Фабрикăра çĕрлехи смена вĕçленсе килет. Çĕрĕ хатĕрлекенсем юлашки ещĕксене тултараççĕ, пĕрин хыççăн тепри, станокĕсене чарса, çĕрĕ ещĕкĕсене весовщик патне йăтаççĕ. Весовщик, вĕсене виçсе, рабочи миçе кило таса çип килсе панине шутласа пырать.
Маюк, вăтăр урлă каçнă хĕрарăм, ĕçе яланхи пекех çирĕм минут малтан çитрĕ. Ирхи смена ултă сехет те çирĕм минутра улшăнать, анчах сменщицăсем пурте цеха пĕр вуппилĕк-çирĕм минут малтан килеççĕ — станок умне тăриччен çителĕклĕ таран пуш çĕрĕ хатĕрлесе хумалла. Виçĕмкун, ав, Маюк иртерех çитеймерĕ те «сороковка» çип çĕррисĕрех тăрса юлчĕ. Пĕр станок çинчи пилĕк аппарат — пилĕк хултăрчă — кунĕпех пушă ларчĕ вара ун. Çĕррисене юнашар икĕ станокпа ĕçлекен Сахвине йăтса пĕтернĕ. Хăйĕн кайран пĕр тулли ещĕке яхăнах пуш çĕрĕ юлчĕ.
Капрон çип çĕррисене таçтан илсе килмеççĕ-ха, фабрикăрах капрон юлашкисенчен — угартан — шăратаççĕ. Йывăç çĕррине çеç Мускавран кӳреççĕ. Çĕррисем (çип номерне кура тĕрлĕрен-ха вĕсем) ытларах тĕртекен цехра тытăнса тăраççĕ. Смена пуçланиччен çавăнтан йăтса килсе хатĕрлемелле вĕсене.
Маюк çитнĕ çĕре унпа улшăнса ĕçлекен Клава вунă хултăрчаллă пĕр станокне чарнăччĕ ĕнтĕ. Тепĕр станокĕ çинче те икĕ хултăрчи çеç çаврăнатчĕ.
— Двадцаткăпа ещĕк тулмарĕ те, çавна тултарсах каяс терĕм-ха, — терĕ Клава, Маюка сывлăх сунса.
Клава та, Маюк пекех, — çемьеллĕ, ача-пăчаллă çын. Маюкран вăл виç-тăватă çул çамрăкрах, кĕлеткипе — çӳллĕрех те туллирех.
— Паян мĕнле-мĕнле çип чĕркемелле пулать ман? — ыйтрĕ Маюк юлашки ещĕкне тултарса çитернĕ Клавăран.
— Эпĕ виçĕ тĕрлипе ĕçлерĕм, — тавăрчĕ Клава. — Двадцатка тата тепĕр икĕ капрон çип. «Утмăл тăватта тăххăр» çитмест терĕ мастер. Санăн та çавсенех чĕркемелле пулать.
«Двадцатки» — çĕрмамăк çиппи-ха, номерĕсене кура вĕсене «десятка», «сороковка»… теççĕ. Капрон çипсене ун пек калама йывăр.
— Двадцатка çĕррисем сахал паян. Эпĕ те паçăр кивçене кайрăм. Норма тултарас тетĕн пулсан, халех çителĕклĕ таран йăтса кил, — каларĕ Клава, станокне шăлкаласа тасатнă май.
— Халех, — терĕ Маюк, вара, умне калаксăр саппун çакса, тĕртекен цеха утрĕ. Весовой тĕлĕнче вăл юнашар станокпа ĕçлекен Сахвинене хирĕç пулчĕ. Хăй лерен темскер весовщика ятласа тухать.
— Мĕн пулчĕ, ара, Сахвине? — сывлăх сунни вырăнне кăна сăмах хушрĕ ăна Маюк.
— Егоровна, çĕрçăтман, кашни ещĕкрен икçĕр-виççĕр грамм та пулин катса юлать. Вăрçрăм-ха пĕрре. Ĕнер ман вунпĕр ещĕкрен 44 кило тухрĕ, паян, ак, вуник ещĕкпе те 45 кило çурă çеç… Ман ăçтан норма тултарас ун пек.
Сахвине, сарлака питлĕ, мăнтăркка хĕрарăм, яланах кăмăлсăр çӳрет цехра. Е весовщика, е смена мастерне, е станок юсакан мастера вăрçать вăл. Хăйĕн çамрăк сменщицине тустарать кăна: станок таврашĕнчи çӳп-çапшăн кăна та мар, нормине ирттерсе тултарнăшăн та хытă лекет ăна.
— Егоровна улталакан марччĕ-ха та вăл, — терĕ Маюк, хăйĕн калаçса тăма вăхăт çуккипе васкаса.
— Çапла пулмасăр! — кун пек сăмах илтсен, тепĕр хут хĕрсе кайрĕ Сахвине. — Сирĕн пиркиех преми илмесĕр пурăн кунта!.. Эс ĕнер çĕрмамăк çиппи каллех 56 кило панă тет-и?
— Ара, çĕрмамăк çиппи кал-кал чупать те — вăл таран пулчĕ те пуль. Капронне ун чухлĕ параяс çук-ха.
— Çапла çав эсир!.. Хăвăр çинчен çеç шухăшлатăр, сире анчах укçа нумай кирлĕ. Акă, каллех норма хушса параççĕ. Тапалан вара сывлăш çавăрмасăр. Малолеткуна та халех пăсса янă!.. — çапла каласа тăкса, вăрт-варт çаврăнса утса кайрĕ Сахвине, курăнми пуличченех янкăшса пычĕ хăй.
Чăн та, çĕрмамăк çиппин нормине кăçал виçĕ хут ӳстерсе пачĕç. Хальхи пек марччĕ ун сменăри норми: малтан вăтăр сакăр килоччĕ, унтан 41 килона çитрĕ… Чăн та, Маюкпа Клаваран килчĕ ĕнтĕ ку. Вĕсем хăйсен нормине кунсерен çĕр çирĕмшер-çĕр вăтăршар процент ирттерсе тултарма тытăнсанах нормировщиксем килеççĕ те, пĕр смена тĕрĕслесе ларса, норма ӳстерсе параççĕ. Çапла виççĕмĕш хут норма хăпартнă хыççăн Маюкпа Клава та халь аран-аран çеç 46 — 48 кило çип параççĕ. Мăрантарах Сахвинен нихçан та ун чухлĕ пулаймасть. Норма тулмасть те — укçа сахал, преми çук. Çавăнпа чăркăшать вăл текех. Вăл асăннă «малолетки» вара — Маюк вĕрентнĕ шпульница, Анфиса ятлăскер. Халĕ «малолеткăран» тухрĕ-ха вăл — темиçе уйăх ĕнтĕ çитĕннисен шутĕнче ĕçлет. Ĕçне те хăнăхса çитрĕ. Ĕнер вара Маюкпа Анфиса капрон пĕтнипе çĕрмамăк çиппи чĕркерĕç. Çавăнпа Сахвине тӳрех пĕлнĕ вĕсем мĕн чухлĕ çип панине. Ытти чух Маюк капрон çип чĕркетчĕ те — кунта кашни çипĕн хăйĕн виçи те — Сахвине Маюксем норма тултарнипе тултарманнине яланах пĕлмест, ĕç укçи кунĕ çеç, çынсен аллинче ытларах укçа курса, каллех мăкăртатать. Çĕрмамăк çиппи çумне пырса перĕнтересшĕн мар вăл вăр-вартарах çаврăнакан алăллисене.
Маюк кĕçех виçĕ тĕрлĕ çип çĕррисем, тулли бабинăсем — кăшкарсем ĕнтĕ — илсе килсе хатĕрлерĕ.
— Эпĕ кайрăм, Маюк, — терĕ юлашки ещĕкне леçсе килнĕ Клава, умĕнчи саппунне салтса чиксе.
— Каях, — тавăрчĕ Маюк, смена йышăнса.
— Çакăнта пĕр хултăрчи чарăна-чарăна ларать. Тĕп вал çумне лайăх çыпçăнса тăмасть пулмалла, те болчĕ пушанса кайнă. Алешăна чĕн эсĕ…
Алеша — станоксене юсакан мастер помощникĕ.
— Юрĕ, юрĕ, — тесе юлчĕ Маюк.
Ултă сехет тĕлнех ирхи сменăна килнĕ рабочисем пĕрин хыççăн тепри станокĕсене кĕрлеттере пуçларĕç. Акă смена мастерĕ те курăнчĕ.
— Мĕнле-мĕнле çип лартрăн эсĕ? — пырса ыйтрĕ вăл Маюкран та.
— Клава чĕркенĕ номерсенех, — тавăрчĕ Маюк, çип номерĕсене каласа.
— Кунпа кам ĕçлет? — хăю кумми хатĕрлекен станоксем патĕнчен илтĕнчĕ мастер сасси тепĕр самантран. — Вера, эс кунта тăр, хĕреслĕ чĕркенĕ кăшкарсем çитмеççĕ.
— Мĕн ман кашни кун станок патĕнчен станок патне чупмалла!.. Пĕринпе те лайăх хăнăхса çитме çук…
Тавлашса кайнă çын сассисем пĕр хушă кĕрлекен станоксен шавĕпе тупăшаççĕ. Смена мастерĕн уçă сасси çамрăк хĕрĕн хăюсăр сассине çĕнтерет. Мастер кайсан та, ик-виç сасă, часах чарăнаймасăр, хăйсен еккипе те пĕртак çатăртаткалаççĕ-янкăшкалаççĕ те — станоксен килĕшӳллĕ кĕрлевĕнче йăнаççĕ.
Çип хатĕрлекен цех — фабрика çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче. Хула урамĕ енне кумми хатĕрлекен темиçе станок вырнаçнă. Пĕрисем çипне кăшкар çине çуммăн-çуммăн хурса чĕркеççĕ, теприсем — хĕреслĕ. Кунта кашни станок умĕнче икшер çын тăрать. Пĕчĕкрех «швейка» станок умĕнче кăна — пĕр çын çеç. Цех варринерех çĕр-мамăк çип çĕрри чĕркекен УШЛ автоматсем лартнă. Килкарти енче сакăр станок капрон хултăрчисене çавăрать. Кусем пурте хăю ураççи валли çĕрĕ тăваççĕ.
Маюкăн «Шефер» станокĕ те — капрон çип çĕррисем валли. Кашни станок çинче вуншар аппарат-хултăрчă. Хултăрчи çинче — тимĕр йĕке, йĕки çинче — çĕрĕ. Пĕр хултăрчи çĕрмамăк çип çĕрри те чĕркеме пултарать.
Маюкăн икĕ станокĕ те кĕрле пуçларĕ ĕнтĕ. Хăнăхсан, ним кăткăсси те çук кусемпе ĕçлеме.
Станока хускатса ярсан, малтан тĕп вал кăна çаврăнать-ха, хултăрчисем шăпăртах лараççĕ. Бабинăран усăнакан çип вĕçне, шăлтăрма урлă ярса, çĕрĕ çине чĕркетĕн те хултăрчă аврине пусатăн, вара тин пĕрремĕш хултăрчă çаврăнма тытăнать. Çавăн пек вара черетпе иккĕмĕш, виççĕмĕш… вуннăмĕш хултăрча хускатса яратăп, унтан иккĕмĕш станок патне куçатăп. Ку станок çинчи хултăрчăсене пурне те хускатса янă тĕле пĕрремĕш станок çинчи малтан лартнă çĕрĕсем, тулса, умлăн-хыçлăн чарăна пуçлаççĕ. Вĕсене пуçтарса илсе, вĕсем вырăнне пуш çĕре лартса пыма çеç елкĕр.
Çапла кăна кунта ĕçĕ.
Кунĕпех утатăн икĕ станок умĕнче… Чăп та, лăш курма çук вара. Самай вăр-вар çаврăнкалама тивет. Анчах та ĕç тени яланах кал-кал пымасть. Ку капрон станокĕсене нумай пулмасть илсе килсе вырнаçтарчĕç-ха цеха. Хăйсем тата, те вĕсемпе ĕçлеме хăнăхса çитейменнипе, те вĕсене мастерсем тĕп-тĕрĕсех йĕркелесе ярайманнипе, тек-текех чăхăмлаççĕ. Хăш сменăра ик-виçĕ хутчен те станок ăстисене чĕнме тивет. Ку çеç те мар — бабинăсем çухала-çухала тăна илеççĕ тата. Тепĕр чух апата столовăйне аннă хушăрах станок çинчи тулли бабина — йăп! пулать. Темиçе кило таяканскерне, пысăкскерне — кам епле майпа илсе тухса каять-ши, тĕлĕнмелле. Пĕркун, пĕрре, чăн та, Сахвинене тулли бабинăпа тытнă, терĕç. Бабинине фабрика килкартинчен тухакан машина кузовĕ çине пăрахса илсе канмалла пулнă-мĕн, шоферпа та калаçса татăлнă-мĕн. Анчах тахăшĕ вахтера систернĕ… Хăйне пурпĕрех ним те тумарĕç, сӳтсе явса та намăслантармарĕç: мастерпа весовщик хăйсемех брак юлнине парса янă имĕш…
Çиппи, питĕ тĕреклĕ те селĕмскер, пулăçсене атма-ăсма, сĕреке-тетел çыхмашкăн питĕ илĕртет, тет, иккен.
Çапла шухăшлакаласа кая пуçланă Маюка станок çинчен вăркăнса кайнă пĕр çĕрри тăк! пырса çапрĕ çамкаран. Шăлтăрмаран çакланать пулмалла çиппи. Икĕ хултăрчи, ав, Клава систернĕ пекех, чарăнса ларчĕç. Чăн та, Алешăнах чĕнме тивет.
— Халех! — тесе кăшкăрчĕ Алеша, паçăртанпах «швейка» патĕнче аппаланаканскер, Маюк чĕнсен.
Алеша, станок юсакан мастер помощникĕ, вăтăралла çывхарса пыракан арçын, пилĕк çул каялла фабрикăрах комсомолла туй туса авланнăскер, çĕрĕ лартакан Маюк çине пĕр хушă йăл-йăл кулкаласа пăхса тăчĕ.
— Мĕнле çĕмĕртĕн-ха эсĕ ăна? — терĕ вăл, яланхи пекех, станок юсассине чи малтан шутрен пуçласа. — Çавăн пек машинăна эп хам ниепле те çĕмĕреес çук.
— Пĕри каймасть, ав, — тет Маюк. — Тепри çĕррине тапса ывăтса ярать. Пĕр çĕрри кăшт çеç куçран пырса лекмерĕ.
— Ăçта-ха, курам…
— Кай-ха, — тет Маюк, хĕрелсе ларнă çамкине куç харши тĕлĕнчен аллипе хупласа. — Хĕрсемпе выляни çитмерĕ-им сана, лере, ав, çухăртаттăнччĕ такама? Арăмна каламалла-ха пĕрре санăнне…
— Тем пултăр уншăн… Хĕрсене те савăнтарас пулать.
— И-и, намăссăр…
Алеша станок патĕнче аппаланма пикенет: пĕрре тапратса ярать, тепре чарса пăхать, пралуксем мĕнле çыхăннине тĕрĕслет, уççипе гайкăсене пăркалать. Маюк вăл мĕн тунине кăшт пăхкаласа тăчĕ те тепĕр станокĕ патне пăрăнчĕ. Тулнă çĕрĕсем вырăнне пушшисене лартнă май, упăшкине те тĕртсе илчĕ:
«Çапла çав вĕсем хĕрсем хушшинче — ача-пăча çинчен те манса каяççĕ», — тесе хучĕ хăй ăшĕнче.
Алеша «Шефер» станока майлаштарса çитерчĕ те:
— Акă, кĕрлеттер — терĕ Маюка. — Асту, урăх ан çĕмĕр. Текех ахаль юсаса памастăп…
Вăл, гайка пăрмалли уççине хăйĕн йăтса çӳремелли пĕчĕк ешĕкне пăрахса, аллине çĕтĕк татăкĕпе шăлкаларĕ, такама сывлăх сунчĕ. Лешĕ, пуçне чиксе, хăюсăррăн: «Ырă кун», — терĕ те Маюк патнелле иртрĕ.
Ку — Анфиса пулчĕ. Паян унăн канмалли кун-ха. Тем туса çӳрет ĕнтĕ кунта? Паçăр çакăн пирки ĕнтĕ Сахвине: «Малолеткуна та пăсса янă», — тесе сăмах тĕкрĕ. Чăн та, Анфиса тăват уйăх каярах çеç «малолеткăччĕ». Вунсакăр çула çитмен çамрăксене çапла калаççĕ кунта. Унăн ĕç кунĕ те ыттисен пек сакăр сехет мар, çичĕ сехет çеç, норма та пĕчĕкрех. Ĕç укçине çавах, норма тултарнине кура, çитĕннĕ рабочисемпе танах тӳлеççĕ. Çавăнпа та Анфисăпа унашкал çул çитмен çамрăксем çине сив куçпа пăхакансем те пур. Юнашар станокпа ĕçлекен Сахвине те Анфисăпа нихçан ăшшăн калаçаймасть. Ун вырăнне вара кирек хăçан та кăмăллă Маюкран, хăйне ик тĕрлĕ станокпа ĕçлеме вĕрентсе хăнăхтаракантан, хăпа пĕлмест Анфиса. Калаçма та, ĕçлеме те çăмăл та уçă унпала. Хăйĕн тантăшĕ вырăннех хурать ăна хĕрача. Иртнĕ канмалли кун та çапла Маюк патне фабрикăна килчĕ вăл. Станок умĕнче кăштах пулăшкаларĕ. Унтан пысăк чӳлмеке лартнă роза чечекĕ патне кайса ларчĕ…
Çапла, чечексем те пур кунта. Ăçта хĕрсем — унта чечек ĕнтĕ. Кам килсе лартнă ку розине? Паллă мар. Кантăк сули çинчи ытти чечексем хушшнине Маюкпа Клава килсе лартнă алоэпе фикус та пур.
— Аван-и, Маюк аппа! — терĕ халь Анфиса, Маюка пуç сĕлтсе. Хăй çавăнтах Маюкăн тин юсанă станокĕ çине пушă çĕрĕсем лартма пикенчĕ.
— Мĕн, ара, эсĕ, Анфиса, — терĕ Маюк, — канмалли кун çакăнта тĕнче кĕрлесе тăнă çĕре килсе ларатăн? Хам пулсан-и? Хĕр пуççăн, ара, çӳрес уçă сывлăшра, пĕр-пĕр каччăпа.
— Тулта сивĕ халь, — тавăрчĕ Анфиса, кулкаласа. — Эпĕ йăпăртлăха çеç кĕтĕм. Ĕнер аванс илме ĕлкĕреймерĕм те…
— Кай-ха эс, чăрмантарса ан çӳре, — кулкаласах станок умĕнчен тĕртрĕ хĕрачана Маюк. — Паян хам та алă хĕрсе илмелĕх ĕçлеймерĕм-ха.
Анфиса, асли каланине итлесе, станок умĕнчен пăрăнчĕ те хăйĕн юратнă вырăнне, роза чечекĕ айне, ещĕк çине кайса ларчĕ. Татăлса ӳкнĕ роза чечекĕн пуçне урайĕнчен илчĕ. Темшĕн питĕ час тăкăнаççĕ унăн çеçкисем, талăк та лармаççĕ. Паян çурăлнисем çеç, ав, йĕкĕр чышкă пысăкăш сарăлса, куçа йăмăхтарса, тĕксĕм хĕрлĕн çунаççĕ.
Анфиса — пĕчĕк кĕлеткеллĕ çинçешке хĕр. Пичĕ çаврака, хĕп-хĕрлĕ. Куçĕ улма пек. «Айвантарах-ха вăл ачи», — шухăшлать ун çинчен Маюк. Анфиса, чăн та, пурнăçра пурне те ачалларах ăнланать-ха. Çынсем ятлаçни те кăсăк пек уншăн, укçашăн харкашнишĕн те кулать çеç, станокĕ патĕнчен тулли кăшкар çухалас пулсан кăна ытла та тĕлĕнет, çав «кукăр алăллă» çын мăйракаллă пулассăнах туйăнать ăна. Фабрикăри пурнăç та темĕнле ача вăййи пекрех курăнать пулас ун куçне.
Акă, ун йĕри-тавра станоксем кĕрлесе лараççĕ. Кунта кашни станокĕ ун умĕнче тăракан çыннин кăмăлне, йăли-халамне — чунне, кукри-макрипе те кутăнне — кăтартать пек.
Чи хĕрринчи УШЛĕ, ав, лап-лап-лап! тесе ларать. Унпа пĕр карчăкла хĕр ĕçлет. Вăл çĕрĕ тумасть — чуста çăрать е çав чустаран уначă унать тейĕн.
Акă Сахвине станокĕ… Станокĕ пысăк, Сахвине сменщици — пĕчĕк. Иккĕшĕ вĕсем ниепле те килĕштереймеççĕ пулас. Хĕрачи те ăна текех йĕкĕлтесе, вăрçтарса тăрать те, станокĕ каçăхса кайса хирĕç сикет тейĕн: «Çук, çук! Пултараймастăн!.. Çук-çук!» — тенĕ евĕр илтĕнет вăл кĕрленĕ сасă. Хĕрачи, чăнах та, хултăрчисене хăюсăррăн пусса хускатать, тулли çĕрĕ патне аллине чĕтренчĕклĕн тăсать…
Леш енчи тепĕр вăрăм станокпа Вера хĕрупраç ĕçлет. Пăрчăкан хӳрине вылятнă пек, хыçалалла пуçтарса çыхнă çӳç «хӳрине» силлентерсе, чупкалать кăна хĕр. Вăл комсомолка, коммунизмла ĕç ударникĕ, сăнĕ — фабрикăн Хисеп хăми çинче.
Умра, акă, хаваслăн тăпăртатаççĕ Маюкăн станокĕсем. Смена улшăнсан, Анфиса та çакăнта тăрать. Вĕсем чăнласах та ташланă пек туйăнаççĕ. Маюк хăй те, çĕнĕ йышши чăваш ташши ташланă майлă, шуса-юхса çӳрет вĕсем умĕнче. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштернĕ, пĕр шутлă-чуплă пулса тăнă.
Питĕ хытă кĕрлекен-шавлакан станок çук кунта. Ятарласах тăнламасан, вĕсен сассине те илтме пăрахатăн.
— Ой! — сасартăк ура çине сиксе тăчĕ Анфиса. — Лартăм та ларсах кайнă… Маюк аппа, çак çырăва пар-ха эсĕ…
— Мĕн ку? — конверта илчĕ Маюк.
— Çыру… Алешăна пар…
Ик хăлхи те, пичĕ-куçĕ те вутпа хыпрĕç хĕрачан.
— Кама? — илтнĕскерех илтмĕш пулчĕ Маюк. — Ара вăл… Мĕншĕн ху памарăн?
— Хам… Вăтанатăп…
Хĕрача çапла каларĕ те — тапса сикрĕ. Тепĕртак тăнă пулсан, кĕç-вĕç юн та хĕм пĕрхĕнсе тухатчĕ пуль ун пит-куçĕнчен…
…Анфиса кайсан, станок каллех кутăнлашрĕ те, унăн болчĕсене хытарма тепре килнĕ Алеша çине шухăша кайса пăхса тăчĕ Маюк. Саппун кĕсйинчи конверта хыпаланă май, вăл хушшăн-хушшăн йăл кулкаласа та илчĕ.
Алеша — вăтам пӳллĕ, тĕреклĕ арçын. Кăвак комбинезонĕ айĕнче ик хул çăпали выляни палăрать. Çăра хăмăр çӳçĕ лутра çамкине витсех тăрать. Хĕсĕкрех çырă куçĕ сайра куç харши айĕн пĕрехмай куларах пăхать. Пĕлме хĕн: те куçĕ çавăн пек унăн, те хăй сăлтавсăрах кулса çӳрет…
— Мĕн паян пит тĕлĕнсе пăхатăп çак эс ман çине, Маюк? — станок хыçĕнче пĕшкĕнсе тăнă çĕртех асăрхарĕ Алеша. — Юратса пăрахмарăн пулĕ те мана? — тӳрленсе тăрса аяккинчен кăлт! тĕртсе илчĕ вăл Маюка.
— Юратса тата! — Маюк сасартăк кулма пăрахрĕ те хаяр хĕрарăм пулса тăчĕ. — Авланнă, ача-пăчаллă пулнă… Тата сире юрату пар!..
Маюк станок патĕнчен вăрт! пăрăнчĕ те пушă ещĕк çине кайса ларчĕ.
— Ай-яй, хаяр та иккен паян эс, эпĕ пур, урăхла пуль тенĕччĕ, — пуçне сулкаласа илчĕ Алеша.
Маюк чĕнмерĕ.
«Çырăвне халех парас-ши куна, — шухăшларĕ вăл, — е кăштах кĕттерес-ши?.. Мĕн çырнă-ши ку айван хĕр пĕрчĕк шурă хута хуратса?..»
«Юрататăп», тенĕ пуль ĕнтĕ… Урăх мĕн вăрттăн-кĕрттĕнĕ пултăр унăн? Çапла… Темшĕн ассăн сывлакалатчĕ çав вăл, станок урлă пăхса… Çак Алешăшăн пулнă, элле. Мĕн тупрĕ-ши çăварĕ хупăна пĕлмен çынра, çемьеллĕ арçынра?..
«Юрататăп… Тĕл пулар…» — тенĕ пуль.
Акă, çырăвне парам… Тĕл пулĕç… Кунăн арăмĕ ĕçре пулĕ-ха… Ачисем килте çынпа-ши хăть?..
Килте-çуртра кĕтмен çĕртен сиксе тухнă инкек-синкек Маюк куçĕ умĕнчен пĕрин хыççăн тепри шăвăнса иртрĕ…
Пĕлтĕрччĕ-ха акă… Маюк ĕçре пулнă. Ашшĕ таçта тухнă-тăр… Киле çиччĕри Вовăпа пиллĕкри Таиç иккĕшех юлнă. Вови плита çинчен чейник илнĕ те, такăнса ӳксе, хăй çумне пырса тăнă йăмăкĕ çине тин вĕресе аннă шыва тăкса янă… Ачан хăрах пичĕ, хăрах хулĕ, аякĕ, пĕççи ирĕлсех кайнă…
Вунă куна яхăн выртса тухрĕ вара Маюк хĕрачапа пĕрле больницăра… Юрать-ха, чиперех юсанчĕç пиçнĕ таврашĕсем…
Иртнĕ çулла-ха тата…
Маюк ĕçреччĕ. Ашшĕ таçта тухса кайнă. Вови кӳршĕ ачипе балкон çине тухнă… Хăпарса тăнă-ши балкон карлăкĕ çине е уртăннă çеç-ши вăл — тепĕр ачи, юриех те мар пуль-ха, тĕртнĕ янă çакна… Ача виççĕмĕш хутран çĕре персе аннă… Юрать-ха, вăл çăка йывăç тăррине лекнĕ те, çамрăк йывăç ăна, тăпра çине ывăтса ярса, хытах ӳкме паман… Нимех те пулмарĕ, шăйрăлса пĕтнисем часах тӳрленчĕç. Асфальт çинех ӳкнĕ пулсан, мĕн курса тăмаллаччĕ?.. Мĕнле хăрарĕ пуль ача чунĕ…
Çакна аса илнипех Маюкăн çан-çурăмĕ сӳлетсе илчĕ.
«Халь, çак самантра, мĕн хăтланаççĕ-ши килте вĕсем? Таиçĕ садике кайман-ха паян. Ашшĕ ĕçре. Вови шкултан таврăнчĕ пулĕ… Иккĕш пĕрле йĕркеллĕ ларас çук-ха вĕсем. Мăн çын килте чух та чарса çитерме май çук…»
Çапла муташланса ларнă май, Маюкăн ăшĕ вăскамах тапратрĕ.
— Маюк, мĕн эсĕ унта, кĕл ăшĕнче пăрçа суйламастăн пулĕ те? — илтрĕ вăл çак самантра хăйне Вера чĕннине. — Çынсем апата кайрĕç, атя столовăя.
Маюк, ăпăр-тапăр шухăш авăртса ларса, цех сасартăках шăпланнине те тин çеç асăрхарĕ. «Мĕншĕн капла сасартăках шăп пулса тăчĕ?» — тесе тĕлĕненçи пулчĕ-ха ун пуçĕнчи тахăш кĕтесĕ шухăшпа шухăш хушшинче.
— Ах! — тесе ячĕ Маюк, ыйхăран вăранса кайнă евĕрлĕ туйса. — Темскер ăш вăрка пуçларĕ… Киле кайса килем-ха йăпăрт… Ачасем хăйсем тĕллĕнех лараççĕ те паян…
Маюк апат вăхăтĕнче ĕçрен киле çӳрениех пулман темелле. Фабрикăна килсе кĕнĕренпе те, вуникĕ çул хушшинче, пилĕк-ултă хут кайнă-и, çук-и. Малтан, çын патĕнче пурăннă чух, инçеччĕ. Пĕлтĕр фабрикăран инçе мар хваттер пачĕç вĕсене: апат вăхăтĕнчех — çирĕм минутра — çитсе килме пулать.
Нарăс сивви пăчă цехран тухнă хыççăн пите-куçа, пĕççе-каççа çатăрах тытать. Маюк çăм тутăрпа лайăхрах чĕркенчĕ те троллейбус чарăннă çĕре чупрĕ.
Киле пĕр ултă-çичĕ минутранах çитрĕ вăл.
Аслă ачи Вова, пĕрремĕш класа каяканскер, задача шутласа ларать. Ашшĕ çук. Хĕрачи курăнмасть.
— Таиç çывăрмасть пуль? — ыйтрĕ Маюк ывăл ачинчен.
— Çывăрмасть. Эпир пытанмалла вылярăмăр. Таиç таçта пытанчĕ, тупаймарăм, — терĕ Вова.
— Мĕнле тупаймарăн? Паçăрах-и?
— Паçăрах. Эп ĕнтĕ икĕ задача шутласа пĕтертĕм.
— Тен, таçта тухрĕ пуль? — хĕрачан тумтирĕсене пăхкаларĕ Маюк: пальтовĕ пăтарах çакăнса тăрать, кофтипе шурă мамăк калпакĕ — тенкел çинче.
— Ниçта та тухман вăл, — терĕ Вови.
— Апла ăçта пултăр?! Ма лайăхрах шырамарăн!.. Таиç! Таиç! Ăçта ара эс? — Маюк, тем ырă мара сиссе, хыпăнса ӳкрĕ: шифоньера уçса пăхрĕ, ваннăя, чăлана кĕрсе тухрĕ.
— Эпĕ шырарăм пур çĕрте те — тупăнмарĕ.
— Таиç! Таиç тетĕп!..
Спальнăра темскер тăк! тунă пек туйăпчĕ. Çаклатса хунă, уççине çеç тирмен арча хупăлчине çĕклерĕ те Маюк, тӳпемнех купаланса выртакан шур япала çинче, çиелте, кăвакарса кайнă, чунĕ пуррине те палăртман ачана курса, лĕнчерех кукленсе анчĕ…
…Маюк апат хыççăн ĕçе кăшт каярах юлса çитрĕ.
— Мĕн пулнă сана паян, Маюк? Эсĕ нихçан та прогул тăвакан марччĕ-çке? — пырса ыйтрĕ унран смена мастерĕ, хĕрĕхсенчен иртнĕ хĕрарăм.
— Ан та кала-ха… Чутах шар курса тăраттăм паян, — чĕтренчĕк сасăпа каларĕ Маюк, халĕ те чĕри сикме чарăнманнипе. — Ача арчана кĕрсе выртса кĕçех вилсе кайман вĕт… Тӳпеми япала çине кĕрсе выртнă та, арча хупăлчи, хупăнса, питĕрмелли кукрашкинчен çаклансах ларнă. Çаврăнкалама та май çук унта, сывлăш та çук… Ача йăлт кăвакарса кайнă, чĕлхи çĕтнĕ, тăнĕ çĕтнĕ… Кайран тин пĕр сăмах «анне» тесе ячĕ… йăлт тарласа кайрĕ. Ах, çырлахах! Темле çитсе ĕлкĕртĕм… Темрен тем пулсан, вăл арчана уçса пăхма та ăша тытас çук…
— Килте никам та пулман-и вара?
— Мăн çын пулман çав… Ашшĕ халь, эп киличчен, ĕçрен таврăнчĕ… Мана вăрçать… Арчине кăларсах печĕ…
Маюк, ниепле те лăпланса çитейменскер, тапхăр-тапхăр ăшран шалтан çӳçенкелесе илсе, чĕтрекен аллисемпех пĕр станокне хускатса ячĕ. Саппун кĕсйинче темскер çакланкаласа чăрмантарнă пек туйрĕ те аллине унта чиксе пăхрĕ, алла Анфисăн çыру конверчĕ лекрĕ.
«Эй, мур япали! — терĕ Маюк ăшĕнче. Вăл конверта урлă-пирлĕ çуркаларĕ те станок çумĕнчех ларакан çӳп-çап ещĕкне пăрахрĕ. — Ас кĕмен-ха вăл айвана… Калаçас пулать унпа пĕрре…»
— Ну, мĕнле сан, Маюк, станоку çĕмĕрĕлмерĕ-и урăх? — йăл-йăл кулкаласа кăшкăрчĕ ăна çак самантра юнашар УШЛ патĕнче тăрмашакан Алеша.
— Чиперех халь, — тавăрчĕ Маюк.
«Паян норма тултарасси пулмасть пуль ĕнтĕ ман», — шухăшларĕ хăй, йĕке çине пуш çĕрĕ лартнă май.
Çак вăхăтра фабрика тулашĕнчи тĕнчере, кăнтăрла иртни тăватă сехет çитессе чун пек кĕтсе, общежитире пурăнакан Анфиса ятлă хĕр нихçанхинчен те шукăль тумланса хатĕрленчĕ.