĕртак парне тăратсан —
Тĕттĕм çĕрле çӳреме
Ирĕк, теççĕ, кимсене.
Çапла майпа Ентимĕр
(Хыт чĕреллĕ чăн тимĕр)
Иртме Хусан хулинчен
Кăçалхи çул шухăшлать.
Кунĕн-çĕрĕн çавăн çинчен
Ывăлсемпе канашлать:
«Шур Атăлта шур нумай.
Кайăк-кĕшĕк пит ирĕк,
Унта хуçа та самай,
Патша çарĕ те сӳрĕк, —
Тĕнче касса çӳреме
Пит те ирĕк кимсене!
Каяс, шăвас унталла.
Кĕркуннепе каялла!
Майра патша иртнĕ май
Хуралçăсем пит нумай,
Çапах парне тыттарсан
Хурал чармасть каç пулсан».
Çапла шухăш сăмахра
Ентимĕрĕн ку çура.
Утаманăн шухăшне
Кам чухлатăр хапăлне?
Тăвас тенине тăвать,
Анаталла вăл шăвать.
Еркинее килĕнче
Хăвараççĕ утă çинче —
Улăхсене валеçме
Кӳршĕсемпе килĕшме.
Тем пек юлас мар тесен те
Итлес пулать ашшĕне.
Çитменнине Еркиней те
Кăмăл юлма хăй килне:
Ула утпа çӳреме,
Улăх тăрăх вĕçтерме;
Тата… шухăш пуçĕнче —
Чĕкеç тухмасть чĕринчен…
Çав вăхăтра аслă Сившура
Ниме тума тапранать Урха.
Çывăхри ялсенчен начар çынсене
Чĕнме салатнă çичĕ тарçине:
«Алли-ури сыввисем, нимене!
Куçĕ-пуçĕ пуррисем, ĕçлеме!
Кайран хырăç-марçăран чакарма
Урха хăйех ыйтап, тет, пурмиса.
Шупашкарта тăвар кимми илет, тет,
Çурла-çава кăçаллăха парап, тет.
Яш-кĕрĕмсем, ятарласа пымалла;
Ватти-вĕтти хуран пăтти сыхлама;
Карчăк-кĕршĕк карсак яшки пĕçерме!!!
Нимене, нимене, Урха патне нимене!
Урха утă ними пуçтарать.
Шуртан патне Çавал çине каймалла…»
Çичĕ тарçă юланутпа хăвалать —
Ниме валли йĕри-таври ялсене йыхăрать.
Йĕршшӳ çинчи улăхсене çултарма
Хушса янă Шĕнерпеле Апаша.
Ункă. çинчи улăхсене Туйсара
Çулма хушнă маркасемпе ку çура;
Хура çырма тĕлĕнчен
Çавал çырми таранччен
Тарансемпе Туптула
Çулма хушнă çурмалла.
Мĕн пур вăя пуçтарса
Каяс пулать Çавала,
Çавăнпа та хăй Урха
Пикеннĕ ниме тума.
Сӳрĕк çынсем ниме тума хапăлах:
Ниме пуçĕ Çӳлти касри Патирек —
Пулма пулнă пĕр кĕсрешĕн кĕрĕшсе;
Уламас та ута каять ерĕшсе
Ял кĕтӳне ачипчипе хăварса;
Мулентей те какăрлатать сăрная;
«Нăй-нăй, юн-юн Уланки;
Ула кушак упăшки,
Авланнă чух туйна чĕн,
Аçу-апу вилсессĕн —
Юпа тума чĕ-ĕн!
Нирĕн, нирĕн, нирăнна!
Утă çулма Шуртана!»
Çиментей те кĕслипелех нимепе:
Кăнти-кăнти, хытарать,
Чăнти-чăнти! тутарать:
«Ах, чунăм, кĕслеçĕм,
Винçичĕ çулхи ĕмĕрĕм,
Тапхăр-тапхăр таврăнать,
Çурçĕрĕнче вăратать,
Ниме тесен чуптарать».
Урхан утă нимине
Пурте хатĕр пымашкăн,
Анчах Çавал улăхне
Инçе, теççĕ, каймашкăн.
Çитменнине: «çарансем —
Хальччен çулман паккуссем —
Унти халăх мĕн калĕ?
Епле юта пахалĕ?
Çарансене уйăрма
Авалтанпа йĕрке пур,
Анчах Çавалта çулма —
Ыран-паян ан та пыр…
[[I,630]] çыннипе
[[I,631]] ĕмĕрех
Çарансемшĕн çулĕпе
Тавлашаççĕ ĕçкĕре.
Шуртансене асăнсан, —
Пĕр сăмахран утаман
Чĕлхе çине хăй килет:
[[I,632]] çине çи килет:
[[I,633]] касси туслă ял,
Анчах унăн вăй сахал,
Шуршăл тухĕ хур тăвĕ,
[[I,634]] те уямĕ!..
Ял тенинче, çын çинче
Темĕн тĕслĕ сăмах пур;
Анчах Урха пур çинче
Çавал çулма шанчăк пур…
Хучахматсем, пикшиксем,
Тимĕр-çырмапа Мăнал,
Иккассисем, сившусем
(Ку ялсенĕн çĕр сахал,
Улăх çук та темелле)
Каяс, теççĕ, нимене
Утă çулма Çавала
Урхапала çурмалла.
— «Хĕлле выльăх-чĕрлĕхе
Апат кирлĕ усрама;
Сĕлĕ-утшăн тĕслĕхе,
Утă йăлăм кăларма
Тата апат-çимĕçе
Тăвар тути — ăш тулли:
Куншăн кайăн кĕлмĕçе,
Урхан тăвар ким тулли!..
Каяс, каяс нимене,
Урхан аслă нимине!
Пыракана пыл чашки,
Юлакана юн курки…»
Кайрĕç Йĕршшӳ çумĕнчен
Çавал çине вуник ял —
Урапасем çул çинче —
Суса тухма çитмест хал…
Сарлака Çавалта, улăхра,
Шап-шурă чăвашсем утăра.
Тара халăхĕ çулать çара тар,
Хăваласа тăма та кирлĕ мар:
Шăхăрса çава чашкăрать,
Çавана халăх харăс туптать.
Касăкăн-касăкăн йĕркесем —
Выртаççĕ хыçĕнчен паккуссем…
Пур вăй питти тăрмашать,
Çурмаллашĕн тăрăшать.
Ачи-пăчи шыв çинче
Шыва кĕрет темиçе.
Карчăк-кĕрчĕк пĕçерет —
Хуран пăтти хатĕрлет.
Старик тени сăрана —
Пĕрмай пăхать лакуна.
Шуртан выртать анатра,
Тутар-касси кăшт тура.
Урхан тара халăхсем,
Кĕтмен çĕртен пусмăрсем.
Кам шутланă улăха
Пама тури халăха?
Анчах çывăхри пурмис
Пусмăра пулчĕ курми —
Пӳ-кассинчи кнеç Тиньях
Халăхшĕн хушмасть пĕр сăмах:
Урхапала паллашнă:
Мулпа чаплăх туслашнă.
Ентимĕр те килте çук,
Хирĕç тăма куштан çук.
Çапла шуртан таврашсен
Пусăрăнчĕç пуçĕсем…
Çут хĕвел тӳперен ярăнса çаврăнать,
Кăвар пек, çулăм пек шăратса çунтарать:
Янкăр уяр кунсем, калама çук шăрăх!
Сарлака улăхра халăх утă çулать,
Шăрçа пек тар юхать çулаканăн ӳт тăрăх.
Çава сасси янрать, ĕç юррине юрлать.
Шур тумтирлĕ халах кăткă пек тăрăшать,
Ӳле кĕпе çулнă май уçăлтарса варкăшать.
Малалла тирĕнсе, çава çине пăхса
Тара халăх ĕçлет калăпăшпе тăрса.
Сайра хутра юрра юрлать унăн чĕлхи
(Ĕççыннишĕн юрăн пит паха сăмаххи):
«Аслă улăхра утă çултăмăр
Çавасем çине эпир тайăлса,
Çитĕнсе çитсе арă пултăмăр
Атте-апписем çине тайăлса».
«Ĕçлесе ĕçчен эпир пултăмăр,
Пĕчĕкрен тар-шурпа эпир паллашрăмăр.
Çавăнпа хура лутра пултăмăр,
Ырçын хисепне кĕримарăмăр».
«Çавал улăх çаранлăх,
Пирĕн çавашăн сулăмлăх.
Тара халăхĕ тарлă çын,
Ырă куракан виçĕ çын…»
Хĕрупраçсен, çамрăксен
Вĕсен хăйсен юррисем:
«Сăрт хĕрринче утă тавăртăм
Крепле çине тайăлса,
Каçпа киле эпĕ таврăнтăм
Юлташпала ыталанса».
«Ушма пăхрăм — пит савăнтăм:
Çырла çеçки çупса ларать;
Çумма пăхрăм — кулса ятăм:
Сарă варли çумра тăрать».
Çав вăхăтра, леш енче,
Çавал сăрчĕ айĕнче,
Шĕшкĕлĕхре, сулхăнра
Чĕкеç çӳрет çырлара.
Икĕ карчăк унпала
Пухать çырла пурака:
Тухнă вĕсем хурала
Ялти хаклă ахаха.
Ахах тени — сарă хĕр,
Хаяр куçа ан ӳкер:
Ăшĕ унăн лăпкă мар,
Çырла пухас шухăш мар.
Пыллă курăк — вăкăр пуç,
Телей уншăн паян уç:
Тăват çулçăлли тĕл пулсан —
Ĕмĕт çитет вăл татсан.
Çавăнпа та хăй Чĕкеç
Пуçне çĕртен вĕçертмест:
Тăват çулçăллă сапака
Тупасшăн вăл курăка.
Шухăшĕнче — Еркиней,
Унсăр уншăн çук телей:
Куçа хупсан курăнать,
Ăшчик тулли калаçать…
Еркиней те инçех мар,
Çӳлте, сăртра вăл тăрать —
Сăнне пăхма Пихампар,
Аран çилне шăнарать:
Тури халăх пусмăрне
Ăçтан чăтма халĕ пур?
Кун пек намăс ĕмĕрне
Шуртан çынни курман пуль?
Анчах вăрçма çитмест хал,
Юлташĕсем пит сахал:
Çилленсен те шăлна çырт,
Кĕркуннеччен кĕтсе чăт.
Çапах çӳлтен аяла
Анас килет, чун туртать;
Шăрăх чухне Çавала
Шыва кĕни пит юрать;
Йăпшăнса та выляса
Сике-сике вăл анать,
Туратсенчен уртăнса
Йывăçсене вăль!.. авать…
Сасартăках умĕнче
Тăра парать хӳхĕм хĕр
Хавасĕпе куçĕнче
Тĕнче пулчĕ шалт йĕкĕр.
Чĕкеç куçне çĕклерĕ,
Ним тума та пĕлмерĕ:
Еркинейĕ ыталать,
Ăсран ярса чуп тăвать…
Икĕ карчăк çук пулсан
Чĕкеç пĕтнĕ пулĕччĕ,
Ашшĕ патне Шуртантан
Таврăнман та пулĕччĕ…
Çитменнине Чĕкеçре
Урхан пекех вĕрет юн,
Çавăнпа та хĕрлĕхре
Намăс курмасть унăн чун…
XI. Ĕшнере
Еркинейĕн çу каçаччен
Чĕкеç асран тухмарĕ:
Юрату та чĕринче
Иксĕлесси пулмарĕ.
Нимрен ытла пуçĕнче
Чĕкеç çемçе сăмаххи:
Хăйне Çавал хĕрринче
Йăпатнийĕн юмаххи.
Ара, Чĕкеç «хĕвелшĕн»
Тупа турĕ юратса:
Сăмах пачĕ ĕмĕршĕн
Пĕрле арлă пуласса.
Икĕ чепчен пĕрлешсен
Мĕн каласа юрлать-ши?
Ик юратни ермĕшсен
Мĕнле сăмах ваклать-ши?!..
Вăл-ку сăмах пирĕншĕн мар,
Пирĕн юрăри сыпăк мар, —
Ентимĕре тĕл пулас,
Унăн сăнпе паллашас.
Карталанса кайăк каять
Ăшă енне кĕркунне.
Шур Атăлтан тавăрать
Ентимĕр хай уртине.
[[I,635]] патĕнче
Пайтах урта пурăнчĕ.
Хыпкăчăллă аллинче
Пайтах улпут лапчăнчĕ.
Тир таврашĕ, хаклă чул,
Ылтăн-кĕмĕл хисепсĕр,
Пурçăн тутар, тĕрлĕ мул, —
Урта пухнă тирпейсĕр.
Шур Атăлта сивĕ çил,
Хаярланать кунран кун.
Çавал çинче савнă кил
Ентимĕршĕн хаклă сум.
Утаманшăн ытлах мар,
Урта çыншĕн пит паха:
«Шур Атăлта шурас мар,
Таврăнас тăван улăха»…
Ентимĕршĕн ку сăмах —
Шăл çемиллĕ тулçăмах:
Урта ыйтнине тăвать —
Киммисене çавăрать…
Ĕнтĕ çу та иртет, çăмăр та çăвать —
Шĕвек пĕлĕт шăмалчĕ çĕр çинче,
Çут хĕвел те хуллен сӳрĕлсе анать
Пĕччен хăй çулне тӳпере пит инçе.
Чăвашсем ерипен уйсене пухса
Юманлăхра пуçтараççĕ йĕкел:
Вăл выльăх-чĕрлĕхе самăртакан эмел —
Кăçал калама çук тухăçлă пулса.
Çавал хĕрринче те ват юманлăхра
Шуртан таврашĕсем йĕкел пухаççĕ.
[[I,636]] тĕл пулсан сыхлавра
Ним вырăнне те хумасăр хăваççĕ:
— Каяр-ха каялла, вăрман юсĕсем!
Пуçусем пур чухне пирĕн çĕр-шывран.
Е юлăр та пулăр илтмен-курмансем,
Унсăрăн пĕтĕç пуçусем чăвашран.
Матруссенĕн май сахал,
Икĕ аякки-тавайкки:
Чăваш çилли пит усал,
Улпут — шуйтан мăйраки:
Пĕрре тĕкет — шăтарать,
Пырша-парша кăларать…
Çапах Шуртан сăмахне
Итлемесен юрамасть,
Шартлантарсан хал пулмасть:
Курнине те курман пул!
Тĕл пулсан та парăнса юл!
Çапла Çавал хĕрринче
Патша тарçи-тĕрçисем,
Сĕм вăрмансен сыхĕнче
Пĕр май шиклĕ сехрисем.
Хăнт! та тумасть авалтан
Матруссенчен Мăн Шуртан.
Ак паян юманлăх ашĕнче,
Çавалăн сылтăм сăртлă енче,
Ентимĕр чĕнтерет халăха
Урха пусмăрланă тăлăха.
Шуртан та, Шуршăл та, Макаç та,
Тутар касси те ярать çынсене —
Ĕçре пиçсе çитнĕ чăвашсене
Пурмиссăр пухнă халăх пуххине.
Сисменнийĕ пымасăр юлсан та
Питĕ нумай пухăнчĕç вăрманта,
Упа çырми пуçĕнчи ĕшнере,
Матруссем курман — илтмен те…
Тăнлантараççĕ курнисем çинчен
Ентимĕрĕн çынĕсем халăх варринче:
Тумтиррисем таса, куçĕсем вичкĕн,
Сăмаххисем итлекеншĕн вĕçкĕн.
Анчах чĕресене тивеççĕ пит вирлĕ,
Тăн-пуçсене çавăраççĕ пуçхирлĕ,
Нумайĕшĕн кăмăлĕсене каяççĕ,
Çĕклентерсе хаваслатса яраççĕ:
— Тĕл пултăмăр çынсем, пит маттур хусахсем,
Никамран та хăраман вичкĕн этемсем:
Хĕç-пăшал, пур тупă, пит нумай хатĕр-матĕр,
Майра патша-çарĕпе кĕрешмешкĕн хатĕр.
Вĕсем ак мĕн калаççĕ,
Мĕнле ĕмĕт сунаççĕ:
— «Хура халăх çĕршывшăн,
Ирĕклĕ усă курасшăн,
Пĕрле харăс кар тăрсан,
Пире пĕрмай пулăшсан —
Улпутсене пĕтĕмпех шăлăпăр,
Пупсене те хĕрхенсе тăмăпăр.
Вара çĕре халăха
Тавăрăпăр каялла.
Çĕршыв çинчи пурлăха
Хырăçсăр усă курмалла
Туса шалтах пăрахас!
Пурăнасса пурăнас
Ирĕк вĕçен кайăкла:
Пĕре вăйлă çапăçас
Тăшмансемпе паттăрла, —
Çавăнпа та пур çĕрте
Хатĕр пулăр хирĕçме,
Пирĕнпеле пĕтĕçме,
Майра çарпе çапăçма, —
Пур халăхпа кăр тăма!»
Акă мĕнле сăмахсем
Илтсе килне уртасем.
Çавăнпа та халапсем
Итлемешкĕн вĕçкĕн пек,
Çавăнпа та хастарсем
Пулассинчен иртнĕ пек..
Урта çынни пур те пур,
Анчах çук-ха утаман;
Унтан килнĕ сăмах пур:
«Вăл хăй килсе çитмесĕр,
Пур йĕркене кӳмесĕр —
Пуху уçма каламан».
Килĕнче çав вăхăтра
Ак мĕн пулнă Шуртанта.
Ентимĕрпе аслă улĕ Актупай
Еркинее ӳкĕтленĕ пит нумай:
— «Мĕне курса ут çултартăн Урхана
Хамăр патри Çавал çинчи улăха?
— «Нумай халăх пĕрле тапса килчĕ, — тетĕн,
Çитменнине пурмис Урхан тусĕ», тетен.
Пĕлетпĕр — пурмисра пур ултав,
Анчах лăпчăнмашкăн çук сăлтав.
Мĕншĕн ялсем тăрăх каймарăн?
Халăх пухса хирĕçмешкĕн тухмарăн?
Урхапала урса кайса вăрçас чух,
Йĕри таври ялти çынна пухас чух, —
Шăла йĕрсе хĕрĕпеле пуплесе
Ирттернĕ, тет, эсĕ юратăва тимлесе!..»
Ку сăмахсем Еркинее чĕререн
Çĕçе пекех чикеççĕ-çке йӳçĕрен.
«Атте — утаман, тата, аслă пиччей,
Ӳкĕтлĕр мана темĕн чухлĕ, темĕнччен,
Анчах ан асăнăр хур туса
Ман паллашнă, ман юратнă хĕр туса!
Урха утă çулнă та,
Анчах илсе кайман-ха.
Улăх сирĕн алăрта,
Ута кӳртĕр сырлăха.
Манпа пуплес вырăнне
Часрах васкар ĕшнене:
Халăх чунĕ кăçалхи çу тăвăннă,
Ахăр, çавнăпа пит нумайăн пухăннă».
— «Юрать ку сăмахшăн, ермĕхленнĕ Еркиней,
Утă улăхра юлни — пур халăхшăн чăн телей,
Атăр, ачамсем, халăх умне тăрăпăр,
Хура халăхпа пĕрле калла улăх таврăпăр».
Еркинее çапла вара каçарчĕç,
Ӳкĕтлеме Урха хĕрĕшĕн чарăнчĕç.
Унтан ывăлĕсемпе утаман
Утсем çине утланчĕç те Шуртантан
Тухса вĕçрĕç Çавал урлă кĕперпе
Халăх пухăннă юманлăхри ĕшнене.
Утаман йĕпкĕн хура лашапа
Вĕçсе пырать висĕ улĕ умĕнче:
Сулахайри хĕçĕ умри пăшалпа
Пит хаяррăн курăнаççĕ çумĕнче…
Çапах та, ĕшнене çитсе кĕнĕ-кĕменех
Мăн салампа хапăл турĕ халăх вĕсене.
Утаманпа улĕсем умри хура халăха
Вăл саламшăн тав туса, çунчĕç ырă сывлăха,
Унтан лашисем çинчен сике-сике анчĕç те,
Вăрттăн халăх пуххине ашшĕ уçса пачĕ те.
Ентимĕр тĕме çинче
Тăрать халăх умĕнче:
Пичĕ-куçĕ тăваткал,
Кăвак куçсем чармака,
Янах вĕçĕ сар сухал,
Тăнлав шăмми сарлака.
Анлă кăкăр-çурăмсем,
Каска пекех урисем,
Çĕре тымар янă пек,
Умра улăп тăнă пек.
Çĕр вăкăрĕн сассипе
Пухă уçать чĕлхипе:
— «Хура халăх, пĕртак чарнăр-ха!
Манăн пĕр-ик сăмаха итлĕр-ха!
Сире пухăннăшăн малтанах
Хĕрӳллĕ саламлă ман сăмах.
Çичĕ ял çыннипе эп курап,
Хастарлă пуçсене ыр сунап.
Виçĕ енче вăрман, умра типĕ вар, —
Пирĕн пухăра пурмис кирлĕ мар:
Хамăр ĕçе хамăр пуçпа шутлăпăр,
Кăçал пуснă пусмăрлăхран тухăпăр.
Пур-и сирĕн Çавал, пур-и аслă улăх?
Пур-и авалтан усă курнă пурлăх?
Сĕткенлĕ пурнăçа типĕтет тăшман,
Патша хӳттипе юн ĕмекен ăман, —
Ĕнтĕ Çавал улăхне кунти этем ан та пыр.
Шутласан — чыхăнать ман типĕ пыр,
Пăванать чунăм, касăлать чĕре,
Хутран-ситрен хуйхă пуçа пусать çĕре.
Чăтмалла-и, тăвансем, ку хуйхăна?
Памалла-и Урхана çулнă утăна?»
Ку сăмахсем халăх халне тиверсе
Çиçĕм пекех силлентерчĕç систерсе.
Куç хӳрине мăлчь туса хупса иличчен
Халăх шавĕ кĕрлес кайрĕ чĕринчен.
— «Чăн сăмах!!! Чăтма çук!!! Çынтан сăрам!!!
Пите кĕççе мар, çĕлес пулать сăран!
Хальччен илтмен те курман япала:
Ара, тури шуйтан çулса кайрĕ Çавала!
Каяс та тухас — капанĕсене пăсас:
Ялсене килсерен пухнă ута салтас!!!
Паянах çĕмĕрес, кĕçĕрех турттарас!
Мĕскер майра еркĕнне халăхран култарас!!!»
Ентимĕрĕн хĕрӳ те вирлĕ сăмах
Хура халăх хушшинче вĕртсе ячĕ вучах:
Кĕрлеççĕ халăхсем, çунаççĕ куçĕсем,
Пăтранаççĕ юнсем, вылянаççĕ чышкăсем!!!
Çапах та утаман чарать вĕрен халăха,
Аллине тăратса калать тăнлă сăмаха:
— «Тăвансем, тăнлăр, йĕркеллĕ пулăр,
Пур те пĕрле пĕр ăс-тăнлă пулăр.
Пухнă ута чăнахах та салатас.
Анчах никама та кӳренмелле мар тăвас.
Малтан ялсенчен пахалакан суйлас, —
Кама мĕнчуль тивĕçне ытам тăрăх пайлас.
Кайран вара Урха утăшăн тапăнсан,
Вăйлă воеветă ăна çарпа пулăшсан —
Çичĕ ялĕпе пĕрле çара хирĕç тухăр-и?
Вилечченех çапăçма пурте хатĕр пулăр-и?
Çак ĕç çинчен халех сӳтсе явса пăхас,
Пысăк ĕçе тума сăмах татса тухас».
Ку сăмахсем вучах çине шыв сапрĕç,
Çапах халăх чĕрине вĕлкĕчленме чармарĕç.
— «Килтĕрех, вăрçтăрах, çарпалах тухтăрах
Ĕнси кĕçтет пулсан — çапăçма антăрах.
Тухатпăр пĕрлешсе,
Асаттесен çĕрĕшĕн тăшманпа, тĕкĕшсе!»
Ку сăмахшăн Ентимĕрĕн чун тулчĕ,
Чăтаймасăр хаяр тути йăл кулчĕ.
Çав вăхăтра хĕрнĕ халăх хушшинчен
Утаманăн умне тухать типшĕм этем.
Пӳрнипеле çăвар çине кăтартса
Вăл пĕлтерет халăх çинче сăмах каласса.
Пĕр самантра утаман
Шава чарса шăплатать,
Вара умне тухакан
Калаçмашкăн тытăнать:
— «Хура халăх, ял-йышсем,
Пĕр-ик сăмах итлĕр-хе.
Эпĕ илтнĕ сăмахсен
Куçĕ-пуçĕ пит кĕске.
Çапах пĕртик шутласан,
Тен, усси пуль тăнласан?
Ĕнер çеç-хе Шемшерте
Пултăм эпĕ пĕр ĕçпе.
Унта пурнать пуп Йăван,
Хăй пăхмашкăн пĕр айван,
Анчах ăсĕ-хапăлпе
Ăша кĕрет чĕлхипе.
Туртса илнĕ улăха
(Вăл пит шеллет халăха).
Епле калля тавăрма —
Ăс вĕрентрĕ тавлашма.
Ун пек тусан пархатар —
Юн тăкма та кирлĕ мар!
— «Мĕнле? кала хăвăртрах!
Епле апла пупранах
Усă курма май пулать?»
Тесе халăх тапăрлать.
— «Мĕнле илтнĕ, çаплалла:
Пуплеместĕп суймалла.
Ак пуп Йăван мĕн калать,
Юмăçран та ыр сунать:
«Çичĕ ялĕ пухăнсан
Шупашкара Шуртантан
Çын суйласа ямалла,
Мăнастирти пуçлăха
Парне кӳртсе памалла,
Шуртан çулнă улăха
Шурне пама пулмалла.
Тата тĕне кĕрессе
Кăмăл кирлĕ килĕшсе, —
Вара Урха хăватне
Хăртса лартма ним те мар:
Унăн харсăр çунатне
Касĕ хăйех Шупашкар»…
Ак пуп Йăван мĕн калать,
Мĕнле ĕмĕт пахалать…
«Пурĕн те тĕне кĕмелле-и?
Е тĕслĕх йăлли тумалла-и?»
Тесе халăх янкăшать,
Ăсĕ-пуçĕ улăшать…
— «Çук, пурĕн те кирлĕ мар,
Ялта ятлă пурнан çеç
Умне çактăр, тет, хĕрес.
Хура халăх — тĕп тымар
Асаттесен йăлинчен —
Уйăрлас çук тĕнĕнчен.
Çапла тусан халăха
Çĕнме çăмăл Урхана…»
Тесе типшĕм пĕтерет,
Халăх ăсне тилмĕрет.
— «Апла пулсан мĕн пăхас?
Мĕскер питех хаклă шур?
Мĕнтен унăн усси пур?
Хĕресрен те ма хăрас?..»
Çапла халăх пăтранать,
Пĕрмай ăсĕ улшăнать…
Ку сăмахсем хыçĕнчен
Ашшĕпеле Актупай
Халăх шавĕ хушшинче
Пăшăлтатрĕçĕ самай,
Кайран вара утаман
Халăх шавне шăплатса
Хучĕ çапла каласа:
— «Ĕмĕртенпе Мăн Шутран
Усă курнă Шурпала,
Анчах кăçалхи çура
Шурне мар, пур Çавала
Туртса илчĕ хай Урха.
Ĕнтĕ, паллах, шур шел мар,
Улăх калла таврăнсан.
Пуп Йăван йĕтĕм этем,
Анчах ăна итлесен,
Пĕр вун çын тĕне кĕрсен
Усси те пулмалла, тен?
Çавăнпа ман аслă ул
Уçать ялшăн тепĕр çул;
Вырăс тĕнне кĕрес, тет,
Шура парне парас, тет.
Килĕшетри, тăвансем,
Кунта килнĕ ял-йышсем?»
— «Килĕшмесĕр кунпала,
Мĕншĕн юна тăкмалла?..»
— «Ак та йĕкĕт Актупай,
Ăсĕ-тăнĕ пит нумай»…
— «Пулăшатпăр эпир те…»
— «Улăх калла килет те…»
Тесе халăх савăнать,
Çын суйлама тытăнать…
Ĕçе тума тытăнсан
Вĕçне тухма пĕлмелле,
Çавăнпа та утаман
Ĕçе тăвать хĕрӳлле.
Актупайпа тăхăр çын,
Вăй питтинчи вун арçын,
Шупашкара каçхинех
Вĕçтерчĕçĕ тӳп-тӳрех.
Нумай парне: хаклă чул,
Ылтăн-кĕмĕл — паха мул,
Тĕртсе тунă кĕççесем,
Мерченсемпе ахахсем, —
Архимантрит аркине
Тăкрĕç çитсе парнене;
Воевотă патне те
Çитерчĕçĕ темĕн те.
Тепĕр кунне кăнтăрла
Мăнастирте вырăсла
Тĕне кĕрсе ят илчĕç —
Улăхсене тавăрчĕç.
Урха ĕçе пĕличчен
Капансене турттарма
Воевотă патĕнчен
Хакла ӳкрĕ хут тума.
Çапах ăсла Актупай
Ватă тĕнрен улмăшса
Турĕ-турех хăйне май
Çичĕ ялшăн тăрăшса.
XII. Элек
Чаплă та паллă вуник ял хушшинче
Сившури Урхан сарлака килкарти;
Туссем, пĕлĕшсем — нумай ял тенинче,
Сарăлнă йĕри-тавра ун ăратти.
Нумайĕш Урхан ячĕпе ыр курать,
Юрлă çынсене май килсен пусмăрлать,
Çавăнпа та Урхана ылхан сунакан
Сахал мар вăрттăн тарăхса пурнакан.
Çапах та ун ĕçки, çăкри тивлетне
Темĕн чухлĕ çын савса ырлать ун ятне
Е инкек пулсан, е Урхашăн тăкак, —
Хатĕр хĕрхенме тусĕсем туххăмрах.
Е кам та пулсан ун ятне хур тусан,
Е пусмăрласа хурах пусас пулсан —
Урхашăн хатĕр хута кĕме ăратти
Тата ĕçкĕшĕн пуç яракан ял йытти.
Кăçал Урханăн килкарти варринче
Юманĕ шулçă тăкнă юпа уйăхччен.
Куншĕн Мулентей — шăпăрăç — тухатмăш
Пĕр ир пычĕ те тупса пачĕ тĕшмĕш:
— «Ырра мар, Урха, çаралчĕ ват юман;
Асту: алпастă — çĕрле çӳрен тăшман —
Пуçу çине ярĕ сасартăк инкек,
Хыр кутне парне пар-ха эп каланă пек».
— «Э, çав ват супнă, мĕскер лекĕртетен!
Кирлĕ мар çĕртен чуна шиклентерен!
Эпĕ арăмпа йĕркене пĕлмен-и?
Пӳлĕхе парне вăхăтра кӳмен-и?
Пурнатпăр халĕ — Пӳлĕх турра шĕкĕр —
Чуна савăнтарма пĕве çитет хĕр».
— «Хĕр чăнах та чипер — йăлтăркка ахах,
Хĕрĕн савăнăçĕ ӳснĕ чухне анчах;
Ӳссе пĕве çитсен унăн качча каясси.
Ашшамĕш кăмăлне куççӳлĕпе хуçаççи.
Асту, ырă Урха, хĕрӳ çитнĕ пĕве,
Тăнĕ-пуçне çавăрĕ юрату чĕрере».
— «Манăн хĕр тăнлă, арăш-пирĕш мар,
Çынсен хĕрĕсем пек тухса каяс çук.
Вăрă-хурахран пире сыхлать Пихампар,
Тата йыттăмсем те патне ярас çук».
Çапла Мулентейпе Урха калаçать,
Çапах та шикленсе юмана пăхкалать.
Çав вăхăтрах юман урлă карклатса
Вĕçсе кайрĕ çăхан хăратса.
— «Ах, пĕсмилле, ан пăрах!»
Терĕç иккĕш харăсах,
Унтан кĕчĕç пӳртелле
Пичке тĕпне тĕплеме.
Мулентее Унерпи
Хисеплемест пулин те
Йăпăлтатать чĕлхипе,
Хăна тăвать сăрипе.
Чĕкеç ăна юратмасть,
Вăл пырсассăн курăнмасть.
Ак паян та Унерпи
Сăра ăсрĕ тирĕкпе,
Мулентее чыс туса
Курка пачĕ тав туса.
Чĕкеç кĕчĕ пӳлĕме
Кĕпе умĕ тĕрлеме.
Урха пукан хуçмалла
Ларать хуçа-улпутла;
Мулентейĕ килленсе
Сарă сăра куркине
Ĕçсе ярать тĕппипе,
Шаккать пуçĕн тӳпине.
Шăкăртатса халапра
Хăйсен чунне саваççĕ,
Малаллахи пурнăçра
Ыр курасса шанаççĕ:
Çулла утă çулнине
Асăнаççĕ тупăшне…
Çапла ларнă вăхăтра
Сас илтĕнчĕ пăлтăрта:
Пӳрт алăкне яр уçса,
Кĕрет вăр-вар васкаса.
Ăсран кайнă этем пек
Çӳлтикасри Патирек.
Унерпийĕ вăраххăн:
«Килех» теет «вăртаххăм!»
Урха лартать малалла,
Курка парать тав туса,
Ĕçет хăна тунсăхла
Тавăççана асăнса.
Анчах пĕр-ик куркаранах:
— «Çитет» — тесе тав тăвать,
Халалласа Урхана
Куркине вăл тавăрать,
Именерех, васкарах
Калаçмашкăн тытăнать:
— «Ырă чаплă тус Урха,
Илсе килтĕм пĕр хыпар:
Ĕçсем пирĕн питех мар,
Çапах итле сăмаха.
Çулла çултăмăр Çавал
Халь утине çичĕ ял,
Уйăрнă та салатнă,
Килĕсене ăсатнă,
Шупашкарта вун чăваш
Тĕне кĕнĕ, мурçияш,
Çавăнпа та пуп тавраш
Халь вĕсемшĕн хурăнташ.
Воевотă, сан тусу,
Мăнастирти шуйтанпа
Ĕçе ĕçлет пĕр касу;
Çичĕ ял çынни çавăнпа
Туртса илчĕ Çавала —
Кайрĕ улăх каялла».
Çапла хыпар Патирек
Илсе килнĕ хăнана.
Касса кайрĕç çĕçĕ пек
Ку сăмахсем Урхана:
Пĕрре йăмăх хĕрелет,
Тепре шуралса илет.
Куçĕ-пуçĕ çиçĕнсе
Сăмси тӳрчĕ пĕрĕнет,
Чĕри ват пек йӳçĕлсе
Хĕрнĕ юна вылятать,
Сурчăксене сирпĕтсе
Калаçмашкăн тытăнать:
— «Тăшман маншĕн — асамат
Кĕперри пек вăй-хăват,
Унăн тăрăх улăхма,
Пӳлĕх, пулăш пуçăма!
Пĕтĕм ăшчик хусканать,
Вăйăм-ăсăм пухăнать.
Вилĕм — çынна парнас çук,
Хамăн ята çĕртес çук,
Эрне ĕнтĕ эп сисеп
Темле инкек пуласса,
Сан хыпарна ĕненеп,
Акă епле иçмасса!»
Урха çапла каласа
Сиксе тăрать вырăнтан,
Хаярланса улшăнса
Шута каять тем таран.
Мулентейпе Патирек
Лăпчăнаççĕ чĕрĕп пек…
Урха урай варринче
Салтак ачи пек утать,
Унăн хаяр чĕринче
Юн вĕремест — вут çунать,
Чаплă пуçăн мимминче
Шухăш чупса çаврăнать.
Чипер арăм Унерпи
Калать тĕлĕк курнине:
— «Кĕçĕр тăла кисеппи
Куртăм, — тет вăл; — ирхине.
Кисеп тăла киллинчен
Тухса ӳкрĕ сисеччен,
Унтан кайрĕ йăванса
Таçта çырма тĕпнелле,
Кĕç çавăнтах çаврăнса
Тăла тĕрки хирелле
Кусса-шуса кайрĕ пек.
Вĕççи-хĕрри курăнми
Вăл тăсăлса выртрĕ пек.
Эх, ырра мар, хам туйми
Тĕлĕк курса çывăрни!
Темскер чĕре кăртлатать,
Шар пулассăн туйăнать,
Аскăн майра патшана
Таçтан пулчĕ тĕл пулни.
Çавал çинчи çарана
Кама усси пуçтарни» —
Çапла сĕтел умĕнче
Ӳпкелешет Унерпи,
Унăн йăваш куçĕнче
Тек шывланать куç харши.
Сухал вĕçне чĕпĕтсе
Пĕрмай Урха уткалать,
Патирекпе, тĕпчесе,
Шуртан çинчен халаплать.
— «Воевотă — çăхан пыр,
Вĕшле йытă, чĕрĕ мур!» —
Тесе анчах асăнать,
Пуп таврашне ылханать:
— «Хам виличчен тавăрап,
Мускав тĕлне кăтартап!» —
Тесе пĕрмай асăнать.
Ик аллине вăтăрать.
Мулентейпе Патирек,
Вĕсен ăста Урхан пек…
Ашшамăшĕн хуйхине
Итлет чăланта Чĕкеç,
Çавал çине кайнине
Телеллĕ, тет, хăйшĕн çеç.
Маттур йĕкĕт — чун савни
Тухмасть унăн чĕринчен,
[[I,637]] çинче паллашни
Нимрен паха ĕмринче…
Виçĕ кунтан Сившуран
Виç юланут тухаççĕ,
Шупашкарта хут çукран
Патша патне каяççĕ, —
Урха çӳрен кĕсрене
Малта хăй ертсе каять,
Мулентей хăй шăприне
Ун лашипе чуптарать.
Иккĕшĕнчен хыçалрах,
Пĕр вун утăм каярах,
Пырать ула ăйăрпа
Патирек те Урхапа.
Вăл ăйăршăн вăрăра
Аптранипе çӳренĕ,
Еркинейрен ăйăра
Каллех алла лектернĕ.
Халĕ ĕнтĕ Мускава
Ăсатать вăл Урхана.
Еркинейĕн юнхăва
Капла тивмест таркăна…
Çине тата Урхаран
Пысăк парне, таврăнсан:
Кӳкеç кукри Йĕршшӳра
Патиреке пулмалла…
Воевотă вăйсăр мар,
Вăл нимĕн те пĕлми мар:
Ун таçта та куçĕ пур,
Улталанма майĕ çук.
Хурăн çулпе тăвалла
Вăл та юлан чуптарать,
Касамата хупмалла
Урха çинчен хут ярать.
Урха майра патшана
Курсан курать Питĕрте,
Анчах çулне картлама
Воевотă пĕлчĕ те:
Хăйĕн тусĕ — чаплă кнеç
Урха пуçне çимеллех,
Ăна Мускав хулинчех
Туянтарĕ кучченеç.
Воевотăн тусĕсем
Ун сăмахне итлесен,
Çĕрĕç Урхан шăммисем
Пĕрре алла шăп лексен.
Чăваш çамрăк улпутне
Вырас ирĕк парас çук,
Тĕне суйса кĕнине
Пĕлсен, ахаль тăвас çук…
Чупас утсен малта çул,
Савнă Сившу сывă пул!
Урха килне таврниччен,
Тем пулмалла йăхĕнче.
Пӳлĕх пӳлсе упрасан
Вырăс турри чарас çук,
Çуллахи пек ĕç ансан
Питĕр нумай тытас çук.
Урха шантрĕ арăмне
Çурхи шывччен çаврăнма.
Мерчен куçла хăй хĕрне
Хушрĕ чипер усрама.
Килес çура хăй килсен
Кнеç Тиньяхăн ывăлне
Ашшĕн туслă кăмăлне
Пама пулчĕ килĕшсен.
Анчах Чĕкеç кун çинчен
Пĕлмелле мар нимĕн те,
Кӳртмелле мар евĕче
Хăй киличчен киле те.
— «Мансăр пуçне туй тусан —
Ĕмĕрлĕхе ман ылхан!» —
Тесе Урха арăмне
Татса панă сăмахне.
Унерпинĕн кунран кун
Улмашланать хĕрлĕ сăн,
Шухăшпала шурă юн
Тĕсне пăсать, иçмассăн.
Тантăшсемпе Чĕкеç хĕр
Улах ларать пит шĕкĕр.
Вĕсен шухăш халапра,
Е такмаклă юрăра…
Ĕнтĕ хĕл те иртрĕ, çурă та çитрĕ,
Çу уйăхĕ те килчĕ çуттăн ялкăшса,
Ешĕл курăк çĕре илем йăлт кӳртрĕ,
Тĕнче савăнăçпа тулчĕ янкăшса.
Уй-хирсем тăрăх сасăллă суха:
«Хĕррине те ну, ну!» илтĕнет пĕрмай.
Сившура çапах таврăнман Урха,
Ун çинчен сăмах вакланать нумай:
— «Урха Мускавра, Урха тĕрмере,
Хай харсăр пирки çирĕ хăй пуçне».
Çапла та, капла та, эх чĕмере
Пуплекене ирĕк, çыхман чĕлхине.
Пĕрре каçхине хуллен йăпшăнса
Килчĕ Сившува çĕтек-çатăк çын,
Урха кил-çуртне тӳрех пăрăнса
Кĕрсе кайрĕ вăл — çулçӳрен арçын.
Нумай пуплерĕ унпа Унерпи,
Канашларĕ тата ватă Силемпи,
Килекенĕ пулнă хайхи Мулентей,
Шăпăрпа çын ăсне пăсакан мучей.
Вăл илсе килнĕ аякри çултан
Урха кил-йышĕшĕн пит йывăр хыпар:
«Чаплă вырăс хули Мускав чăн тăшман —
Чăнах та Урхана кӳнĕ иккен шар.
Çӳллĕ шур пашнере вăл ларать тĕрмере,
Мĕншĕнне-мĕнне хăй те пĕртте пĕлмест,
Патирекпе эпĕ юлтăмăр ирĕкре
Утсене пăхма, пире никам та тивмест.
Анчах йĕрнипе, те тĕшмĕш йĕркипе
Хăрах куçа шур илчĕ тĕппипе.
Халĕ Урха вăрттăн хушса янипе
Киле эпĕ таврăнтăм утсăрах çуран,
Лаша вилчĕ çул çинче выçнипе,
Хам та, куратăр, аран-аран…
Эх, мур çиешшĕ, ку Мускав хули.
Ăçтан тупăнчĕ кайса кĕмелли?!
Сирĕн итем çипче пытарса хунине
Илсе пыма хушрĕ патша парнине,
Çиментее кĕслипе ямалла
Майра патша патĕнче выляса юрлама…»
Ĕнтĕ çумăр шывĕ мар, тумлам мар,
Унерпин куç шывне юхтарать ку хыпар.
Мĕн те мĕн пулатех, шанчăк пур ĕмĕтре,
Çиментее кĕслепе ярать Питĕре…
XIII. Туй
Улма пахчи — сад пахчи,
Ярăм çеçки — пан улми,
Шăрши-марши — тăхлачи
Тути-маси — куками!
Тăкăрлăкри сад пахчи
Çăтмах пекех илемре,
Анчах шалта хуралçи —
Хура упа ӳплере:
Упа Урхан хуралçи
Пит шанчăклă сыхлавра,
Халĕ Чĕкеç ун хуçи
Ирĕк илнĕ пахчара.
Ашшĕ çукки икĕ çул,
Амăшĕ йăлăхнă,
Аса илсен — пĕр куççӳл
Çуккипе те хăнăхнă.
Атте пĕтнĕ тенипе
Пурнăç курки тытас çук,
Апи савнă кăмăлне
Ĕмĕр хĕрĕн юлас çук.
Сад пахчине пăрчăкан
Салатсăрах çыпçăннă.
Шуртанти яш утаман
Чĕкеç çумне явăçнă.
Çирĕм çухрăм ут юртти
Еркинейшĕн ним те мар,
Упа садра хуралти
Уншăн пĕртте чăрмав мар.
Икĕ çура сар хĕре
Пăхăнтарчĕ тĕппипех:
Сарă çу пек чĕрере
Сăрса илчĕ ӳтпӳпех.
Хĕвел çутти ял пăхсан
Мĕнле чĕрчун савăнмĕ?
Маттур каччă çулăхсан
Мĕнле сар хĕр çаврăнмĕ?
Чĕкеç юнĕ — вĕри юн,
Вут-кăвар пек вăл юхать,
Çамрăк пуçпа телей кун
Еркинейпе ăмсăхать.
Атăл шывне пĕвекен
Ăçта пур-ши вăл хăват?
Çак мăшăра сӳрекен
Пулсан пулать хăямат!
Кунĕн-çĕрĕн амăшне
Чĕкеç туйшăн минкретет;
Касаматри ашшĕне
Пĕтнĕ, калле килмест, тет;
Кăçалхи çул памасан
Килтен тухса тарăп, тет;
Савни — çамрăк утаман,
Уйăрласси пулмĕ, тет…
Халран кайнă Унерпи
Пăтрантарать тăн-пуçа:
Икĕ тарçă, Силемпи —
Шет чупаççĕ юмăçа.
Анчах нимле юмăç та
Çук тĕппипе калакан:
«Пĕрре сывă Урха та»,
«Тепре пӳлет утаман».
Çавăнпа та Унерпи
Ăнран кайса аптăрать,
Пит çăмарти, çут çамки
Сăнран кайса тĕс ярать.
Çитменнине çине çи
Евчĕ ярать Еркиней,
Ялта сăмах хутаççи —
Вăхăт унтан йӳтеме!
Аптранипе Унерпи
Сăмах татрĕ çимĕкре
Хурăнташпа, пĕлĕшпе
Сухатӳри ĕçкĕре:
«Урха кайни икĕ çул,
Икĕ йывăр асап çул,
Нимĕн хыпар тĕсĕ çук, —
Паллах ĕнтĕ çыннăм çук.
Кăçал кĕр те килмесен
Юпа тăвап асăнса,
Килес çура тур пӳрсен
Кĕрӳ кӳртĕп туй туса…»
Çав вăхăтра Питĕрте
Пирĕн кĕслеç Çиментей
Майра патша умĕнче
Кĕсле калать хĕрĕнкей.
Куçне-пуçне чалăртса
Тĕлĕннĕ пек те пулать,
Хуйхă юрри кукăртса
Унтах тутипе кулать.
Чĕкеç туйне сиснĕ пек
Хăта пулса такмаклать,
Çав вăхăтрах тĕлĕк пек
«Еркĕн юрри» вăл юрлать.
Выртать унăн умĕнче
Майра патша хăяккăн,
Икĕ тăлмач ик енче
Куçараççĕ вăраххăн:
«Ултçĕр çухрăм хура вăрман,
Хурлăх курса эп килтĕм.
Çичçĕр çухрăм çеçен хир,
Çеçкеленсе эп килтĕм.
Вăрман урлă каçнă чух
Хăмăр палан тĕл пултăм,
Хир-хир урлă килнĕ чух
Шур урхамах тĕл пултăм.
Пăлан мăйраки ылттăнтан,
Чĕрни вĕçĕ кĕмĕлтен;
Мăйракипе шăйăрать те йĕр тăвать,
Чĕрнипе пусать те çул тăвать.
Урхамах юртать — çил çунат,
Тĕнчипе те çук хăват:
Пуçĕ пĕлĕте тĕкĕнмест,
Ури çĕре перĕнмест.
Урхамах çине утланса
Пăлан йĕрĕпе эп килтĕм,
Сăн-пуçунтан вăтанса
Çуртна кĕме иментĕм.
Çуртна пăхрăм — çăтмах пек,
Сăнна куртăм — сар çу пек,
Сассу — чепчен сасси пек,
Кăмăлу, пулас, шерпет пек.
Çуртă тинĕс хĕрринче,
Тăрри перĕннĕ пĕлĕте.
Яту пĕтĕм çĕр çинче
Илме тивĕç тивлете.
Тинĕс шывне курсассăн
Аса килчĕ аслă Атăл,
Санăн сăнна курсассăн
Çĕкленсе кайрĕ ăс-хапăл.
Атăл çинчи калĕрсен
Йĕрри юлман шыв çине,
Сан кăмăлу тивмесен
Телей анмĕ çĕр çине.
Шупашкарта Урхана
Тивнĕ кăмăл çунатти:
Сĕннĕ аслă çарана,
Анчах тивмен ун ути…»
Çапла юрă йăпăлти
Юрлать кĕслеç Çиментей,
Улталаса ун тути
Шырать Урхашăн телей.
Ăшчиккинче патшана
Хăямата ярĕччĕ,
Анчах… путсĕр самана
Уншăн пуçне çийĕччĕ…
Мĕнле сăмах пулнă-тăр
Кăна хирĕç патшаран, —
Çырмасан та юрать-тĕр
Юррăм ытла вăрăмран.
Ылттăн мерчен çĕррине
Хăй еркĕнне панине
Курсан, патша тĕлĕнет,
Пĕлсен, пĕлми çилленет…
Мĕнле пулĕ малалла,
Кĕслеç пуçĕ пĕтес çук.
Урхапала каялла
Таврăнмасан халĕ çук…
Иртрĕ хăвăрт тепĕр хĕл,
Çитрĕ кĕтнĕ ăшă çу.
Чĕкеç амăшĕн, пеххил,
Кăçал пулчĕ татăçу.
Шавласа та юрласа
Çинçе çитрĕ сип-симĕс,
Тырă-пулă ăнасса
Уйсем-хирсем тип-тикĕс.
Çимĕк çинчи эрне кун
Пулчĕ чипер çанталăк:
Ку Чĕкеçшĕн чаплă кун,
Кăна кĕтни çулталăк.
Акă ĕнтĕ Сившура
Урăм-сурам туй сикет:
Сасси янтрать таврара,
Вăрманти пек шав ӳлет.
Йĕри-тавра ялсенчен
Пурте килнĕ туй курма,
Халăх кун пек халиччен
Пĕлмен пĕрле пухăнма.
Кăвакалла утакан,
Купарчипе шăвакан,
Пуçли, куçли, суккăрри —
Пурнет çитет туй сăри.
Урхан аслă килкарти,
Пысаккăшĕ — анкарти,
Çапах тăма вырăн çук,
Туя тума ирĕк çук.
Шуртан тавраш çичçĕр кил
Çĕр çĕмĕрсе çитрĕçĕ;
Таври ялсем, пур пускил
Урха патне килчĕçĕ.
Çӳлĕ пăлтăр умĕнче
Кĕрлет, сĕрлет туй ачи;
Ватă юман кутĕнче
Шилĕк тунă тăхлачи.
Вăл аллипе пĕр суллать,
Ĕçекене шав ырлать:
Ĕçет, çиет туй çынни,
Тĕнче çурать юрлани!
Туйсарпала ĕçкĕшсем,
Хăйматлăхлă ывăлсем,
Кĕçĕн кĕрӳ — мăн кĕрӳ
Пурте пулччăр ĕçтерӳ.
Сăра пички-пичкипе
Юхать шилĕк хĕрипе,
Каччăн кăмăл пĕсехе —
Хатĕр уншăн эреке.
Пуринчен те ытларах
Ват утаман ĕçтерет,
Хăй сăйланă вăхăтрах
Аслă кинне тилмĕрет:
«Мĕншĕн сăну салхуллă,
Куçу-пуçу пит тĕксĕм?
Мĕншĕн туту чăтуллă —
Юрĕ юрлан хун ĕссĕн?
Ярăм ылттăн шăрçана
Ăмсанатăн пулмалла?
Тав ту майра патшана,
Кĕçĕн кине халлала!
Хатĕрлени виçĕ çул,
Халаллани икĕ çул»,
Тесе аслă кинĕнне
Кӳрентерет кăмăлне.
Аслă кинĕ — çирĕп кин,
Çиçĕм пекех куç-пуçсем,
Хуньяшшĕнĕн сăмаххи —
Уншăн хĕскĕч халапсем.
Маттур улсем авланни —
Юратăвран уйрăлни,
Çитменнине арăмне
Тупнă ытла чиперне.
Ылттăн шăрçа ярăмне
Парнеленĕ тарăхма, —
Чун кӳтнипе ун туйне
Хатĕр паян вăл пăсма.
Анчах маттур Еркиней
Çӳлти çăлтăр пек пăхать,
Пур çĕрте те ун телей
Хĕррипе тан тăкăнать:
Утмăл тантăш каччăсем
Çĕр чĕтретсе ташлаççĕ,
Туй арăмсем, хĕр çумсем
Пĕрне-пĕри мухтаççĕ.
Еркинее мухтаса
Такмак сăвви калаççĕ,
Ушкăн-ушкăн пухăнса
Параппансем çапаççĕ.
Шăпăрăçсем, кĕслеçсем
Вăй выляççĕ сыпăксăр,
Вĕсен тĕпсĕр пырĕсем
Пĕр тăмаççĕ сăрасăр…
«Ултă ярăм тăхлачи
Пĕр ярăмне татса пар!
Шăлтăр-шалтăр çăраççи
Пĕр çăрине уçса пар!»
Тесе пĕрмай шилĕкре
Туй арăмсем юрлаççĕ,
Ар хăнасем кĕрекере
Чыслă туя мухтаççĕ.
«Ту-уй, ту-уй, туй тесен
Пыртан каска явăнать,
Пире туя чĕнмесен
Епле ыр çын авланать?» —
Тесе юрра тăсаççĕ
Арлă-арăмлă мăшăрсем,
Алтăрсемпе туртаççĕ
Сар сăрана тутисем.
«Çĕрпӳ хуçи — çĕр хуçа,
Çĕр хуçара ырри çук;
Пирн Еркиней хăй хуçа —
Ăна çитес ыр çын çук!»
«Çирĕм çухрăм çул инçе,
Çул инçе те хĕр хитре,
Хĕр хитрешĕн килтĕмĕр,
Çĕр çĕмĕрсе çитрĕмĕр».
«Еркинейĕн тур лаши
Аламасăр сĕлĕ çимест,
Еркиней те çавнашкал,
Суйламасăр хĕр илмест».
«Шурă, шурă çăмарта,
Шуратрăмăр, çирĕмĕр,
Хитре хĕрсем çак ялта,
Юратрăмăр, илтĕмĕр»…
Ушкăн-ушкăн яш-кĕрĕм
Туйра пĕлет çуй тума,
Сăмаххисем тем тĕрлĕ
Куракана асăнма.
Капăр шуртан таврашсем
Туйра ытлах чипер-çке,
Тури халăх, вирьялсем,
Йăлт тĕлĕнсе кайнă-çке!
Туй ачисен мăйсенче
Хĕрсем панă çухасем,
Пилĕксенче, тум çинче,
Лаптак пурçăн пиççисем.
Туй арăмсен симĕс хыс,
Хĕрлĕ çитти, алтутри,
Шӳлкемепе хушпу чыс, —
Пуринчен чыс туй юрри!
Авкаланса, юрласа,
Хуçкаланса ташлаççĕ,
Хуллисене кукăртса,
Кăчăк туртса шăваççĕ.
Туй ачисем кĕрлесе,
Карталанса куçаççĕ,
Хулсем айĕн пĕшкĕнсе
Арăмсемпе ташлаççĕ.
Туя килнĕ ал кӳме,
Вунă кӳмми хуçмалла;
Туя илем шеп кӳртме
Таш вырăнне сармалла.
Сакăр мăшăр ташлама
Сапаланса тăмалла,
Пурçăн тутăр, алшăлли
Хĕресленсе тытмалла.
Сакăр мăшăр ташласа
Туй кĕрнекне кӳреççĕ,
Пĕтĕм халăх савăнса
Шеплĕ туйра ĕçеççĕ…
— «Ах чих, чих-чах!
Хĕрсем шăвăр час-час!
Сирĕн ĕмĕр пĕр анчах,
Вăл та пулин иртĕ час!
Кĕçен кĕрӳ такмаклать,
Сарă хĕре пăркалать,
Ташламашкăн сĕтĕрет,
Хĕре ташша илтерет.
Кĕрекере, шилĕкре
Пĕрмай пичке пуçлаççĕ.
Ваттисене кĕлĕре
Пӳлĕхпе тан аснаççĕ.
Кĕрекерен пăлтăра
Пĕрмай хутлать мăн кĕрӳ,
Чĕкеç унта пит хĕрӳ
Хĕр çумсемпе халапра.
Пуса каччи, хĕр çумми
Пыллă шерпет астивет,
Такмакласа хĕр йĕрри
Чĕкеç валли хатĕрлет.
Шурă чатăр айĕнче
Чĕкеç ларать пике пек,
Инçех те мар сак çинче
Каччи ларать хăлат пек.
Çăлтăр куçлă Еркиней
Чатăр витĕр ялт курать,
Анчах туйăн йĕркине
Шăлне çыртса пăхăнать.
Авалхисен йăлипе
Евĕч урлă туй тутри
Виç хут парса илмелле,
Вара юрать пуплеме.
Çавăнпа та Чĕкеçпе
Ним сăмах та пуплеймест,
Хĕр-пултăрпе, хĕр çумпе
Выляма та именмест.
Акă тулчĕç пăлтăра
Туй арăмсем, акăшсем.
Тăрăхласа юрăра
Мăшкăлаççĕ халь вĕсем:
— «Путĕр-путĕр путене
Урпа ани пуçĕнче,
Лаптак курăк айĕнче
Чавса тунă йăвине».
«Урпа пучах шит тăршши,
Çавăнпа пуçне йăтаймасть,
Пирĕн шăллăм ачашши,
Çавăнпа пуçне уçаймасть».
«Путĕр-путĕр путене
Йăва тĕлне тупмасăр
Çерем çинче çĕр каçнă,
Пирĕн шăллăм, намăссăр,
Арăм тĕлне тупмасăр,
Хыт сак çинче çĕр каçнă…»
Мăшкăланă хушăрах
Мухтаса та илеççĕ.
Пулас кинпе чатăра
Уçса пăхса пуплеççĕ.
Кĕç, çавăнтах улшулла
Ура утса ташлаççĕ:
Арçын пекех хăюллă
Мухмăр юрри юрлаççĕ:
«Ура салтас, саланас,
Çĕр выртмасăр каяс мар;
Хăналанас, туй тăвас,
Виçĕ кунсăр урлас мар».
Тулта шăпăр янăрат,
Арçури пек ахăрать,
Урса кайса туя сикет,
Ватти-вĕтти ехĕрет…
Каçаллапа туй ачин
Шӳрпе çисе илмелле,
Унтан вара калле, тин,
Киле кайма пĕлмелле.
Пулĕ апат çиесси,
Кама тивĕ намăсси?
Çавăнпа та урама
Каяс пулать ташлама!
Ака йĕрки-йĕркипе
Туй ачисем тухаççĕ,
Каç пулттипе-сиккипе
Лашасемпе чупаççĕ…
Кăнтăр кунĕ лайăхчĕ,
Пĕтĕм тĕнче уярччĕ,
Анчах халĕ кӳлĕм ен
Тĕттĕмленчĕ çур тĕнчен:
Хура пĕлĕт явăнса
Хаярланса хăпарать,
Çиçĕм çиçсе вăрăнса
Аслатийĕ ахăрать.
Туй халăхĕ хăюллă,
Аслатирен хăрас çук;
Çумăр çĕре халаллă,
Туй халăхне сиен çук.
Çавăнпа та туй çыннисем
Туя тума чарăнмасть…
Анчах… Анчах тур çырлах:
Вăрман енчен, ту енчен
Виç юланут умхыçлах
Килсе кĕчĕç çумăрччен.
Малти юлан — хăй Урха,
Куçĕ-пуçĕ çиçĕм пек,
Ун хыçĕнче тушăрха
Çиментейпе Патирек…
XIV. Тухатмăш
Ĕнтĕ çиçĕм çиçет, аслати авăтать,
Пĕтĕм тĕнче тĕсĕ тĕксĕмпе хупланать:
Çил-тăвăлпа тухса çавра çил ахăрать,
Пĕлĕтпе çĕр тусан çаврăнса хутшăнать.
Йывăçсем аванса, çӳç-пуçне салатса,
Ӳлеççĕ çилпеле чĕр-чуна хăратса.
Улăм витнĕ çуртсен çил витне çил вистет,
Çерçи йăвисем пек салатса вĕçтерет.
Йăлтăрти-ялтăрти пĕлĕт хĕмлĕ пушши
Шартлатса тăсăлать çĕр чикки тăрăшши.
Анчах çумăр çуса çĕр питне çемçетмест,
Тырă-пулла пулма, çитĕнме сиплемест.
Урха çитнĕ-çитмен сырса илчĕç тӳрех
Хăйĕн çывăх туслă хурăнташ-пĕлĕшсем,
Арăмĕ чĕтресе чупса пычĕ кĕл тĕслех,
Пуплеме те пĕлмест, сĕлкĕшленнĕ куçĕсем.
Туй халăхĕ кĕрлет, туй халăхĕ сĕрлет,
Çапах аçа-çиçĕмрен шикленнипе сӳрĕлет.
Аслăк айне хуллен куçа-куçа кĕрет,
Калăпăшпе пухăнсан каллех ташша çĕмĕрет.
Ут çинчен анать те васкаса [[I,638]]
Урха кĕрсе каять арăмĕпе пĕрле;
Чĕнтерет вăл унта Туйсара, пултăрне.
Тата хăйпе пĕрле таврăннă çынсене.
— «Эх, арăм, мăшăрăм, виçĕ çул курманни,
Тӳррипе каласан — куриччен курманни!
Эпĕ пур тĕрмере куртăм тертпе хăшкăл,
Эсĕ кунта туйпа кăтартатăн мăшкăл.
Ĕçсем çинчен ĕнер эпĕ пĕлтĕм Хапăсра.
Пĕлсен чун-хапăлĕ пулчĕ чунăм тукмакки:
Ара, чĕр тăшмана, хĕç пек каскăн вăрра
Хĕр паран! Пури сан пек ухмаххи?»
— «Каçар, Урха, темшĕн Пӳлĕх пӳрмерĕ-çке!
Урăх каччă Чĕкеçе килĕшмерĕ-çке!
Эпĕ те сăмахна тытса тăтăм икĕ çул,
Сантан хыпар кĕтсе типрĕ мĕн пур куççӳл.
Кăçал алпастăн тен тăна çухатрĕ,
Каччи те ытла та хăта ярса аптратрĕ».
Çапла ӳкĕнсе Унерпи йăлăнать,
Савнă хĕрĕн кăмăлне ыр тума вăл ыйтать.
— «Эх, тăмса, вăрăм çӳç, тăну-пуçу пĕтнĕ,
Хуралса кайнă та пуç мими те типнĕ!
Çавăншăн-и эпĕ илсе килтĕм çаран,
[[I,639]] Акăш кӳлли таран?
Çавал айĕ кайтăрах Шемшерти пупсене,
Тата хулари хура çăхан манахсене!
Манăн вăйăм каллех çĕкленсе каймалла,
Тин манпа воевотă тавлашмĕ малалла!
Пăркăчăпа пăрсах тӳлерĕç хӳрине,
Тавăртăм хам çинчен элеклесе панине.
Эх, кирлĕ хĕресех, кирлĕ вырăс ячех!
Вара мулпа ырă ят çĕр çинче пулатех!»
— «Апла эсĕ, йысна, вырăс тĕнне кĕтĕн-и?
Авалхи йăларан чăнласах писрĕн-и?»
Тесе ыйтать Туйсар тĕпчесе Урхаран,
Туй çинчен асăнмасăр, айăп пулнăран.
— «Эсĕ пултăр-пултăркки, пулмарăн-и çумсакки?
Пĕчевре эреке, туй çитсен — кĕреке:
Аку хĕрне панă чух пулатех пылакки,
Анчах шутларăн-и кайран пулĕ мĕн йĕрке?
Тесе Урха Туйсара тăрахласа тиркет,
Çамкине аллипе шăла-шала сĕркелет:
«Ĕнтĕ тата пăхар хĕрĕме итлесе,
Халех ăна, Унерпи, илсе кил-ха чĕнсе,
Анчах каччи-кăччи ан пĕлтĕр нимĕн те,
Çынсене [[I,640]] ан пултăр сирĕн те».
Çапла Урха шал-пӳртре тусĕсемпе калаçать,
Пуçĕнче — ăшĕнче туя сӳрме май шырать…
Ак кĕрет ярăнса пĕркенчĕкпе Чĕкеç,
Ашшĕ умне кукленсе тыттарать кучченеç:
Ахах кĕленчепе вут пек хаяр эреке,
Тата пыл сăраллă йĕкĕрлĕ чепчеке.
Унтан пуçне çĕклесе ашшĕне чуп тăвать,
Унăн хаяр кăмăлне тĕппипе пăтратать:
Чĕкеç сăнĕ хĕрлĕ, пичĕ-куçĕ вирлĕ,
Çан-çурăмĕ яштак, çĕмĕрт хулă евĕрлĕ.
Авкаланса, пуç çапса, алă парса çаврăнать,
Ашшĕн тач тусĕсене тĕнче пек ыр сунать.
Ăна-кăна курман пек кăмăлне хытарса,
Ашшĕ пуçлать пуплеме хăй хĕрне хăтăрса:
— «Эпĕ виç çул тертре, асаплантăм тĕрмере,
Мускав шывĕ çапнă нӳп-нӳрĕ нӳхрепре,
Вăйăм-халăм халиччен тахçан пĕтнĕ пулĕччĕ,
Анчах килте чечек, ун çинче ман ĕмĕтччĕ.
Чĕкеçĕм-чечекçĕм, пĕр сан çинчен уйласа
Чăтса тухрăм асапа, çухатмарăм шанчăка.
Анчах халĕ мĕн курап: йăвама тустарса,
Чĕппĕме — хĕрĕме çулса илнĕ хурчăка:
Пĕтĕм ăшăм çунать, кӳренеп, кулянап,
Çавăнпа та сана туйна пăсма йăлăнап».
Çапла калаçса, Урха хĕрне тннкерсе,
Пăхать витĕр куçпа, куç хупахне çĕклесе.
Хирĕç пăхрĕ, чăтрĕ ват куçа çамрăкки,
Хĕресленсе илчĕç иккĕшĕн йăлтăркки,
— «Атте, итле! Хĕрхенеп эп сана,
Нимĕнрен те ытла аслăлап сан ятна!
Юратап кил-йыша, юратап хурăнташа,
Анчах никамран та ытла,
Чунăмран та мала
Юратап Еркиней тантăша.
Каччăм — чун савни,
Маншăн пурнăç парни!
Хĕвел-уйăх кирлĕ мар,
Анчах мана ăна пар!
Атте, сана тархаслап,
Чунтан-вартан йăлăнап!»
Тесе Чĕкеç пĕтерчĕ,
Пуç-çапмашкăн кукленчĕ,
Унтан ашшĕ уринчен,
Ярса илчĕ аттинчен.
— «Ан куклен, аскăн хĕр!
Хăвшăн калап — тăна кĕр:
Илтрĕм: каччу пит куштан,
Ашшĕ пекех утаман,
Пуçне çиме Атăла
Часах каять пулмалла.
Ун пеккисен юн тымар
Кашкăрăн пек сахал мар.
Пăрах, Чĕкеç, каччуна
Сӳрсе яртăр туйна!»
Тесе ашшĕ ӳпкелет…
Амăш чĕнмесĕр итлет…
— «Сирĕншĕн эпĕ аскăн,
Манăн каччă каскăн, —
Юрать, туя пăсăр,
Çапах, пире пулмĕ сăсăр!
Эпĕ качча каяпах,
Еркинейĕн пулапах!
Атте-апи, итле,
Акă эпĕ епле!..»
Чĕкеç ăсĕ-хапăлне
Уçса пачĕ ашшĕне.
Урха, урнă пек пулса,
Шăлне çыртрĕ тăп туса.
Ним тума та аптрарĕ,
Калле кайма каларĕ…
Каяс умĕн Чĕкеç пĕркенчĕкне уçса
Ашшĕне тав тума аллисене çĕклерĕ;
Йăлтăр çутă ярăм ылттăн шăрçа
Курăнса кайрĕ те — ашшĕн куçĕ тĕллерĕ:
Пĕр самантра кунтан аса илчĕ Урха
Воевотă патĕнче илтнĕ сăмаха:
Майра патша валли хатĕрленĕ парне
Вăрă хурах аллине лекнĕ, тенине.
Паллах ĕнтĕ: хĕрĕн мăйĕнче çав шăрçа
Илемĕпе йăлтах пăхăнтарнă тăн-пуçа.
— «Савнă хĕрĕм, кала: мăйăнта мĕскер
Çӳлти хĕвел пекех ялтăртатать çутăскер?»
— «Савни парни: ашшĕ мана халалласа
Çураçнă чух хучĕ ăна çăкăр çине.
Виç çул ĕлĕк юри кин кӳртме асăнса
Хатĕрленĕ, тет ăна Еркиней хисепне»,
Тесе тытса илчĕ Чĕкеç шăрçана,
Кăмăл тулли кулса илем кӳртрĕ сăн-пуçа.
— «Чăн çапла çав, çапла!» тесе амăшĕ калать,
Хĕрĕн ăраскалĕпе килĕшмешкĕн тархаслать.
— «Ку шăрçа эрешлĕ те хаклă çуха,
Анчах телейсĕр парне», тет хирĕç Урха.
Унтан каллех ӳкĕтлет, хĕрĕн ăсне тиркет…
Çапах та çĕнеймест. Çиллипе ăшĕ вĕркет…
Унтан, пăртак лăплансан, чĕнтерет Мулентее —
Пĕрле асап курна шăпăрăç мучие…
Хир-хир урлă, хир тăрăх
Çил чупать те çил кĕрлет,
Ват хыр кутне çыр тăрăх
Мулентей çитсе пĕкĕрлет.
— «Аран çитрĕм, тав сана,
Ват хыр кучĕ, сав мана!
Итле ватă тарçăна,
Туса пар ху кăмăлна.
Тĕплĕ шухăш пулмасăр
Ура пусман сан патна,
Хĕрĕх те йĕр тумасăр
Тухатмастăп тăшмана.
Чаплă хаяр Урхана
Итлемесен халăм çук.
Пĕре панă сăмаха
Тума тăрсан чикки çук!»
Çапла сăмах каласа
Юсман утрĕ тухатмăш,
Унтан вĕрсе, тухатса
Чĕлхеçлерĕ ват тĕшмĕш:
— «Çитмĕл çичĕ çĕрĕн сый,
Çичĕ сыйăн айĕнче
Çитмĕл пин çын масарĕ
Тытса усрать пĕтми вăй.
Çитмĕл пин çын хушшинче
Çичçĕр çулхи пĕр старик,
Хăçан çавă старикĕн
Çĕрнĕ шăмми-шаккинчен —
Сĕтел тăвĕç кăкринчен,
Ура тăвĕç уринчен,
Çав сĕтелĕн хушшинче
Апатланĕç иккĕшĕ —
Тин пĕрлешчĕр юратса
Чĕкеçпеле Еркиней!»
Вĕрет, сурать Мулентей
Ват хыр çине тухатса…
Чĕкеçпеле Еркиней
Туй тăвĕçĕ шăратса…
— «Çĕре тавра шеп-шенкер
Кăвак тинĕс пит тискер.
Çитмĕл çич пин ун утти,
Варри — тинĕс кăвапи.
Хăçан тинĕс уттисем
Çыпçăнĕçĕ пĕрлешсе,
Çавăн чухне ермĕшсе,
Çыпçăнĕçĕ иккĕшĕ —
Чĕкеçпеле Еркиней!»
Чĕлхеçленсе, сивĕтсе
Йĕрет, сурать Мулентей…
Шăнарайми çиллентсе
Урхана сăйлать Еркиней…
— «Сĕрен кĕперрин çичĕ тĕс,
Çичĕ якăр тĕрлĕ тĕс!
Хăçан та хăçан çав тĕссем —
Пĕр пек пулĕç сăнĕсем,
Çав вăхăтра юланпа
Урлă каçĕç пĕр утпа, —
Çавăн чух тин пĕрлешчĕр
Чĕкеçпеле Еркиней!»
Вĕрет, сурать юлашки
Пăставĕш чĕлхи сăмаххи…
Урхан чаплă туй ĕçки
Хатĕрленет сӳрĕнки…
Урхан аслă килкарти,
Йĕри-тавра хуралти:
Туя вырăн çитмелле,
Тума анчах пĕлмелле.
Анчах паян шăматкун
Шуртан тавраш туй тăвать —
Иккĕмĕш кун пит салхун —
Юр юрласа таш ташлать.
Çӳлĕ пăлтăр умĕнче
Шăпăр калать Мулентей:
Пăстав хăрах куçĕнче,
Алли-ури — упăтен.
Шăпăр сасси уласа
Хирти çил пек йăнăшать,
Кĕç, мăн саспа шавласа,
Вăрман шавĕ пек урмăшать.
Хуçкаланса, авăнса
Яш çын майлă сиккелет,
Куçне-пуçне çавăрса,
Мекĕрленсе вĕркелет.
Ун çумĕнчех яшшисем,
Хусах пуса каччисем,
Параппанпа тăнкăрма
Шăпăр çемми çапаççĕ,
Хуçкаланса ташлама
Харăс алă çупаççĕ,
Чĕкеç туйне асăнма
Такмакласа тăраççĕ.
Каччăсемпе хĕр çумсем
Чĕкеç туйне тăваççĕ,
Тарăхласа чĕлхисем
Шуртан туйне хурлаççĕ…
Шăпăр калать тухатмăш
Ăсран ярса, Пĕсмилле!
Ачи-пăчи, çĕр çăтмăш,
Урса кайнă темелле:
Хуçкаланса сикнĕ чух
Лара-лара ташлаççĕ,
Пушă вырăн пулнă чух
Ӳпне выртса шăваççĕ.
Хĕрупраçсем мăшăрăн
Юха-юха илеççĕ.
Пурте ĕнтĕ шăпăрăн
Сассипеле кĕрлеççĕ.
Йĕри-тавра халăха
Сившу туйĕ астарать…
Шăпăр урлă хăй Урха
Хĕрен туйне пăстарать.
— «Сарăлса та сырăнса,
Туй картине çыхăнса,
Саплăк сăхман тăхăнса,
Ташлăр, сикĕр вăрăнса!» —
Тесе ларать Çиментей
Хай кĕслине ĕнерсе.
Ăна пăхса Мулентей
Пушшех ярать тилмĕрсе…
— «Тууй, тууй, туй тесе
Пуçран хушпу тухмарĕ,
Кин туянăп теейсе
Пĕр ташлама пулмарĕ»,
«Хăта пуян тееççĕ,
Сăра ăсса памаççĕ;
Сившу каччи тееççĕ,
Таш ташлама тытмаççĕ».
Çапла юрă юрласа
Сившу туйĕн картипе
Пырса кĕчĕ тăрăнса
Икĕ арăм таш çине.
Пĕр арăмĕ хуп-хура,
Пăрчăкан пек çивĕчĕ,
Куçĕ кайнă ясара —
Каçхи туйăн тивлечĕ:
Урлă-пирлĕ пăхкалать,
Таш ташлама çын шырать;
Юлташĕнчен уйрăлать,
Пĕччен ĕссĕн вăл юрлать:
«Хăта килĕ — мул çӳпçи,
Пирĕн аттен — мул арчи!
Ах, Чĕкеç кин, кĕçĕн кин —
Йăлтăр-ялтăр йăлтăркки —
Ылттăн шăрçа мăй çакки —
Пĕрре çакма тăрать пин,
Ати-апи пехилĕ
Ан пултăрччĕ сехреллĕ»!
Çапла юрлать аслă кин —
Актупайăн арăмĕ:
Уншăн ăмсав мăй çакки,
Ылттăн шăрçа ярăмĕ.
Асамăçа хăй пĕлсе
Кинĕн туйне пăсасшăн,
Мулентейпе хирĕçсе
Ун шăпăрне чарасшăн.
Пĕр самантра туй карти,
Хура арăм ун варри,
Кĕрĕслетсе çавăрнать,
Урса кайса пăтранать.
— «Айта, инке, яра пар,
Юлашкине пире пар!»
Ахăрттарать яш кĕрĕм,
Пуçĕсенче туй сĕрĕм…
Аслă кинĕ ташшине,
Алли кăчăк туртнипе,
Курма пычĕ шилĕкрен
Хăта кăмăл килнĕрен.
Анчах, пынă пыманах
Шăпăр йĕрсе чарăнчĕ:
Мулентейĕ ярханах,
Çапах пырĕ тăвăнчĕ.
Тухатмăшăн вирелле
Тăрса кайрĕç çӳçĕсем;
Арăм тути епрелле,
Кула тăрать куçĕсем.
Мулентей те аптрамасть,
Тепĕр шăпăр кăларать,
Арăм ташша пăрахмасть,
Пĕтĕм туя пăхтарать.
Йăкăш-якăш юхнă чух
Вĕçсе пырать симĕс хыс,
Çавăрăнса илнĕ чух
Пăркаланать пит тăкăс.
Хуллисене хуçлатса
Кăчăк туртать шăпарçа,
Кĕç çавăнтах антăхса
Асне илет асамçа:
Мулентейĕн шăпăрĕ
Иккĕмĕшĕ чарăнать,
Унăн анлă кăкăрĕ
Сывлăш çитми тăвăнать…
Мулентей хăй тутине
Пăрса илет çиллипе:
«Чим-ха!» тесе карташне
Анса каять шăпăрпе.
«Шăпăр пăсрĕç тухатса,
Икĕ ăста тавлашса.
Ак, Муллентей тавăрса,
Парать ĕнтĕ юсаса!»
Тесе халăх калаçать,
Мулентейшĕн çул уçать.
Тухатмăшĕ юсаса
Тавăрăнчĕ каялла,
Пуçне мăннăн çĕклесе
Шăпăр ячĕ сĕрлесе.
Асаттесен йăлине
Кичемлесе хисеплет,
Кивĕ пусмăр асапне
Ӳле-ӳле кĕвĕлет;
Кĕç çавăнтах шăхăрса
Арçури пек ахăрать.
Хĕрт-суртсене йăхăрса
Пулăшулăх пуçтарать.
Шăпăр кĕвви, туй çемми
Чуна çĕклентсе ярать,
Аскăн шăпăр этемми
Пĕтĕм чунне кăларать:
— «Нирăн, нирăн нирăнна!
Аçа патне кил ама!
Хĕртен арăм тутарăп,
Арăм пулсан аптрамăп!»
Çапла сăвă каласа
Шăпăр юрлать алăра,
Хăй тутинчен кăларса,
Пуçĕ çинче сывлăшра.
Хура арăм хăрамасть,
Таш картине вăл кĕрет,
Шăпăр халĕ аптрамасть,
Çич шуйттан пек ĕрĕхет.
Арăм кĕнĕ-кĕменех
Саланмашкăн тытăнать:
Хушпусемпе сурпанне,
Хысĕ-чысĕ хывăнать.
Ури çинчи пушмакне
Пусмайнелле ывăтать,
Алпымакне — суллине
Пĕрен-пĕрен салатать.
Туйри этем, куракан,
Тĕлĕнет те тилмĕрет,
Вăтанакан, хăракан,
Тӳпелешсе сирĕлет.
«Ак ĕнтĕ халь Мулентей
Мыскарине кăтартать,
Çитмĕл çичче çитсен те
Тавăрмашкăн пултарать»,
Тесе халăх калаçать,
Пĕсмиллене асăнать;
Кайран кая çын куçать,
Таш вырăнĕ асланать.
Мулентейĕ шăпăра
Пĕрех çӳле ывăтрĕ.
Шăпăр çӳлте сывлăшра
Ташă кĕвви хыйпăтрĕ!
Сиксе анчĕ сак çинчен
Хăй çавăнтах çĕр çине,
Тытса арăм хăлхинчен
Вĕрчĕ шăпăр какрине.
Акă ĕнтĕ, халь ĕнтĕ
Иккĕш пĕрле ташлаççĕ
Такмакласа темĕн те
Урăш-пирĕш калаççĕ.
Мулентейĕ ахăрса
Арăм тавра сĕртĕнет,
Чĕркуççине çат хуçса
Калла кайса кукленет,
Аллисемпе умĕнче
Кăчăк туртса илĕртет,
Ташă çемми хушшинче
Хĕр йĕррипе вăл йĕртет…
Хура арăм упăшки,
Хурăнташсем, пĕлĕшсем —
Пулса кайнă аптрашки,
Хăпнă ӳсĕр сехрисем.
Çӳл пăлтăртан Еркиней
Чупса анчĕ ухмах пек,
Чĕкеç патне Çиментей
Тата кĕчĕ Патирек.
— «Куран ĕнтĕ мĕнле йăх
Санăн пулас кил-йышсем,
Ара, намăспа çылăх
Аçуна итлемесен!»
Тесе Чĕкеç тăн пуçне
Тăрăшаççĕ çавăрма,
Инкĕшĕ асамăçне
Ӳркенмеççĕ ăнлантма.
Анчах Чĕкеçшĕн пулсан
Инкĕш ухмаха ерни
Нимĕн те мар туй пулсан,
Пултăр кăна хăй савни!
Ашшĕ-амăшĕ хашкаса
Кĕрсе тăчĕç ун умне,
Ӳкĕтлесе, ятласа
Хуçаймарĕç кăмăлне.
Чĕкеç пĕрре шуралать,
Шухăшласа хурланать,
Ашшĕ çине пăхкалать,
Пăхăннă пек туйăнать.
Кĕç çавăнтах хĕрелсе
Чуп савнине асилет,
Ашшĕпеле хирĕлсе
«Туя пăсма памăп» тет.
Ашшĕ чунĕ — хытă чун,
Хĕрлĕ çырти кеврен чул,
Хĕр кăмăлне кĕмерĕ,
Хĕрхенмешкĕн пĕлмерĕ.
Вăл çĕрĕкех тĕшмĕше
Мулентейпе ермĕшнĕ,
Хĕрĕн туйне иккĕшĕ
Пăсма тесе килĕшнĕ.
Ниепле те пăсмасан
Имçампала пăсмалла,
Чĕкеç валли, май пулсан,
Пăстав шывне памалла.
Çавăнпа та халь Урха
Хĕрне парать сар курка:
Хĕрĕх те пĕр куркара
Имçам янă пыл сăра.
Хĕрĕ тытать куркапа,
Ĕçет ăна тав туса,
Юлашкинчен сăрана
Пăхать темшĕн тутанса.
Пылак тутă пыр тĕпне
Йĕклентерсе каять те,
Хăйне пăсса панине
Вăл чухласа илет те!
Куçне-пуçне тавăрса:
«Пĕтрĕм» тесе ĕсĕклет,
Амăш çине явăнса
Хĕр йĕррипе вăл хӳхлет.
«Апи кăмăлĕ çемçешке,
Хĕр ĕмĕрĕ хый çутти,
Атти курки чепчешке,
Пыллă сăри чун сутти».
«Кăмăл тулли каччăмччĕ,
Качча кайма пулмасть пуль,
Пырăм йăлтах пăвăнчĕ,
Пăсакана ылхан юл!»
Анчах нумай та иртмест,
Пирĕн Чĕкеç чĕнеймест,
Варне тытса ӳпнелле
Вăрса ӳкет çĕрелле…
Хĕрĕх те пĕр ăшĕнче
Кикен тымар пулнă-мĕн:
Им имленĕ кĕленче
Вил эмеллĕ пулнă-мĕн.
Мулентейĕ пĕлсен те:
«Ытлашшиех нимĕн те
Кунтан пулса тухас çук»,
Тенĕ имçам тунă чух.
Урхана та ун çинчен
Шăл çури те каламан:
Кĕленчинчи имĕнчен
Вăл сиенне шутламан.
Анчах эмел çур мăскал
Кӳрчĕ вилĕм Чĕкеçшĕн,
Çапла хĕрĕн ăраскал
Пĕтрĕ ашшĕ кăмăлшĕн…
XV. Тавăрна
Уяр çу, типĕ çу пит вăраххăн иртрĕ,
Пĕр тумлам та çумăр тĕсĕ пулмарĕ;
Сивĕнсе пĕлĕтлĕ ĕнтĕ кĕр те çитрĕ,
Кĕлĕшленнĕ тăпра нӳрелсе курмарĕ.
Уйсенче ырашсем çатраланса ӳкрĕç,
Тикĕс шăтнă çуртри хуралса пĕтрĕ.
Улăхра çеç пăртак утă тĕсĕ пулчĕ,
Анчах çулса пуçтарсан сапаланса юлчĕ.
Выçă халăх çуллах выльăха сайратрĕ:
Пуса-пуса, чӳк туса, какайне кышларĕ,
Камăн пур авалхи хатĕрпе тапратрĕ,
Пурне те хускатрĕ выçлăх — мур, хупларĕ.
Выçлăхран хăраса Атăлпа хăш-хăшĕ
Кимĕсемпе юхса анаталла тарчĕç:
Кил-çуртран уйăрлчĕç анаталла тарчĕç:
Хĕрарăм япалине саклатпа саярчĕç.
Пурне те хуйхă пуснă, пуçĕсене уснă,
Нимĕн тума пĕлми аллисене шантнă.
Çапах пĕр-пĕринпе хуйхă витĕр туслă
Калаçса лармашкăн пухăнма юратнă.
Йĕршшӳ тăрăх ларнă пĕчĕк ялсем варлă,
Пурăнма вĕрентнĕ вĕсен пуçне пусмăр.
Кăçал вĕсем пушшă пулнă пĕр çăварлă,
Пĕчĕккĕнех иртрĕ Урха панчи мухмăр.
Пĕтĕм халăх юрлă, выçлăх кăçал мурлă
Сăр хĕрринчен тухрĕ, Сĕве хĕрне çитрĕ.
Хаяр выçлăх майлă йăваш чăваш çĕтрĕ,
Калаçма та ĕçлеме вăл вĕренчĕ урлă.
Тăхăр Тăрăн тăчĕç, Ункă çине анчĕç,
Маркасемпе майлă Урхан çĕрне касрĕç.
Апашсем, Шăмăшсем шăмăрса хусканчĕç,
Йĕршшӳ çинчи улăха пĕр-пĕрне валеçрĕç…
Çав вăхăтра Шуртанта
Пухать Ентимĕр урта:
— «Вăхăт çитрĕ, тет, ĕнтĕ
Шур Атăлти ĕмĕте —
Ирĕк пурнăç илемпе
Пурнăç вырăнне кӳртме.
Килчĕ хыпар Хусантан
Хамăран тус Хусахран —
Касамата çĕмĕрме,
Улпутсене сирпĕтме
Ятарласа пăлхава
Ертес пулать халăха.
Пуп таврашсем, улпутсем
Мăшкăлаççĕ пирĕнтен,
Ăçта кирлĕ пуçлăхсем
Пусмăрлаççĕ ĕмĕртен:
Куланайсем, хырăçсем
Иртсе кайнă йĕркерен.
Пĕтĕм халăх выçлăхпа
Мурлă чирлĕ пурăнать,
Вĕсем тени мăнтăрпа
Леш тĕнчепе мăшкăлать:
Кашни çулах выçлăхпа
Вилĕм кулли çын пулать.
Тăвансем! халь анатра
Халăх хумĕ тапраннă,
Калăпăшпе вăрçăра
Патша çарне таптанă,
Халĕ ĕнтĕ Хусана
Хупăрласа тапăннă.
Пушкăртсемпе тутарсем,
Тата малти чăвашсем
Хусахсемпе пĕрлешсе,
Патша çарне кĕрешсе
Туртса илнĕ хулана,
Илеймен чул картана.
Утаманĕ хамăр çын,
Маттур тĕреклĕ арçын,
Шур Атăлра пулнă чух
Паллашсаччĕ виçĕм çул,
Вăл ун чухнех ытарса
Систернĕччĕ калаçса.
Халĕ янă вăл йыхрав
Маттурсене пуçтарма,
Ăçта кирлĕ шав пăлхав
Тума хушнă, тапратма.
Хăлатсем, ăмăрт кайăксем,
Пуçтарăнас юлташсем!
Çапла сăмах калаçса,
Мăн Шуртанти утаман
Халăх пухать тем таран:
Тапранать вăй иçмасса!
Сăр хĕрĕнчен пуçласа
Сĕве патне çитиччен!
Еркинейĕ хăй пĕччен
Пухать паттăр яшсене;
Çĕрпӳ хули таранччен
Пухăнаççĕ ун патне.
Çĕмĕрленсем, пăшалсем
Пурте тупнă хатĕрсем, —
Аякранах тăшмана
Хатĕр пурте тăллама.
Ухăсем пек уйсенче
Уткăнаççĕ утсемпе:
Ятарласа çын ярса
Çыхăнаççĕ Хусанпа.
Ашшĕпеле Еркипей
Икĕ çулпа Сĕвене
Ертсе кайрĕç çынсене.
Тĕттĕм çĕрхи каçхине
Ашшĕ кайрĕ Атăлпа,
Парăс карнă кимсемпе.
Еркинейĕ юланпа,
Икçĕр маттур юлташпа,
Хурăн çулпа кустарса,
Кăнтăр кунне кĕретлĕ
Çитсе кĕчĕ ĕретлĕ
Сĕве çине тустарса.
Атаманран Пукачран,
Салам илнĕ йыхравран:
Ыран ирех Хусана
Ту пуçĕнчен тапăнма,
Атăл урлă каçмалла,
Йăлăм тăрах каймалла…
Сĕве хули патĕнчен
Хусан çунни каçхине
Пĕлĕте вут хыпнă пек
Хĕрлĕ çулăм кăтартать:
Аслати янтранă пек
Тупă сасси кăрслатать.
Еркинейĕн çынĕсем
Хусан курма васкаççĕ,
Çамрăк хастар пуçĕсем
Çапăçмашкăн çакаççĕ:
Ашшĕ пекех Еркиней
Кĕçĕр тупасшăн телей.
Çĕрĕпе куç хупман
Хастарлă яш утаман:
Каннă-канман парумпа
Каçса ӳкрĕç Йăлăма,
Ирхи апат тутанма
Çитрĕç харăс Хусана.
Хусан хӳми — чул хӳме
Сӳмпек патша çухнехи —
Ăна ишсе çĕмĕрме
Кирлĕ нумай çар хатьри,
Çапах Пукач Емелен
Чĕтрентерет пур енчен…
Ентимĕрпе Емелен
Самай пулать паллашни,
Çанпа иккĕн пĕрлешсен
Калама çук варлашни —
Ĕçкĕпеле çăвăннă,
Халапланса савăннă.
Хусан хули пăхăннă,
Анчах крепĕç парăнман,
Пукач питех тарăхнă,
Çапах ĕçме чăтайман:
Хăй халăхне ӳсĕртсе
Ирĕк янă вĕçертсе.
Ĕçкĕ-çикĕ вăй сутти,
Ӳсер пулсан чун сутти,
Пукач çарĕ çывăрсан
Çитнĕ чее Миххальсан:
Пĕр пин юлан салтакпа
Сасартăкăн тустарса.
Пукач çарĕсем хастар
Вăрçа тухнă пит хаяр.
Ентимĕрĕн те урта
Хĕрсе кайнă чи малта:
Тăшман пуçне шеллемен,
Хăйсенне те хĕрхенмен.
Юлан утли юланпа
Виç хăлаçлă сăнăпа
Чикет, вăрçать салтакпа,
Вуник пуслă çĕлен пек;
Çуранни те çĕмĕрлен
Ярать тăшманшăн инкек.
Ентимĕр çар умĕнче
Тăшмансене тăлланă.
Унăн вăйлă аллинче
Тем чуль пуçлăх пăчланнă,
Анчах хăйне пĕртакран
Пулă тивет кăкăртан:
Хальччен нимрен хăраман
Персе аннă утаман.
Йăнăшасси мĕн пулман,
Хăй ывăлне чĕнтерсе
Емелене итлеме
Хушнă ăна пиллесе.
Тĕрĕс-тĕкĕл уртапа
Килĕштерсе пурăнма,
Тăшмансемпе патшапа
Вилечченех çапăçма.
Çапла сăмах Еркиней
Илчĕ ашшĕн пехилне.
Ашшĕ юнĕ кайнипе
Аллине лаш сулчĕ те,
Хытса кайрĕ вилнипе:
Çапла Пукач çарĕнче
Чаплă чăваш паттăрĕ,
Пĕтрĕ улпут сăтăрĕ…
Вăрçă шавĕ шавлани
Хисеп тума чармарĕ,
Ентимерĕн çар çынни
Утаманне манмарĕ:
Хисеплесе çĕр айне
Чикрĕç унăн виллине.
Унтан пурте ывăлне
Сăмах пачĕç итлеме —
Еркинее йĕкĕте
Шанчĕç хăйсен пурнăçне,
Икĕ питлĕ ĕмĕте
Хучĕç хастар пуç çине.
Унтан каллех çапăçма
Кĕрсе кайрĕç уткăнса,
Пукач пуçне сыхлама
Юри ячĕç çын хушса:
Çапла вăйлă вăрçăра
Чăваш вăрçать пăлхавра…
Пит сатуррăн вăрçаççĕ хусахсем
Мухмăр-сухмăр айĕнчен тухнисем,
Анчах хытă ӳсĕрлсе супнисен
Кăлах пулчĕç Пукачшăн пуçĕсем;
Чăтаймарĕç Миххальсан хĕснине
Ик еннелле пит чее хунине,
Сапаланса сиктерчĕç утсемпе
Ăçта кирлĕ ирĕклĕ çулсемпе.
Вĕсем хыççăн пуçĕсене сĕнкрĕç,
Маттурсем те тыткăна хăш лекрĕç,
Пукач вăйĕ сахалланса юлчĕ
Юлашкинчен вăрçайми те пулчĕ.
Еркиней çеç шанчăклă уртипе
Çирĕп вăрçать Хусан шывĕ хĕрринче:
Пукач çарĕ ун патне пынипе
Çар вăйланать пĕр самант хушшинче.
Çапах та Йăлăм ăшне Емелен
Чакма хушать патша çарĕ хĕснĕрен.
Хусан шывне юланни, çуранни
Каçса ӳкет пĕр туххăм сыв юлни.
Унтан чакса çармăссен хулине
Йăлăм витĕр çитеççĕ Кăкшăма,
Кайран тӳрех Еркиней ертнипе
[[I,641]].
Шупашкарти патша тарçи-тĕрçисем
Шăпах пулнă килĕсенче çерçисем.
Çапах та Атăл çулне хӳтлемен
Çавăнпа та чарăнса тăмасть Емелен.
Çитменине хыпар илнĕ вăл туран:
«Патша çарĕ анать, тенĕ, Мускавран».
Ав ĕнтĕ вăл Çавал тăрăх кимсемпе
Çĕрпӳ патне улăхать тусĕсемпе…
Çавра çил пек çавăрса хусканса
Хура халăх пăтранать тарăхса:
Хырăç-марăç куланай пухнине,
Чăтаймасть çĕрсен хакĕ ӳснине.
Пуп таврашне рикăсем тӳлесе
Тĕне кĕнисем пулчĕç çӳхелсе.
Çитменнине выçлăхĕ кастарать,
Юлашки чăтăмлăха мантарать.
Пукач çарĕ хăпарнă майĕпе
Пухăнаççĕ йĕкĕтсем ун çумне.
Еркинее Емелленпе пĕр тан
Хисеплесе асăнаççĕ маттуртан:
Чаплă утаманăн кĕçĕн улĕнчен
Халăх хастарлăх кĕтет çарĕнчен.
Çавăнпа çарне ӳстерсе вăйлатма
Ăçтан кирлĕ васкаççĕ пухăнма…
Пычĕç Йĕршшӳ çинчен Уламаспа Патирек
Ĕлĕкхине манасшăн астумаççĕ — пулман пек:
Ертсе пычĕç хайсемпе темиçе ял чухăнне,
Ĕлĕк Урха мулĕшĕн тара хĕрсе пиçнипе.
Ак пухăнчĕç ĕнтĕ темиçе пин:
Çуранни те, юланли, кимĕлли,
Пурнирен пуçласа Туçи таран
Вăйлă çар пырать Çĕрпӳ çинелле.
Туçирен ту çинчен тупăсемпе
Емелен пырать Çĕрпӳ çинелле,
Çав вăхăтрах çавăрса илмелле
Еркинее ярать юлансемпе.
Çĕрпӳ хули — вак хула лапара
Пĕр самантра лапчăнать вăрçăра.
«Парăнатпăр» тесе евĕчсем
Еркиней патне яраççĕ пуçлăхсем.
Еркиней урхамах лашипе
Вĕçсе çитсе Емеленпе канашлать:
Хăйсен çывăхри тусĕсемпе
Çĕрпӳре савăшма шухăшлать.
Емелен те килĕшет ку ĕçе:
«Çĕмĕрменни юрать, тет, крепĕçе,
Кунтан Улатăрпа Етĕрне çинелле
Вăйăмăра сарăпăр, тет, икĕ еннелле».
Çапла вара юрăсем юрласа
Кĕреççĕ Çĕрпӳве маттурсем,
Мăнастирпе крепĕçе шавласа
Шăнăçаççĕ утаман тусĕсем.
Анчах шăнăçнă-шăнăçман Еркиней
Шавламашкăн тытăнать пӳлĕмре.
Пĕр хĕрарăм унăн кăмăлне
Çиллентернĕ тăмса пуплевре.
Хĕрарăмне палланă Еркиней:
Алтутрипе леçекен Силемпи,
Чĕкеçе пăхса пурăннă кинемей —
Урхан пурлăхне пăхакан аслапи.
Анчах паян кун Силемпи ним чĕнмест,
Еркинейпе Урха çинчен пуплемест:
«Пĕлместĕп те, темĕнле те Çĕрпӳве
Килсе кĕнĕ хамăн ĕссĕн крепĕçе»,
Тесе Еркинее суяпа çаптарать,
Хăйĕн хуçи çинчен пĕлнине пытарать.
Анчах Еркиней час илет тавçăрса,
Калаттарать чăн тĕрĕсне ултавçа:
— Урхапала арăмĕ те кунта, тет:
Пăлхавсенчен тарса килчĕ килтен, тет;
Вилĕппин вилĕп те хуçа чунне çимĕп, тет.
Еркинее урăх ним те кирлĕ мар —
Ухрана тупма крепĕçре йăвăр мар:
Пĕр туххăмра хăй пиччĕшне вăл ярать
Тĕппипеле мăнастире ухтарма.
Унтан Емеленпе пĕрле тухтарать
Пуçлăхсемпе пуп-таврашне çаптарма:
«Ыттисемшĕн чухламалли пултăр, тет,
Унсăрăн вăй-тĕреке сарма йывăр, тет.
Акă ĕнтĕ мăнастирĕн кил-картине
Пухса тухрĕç пуçлăхсемпе пупсене:
Тĕпчет пĕрле Еркинейпе Емелен
Пăхăнманне айăплама йĕркерен:
Виçĕ пуппа икĕ салтак пуçлăхне
Харсăрлăхшăн çакас, терĕç, хапхаран,
Вуник пуппа виçĕ капрал шăмшакне
Хурăн хулпа хĕртес, терĕç, çурăмран.
Анчах кунпа Еркинейĕн кăмăл çук —
Вăл тĕпченĕ çынсем çинче Урха çук:
Пуçне тытса аптрашкипе уткалать,
Хăй тăшманĕн пуçĕ çинчен шухăшлать.
Кĕç! пиччĕшĕ вăл тулхăрнă вăхăтра
Илсе пычĕ çĕр нӳхрепрен Урхана.
Еркинейĕн куçĕ-пуçĕ чалăрса
Кайрĕ Урхан сăнне курсан вутланса.
— «Тупăнтăн-и, çĕр çăтманнă, хунь-ватти?
Майра патшан чаплă еркĕн — кĕрт йытти?
Чун савнине кикенпеле вĕлерсе
Манăн туя хуса ятăн сӳртерсе!
Халĕ ĕнтĕ лекрĕн алла тĕппипе,
Тавăрттарăп, — чуна савăп виллӳпе.
Каласа пар мĕншĕн килтĕн эс кунта?
Мĕнле шухăш пăтрантарать пуçăнта?
Çапла сăмах каласа вăл тĕпчет,
Урха çине хаярланса кăшкăрать;
Тĕксĕм Урха сухаллине чĕпĕтет,
Сăмахсене кăкăрпала кăларать:
— «Усал тăшман, хаяр, каскăн утаман
Нихăçан та кĕрт йытти пек эп пулман.
Савнă хĕрĕм вилсе выртрĕ сарăмсăр,
Эс илĕртсе туй пулнипе вăхăтсăр —
Мăшкăл турăн ман юратнă кил-йыша,
Эс пистертĕн пĕлĕшсемпе хурнташа.
Хамăр чăваш халăхĕшĕн тăрăшрăм,
Вырăссемпе çĕрпе шывшăн харкашрăм.
Мана йытă тени чăтмалла мар хур,
Тутупала каланине сăмсупала турт.
Вĕлер çакса — пăхăнмастăп эп сана!»
Тесе сăмах пĕтерчĕ мăн кăмăллă Урха.
— «Нумай вырăссемпе эс харкашрăн, паллах:
Çавăнпа та çакăнта тарса килнĕ пулмалла!
Анчах ыйтам-ха сантан: камшĕн ку ĕç?
Мĕншĕн улпутсем патне леçеттĕнччĕ кучченеç?
Хăвăншăн, кĕççе пит, кĕрт йытти!
Улпутсемшĕн шыв йăтмалли шуйттан кĕвенти
Çапах та сана эп хур тумăп:
Йытсем валли виллӳне ывăтмăп.
Ĕнтĕ сывă пул, тивĕçлине хуна ил!
Çаксан — чунна çĕклентерĕ çавра çил».
Çапла калаçса Еркиней Урхапа
Илсе кайса çакма хушрĕ хапхаран…
Таçтан-и, тен, çав вăхăтра чупса тухрĕ Унерпи
Ӳке-ӳке Еркинее тархасларĕ Силемпи.
Анчах çамрăк утаман — хыт чĕре
Вĕçертмерĕ Урхана Çĕрпӳре.
Ирĕк ячĕ тăхлача çеç Сившăва —
Упăшкине юпа туса асăнма.
Асне илчĕ иртсе кайнă пăчава,
Тата чаплă туйри ĕмĕр манми хуйхăна.
«Каях, терĕ, Силемпипе кил-çуртна,
Тавăрнапа эп те пырăп юпана;
Чĕкеç чунне хампа лартăп юнашар,
Иртĕ вара йывăр пуснă типĕ шар.
Тĕлĕк пекех иртсе кайнă кунсенни
Тин каялла тавăрас çук ырлăхне,
Çурхи шыв пек юхса выртать çут тĕнче
Иртнипеле кичемлес мар чунсене».
Çак сăмахпа лăплантарса калаçать
Унерпипе юлашки хут Еркиней.
Çапла вара Сившу ялне çул уçать,
Унерпипе ват Силемпи кинемей…
Ĕмĕр сакки сарлакине астуса
Чĕкеç çинчен манма пулчĕ Еркиней,
Емеленпе халăхсемпе кар тăрса
Пур тĕнчешĕн тупăп, терĕ вăл, телей…
* * *
Çĕр алă çул ĕнтĕ çак самана иртрĕ —
Нумай шывсем юхрĕç Çавал шывĕ çийĕнче.
Нумай паттăр пĕтрĕ, хăйĕн ятне çĕртрĕ,
Асăнма та çук пек çемçе чĕлхе вĕçĕнче.
Çапах манăн пуçăм туса пачĕ юрă:
Пĕри ăна мухтĕ, тепри тĕппĕн тиркесе —
«Пулман ĕçсем — суя» тесе ăна хурĕ,
Кĕнекине чĕрĕ, чикĕ таçта тĕркесе.
Камăн кăмăл пулĕ — вăл пулăшма пĕлĕ:
Йăнăшсене тупса мана парĕ кăтартса —
Мана кӳрĕ усă, хăйшĕн пулĕ сиплĕ,
Эп малтанах хурап ӳн пек туса тав туса.
Вун хĕлĕхлĕ кĕсле, юрăм вĕçне тĕпле,
Илтсе тăран халăх, — сана пултăр сывлăх;
Тепĕр юрă юрлăп — ун чух тата итле:
Юрлăп хальхи çинчен — унта тупăп ырлăх.