Ултаву сырăнса çатăрлать канăçа —
Кунран-кун пăвнă май типĕтет савнăçа,
Пур-пĕрех парăнмасăр ухатăп пуçа —
Эс акман, ӳстермен — урăххи ман хуçа —
Йăл илсе çĕкленме хăвалать пурнăçа
Капланса шăварма иксĕлми шанăçа...
Çумăрлатăр часрах — çăвăнса тасалам!
Сан валли — асăрхан — хатĕрлетĕп чалам1:
Ĕненӳ тунине касса кĕнĕ çуркам
Пирчесе сывалсан эреветлĕ çупкам
Телейпе кӳпчесе паркаланĕ манран
Пылакне юхтарма чăмăртаннă çырлан.