... Çитмест тесе шутлаттăм чăтăм:
Çыртса-авса хуçлатрĕ хăтăм1.
Кĕтменччĕ кун пекки хамран,
Ирттертĕм кун, аран-аран
Пусса кăлартăм çав-çавах
Ăшран-вартан çавра Сăмах.
Талас тĕлнех çитсессĕн тĕртĕм2
Вилесчĕ — пĕттĕр, — терĕм, — тертĕм.
Ылхан та савнăç тĕввине —
Хальччен асаплăн йăтнине —
Чăнах, хавасчĕ ӳкерме...
Çуралчĕ... Сăвă-кипкере.
... Мана хама хăварнă Халăх
Мая3 тĕлне, йыша хушмалăх:
Ӳссе çитсен, сарсан çунат
— Пилленĕ пек çӳлти хăват —
Вĕрсе кĕртме черетлĕ чĕм4
Сана савса, тăван Чĕлхем.