Шухăшна ман ене тек ан вĕр —
Кăмăла çавăрмастăп сан май.
Сăмахна авăртмашкăн ан кĕр —
Хамăнах тĕпретмелĕх самай.
Питрекен сăлăпа тек ан тив —
Вĕçертместĕп пĕрех чĕлхеме.
Парăмпа татăлса; келше1 ил —
Ятăма тек ан хăй ас илме.