Чĕтресе йĕрекен сар Çурта пилĕкне
Çăмламас аллипе хыпашлать тĕттĕмре
Артакпа1 сывлакан тухатуллă Çĕрле.
Ăнланать: кун каçа ăна çеç кĕтнине,
Хуп-хура куçĕнче хăй сăнне тинкерме,
Пĕр-пĕрин тайăнне2 чĕм кĕртмешкĕн пĕрле.