Çылăхсен хуппинчен шуратсамччĕ мана:
Сывлайми йӳçĕхсе тăракан ăшăма
Куççулӳ тумлатса тасатсассăн кăна
Çĕнерен çуралать чĕм-хавал1 пурăнма.
Эрлĕкпе2 кӳпчесе чăмăрланнă пуçран —
Хăвăла кайиччен3 — чĕрсе юл шухăша:
Сăмахшар вакласа турасассăн кайран
Ахăртнех, асăрхатăн курман курмăша4.
Тавăру-тарăху мăййинчен5 хăтарма
Хавалу, тивĕçӳ çитмелле, пулмаллах.
Пурнăçпа вĕресе тăракан хурана —
Тасалсан — тĕс кĕртмелĕх ăсанăп хамах.