1
Таркăн ялĕ пĕчĕкçĕ ял,
ларать варсен хушшинче.
Йĕри-тавра — ешĕл вăрман.
Таркăн - вăрман айĕнче.
Ирхинепе шăпчăк юрлать
ирхи сывлăм типиччен.
Каçпала лăпкă çил вĕрет
хĕвел анса путиччен.
Çакă ялта тăлăх арăм
тертпе виç хĕр ӳстернĕ.
Пĕри, вун саккăра çитсен,
йывăр чирпе чирленĕ.
Педучилищĕре çак хĕр
маттур пулнă яланах,
Йывăр чирне тӳсеймесĕр
выртнă вăл пульницăна.
Çав йывăра чăтма йывăр —
турра çĕр хут асăнăн:
çунан ăшне тӳсеймесĕр
хĕр амăшне асăннă.
Анне, тетĕп, эп выртатăп
пульница койки çинче.
Вăрах ан тăр, час килсе кур
куçра пур чух çут тĕнче.
Аннем, темшĕн юнлă сурчăк
хĕрлĕ сăна шуратать.
Анне, килсен пехилпе кил —
сăн хĕрелми теп кăштах.
Анне, эпĕ çук пулсан та,
маншăн ăшна ан çунтар.
Икĕ куçна ик хĕр юлĕç,
виççĕмĕшсĕр юлсан та.
Анне, эпĕ вилес пулсан,
тăван çĕре пытарăр.
Асăнсамăр иртмессерен,
манăçа ан хăварăр.
Анне, эпĕ чăн уйрăлсан,
пырсан çимĕк çитнĕ май:
пĕвĕме курмасассăн та,
ман тăпрана курса кай.
Анне, эс çимĕк каçхине
уяв пăтне кайса кур.
Эп тĕнчере çук пулсан та,
манăн тантăшсене кур.
Анне, унта эп пулмасан,
ан макăрсам, ан хурлан,
уявра ик хĕрӳ пулĕç,
виççĕмĕшшĕн ан кулян.
Анне, эп капла çырнишĕн
эс пит ан ӳк хуçăлса.
Усă темех кăтартман эп,
асăнăр хăть вуласа.
Анне, эсĕ эп сывă чух
хăш чух пулнă ятланçĕ.
Эсĕ мĕн каласа вăрçни
мана кулă кăначчĕ.
Эп лайăхах сисмен пуль çав,
сисмен мĕне пула-тăр:
эсĕ вăрçан, сана хирĕç
ахăлтатса кулатăп.
Çав çулсенче эп яланах
шкулшăн çунса тăраттăм.
Эс пĕр-ик сăмах каласан,
чарăнайми макраттăм.
Ваттисем чăн каланă пупь:
çын йĕрсен çакăн йышши,
ырлăха мар тенисен.
Мĕн пĕлсе макăрнă-ши?
Халех чĕрем сиссе тăрать,
çампа пуçа усатăп.
Карт Турах мар пуль-ха тесе
çапах ăша пусартăм.
Анне, эп карт уçтарнăччĕ.
Мана çапла пĕлтерчĕç:
"Ой! Эс халь чирле пуçланă —
час лап! выртăн ак, — терĕç, —
Ку чиртен те юлăн, те çук,
иккĕлле курнать, — терĕç, —
ну ку чиртен уçăлсан та,
ĕмрӳ вăрăм мар", — терĕç.
Эп тертленсе каланине,
анне, эс шанмарăн çав.
Çын çинчи вăл йывăç çинчи,
сана пĕлĕнмерĕ çав.
Каласанах эс шанманни
кӳчĕ мĕнле тамаша:
пĕрре — мана питĕ йывăр,
тепре — хăвăра нуша.
Анне, шурă тутруна
ан çых çавăрса çӳçине,
мĕн килчĕ вăл пулсассăн та,
ан ман мана — ху хĕрне.
Хирти чие йывăççине
кам куçарнă çӳл çĕре?
Анне, уйрăлас пек марччĕ,
кам уйăрчĕ-ши пире?
Çил вĕрсен те, тăм ӳксен те
садри улма пĕтес çук.
Макăрсан та, хуйхăрсан та
эпĕ сире пулас çук...
2
Шурă тутăр хĕррине
çӳçе ярас терĕм-ха.
Йăмăк, сана асăнмалăх
сăвă çырас терĕм-ха.
Утсем килеç тапăртатса,
улма садне таптаса.
Мĕнле сăвă çырам иккен
сан кăмăлна тултарса?
Шурă кĕпе тăхăнсан та,
эп шур акăш пулас çук.
Мĕнле сăвă çырсассăн та,
эп сан асна килес çук.
Çу кунĕнче ир çинчен
шăнап çӳхе тăхăнсан.
Тунсăхласа çырмăттăм та,
сана çывăх курмасан.
Лантăш пек курап сана,
сирень пек курап сана.
Лантăш-сиреньрен, Валя,
çывăхрах курап сана.
Пуçне ухан утсемшĕн
сăрлă пĕкĕ савăнать.
Кĕлчечек пек юратăп,
пăрахмасан эс мана.
Кăçал илнĕ шурă витре
шурă купăста хума.
Ан ман мана, Валя йăмăк,
шухăш — пĕрле пурăнма.
Сад пахчинче кĕлчечек
сивĕ тивсе вĕтĕнчĕ.
Манăн умри ĕмĕтсене
çак чир килсе пĕтерчĕ.
Хĕрлĕ сатин тутăр илсе
çӳçе ярса пулмарĕ.
Пĕвĕм ӳссе çитĕнчĕ те,
ăраскалăм пулмарĕ.
Шурă кĕпе тăхăнса
чуна уçăлтарăттăм.
Çакă чиртен хăтăлсассăн,
эп те сирĕнпе ларăттăм.
Çумăр çăвас пĕлĕт çук.
Сывлăм ӳкес палли çук.
Аннен виçĕ хĕрĕ çинче
манраи телейсĕрри çук.
Утсассăн та, чупсассăн та
çитес çĕре çитмĕп-шим?
Курăк пек çамрăк пуçăмпа
сирĕнтен уйрăлăп-шим?
Ешĕл улма лартрăм та,
хĕвел вĕте пуçларĕ,
Çавă улма вĕтĕннĕ пек
кĕрĕм шана пуçларĕ.
Çил вĕрет те çил касать,
саран пире шуратать.
Чир çиет те чир пусать,
хĕрлĕ сăна шуратать.
Валя йăмăк, килте пурнан,
ман çинчен шутлатăн-и?
Канмалли кун киле пырсан,
пĕччен хурланмастăн-и?
Валя йăмăк, вĕренӳре
мĕнле пыран — çыру çыр.
Малалла та, çитес çул та
вĕренӳ çулĕпе пыр.
Манăн ĕмĕт умраччĕ,
лайăх вĕренеттĕмччĕ,
малаллахи пурнăç çулне
çăмăл пулĕ теттĕмччĕ.
Халĕ, Валя, манăн ĕмĕт
кая юлчĕ пулмалла —
малаллахи пурнăç çинчен
шухăшлама манмалла.
Малалла та çаплах пулсан,
манăн пĕтрĕ ĕненӳ:
пăрахăçлатăп сана, ĕмĕт,
сыв пул, сыв пул, вĕренӳ.
Ах, нивушлĕ шур тутрăнне
хĕвел тĕсне илĕ-шим?
Çак пулъница койкки çинчех
манăн чун лăпланĕ-шим?
Валя, сана ал тутрине
чĕнтĕр сыпса ларам-и?
Эп çук пулсассăн асăнма
сăмах хушса парам-и?
Астăватни иксĕмĕр
шкултан пĕрле килнине?
Хăçан киле çитичченех
калаçса—макăрнине?
Халь эп çав каланисене
ялан аса илетĕп:
"Кам калаçтарнă-ши?" —
тесе хамран хам тĕлĕнетĕп.
Мĕнле-ха вăл аса килет
иртиĕ кунсемпе каçсем?
Пĕр ахалех сая кайрĕç
шухăшланă шухăшсем.
Валя, сана хушатăп:
вĕрен тата выля-кул.
Экзаменсем ирттерсен,
каччăпала эсĕ пул.
Валя, эсĕ кĕлтуса тăр,
тухас кунтан чĕрĕлле:
çулла пулсан, уяв çитсен,
вăййа тухăпăр пĕрле.
Эпĕ, Валя, тĕплех марччĕ.
Тен, çӳреттĕм тăррирех.
Пĕлме çук, эп çук пулăп та,
эс те çӳре ман пекех.
Валя, эп çук пулас пулсан,
маншăн йĕме хушмастăп.
Манăн пур-çук вак-тĕвеке
сана пехил тăватăп.
Эпĕ сиртен ĕмĕр кайсан,
çут тĕнчерен çухалсан,
Валя, пĕлен ман шухăша:
кала — пытарччăр юп курса.
Пир кĕпе хулăн пулсан та,
хам тăхăнса çĕтесчĕ.
Емĕрĕм вăрăм пулмасан та,
тата кăштах çӳресчĕ.
Анне тӳрĕ устерчĕ,
вун сакăр çула çитерчĕ.
Те ăраскал пулманнипе,
чир пуçăма пĕтерчĕ.
Тăваттăн çеç пурнаттăмăр,
тăват кĕтесе лараттăмăр.
Валя, мĕнле тӳсĕр-ши,
виççĕн юлсан тăваттăнран?
Валя йăмăк, ан хуйхăр,
пит çалхуллăн ан çӳре.
Мĕнле йывăр пулсассăн та,
чăтăр — пил парап сире.
Шурă тутăр ярапине
мĕнле ярса пĕтерес?
Халиччен курнă иртнисене
епле манса пĕтерес?
Хĕвел хĕртсе пăхнă пулсан,
пăр, час кайнă пулăттăн.
Çамрăкрах чух пăхнă пулсан,
каплах йывăр пулмăттăм.
Тетрадь илтĕм, ручка тытрăм,
сăвă çыра пуçларăм.
Икĕ куçран вĕри куççуль
шăпăртата пуçларĕ.
Ан юх, куççуль, мăшăр куçран,
ан шывлантар эс ăна.
Куççуль мĕнле юхсассăн та,
пусарас çук ман чуна.
Шур Атăлта икĕ карап
килнине пăхса тăрап.
Малалла мĕн пулассине
турăран кĕтсе тăрап.
Шурă çитсă кĕпӳне
çĕлетсем пĕрмеллĕ мар.
Питĕ начар сăвă тесе
вуламасăр ан хăвар.
Улттăлла çӳтленнĕ çӳçĕм
сапаланчĕ улт енне.
Ларса шутлап, выртса макрап
чуна тӳсме çук енне.
Шурă сатин кĕпене
юратса тăхăнтăм эп.
Пур тăвансем хушшннче те
сана савса тăтăм эп.
Ылтăн шăрçа мăйăнта,
кĕмĕл шăрçа аллăнта.
Йăмăк, сана телей сунап
ялан пурнан кунăнта.
Шурă Атăл шывĕ тарăн,
кĕрсен — ишĕпĕр халĕ.
Уйрăлнă çынсем тӳсеççĕ,
лăплан - тӳсĕпĕр халĕ.
Паян каçхи тĕлĕкĕмре —
шурă тутăр пуçăмра.
Уйрăлас çеккунт-минутсем
тăнă иккен умăмра.
Атăл шывне ĕçмерĕм
шывĕ сиввине кура.
Валя, сана манмастăп
хам пек шуххине кура.
Утрăм ял улăхĕпе,
хурлăхан татса çирĕм:
хурлантăм хурлăхан пек,
Валя, эс ан пул ман пек.
Хăмăш çинçе, хăмăш çинçе,
хăмăшран пĕвĕм çинçе.
Хăмăшран та çинçе пĕве
ӳстертĕм хуйхă çинче.
Шурă кофта çĕлесе
тӳме хура пĕлмерĕм.
Хамра та айăп пур пуль çав,
хам чирлине пĕлмерĕм.
Улмуççине пĕчĕк чухнех
мĕншĕн çăлса тăкман-ши?
Çитĕнсен çеç çук пулас пур,
ма пĕлмен чух вилмен-ши?
Умри садра улма пиçнĕ,
эп татмасăр тӳсес çук.
Çакăн пек йывăр килсе пуснă,
эп йĕмесĕр тӳсес çук.
Утçăм килет, утçăм килет
улма садне таптаса.
Сана, Валя, пĕр курăттăм,
ялсем тăраç хупласа.
Лăс хурăна хурт сырнă,
касса яма пулмĕ-ши?
Манăн умри йывăр хуйха
сирсе яма пулмĕ-ши?
Ура шăнчĕ, тăм илет,
пар-ха, Валя, носки пар.
Манăн ăшра вут çунать,
пусарăр хăть çырупа.
Вак шăтарса шыв ĕçрĕм,
ма шăтарса ĕçрĕм-ши?
Ăраскалсăр-телейсĕр
ма çуралса ӳсрĕм-ши?
Хĕвел ансан, çанталăка
вут хурса ăшăтас çук.
Пуçа телей çырманнине
укçа парса илес çук.
Поезд килет, ярăнтарать,
камăн анасси килет?
Ӳссе çитсен çын пулсан
тин камăн çук пулас килет?
Астăватни, Валя, иккĕн
киле пырса кĕнине,
пирĕн акка хирĕçнипе
мĕскер пулса иртнине?
Шухăшла-ха ĕнтĕ, Зоян
çапла пулмаллаччĕ-им?
Манăн пуçри йывăр хуйха
ун хускатмаллаччĕ-им?
Çапла, Валя, пирĕн Зоян
пуçĕ шутлаймарĕ çав.
Вăл çиллине чарайманран
мана йывăр килчĕ ав.
Мĕскер кăна пулсассăн та,
Валя, сана çиллĕм çук.
Зоя пирки йывăр килчĕ —
чун тухиччен манас çук.
Эсĕ ăнланмастăн пулас
эпĕ капла çырнине?
Ыйтса пĕл унтан хăйĕнчен
мĕскерле ĕç пулнине.
Эс тунтикун шкула кайрăн.
Эп юлтăм кăшт чирлĕрех,
Ăншăрт ӳкерсе пуль, утрĕ
пăрçа çулма вăл ирех.
Леш касса та çитменччĕ пуль
вăл килтен тухса кайсан,
куç хуралчĕ, пуç çаврăнчĕ —
ятăм эпĕ юн хăсса.
Çакăн хыççăн ялан манăн
апат пĕртте анмарĕ,
хуллен-майпен сăн шуралчĕ,
вăйăм пĕте пуçларĕ.
Анне пасартан килсессĕн:
"Чир-им?" — тесе тĕпчерĕ.
"Анне, чирлессе чирлемен,
çиме витмест çеç", — терĕм.
Ку иккенне пĕлнĕ пулсан,
чăнне калас пулнă çав.
Вăхăт нумай иртмен чухне
сипленмелле пулнă çав.
Валя, халь Зоя урама
час-час тухса çӳрет-и?
Ман юлташсене курсассăн,
чĕри кăштах сисет-ши?
Халĕ ĕнтĕ вăхăт иртнĕ,
ĕçĕ калла сӳтĕлмест.
Зоян чĕри çурăлсан та,
йăнăшĕ халь тӳрленмест.
Эпĕ епле тилмĕрнине
никам курмасть пулмалла:
çут хĕвел аякка юлать,
çут тĕнчерен уйрăлап.
Манăн вут пек хĕрӳ чунăм
тăвансемшĕн антăхать.
Мăшăр вичкĕн хура куçăм
çăлтăр пек инçе пăхать.
Ларса шутлап, выртса йĕреп,
тата мĕн чухлĕ чăтас?
Çыр-ха, Валя, кун кĕскелет,
мĕнле малалла чăсас?
Макăрсан та, хуйхăрсан та
ним тума та çук ĕнтĕ.
Зоя хăй ухмахĕ пирки
ман ĕмĕре кĕскетрĕ.
Чĕн тилхепен пушкар çук,
вăйпа туртса тăсма çук.
Чавса çывăх, çыртма çук.
Кĕске ĕмĕре тăсма çук.
Валя, эпĕ каплах тăрсан,
çыру çырма хушатăп.
Япăхланас-тăвас пулсан,
килсе курма ыйтатăп.
Валя, фото асăнмалăх
çапăнса ярăп сана.
Вăл чирлесен яни тесе,
асăнса пăх эс мана.
"Анне чĕнет, акка!" — тесе
пыраттăн чупса пата.
Эп çакăнтан çук пулсан,
кам патне чупăн тата?
Ан йĕр, йăмăк, ан йĕр, Валя,
ним тăваймăн йĕнипе.
Турă кун-çул кăшт парсассăн,
эп те пулăп сирĕнпе.
Мамăк минтер хăпармасть,
варне нӳрĕк çапнă пуль,
Манăн чĕрем лăпланмасть,
варне хуйхă витнĕ пуль.
Валя, аннене кала:
ман валли тум çĕлеттĕр,
пилĕкрен пиçиххи хурса
чăваш кĕпи тĕрлетĕр.
Мĕнле çаврăнса килет вĕт,
илĕр саппаса кăтат.
Пĕлме çук, тен, уçăлаймăп,
витсе ярăр шур кăтат.
Ман валли пĕчĕк пӳрт тусан,
чечеклесе тултарăр —
хаçат хучĕсемпе мар,
çырман хутсем тупкалăр.
Çĕнĕ кĕпе тăхăнтартăр,
çиелтен - костюм вара,
пурçăм тутăра çыхтарăр,
шурă тутăр та юрать.
Пурçăн чăлха, шурă нуски
килĕшет урасене.
Ума чĕрçитти ан çакăр.
Хăвăр пĕлĕр – ыттине.
Кун хитре, уяр пулсассăн,
ман пырасчĕ тус-йышпа.
Кунĕ пит начар тăрсассăн,
пытăр тупăк лашапа.
Мана эсир пытарнă чух
макăрмасăр пытарăр,
хама курайман çынсене
йĕрсе ан савăнтарăр.
Тата мĕскер манса юлнă...
Анне, эп тĕне кĕмен.
Ман çие хĕрес ан лартăр,
лартăр юпа, тупăр мел.
Уçă вырăн пур пулсассăн,
атте çывăхне выртам.
Çулла выльăх ан таптатăр
тесен, тытмалла карта.
Валя, эп çапла хушнишĕн
çилленме кирлĕ марах.
Мĕншĕн эп капла çырнине
ăнланатăн эс хăвах.
Валя, эп кăна çырнă чух
савăнмап вĕт, макăрап.
Каламалли темĕн чуль те,
чуна йывăр, калаймап.
Аннене те пит нумайччĕ
каламаллийĕм ара,
калаймастăп – макăратăп,
калаймарăм та, çырап.
Валя, ĕнен, анне килсен,
курса куç тăранмарĕ:
пăхрăм-пăхрăм, тарăн пăхрăм,
уйрăлмассăн туймарăм.
Кăмăла хытараймарăм,
йĕтĕм-ятăм, макăртăм.
Анне кунтан кайнăранпа
шанчăк пĕтрĕ — татăлтăм.
Кĕçĕр эпĕ тĕлĕк курнă:
виççĕн шывра чăматпăр,
пĕр чăматпăр, пĕр тухатпăр,
сăрт çамкинче чупатпăр.
Лешĕ енчен, шкул патĕнчен
икĕ ача анаççĕ,
çыран хĕрринче утнине —
пире питĕ сăнаççĕ.
Вăтаннипе шыва сикрĕм,
тӳрех пута пуçларăм.
Зоя кулать, эп кăшкăрап:
"Зоя, туртса кăлар!" — теп.
Зоя туртса кăларчĕ те,
эп шыв хăсса кăлартăм.
Çак мĕне-тĕр пĕлтерет вăл,
ахальтен мар калатăп.
Çак тĕлĕкрен тĕлĕнетĕп,
мĕскере-ши вăл, калăр:
Зоя шывран туртса илчĕ —
тен, ак... чĕрĕлĕп — халĕ.
3
Шурă тутăр хĕррине
çуçе ярса парăн-и?
Эп пит нумай çырмастăп,
Зоя, йышăнатăн-и?
Утсем килеç тапăртатса,
улма садне таптаса.
Мĕскер каласа çырам-ши,
сан кăмăлна тулnарcа.
Зой, эсĕ шур тутăрна
тăтăш çыхса ан çӳре.
Эп сирĕнпе çук-ха тесе,
маншăн çунса ан çӳре.
Зоя, хальхи вăхăтсенче
эс клуба тухкалатни?
Ăшу вутла çуyать пулсан,
выляса пусаратни?
Урама е клуба тухсан,
юлташсене куратни?
Маи юлташсене курсассăн,
мана аса илетни?
Акка, савăн халь вăйăра,
ăнмĕ санăн шăпу та,
мĕншĕн тесем ман ĕмĕре
татаканни эс пултăн.
Эс вăхăтне маннă пулсан,
çырса парап, пĕлнĕ пул:
анне хулана кайсассăн,
пасар хыççăн, тепĕр кун.
Зоя, сан епле те ĕнтĕ
апла тумалла марччĕ,
эп çемçине сиссессĕн те
хăвна ху чармаллаччĕ.
Халь вăл саншăн нимĕн те мар,
манăн вара витертĕн.
Ĕмĕр асран каймалла мар
манăн пуçа тивретрĕн.
Иккĕн урама тухсассăн:
"Çумма ан тăр!" - тееттĕн,
"Йăмăк лайăх, эп начар", —
тесе пĕрре мар йĕтĕн.
Йăмăку хăвăнтан япăх
пулсассăн вăл пит аван.
Кураттăм эп, шутлаттăн эс:
"Луччĕ çук пултăр тăван".
Халь эп вилмесĕр юлсассăн,
киле сыв мар таврăнсан:
"Манран начар вĕт халь", - тесе,
акка, тăрăн савăнса.
Кăçал та эс миçе хутчен:
"Ма вилместĕн-ха, — терĕн. —
Эсĕ вилсен, ик аллăмпа
сăхсăхăттăмччĕ", — терĕн.
Акка, эсĕ эп çук пулсан
тăнăç кураймăн темех,
мĕншĕн тесен ман вырăна
ӳсет Валя çивĕчрех.
Каччăсемпе вылясан та
тӳсмелле мар ятлаттăн.
Ху вăрçни кăна сахалччĕ,
аннене вăрçтараттăн.
Халь эп çак чиртен юлсассăн,
тăрайсан ура çине,
пăхмăттăм сан сăмахна та,
тата — анне вăрçнине.
Зоя, эпĕ çук пулсан та,
Валя юлать выляма.
Мана епле тертлентертĕн!
Ан тертлентер Валяна!
Валя клуба каяс тесен,
ан чарнă пуль Валяна.
Ларсан лар ху пăчăхланса,
кайтăр Валя выляма.
Зоя, эсĕ хăвна ху
пит пысăка хутăн çав:
эп ӳкĕтлесе чĕнсен те,
пымарăн клуба тухса.
Зоя, эсĕ ман çинчен
шутла та çунса çӳре:
ху йăмăкна ху пĕтертĕн,
çук турăн çут тĕнчерен.
Акка, эпĕ çак чиртен
уçăлсан та, чунăмпа
хăçан чунăм тухиччен те
ăшăнас çук пуль санпа.
Акка, эп капла çырнишĕн
мана питех аи çилен.
Эсĕ мĕнле çиленсен те,
манăн ӳпкев сан çире.
Акка, çăва тухсассăн,
уяв вăхăчĕ çитĕ-ха.
Эп тĕнчере çук пулсассăн,
аванах ăшу çунĕ-ха.
Çитĕ ĕнтĕ мана çырни,
çитĕ ăша çунтарни:
манăн ăша çунтарни —
сан кăмăлна кӳттерни.
Кас çăкана, эп те касап
урăх шăтса тухмасса.
Юлашкинчен пар аллуна
ĕмĕрне уйрăлмасса.
Çырма хĕрри пит чипер —
хурлăхан татса çирĕм:
хурлантăм хурлăхан пек.
Акка, эс ан пул ман пек.
...Таркăн ялĕ пĕчĕкçĕ ял,
ларать варсен хушшинче.
Йĕри-тавра — хура вăрман.
Таркăн - вăрман айĕнче.
Çакă ялта тăлăх арăм
тертпе виç хĕр ӳстернĕ.
Пĕри, вун саккăра çитсен,
хăй ĕмĕрне ирттернĕ.
Çав хĕр пĕлнĕ: нихăçан та
сăвăçа вилĕм витмест —
ӳчĕ çĕрте çĕрсессĕн те,
сăвăç хĕрĕн чун вилмест.
1948 çулхи раштавăн 29-мĕшĕ — 1949 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ. Чистай пульницинче çырнă.
Хыпар хаçатăн 1998 çулхи утăн 14-15-мĕшĕсен номерĕсенчен çырса илнĕ.