Вăрмана кайса çӳренĕ чух хăвăрпа ялан хутпа кăранташ илĕр, мĕн курни-пĕлнине çырса хурăр», — терĕ Лев Борисович Лембэ профессор, пирĕн шкула пырсан. Çавна асра тытса эпир халь вăрмана çырла е кăмпа татма кайнă чух чи малтан кĕсъене хутпа кăранташ чикетпĕр. Халиччен курманнине мĕн те пулин куратăнах, сăнаса çӳре кăна.
Хальхинче Йăлăм вăрманне эпир Гешăпа иккĕнех кайрăмăр. Нумаййăн çӳресен усси çук: хăш-пĕрисем питĕ шавлаççĕ, вара кайăксем инçетренех илтсе тараççĕ, тĕсне те курса юлаймастăн.
— Атя тупăшатпăр, паян кам миçе кайăк курать, — терĕ Геша.
— Юрать, — килĕшрĕм эпĕ те, — тупăшатпăр. Кам ытларах курса пĕлет, вăл — пĕрремĕш вырăна тухни пулать.
Калаçса татăлтăмăр. Атăл урлă каçса Йăлăм вăрманне кĕрсенех Геша:
— Пулчĕ! — çав тери савăнăçлăн кăшкăрса ячĕ. — Эпĕ халиччен нихçан, никам курман кайăк куртăм! — терĕ.
— Ăçта? Мĕнлерех кайăк?
— Авă, — кăтартрĕ Геша, — çав тери илемлĕ кайăк!
Пĕр шĕшкĕ тĕмĕ çинче пĕчĕкçĕ кайăк — вĕлтрен тăрри ларать. Эсир те курнах ĕнтĕ вĕлтрен тăррине, çерçи пекскер çеç вăл, нимĕн илемĕ те çук ун çумĕнче. Геша вăл хăй çавнашкал, ваттисем калашле, йĕпрен пĕрене тума ăста.
Чĕпписене çитерме ĕнтĕ кайăкĕ çăварĕ тулли шăна-пăван тытнă.
— Йăви çав шĕшкĕ тĕмĕ çинче пулмалла, атя чĕпписене кайса куратпăр, — шут тытрĕ Геша.
— Кайса курах, вĕлтрен тăррине эпĕ çĕр хут та курнă, — терĕм, каймарăм.
Геша кайрĕ. Кайăк патне хуллен, ерипен çывхарса пырать. Кайăкĕ парт! вĕçрĕ те тепĕр йывăç çине кайса ларчĕ. Геша ун хыççăн, кайăкĕ тата тепĕр йывăç çине… Çӳрерĕ-çӳрерĕ çапла Геша çак кайăк хыççăн, çӳрерĕ-çӳрерĕ…
Эпĕ паçăр хамăр килсе чарăннă тĕлтех юлтăм. Шĕшкĕ тĕми патĕнче, Геша таврăнасса кĕтсе, шăп пулса, йĕри-тавра пăхса сăнаса ларатăп.
«Чрик! Чрик!..» — илтĕнсе кайрĕ кайăк чĕпписен сасси. Акă, хайсене те куртăм, йăви ман умри шĕшкĕ теми çинче иккен. Амăшĕ — вĕлтрен тăрри çăварĕнчи шăна-пăвана чĕпписене парать. Пĕр чĕппине хыптарчĕ, тепĕр чĕппине… Леш чарлан хăйĕн чĕпписене пулă çитернĕ пекех валеçсе çитерет. Э-э, чим, паçăрхи кайăк мар-и ку? Çавă, тем тесен те çавă. Апатне çитерсе пĕтерчĕ те каллех вĕçсе кайрĕ.
Геша тинех таврăнчĕ.
— Ну, мĕнле, чĕпписене куртăн-и? — ыйтрăм хайхи «санран нумай курса пĕлетĕп» тесе тупăшнăскертен.
— Çук, — терĕ Геша кăмăлсăррăн, — кураймарăм. Кайăкĕ хăй те таçта çакăнталла килсе çухалчĕ.
— Кайăк хыççăн ун пек çӳресе эсĕ йăви ăçтине нихçан та пĕлейместĕн. Курассу килет пулсан — акă, — кăтартрăм эпĕ Гешăна, — анчах ас ту, йăвине те, чĕпписене те аллупа ан тĕртĕн.
Халь ĕнтĕн эсир те тавçăрса илетĕр пуль: паçăр Геша курнă кайăкăн йăви кунтах пулнă; вал кайăк Гешăна хайĕн йăви патĕнчен юри аяккалла астарса кайнă.