Курак Мĕтри, хунькассинче пулнă пек, халĕ унтан урапа çинче силленсе таврăннă пек тĕлĕк тĕлленсе выртаканскер, такам хыттăнах: «Тăр, мучи! Çитет сана çемçе çĕрте кун чухлĕ çывăрса килнипе», — тенине илтсе вăранса кайрĕ.
— Ийя! — йăпăр-япăр сиксе тăчĕ Мĕтри. — Ма çапла çĕр варринчех кăшкăрса вăрататăн эс, карчăк?
— Мĕн мăкăртататăн эс унта? Халех матраса пуçтарса хур! Ха, тăсăлса выртнă вăл!
Пуçне карттус тăхăннă ют хĕрарăм хунарпа çутатса тăнине курсан тин Курак Мĕтри, ыйхăран уçăлса çитсе, хăй пуйăс çинче пынине тăна илчĕ. Ăна вакунти кондуктор вăратрĕ иккен.
— Мĕн пулнă? — куçне сăтăркаларĕ Курак Мĕтри.
— «Мĕн пу-улнă!» — витлесе илчĕ ăна хĕрарăм-кондуктор. — Çĕркаç «Кама тӳшек-минтер кирлĕ?» тесе ыйтсан эсĕ ним те шарламарăн… Халĕ, ав, епле тăсăлса выртнă матрас çине! Халех пуçтарса хур!
Курак Мĕтри, çӳлти плацкарт çине майлашнăскер, кондуктор умĕнчех тӳшеке ялти пек хуçлатса чĕркерĕ те çӳлĕк çине хăпартса хучĕ.
— Вăт çапла, — терĕ тинех кăмăлĕ тулнă кондуктор. — Матрас çине выртас пулсан, каçхине укçа тӳлемеллеччĕ, простынь, минтер пичĕ, çитти илмеллеччĕ…
— Ара матрасĕ ахалех тăрать те, сарса выртас терĕм, — тавăрчĕ Курак Мĕтри, урине чăлха тăхăннă май.
— Юрамасть çара матрас çине выртма, — тесе, кондуктор кĕсье хунарне сӳнтерчĕ те, купе алăкне хупса, пăрăнса кайрĕ. — Купере пăч-тĕттĕм пулса тăчĕ. Тулта та пĕр çутă курăнмасть: пуйăс вăрман витĕр пырать пулмалла — шупка пĕлĕт хĕррипе пуйăс хушшинче хура мĕлке тăсăлать. Пуйăс ураписем, хушăран сăкăлтăкласа илсе шалттин! шалттин! туса пыраççĕ, вакуна енчен енне сулăнтараççĕ. Юнашар çул çине, акă, хирĕç килекен пуйăс çĕр çĕмĕрсе кĕчĕ те, пуç вĕçĕнче пĕр хушă тĕнче кĕмсĕртетсе, ванса-ишĕлсе тăчĕ. Кăшт уçă кантăкран пушшех хытă пырса çапрĕ çак çĕмĕрлӳ. Пуйăс иртсе пĕтиччен Курак Мĕтрин пĕтĕм шăмшакĕ сăрăлтатса, сӳлетсе тăчĕ.
«Ха, чĕмере, пуçа та татса кайĕ ку пуйăс», — тесе кантăк патĕнчен кăшт аяккарах сикрĕ Курак Мĕтри.
Тата, малалла пăхса ларнă май, ăна çил хытă çапать-ха ку уçă чӳречерен. Тепĕр енчех — майлă та — вĕрмест ав, унта, тен, пăчă та пулĕ. Курак Мĕтри, çĕрле шăнса чĕтрене ернĕскер, чӳречене темиçе хут та хупрĕ, анчах хирĕç плацкарт çинче выртаканни ăна каллех уçа-уçа хучĕ, Мĕтри «сивĕ» тенине хирĕç: «Пиçсе вилмелле пăчă!» — тесе тавăрчĕ. Вара тавлашса тăмарĕ Курак Мĕтри. Тӳшек-çитти илнĕ пулсанах кун пек шăнмастчĕ-ха та. Каçхине, мур пуçĕ, тем шухăшланă, ăнланман-ши е хăлхи илтмен-ши?! Укçине хĕрхенес çукчĕ-ха канлĕ ыйхăшăн. Час-час çул çӳремен тавраш, мĕн пĕлсе пĕтерен. Акă халь тумлан ĕнтĕ. Çапла-çке вăл тухман çын çула тухсан — нуши нумай. Теприншĕн ниме тăман япалах уншăн инкек пулать тăрать…
Мускавран ларса тухнă чух, касса умĕнче çын нумаййипе, билетне те алăран туянчĕ-ха вăл.
Çапла… Старогорска çитсе çаврăнмалла килсе тухрĕ-ха ун, ялти сад хуралçин. Акă ĕнтĕ миçемĕш çул вăл пенси илме документсем пухса çитереймест. Чипер пулсан, виçĕмçулах пенси илме тытăнмалла. Иртнĕ вăрçăра пулнă документсем таçта çухалса пĕтнĕ-çке. Çар чаçне астăвать-ха Курак Мĕтри, анчах та астуни тăрăх кăна ăçтан документ туса паччăр сана. Районти çар комиссариатĕнче, ав, темшĕн унăн хĕрлĕ армеец кĕнекине те тупаймарĕç. Вăрçăран таврăнсан, çавăнта илсе юлнăччĕ ăна… Çыннисем халь улшăнса пĕтнĕ, ĕçлессе çамрăксем ĕçлеççĕ. Ун чухнехи хутсене пурне те таçта архива ярса пĕтернĕ, тет. Мур пĕлет-и…
Çарне каясса Мĕтри, чăн та, ку военкоматран кайман çав. Вăл, ялти тăлăх ача, вăрçăчченех пĕрре салтака кайса килнĕччĕ. Салтак служби тухсан, Мĕтри Украинăри пĕр улма-çырла совхозĕнче пилĕк çула яхăн ĕçлерĕ. Кăштах укçа-тенкĕ пухас та, тăван яла таврăнса, йăва пекки çавăрас, авланас, тесе ĕмĕтленсе пурăнчĕ. Анчах вăрçă тухрĕ те — ĕмĕт татăлчĕ. Вăрçа каймалла пулчĕ. Хула çумĕнчи совхозра ĕçлекенскерне, ăна Старогорск военкомачĕ салтака илчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче вăл хула пĕр вăхăт тăшман аллинче пулчĕ те, военкоматĕнче ун чухнехи хутсем сыхланса юлман та пулĕ çав. Кунти военкомат сĕннипе, Подольскри çар архивне те, Старогорск военкоматне те хут çырса пăхрĕ-ха Мĕтри. Иккĕшĕнчен те каялла хут илчĕ: Кураков Дмитрий Иванович çав-çав çулсенче çав-çав çар чаçĕнче службăра тăни паллă мар, тесе пĕлтерчĕç унтан. Ак сана япала!.. Виçĕ çул çурă фронтра пулни тухса ӳкет. Çулĕсем ахаль садра ирттернĕскерсем пулсан, тем мар-ха… Вăрçă çулĕсем-çке-ха. Мăйран аманса, контузи туянса таврăннă çулсем! Çав чи асаплă çулсене пенсие тухнă чух çухатмалла-и? Ял-йыш, пĕлес пулсан, Митри Иванч вăрçă вăхăтĕнче таçта çухалса çӳренĕ теме пуçлĕ. Пулĕ вăл усалли! «Ытлашши ан хуйхăр-ха, — лăплантарчĕç ăна районти комиссариатра. — Ун пекки пулкалать сайра пĕрре. Тен, эс часть номерне пăтраштаратăн пуль. Тен, кайран часть номерĕ улшăннă. Ху вăрçăччен ĕçлесе пурăннă вырăна тата унти хăвна салтака илнĕ военкомата кайса пăх-ха. Военкоматĕнче ун чухнехи хутсем сыхланса юлман пулсан, ху ĕçлесе пурăннă вырăнти пĕр виçĕ çынран справка ил…Тен, салтака пĕрле кайнă, вăрçăра пĕрле пулнă çынсене те тĕл пулăн… Вĕсем ĕнентерсе справка çырса парсан, çитет!»
Акă ĕнтĕ вĕçтерет халь Мĕтри.
Нумай пулатчĕ-ха инçе çула тухманни. Чăн та, фронтран таврăннăранпа республика тулашне тухса курман. Канашпа Вăрнартан иртмен. Сăлтавĕ те пулман. Вăй пур чух, çартан таврăнсанах, бригадирта чупнă, кайран конюхра ĕçленĕ. Халĕ, вăй хавшанă май, саккăрмĕш çул — сад хуралçи.
Пирĕн вăл питех тухса çӳреме май килмест çав. Эп çӳрем, эс çӳре — кам ĕç тăвать? Кам тырпул ӳстерет, выльăх-чĕрлĕх пăхать? Яланах çул çӳрес пулсан, эпир те майне-шывне тӳрех тупмалла та. Çак хирĕç выртакан çыннах илер. Хăй манран чаплах та пулас çук-ха. Темле мунчара çынсене çурăм шăлса яраканни, тет-и… Çавăн пекрех каларĕç… Анчах пырса калаçса пăх-ха эс унпала! Чӳречене такки хуптармарĕ вĕт. Ăна леш енче çил вĕрмест. Мана кунта, хирĕçле, витĕр касать… Ну, юрĕ ĕнтĕ, чĕрре кĕрем мар ват пуçăмпа. Çавах çывăрасси пулас çук текех. Ха, тур хупламан кондукторĕ — чипер ăшă ыйха татса кайрĕ… Унăн, ырри пулсан, ĕнерех лайăхрах ăнлантармаллаччĕ. Хам та: «Мана, старике, простыньсĕр та пырĕ», — тесе шутларăм пулмалла çав… Ийя… Тулĕ те çутăлса килет ав… Ĕççинчи каç — çерçи сăмси тăршшĕ кăна, теççĕ те, чăн сăмах çав.
Мĕтри çапла пĕр хушă хăй ăссĕн калаçса ларнă хыççăн, çийĕнчи пĕчĕк пиншакĕпе пĕркенсе, кăштах «пуç тĕкрĕ».
Купе умĕнчи хĕсĕк вырăнта темиçе çын анма хатĕрленсе чăматанĕсемпе кăштăртаттарчĕç.
«Иртсе каймастăп-ши эпĕ тата хулинчен? — сасартăк сехри хăпнă пек пулчĕ Курак Мĕтрин. — Вунă тенкĕлĕх билетпа халех иртсе каймалла мар пек те. Шупашкартан, ав, çавăн чухлĕ тӳлесе, кăнтăрла ларатăн та тепĕр кун ирхине тин Мускава пырса çитетĕн… Çапах та камран та пулин ыйтса пăхам-ши?..»
Мĕтри, сас туса ытти пассажирсене вăратас мар тесе, плацкарт çинчен ерипен анчĕ те, купе алăкне асăрханса уçса, прохода тухрĕ.
Вăраннисем пур иккен-ха.
Курак Мĕтри, ыйтса пăхма юрăхлă çын шыраса, купесем умĕпе утса иртрĕ. Алăкне уçса хунă купере ирхи апат чăмласа ларакан мăнтăр майрапа самăркка арçын Мĕтрипе сăмах ваклас сăнлă курăнмарĕç. Мĕтри малалла утрĕ. Вакун вĕçне çитсен, ăна тамбуртан хирĕç кĕрекен паçăрхи хĕрарăм-кондуктор курчĕ.
— Тавай, мучи, хатĕрлен, сан тепринче анмалла, — терĕ вăл, туалета уççипе питĕрсе илнĕ май.
— Ха, çитрĕмĕр те-и? — хыпаланса ӳкрĕ Курак Мĕтри. — Тепри-и вăл Старогорск?
— Ав ăçта çитесшĕн тата! Кутияра çитрĕмĕр, — терĕ кондуктор.
— Мĕнле Кутияр тата? Манăн Старогорска каймалла, хĕрĕм, — куçĕ чарăлса çавраланчĕ Курак Мĕтрин.
Чарăнчĕ те кăн-н пăхса тăчĕ кондуктор Курак Мĕтри çине.
— Кӳр-ха, ăçта сан билету?
— Билечĕ кунтах-ха вăл… Çак кĕсьерехчĕ-ха вăл. Эй, чĕмере…
— Часрах туп… Вăхăт çук ман санпа лăпăртатса тăма…
— Халех тупап, халех… Акă çакă пулас-ха вăл… Ку та вăл пулмарĕ-и?
Курак Мĕтрин алли-ури те çыхланса чĕтрене ерчĕ, хăй текех кĕсйисене хыпăласа ухтарчĕ, тавăрчĕ, каялла чикрĕ.
— Акă вăл, анра, — çак вăхăтра Курак Мĕтрин кăкăр умĕнчи тулти кĕсйинчен билет кăларса илчĕ кондуктор. — Акă кур, «Кутияр» тесе çырнă. Анма хатĕрлен! — терĕ те кондуктор малалла утрĕ.
…Мĕтри, шăпăртах пулса, купене кĕчĕ, хăйĕн çыххине йăтса тухса, вакун вĕçнелле кăштăртатрĕ.
— Ха, мур хупламан этеммине — мĕнле билет тыттарчĕ вăл мана! — калаçсах утрĕ вăл вакун вĕçнелле.
— Эсĕ ниçта та ан тух, папаша, — терĕ çак самантра куперен пуçне кăларнă вырăс. — Вăйпа антарса хăвараймасть вăл сана… Мĕн, укçу çитеймерĕ-и Старогорсках билет туянма?
— Укçи мар-ха, ара, çын аллинчен туянтăм-çке билетне… Пĕр ӳсĕр çын тыттарчĕ мар-и. Эп пăхма астуман… «Ку старик çитес çĕре чиперех çиттĕр-ха», темен ĕнтĕ вăл, мур хупламан!.. Халь çитес çĕре çитмесĕрех анса юлас пулать-ши ĕнтĕ ман?
— Сан тата тепĕр аллă çухрăма яхăн каймалла, — каларĕ вырăс. — Темех мар… Пулать вăл пурнăçра…
— Ара, кондуктор тем тăвĕ-ха…
— Эп унпа хам калаçăп… Кĕрсе лар вырăнна…
Кондуктор каялла кĕрсен, чăн та, вакунĕпе шăв-шав çĕкленчĕ. Çывăракансем те вăранса сике-сике тухрĕç.
Ай, тĕнче!.. Ĕмĕрте пит пиçменччĕ кун пек Курак Мĕтрин! Çак намăса ватлăхра, утмăл виççĕ тултарсан, курмалла пулчĕ…
Кондукторăн чĕлхи çинче текех пĕр сăмах:
— Тепĕр станцирех милицие парса хăваратăп! — кăшкăрать вăл.
— Юрĕ ĕнтĕ, юрĕ, — лăплантарать ăна вырăс — Кирек кам та инкеке лекме пултарать.
— «Юрĕ» çав… Контроль килсен, сире мар, мана айăплаççĕ. Астăвăр, эпĕ уншăн сăмах тытмастăп!
Курак Мĕтрин пит-куçĕнчен çул тăршшĕпех вут-хĕм пĕрĕхсе пычĕ. Ниепле лăпланаймарĕ вăл, купери хăйĕн кĕтесне кайса вырнаçрĕ те кикен çинĕ пекех анкă-минкĕллĕн кантăк витĕр пăхса пычĕ.
Анасса — тепĕр сехет майлă кайсан анмалла пулчĕ.
Пысăк чул çуртсем хушшипе пыракан пуйăс майĕпенрех чупа пуçларĕ те, çынсем «Старогорск» терĕç.
Анма тесе алăк патне çитсен, Мĕтрие каллех кондуктор кăшкăрса чарчĕ:
— Гражданин! Тӳлесе те хăвармастăн-и ĕнтĕ халь эсĕ?
— Ара, ара, — хыпаланса ӳкрĕ Курак Мĕтри. — Каçар, хĕрĕм, тăн пăтрансах кайрĕ-ха ман… Тупата, шуйттан мантарчĕ-и… Ăша та кĕмен…
Курак Мĕтрин, васканипе, укçа енчĕк ани те тĕвĕленсе ларчĕ. Кондуктор васкатса тăнипе пушшех алă çыхланчĕ. Мĕтри аранах енчĕкне салтса çирĕм пилĕк тенкĕ туртса кăларчĕ. Лешĕн вакки пулмарĕ. Кондуктор юнашар вакуна кайса укçа вакласа киличчен тăмалла пулчĕ ун. Ку хушăра анакансем анса пĕтрĕç. Курак Мĕтри перрон çине пĕчченех тăрса юлчĕ.
«Ара, ватсупнă, çавнах манмалла марччĕ те ĕнтĕ ман, — хăйĕнчен хăй тĕлĕнсе, ӳкĕнсе калаçрĕ вăл. — Тепĕр енчен, хăех айăплă… Кăшкăрса-ахăрса кайрĕ те — ман шĕвелнĕ тăн-пуç ним çавăрса илме те пĕлмерĕ пуль çав… Ха, чĕмере, ним маршăнах пит пĕçертсе, асапланса çӳре! Ăша вăркатмалли нимех те çук пек ĕнтĕ… Тĕл пулать çул çинче е таçта çапла пĕр-пĕр… кассир е кондуктор — таптаса çĕрпе танлаштарсах лартать сана!
Тепĕр тесен, ялта та çук мар-ха харсăр çынсем. Хамăр ялти Сатур Саккулсенех илер. Саккулĕ хăй манран тăват-пилĕк çулах кĕçĕн-ха. Темле майпа, ав, çулĕ çитмесĕрех пенси илме тытăнчĕ, пенсине самай чылай илет тата; хăй, темле чир тупса, вăрçă вăхăтĕнче те салтака каймасăр юлчĕ. Эп пур, пиçмен, халь те пенси кăлараймастăп… Çапла… Саккулсене çитме хĕнтерех çав пире… Çемйипех, тăванĕ-пĕтенĕпех çапла сатур та вĕсем…
Пасара каймалла — вăл, таçтан машин каяссине пĕлсе, ларса кайнă, эсĕ — миххӳне çурăм хыçне çавăрса хур та çуран ут. Хулана каймалла — вăл темле майпа шăтарса кĕрсе билет тупнă, эсĕ çур кун черетре тĕркĕшетĕн… Магазина паха тумтир килне — вăл темле майпа хыçалтан кĕрсе тăхăнса та тухнă, сайра-пĕрре тĕл пулакан çырла-çимĕç сутаççĕ — чи селĕммине, чи шултрине вăл туяннă, пĕр-пĕр паха йышши пулă килнĕ — вăл илсе юлма та ĕлкĕрнĕ… Вăл кирек хăçан та тумтирлĕ, вутă-шанкăллă, çăкăр-тăварлă… Арăмне те çав ялти пĕртен-пĕр майсăр чипер хĕре илчĕ мар-и, чĕмере… Эпир пур, алла мĕн лекнипех сапăр. Çук пулсан, çук — чăтăпăр-ха… Тачка çăкăр лекрĕ — пырĕ пĕррелĕхе, япăх тумтир лекрĕ — юрĕ, ĕмĕрлĕх мар… Уяв умĕн паха çимĕç туянса юлаймарăмăр — атя, уншăнах вилмĕпĕр… Ĕмĕре çапла ирттертĕмĕр… Сатур Саккул пек пултаруллă пулаймарăмăр… Чăн та, пуррипе çукки пĕр мар ĕнтĕ. Ырах пуль çав пур пахапа пурăнма… Ма ик ĕмĕр пурăнас мар вĕсен?.. Çавах, мурĕ пур, ик ĕмĕрех усрамасть тата вĕсене те… Пур пахипе кăна пурăнаканскерсен, пĕрре шутласан, юмахри качака евĕр, хыçран ылтăн кăна тăкмалла пек… Вĕсен, ав, ял çинчи ячĕ те пирĕннинчен нимпех те чаплă мар. Ялта пурăнакан пĕр ывăлĕ, ял Совет председателĕ, вăл хăть пырать-ха. Хулари, ав, такамсемпе çапăçса тĕрмене лекнĕ, теççĕ. Лавккара ĕçлекен хĕрĕн те алли кукăр тесе хаçатра çырчĕç-ха.
Эпир, Сатур Саккулсен юлашки-тĕлĕшкипе пурăнсах, тавах-ха, ачи-пăчине те вĕсенчен катăк мар ӳстертĕмĕр, ял çинче те ячĕ-шывĕ пур, хаçатсенче те сăнĕ-пичĕ пур…»
Курак Мĕтри çыххине çурăм хыçне çавăрса хучĕ те йĕри-тавралла пăхса çаврăнчĕ. Чăматанлă çынсем пĕр алăкран кĕрсе кайнине курсан, кусем çак пуйăс çинчен аннăскерсем пуль-ха тесе, çавăнталла утрĕ.
— Асатте, эс пĕрремĕш хут-и-мĕн кунта? — кăмăллă сасăпа шăкăлтатса чупса пычĕ Мĕтри умне мăнтăрккарах хĕрарăм, темле йăлт-ялт пăхакан куçлă та тăртанкă сăн-питлĕскер.
— Ытла пĕрремĕш хут мар та-ха… Хулине халь йăлтах çĕнĕрен çавăрнă курăнать. Ăçтан тухмалла, ара, ку вокзалтан?
— Атя хам ăсатса ярам эп сана, — Мĕтри çурăмĕ çинчи çыхха ярса илчĕ хĕрарăм.
— Йывăр мар-ха вăл, хамах йăтаттăм, — терĕ Мĕтри, хăй, хĕрарăмăн ырă кăмăлне ытараймасăр, çыххине çапах ăна тыттарчĕ. «Ха, кам пулчĕ ку, мана çапла кăмăллă кĕтсе илекенскер?» — тесе пычĕ вăл хĕрарăм хыççăн утнă май.
Хĕрарăм Курак Мĕтрине метрона ертсе кĕчĕ.
— Билетшăн ан кулян, манăн пур, — терĕ хĕрарăм, Мĕтрие пилĕк пуслăх билет тыттарса.
Вĕсем метро коридорĕ тăрăх çӳлелле хăпартакан эскалатор патне тухрĕç. Курак Мĕтри ку хулара метро пулнине астумасть. Халĕ ак тĕкĕр пек йăлтăртатса тăракан чул стенасене, çĕр айĕнче те кăнтăрлахи пек çутă ӳкерекен лампочкăсене курнипе куç-пуçĕ алчăрсах кайрĕ ун. Вăл тĕлĕнсе пăхкаласа тăнă хушăра хĕрарăм, эскалатор пусми çине тăрса, çӳлелле хăпарса кайрĕ. «Ку хĕрарăм ман хутаçа çĕклесе тармарĕ-ши? Ха, чĕмере! Вăрă пулчĕ вĕт ку!» — шухăш вĕçсе иртрĕ Мĕтрин пуçĕнче.
Мĕтри хĕрарăм хыççăн чупма тăчĕ, анчах çынсенчен ниепле те иртсе пĕтеймерĕ.
— Чарăр-ха çав çыхă йăтнă майрана! — кăшкăрчĕ вăл çӳлелле. Çынсем, «хăшне, хăшне» тесе, кĕпĕр-кĕпĕр кăна икĕ хĕрарăма тытса чарчĕç. Вĕсенчен пĕри Мĕтри майри пулчĕ. Майри вара:
— Асатте, ăçта юлтăн эс? Çухатрăм вĕт эп сана, — тесе тăра парать.
— Ара… Мана шыранă-и эс? Мур пĕлсе пĕтерет! — ним шарлама аптраса тăчĕ Мĕтри.
Çынсем, «аслашшĕпе мăнукĕ» шăкăлтатса калаçнине кура, самантрах уйрăлса кайрĕç.
— Акă çитрĕмĕр те, — терĕ хĕрарăм, тултан çутă ӳкерекен алăк енне аллипе сулса. — Укçа тӳле те яра пар.
— Мĕн укçи-ши?
— Сана, мĕн, сухал хитрине кура вокзалтан илсе тухрăм-и эпĕ? — сасартăк пит-куçĕ пăсăлса кайрĕ «кăмăллă» майран.
Мĕтри, хĕрарăм сасартăк улшăннăран аптраса ӳксе, пуçĕ тăн çавăрса иличченех виç тенкĕ туртса кăларчĕ. Вăшт! вĕçсе тухса кайрĕ укçи ун аллинчен…
Майра тав туса та çăвар тутине сая ярса тăмарĕ…
Ик пĕççине шарт! çапса тăрса юлчĕ Курак Мĕтри. «Ха, каттăршни пуçне! Тĕллĕ — тĕл ухмах, тĕлсĕр — хăй ухмах… Ара, вокзалтан ертсе тухнăшăнах — виç тенкĕ!»
— Тьфу! — терĕ вара вăл сасăпах, çаннипе çамкине шăлса илсе. — Ха, епле тарлаттарса кайрĕ мана ку майра… Курчĕ вĕт кам çумне çыпăçмаллине! Фу, — ниепле те сывлăш çавăрса яраймарĕ Мĕтри, ĕрĕхсе кăна килнĕ майра хыççăн утса хăшкăлсах çитнĕскер. Вăл кăкăрĕнче шалта темскер тирнĕ пек сисрĕ те тротуар хĕрнех тĕмеллерех çĕрти курăк çине канма ларчĕ.
«Хамах ăнăçман пулмалла эп, — шухăшларĕ вăл кăмăлĕ лăпланса килнĕ май. — Ара, мĕн нушашăн асапланса çӳретĕп эп халь утмăл виç-утмăл тăват çулти пуçăмпа? Фронтра çапăçнă документсене, çавăн пек хаклă хутсене, çухатса пĕтермелле-и? Эх, сапаланчăк!.. Килте карчăк тĕрĕсех вăрçать те çав — «нарастаран лăркатăн!» тетпĕр ав…»
Чăн та, час-часах çавăн пек мыскарасем пулкалаççĕ Мĕтрин килте те.
Çакна шухăшлакаласа ларнă май, Мĕтрие лăпсăр-р ыйхă пусрĕ.
«Капла ларса çывăрса та кайăп, хускалмалла-тăр, — текелесе ура çине тăчĕ Курак Мĕтри. — Таçтарахра ĕнтĕ халь военкомачĕ?.. Ĕлĕк пĕчĕк çуртра кăначчĕ вăл. Хальхи вăхăтра военкомат тавраш ун пек çĕрте пулас çук-ха.
Çав милиционертан ыйтам-ши, вĕсем пурне те пĕлекен…»
Военкомата Мĕтрие милиционер хăех леçсе ячĕ.
— Ыран тăхăр сехет тĕлне кил, — терĕ ăна военкоматра кăвак халатпа ларакан хĕр, хăй документ шыранă чух Мĕтри çинчен мĕн-мĕн пĕлме кирлине йăлтах çырса юлчĕ.
Урама тухсан, тепĕр арçын ăна гостиница тĕлне çитерсе ячĕ.
— Апат çиес килсен, столовăй — аялти хутра, çывăхрах буфет та пур, — тесе хăварчĕ ăна номере кĕртсе хăварнă дежурнăй.
Мăн тĕкĕрлĕ, гардероблă, çавра сĕтеллĕ таса пӳлĕмре икĕ простынь витнĕ, кĕрхи мăнтăр путене пек хăпарса тăракан минтер хунă, пуç вĕçне алшăлли çакнă тăватă кравать ларать. Курак Мĕтри алăк патнереххине йышăнчĕ. Пурăнакан пӳрт-çуртра кравать тĕпелте ларни, Мĕтришĕн пулсан, ниепле те хăтлă тенипе çыхăнмасть, темскер чуна тăвăрлатса тăнă пек. Кравать тенĕ япала — алăк патĕнче лартăр вăл.
Мĕтри хăйĕн килтенех илсе тухнă апат-çимĕç хутаççине кравать айне хучĕ, кăштах канса ларсан, кĕпе, шăлавар улăштарса тăхăнчĕ, пушмакне тасаткаласа çутатрĕ, вара, вĕри апатшăн ăшĕ йăшкама пуçласан, столовăя анчĕ.
Апат çинĕ чух тепĕр кĕтмен пăтăрмах та сиксе тухрĕ.
Мĕтри патнус çине сĕт яшкипе вир пăтти илсе лартнăччĕ çеç:
— Гражданин! — тесе чарчĕ ăна хыçалтан йĕкĕр янахлă, йĕкĕр хырăмлă хĕп-хĕрлĕ арçын. — Эс тата çак турилккене тытса пăхрăн — çакна та ил… Кам çиет ăна халь сан хыççăн?
Мĕтрие турилккесем айĕнчи шăтăклă плита темле халиччен курман йышши пек туйăнчĕ те, вăл, чăнах та: «Аялтан вĕри çапать-ши вара кунта?» — тесе пĕр турилккине шутарса пăхрĕ çав. Старогорскра кун пек столовăйсем пулнине пĕрре те астумасть вăл.
«Ха, ылтăн пыр, — шутларĕ Мĕтри, хĕрлĕ арçын вăйпах лартса панă иккĕмĕш турилккери сĕт яшкине аран сыпкаласа янă май. — Вилетчĕ пуль ĕнтĕ эп тĕкĕнсе пăхнă яшкапа çинĕ пулсан… Тĕнче макăрса юлатчĕ…»
Апат хыççăн Мĕтри гостиница умне урама тухрĕ. Кăштах хула çине пăхкаласа тăчĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи пĕр палланă çурт та куç тĕлне пулмарĕ ăна кунта. Йăлтах çĕнĕ çуртсем. Вокзалтан тухсанах, аслă урампа виç-тăват кил тăршшĕ утсан, пĕр хутлă хĕрлĕ çурт асăрхарĕ-ха вăл. Хĕрĕх пĕрремĕш çулта, салтака илсенех, çав çуртра мунча кĕрсе салтак тумтирĕ тăхăннăччĕ Мĕтрисем. Çав мунча пулчĕ пулас вăл… Унтан инçех мар склад пурччĕ, çавăнтан рота кухни валли апат-çимĕç илнĕччĕ вĕсем. Склачĕ курăнмарĕ халь.
«Йăлтах çĕнĕрен туса лартнă ĕнтĕ, — шухăшларĕ Мĕтри. — Епле ишĕлтерсе пĕтернĕччĕ ун чух хулана, йĕркеллĕ çурт та тупма çукчĕ пуль. Халĕ, акă, пăх та палла çав Старогорска!.. Çапла-а, ытла та хăвăрт улшăнать халь пурнăç…»
Курак Мĕтрин хула курса çӳрес шухăш та пурччĕ — çул çинче ĕшенни, çывăрса тăранайманни, пур вак-тĕвек пăтăрмах кăмăла пăсни пурте пĕрле пулса, çĕнтерчĕç-çĕнтерчĕçех. Вăл каялла гостиницăна кĕчĕ те — урăх ниçта та тухмарĕ. Хывăнса выртрĕ те ирчченех канлĕн çывăрчĕ. Кун пек пĕр вăранмасăр килте те çывăрманччĕ-ха вăл хальхаççăн: ватлăх каçĕ-çĕрĕсем час-часах ыйхăсăр аптăратаççĕ мар-и.
Пилĕк сехетре вăраннă Курак Мĕтри çăвăнса тасалчĕ, тирпейленчĕ, çур шит майлă ӳснĕ кăвак сухал тăррине хачă тупса ирткелерĕ, пуç тӳпинчи çӳхелнĕ, çурри шуралнă çырă çӳçне йĕпетсе ывăç тупанĕпе сăтăркаларĕ. Вăра пӳлĕмри мăн тĕкĕр витĕр Мĕтри çине кивĕрех хура бастон костюм, шурă пӳс кĕпе тăхăннă, хытканкарах лутра кĕлеткеллĕ, тăваткал типшĕм питлĕ старик сенкер куçĕпе кăмăллăн пăхрĕ.
Сакăр сехет тĕлнелле вăл гостиницăран урама тухрĕ те пĕр хушă çурт умĕнчен уйрăлмасăрах йĕри-тавралла пăхкаласа тăчĕ.
«Çакăнтан кăшт сулахаялла кайсан, çул урлă каçмаллаччĕ-ха», — терĕ вăл, анаталла утнă май, хăй ăшĕнче.
Гастроном тĕлĕнчи çул тăваткалĕнче, машинăсем иртсе пĕтессе кĕтсе, çынсем йышлă пухăннă. Мĕтри ушкăн варрине кĕрсе тăчĕ те, çынсем ăна унтан-кунтан тĕрткелесех урам леш енне каçарса ячĕç. Виçĕ хутлă военкомат çуртне пăхкаласа, Мĕтри тăвалла хăпарчĕ. Унта пĕр виç-тăват кил тăршшĕ кăна утмаллаччĕ-ха, анчах Мĕтри улт-çич çуртах ирттерсе ячĕ, урлă урамах çитрĕ — виç хутлă çурт курмарĕ вăл кунта. Вара Мĕтри каялла анчĕ, хăй урам урлă каçнă тĕлех çитрĕ, унтан тепре тăвалла утма пикенчĕ те чарăнса тăчĕ.
«Чиперех килтĕм пек-çке… Çĕр çăтрĕ-и ку военкомат çуртне? Çĕтсе кайрăм вĕт эп, чĕмере, — чĕлĕмне кăларса тултара пуçларĕ вăл. — Ха, пĕлмен-çӳремен хулу-пуçу!..»
Хайхи ыйтмаллах пулчĕ военкомата ăçтан каймаллине.
— Военкомат тетĕн-и? Акă вăл, сан çурăму хыçĕнчи, — икĕ хутлă чул çурт çине кăтартрĕ çамрăках мар çын.
— Çакă-и?.. Ара, вăл виçĕ хутлăччĕ пуль?..
— Вунвиçĕ хутлă та пулĕ-ха пурăна-киле, — тесе иртсе кайрĕ çурт тĕллеттерекенĕ.
«Çавăн пекех тăн шĕвелчĕ-и ĕнтĕ ман? — мăкăртаткаласа килкартине кĕчĕ Курак Мĕтри. — Тепре шутласан, вăрçăри контузиех ватлăхра тепĕр хут пуса пуçларĕ пулмалла çав…»
Ак япала! Урамран икĕ хутлă çурт, килкартине кĕрсе пăхсан, виçĕ хутлах пулса тăчĕ.
— Эй, ватсупнă пуçăма! — тесе ĕнер пĕрре хăпарнă крыльца çинелле хăпарчĕ Курак Мĕтри.
Военкоматра ăна пĕр аллăсене çывхарнă капитан тĕплĕн итлерĕ, районтан парса янă хутсене пăхкаларĕ. Унтан ĕнер кунти хĕрачана каласа хăварнă япаласенех, хăш çулсенче, хăш дивизире, мĕнле полкра, ротăра çапăçнисене, тепĕр хут ыйтрĕ.
— Камччĕ сирĕн полк командирĕ? — тĕпчерĕ вăл. — Подразделени командирĕсене астăватăр-и?..
Курак Мĕтри темиçе рота командирне асăнчĕ. Уйрăмах разведчиксен командирне Смирнов сержанта, хăйсен, автоматчиксен, ротин командирне Холков капитана лайăх астăвать вăл.
— Тĕрĕсех пек, — терĕ капитан, Мĕтри асăннă çынсене темле список тăрăх тĕрĕсленĕ май.
«Мĕн ку капитан следователь пекех вăлтса ыйтать манран?» — шикленме тытăнчĕ Мĕтри.
— Акă мĕнле япала, — терĕ капитан. — Эсĕ асăннă ротăра, чăн та, Кураков Дмитрий Иванович пулнă. Ун пирки Масляна ялĕнчи пионерсем — следопытсем ĕнтĕ — кунта килсе интересленчĕç. Анчах вăл çын çав ялтан инçех мар çапăçнă чухне 1944 çулта вилнĕ. Ăна вилнĕ хыççăн «За отвагу» медальпе наградăланă. Вăл ăçта çурални паллă мар кунта. Ефрейтор тенĕ, повар пулнă. Урăх нимĕнле Кураков та пулман унта.
— Епле-ха апла, капитан юлташ… Ара, повар тетĕр… Çапла, хĕрĕх тăваттăмĕш çулта Масляна ялĕ çывăхĕнче тăтăмăр çав эпир, эп малтан ĕçлессе те çав ялта ĕçлерĕм, кайран çавăнтах аманса госпитале лекрĕм. «За отвагу» медаль тесен, — пĕлместĕп… Ман çук вара ун пек награда… Паттăр ĕç туман…
— Санăн Масляна ялĕнчи шкула кайса килмелле. Унта вĕсен хăйсене евĕр музей пур. Иртнĕ вăрçăра хăйсен ялне фашистсенчен кам ирĕке кăларнине тĕпченĕ май, вĕсем чылай япала пухнă. Хăш-пĕр салтаксен биографийĕ те, вĕсем çинчен вырăнти çынсемпе вăрçă ветеранĕсем аса илсе каласа пани те, сăнӳкерчĕксем те пулма тивĕç.
— Каймаллах пуль çав. Инçех марччĕ-ха вăл кунтан…
— Çур сехетре çитетĕр… Тăхтăр-ха, — тем аса илнĕ пек пулчĕ капитан, хăй ура çине тăчĕ те тепĕр пӳлĕм алăкне уçрĕ. — Игнат Тимофеевич, эсир паян Масляна ялне çитесшĕнччĕ мар-и? Кунта ман пĕр старик пур та… — çапла калаçсах вăл тепĕр пӳлĕме кĕрсе кайрĕ, тепĕр виç-тăват минутран каялла тухсан: — Унта халь пирĕн машина каять. Вырăн пур, — терĕ. — Тавай, яра парăр.
Курак Мĕтрине лартнă «Волга» машина кĕçех хула урамĕпе вĕçтерчĕ.
Хуларан тухсанах Мĕтри, йĕри-тавралла пăхкаласа пырса, кунти вырăнсене палла пуçларĕ.
Нимĕçсене хăваласа пынă май, виçĕ талăка яхăн чарăнса тăнăччĕ вĕсен роти çакăнта, Мĕтри совхозра ĕçлесе пурăннă ял çывăхĕнчех.
Авă, вăрман. Унта артиллери, штаб, кухня вырнаçнăччĕ. Малта, тӳремлĕхре, — Масляна ялĕ. Унта нимĕçсемччĕ.
Наступлени пуçланас умĕн салтаксене лайăх тăрантарма приказ пачĕç. Май килсен — вĕри апатпах. Поход кухнинче ун чух, Мĕтрисĕр пуçне, тата тепĕр икĕ çын ĕçлетчĕ. Вĕсем консервăланă какайпа пĕçернĕ яшкана çурăм хыçне çакмалли баксене тултарчĕç те, хĕç-пăшал — икшер гранатăпа пистолет — чиксе, виççĕш виç еннелле хамăрăн малти траншейăсем енне шурĕç. Мĕтри чиперех малти ретри траншейăна шуса çитсе салтаксене вĕри апат çитерчĕ. Унтан каялла килме тухрĕ.
— Килнĕ çулпа ан кай, сана асăрхарĕç, ав çавăнтарахран çаврăнса кай, — терĕ ăна рота командирĕ Холков капитан. Чăн та, траншейăна аннă чух ун çурăмĕ çинчи бака персе шăтарчĕç.
Мĕтри тарăн юр ăшшĕн пуçне çĕклемесĕрех тенĕ пек шуса кайрĕ. Шумалли самаях пулнă пирки вăл малтанлăха пуçне çĕклесе пăхмарĕ, юр айĕпех тенĕ пек, тӳрĕрен-тӳрĕ шурĕ. Анчах та вăл тӳрĕ шуман пулмалла, кукăр туса, хăй сисмесĕрех тăшман еннелле пăрăнса кĕнĕ. Сасартăк вăл тарăн траншейăна йăваланса анчĕ. Пăхать — ун умĕнче икĕ нимĕç хутланса лараççĕ. Вырăс салтакне курсан, вĕсем малтанах аптраса ӳкрĕç. Иккĕш те «Вырăссем!» тесе аяккалла тапса сикрĕç, тепĕр енчен автомат шатăртатни илтĕнчĕ. Мĕтри тăна кĕрсе çитсессĕнех хăй çумĕнчи икĕ гранатăна туртса кăларчĕ те пĕрне пĕр еннелле, теприне тепĕр еннелле ывăтрĕ. Унтан пистолетне туртса кăларма тăчĕ — çав вăхăтра унран темиçе утăмра çеç снаряд çурăлса кайрĕ те, хура хӳме пек тăпра çĕкленчĕ…
Малаллине Курак Мĕтри урăх астумасть. Мăйĕнчи суранĕ часах тӳрленчĕ. Контузипе вара — тăватă уйăх ытла выртмалла пулчĕ ун. Госпитальтен тухсан, ăна киле ячĕç.
Куç умĕпе вăрçăра çапăçнă вырăнсем шунă май, пĕтĕм вăрçă хăрушлăхĕ, асапĕ аса килчĕ те, Курак Мĕтрин çан-çурăмĕ сăрăлтатса кайрĕ.
«Таврăнаймарĕç çав нумайăшĕ, — хурланса илчĕ вăл, çарти тусĕ-юлташĕсене аса илсе. — Кам-кам чĕрĕ юлчĕ-ши? Холков командир тенĕрен, хăй сывă юлайрĕ-ши? Хытă тытакан, справнăй командирччĕ, иçмасса… Çапла… Пĕрре кĕçех персе пăрахмарĕ вĕт вăл мана… Перетчĕ, мĕн тăвас тен…»
Хĕрĕх иккĕмĕш çулта хĕлле вĕсен роти темиçе кун вăрманта тăчĕ. «Пире тăшман çавăрса илнĕ», — тесе пĕлтерчĕç. Кухньăра салтаксене пĕçерсе çитерме апат-çимĕç те пĕтсе çитрĕ. Салтаксем виççĕмĕш талăк сухари татăкĕсем кăшласа кăна «чĕре сури» тăваççĕ. Çавăн пек лару-тăрура Мĕтри вăрманта ăнсăртран пĕр хир сысни персе ӳкерчĕ. Ăна тепĕр икĕ салтакпа кайса йăтса килчĕç те тирне сӳрĕç, вакларĕç… Мĕтри вара çав сыснана пĕтĕмпех пĕр хурана тултарса пĕçерчĕ те — какайне салтаксене валеçсе пачĕ.
Антăхса кайсах çирĕç салтаксем хир сысни какайне. Курак Мĕтрине тав туса пĕтереймеççĕ хăйсем.
…Анчах та сехет иртрĕ, иккĕ… Пĕр салтакĕ йывăç хыçне чупса кайса килет, тепĕр салтакĕ тĕмеске кутне кукленет. Кĕçех пĕтĕм рота тĕмсем-мĕнсем хыçне чупа пуçларĕ.
«Мĕн пулнă?» — «Повар темле какай çитерчĕ».
Чупса пычĕ Холков капитан Мĕтри патне, туртса кăларчĕ пистолетне… Темле персе ĕлкĕреймерĕ çав… Тахăшĕ тытса чарчĕ. «Çар трибуналне парас!» — терĕç вара, арестлерĕç.
Талăк та тытмарĕç тата арестлесен, кăларчĕç. Ятарласа врачсем килсе тĕрĕсленĕ иккен салтаксене.
«Какайĕ чипер какаях пулнă, — хут çырнă вара вĕсем. — Варвитти — темиçе кун выçă пурăннă хыççăн какай нумай çинипе пуçланнă. Хăрушă мар. Ик-виç сехетрен иртсе каять».
— Эй-яй-яй çав!.. — хăй ăссĕн калаçма тытăнсах хаш-ш! сывласа ячĕ Курак Мĕтри.
— Мĕн хуйхăран, папаша? Акă çитрĕмĕр те ĕнтĕ, — терĕ Мĕтри çумĕнчи шофер. Мĕтри ун çине çаврăнса пăхрĕ те, ку — машина тытса пыраканни — майор пакунĕпе пулнине тин асăрхарĕ.
Машина ĕнтĕ ял хĕрринчи икĕ хутлă пысăк шкул умне пырса чарăнчĕ.
Мĕтрие кĕтме хушса хăварса, майор шкула кĕчĕ, унти техничкăна вăл истори учительне чĕнме ячĕ. Учителĕ, юнашарах пурăнаканскер, техничкăпа пĕрлех килчĕ.
Çулĕпе утмăлсене çывхаракан сарлака кĕлеткеллĕ, çинçешке питлĕ вăрăм çын пулчĕ ку. Мĕтри, ăна курсан, машинăран кăштăртатса тухрĕ.
— Холков капитан пулмарĕ пуль те çак? — терĕ вăл, ун патне пыма иккĕленерех тăрса.
— Дмитрий Кураков повар? Çырлахах, тĕнче!
Вĕсем хире-хирĕç утса пычĕç те, пĕр-пĕрне хулпуççисенчен ярса илсе, ним чĕнмесĕр куçран-куç пăхса тăчĕç.
— Хо-олков, — терĕ аран-аран Курак Мĕтри, пĕтĕм кĕлеткипе чĕтренме тапратса. Унăн вăйсăрланнă куçĕнчен тĕрлĕрен хуйхă-суйхăпа тахçанах куççуль сăрхăнса пĕтнĕ темле чун ыратсан та исленмен куçран, темиçе тумлам куççуль пăчăртанса тухрĕ.
Икĕ ватă çын, ыталанса илсе, пĕр-пĕрне пичĕсенчен чуптурĕç те вăрахчен уйрăлаймасăр тăчĕç. Унтан Холков та сăмса тутри кăларса куçне типĕтме пикенчĕ. Иккĕшĕ те пăлханнипе пĕр хушă йĕркеллĕ сăмах та çавăрса калаймарĕç.
— Эсĕ чĕрех иккен, эпир сана вилнисен шутĕнче хисеплетпĕр, — терĕ Холков, кăшт лăплансан.
Шкула кĕрсе курчĕç. Кунта — ял историйĕн кĕтесĕнче — вăрçă вăхăтĕнче Масляна ялĕшĕн çапăçнă çынсен сăнӳкерчĕкĕсем. Çавăнта Мĕтри хăйĕн сăнне те курчĕ. Тăваттăн тăраççĕ вĕсем унта: Холков, Смирнов разведчик, Мĕтри тата тепĕр повар помощникĕ — Шмелев.
— Пурăнать. Инçет Çĕпĕрте, — пĕлтерчĕ Холков. — Смирнов — Берлина аллă çухрăм çитеймерĕ…
Холков Мĕтрие хăйĕн килне чĕнсе кĕртсе пĕр-ик черкке эрех ĕçтермесĕр тӳсеймерĕ-тӳсеймерех.
— Астăватăн-и, 1943 çулта Курск патĕнче темле чăваш апачĕ пĕçерсе çитернĕччĕ эсĕ пире? Темле кукăль евĕрлĕскер, салтаксем епле юратса çирĕç?!
— Хуран кукли пуль…
— Атя, эп сана тепĕр япала кăтартам, — терĕ Холков, шкул умĕнчи пĕчĕк картара йăлтах чечек ăшĕнче тăракан бронза палăк патне ертсе кĕрсе.
Виççĕшĕ те, карттусĕсене хывса, пуçĕсене пĕксе тăчĕç. Ку вăл — çак ялшăн пуç хунă салтаксен палăкĕ иккен.
— Акă кур, — терĕ Холков, Мĕтрие мрамор хăма çине çырнă хушаматсем патне илсе пырса. — Çакна вула…
— Кураков Дмитрий Иванович, чăваш, — вуларĕ Мĕтри. — Хм… Ара… Ман ятлах та… Тем темелле…
— Нимех те мар, «чĕрĕ юлнă» тесе хушса хуратпăр кăна…
Майор, икĕ фронтовика калаçма чăрмантарас мар тесе, пĕчченех уткаласа çӳрерĕ.
— Çав эпĕ сире апат леçнĕ хыççăн кайран мĕн пулса тухнă, ара? — ыйтрĕ Мĕтри. — Эпĕ ют траншейăна пырса кĕнĕ вĕт…
— Çапла çав… Пĕлетпĕр… Эсĕ кайнă хыççăн тепĕр вунă минутран пăхатпăр — сасартăк тăшман салтакĕсем хушшинче перкелешӳ пуçланчĕ. Фашистсем, траншейăран сике-сике тухса, тара пуçларĕç. Эпир вара наступление çĕклентĕмĕр те — хăваласа кайрăмăр… Сана та наградăна тăратнăччĕ ун чух… Илнĕ-и эсĕ ăна е çук-и?
— Лере — вырăнти военкомата — яратпăр, — терĕ майор. — Унта чаплăн алла паччăр. Çапах та интереслĕ… Хуçине награда миçе çул кĕтсе выртнă.
— Адресна пар, — терĕ Холков. — Сан адресна пĕлместпĕр вĕт эпир. Эс чăвашне кăна пĕлетпĕр. Эх, ачасем вĕреннĕ вăхăтра пулмарĕ — тĕлпулу ирттереттĕмĕр. Ну, вĕренӳ çулĕ пуçлантăр-ха — эпир сана ятарласах чĕнсе илĕпĕр. Килетĕн пуль, Дмитрий Иванович?
— Килмелле те пулĕ çав, — терĕ Мĕтри, сывпуллашнă май каллех куççулленсе.
Кĕçех машина каялла хула еннелле вĕçтерчĕ.
Мĕтри, пĕтĕм чунтан, ăшран-вартан хускалса, макăрса та илнĕскер, кăштах сыпнăскер, машинăра хăйне тĕлĕкри пек туйса пычĕ.
«Çын шутĕнчех темĕн хамăр, — хăй ăссĕн калаçрĕ вăл ăшĕнче. — Час-час çул çӳременниех хуплать-çке пире. Чĕнсен, килмелле те пулĕ çав…»