Куççульпе тăварларăм калас сăмаха
Вырнаçтартăм хĕссех тăвăрланнă ăша.
Пуçăма — ас тума — картса хутăм тăмха:
Савнăçпа юрма1 мар, çук хушма та нуша.
Тутине ас тивес йӳтĕмпе2 хĕл каçа
Илĕртсе, йăлăнса кăларма хăтланах —
Сăйламастăп. Йӳççи тĕс кĕртет пурнăçа
Килнĕ пек кайма пĕл — таврăнми хăналлах.