— Ак япала! Ĕмĕр тăршшипе литературăри вăрăсене, леш «Плаки атти» тенисене тытса пурăнтăн та, халь вара ху та вăрлама тытăнтăн пулать? Ай-ай-ай… Лекрĕн, эппин, ватсупнă! Николай Васильевич Гоголе çаратнă вĕт эсĕ, намăссăр! Аслă писатель эс çут тĕнчене çуралса тухиччен сакăрвунă çул малтанах çырнă ун пек калав!..
Çапла ниçта кайса кĕрейми хĕпĕртесе, урисемпе чечетка ташланă пек тăпăртатса кăшкăрма пултараççĕ манăн хăшпĕр туссем çак калав ятне вуласанах.
Анчах мана ку пĕртте хăратмасть. Кăшкăрччăрах ара, кам чарать вĕсене? Ман чун таса — Гоголĕн «Хăрушă тавăру» калавне тивмен эпĕ. Эп каласа парас тенĕ ĕçсем пĕртте Гоголь çырса кăтартнă ĕçсем пек мар, ман геройсем те пачах урăхла. Унăн калавĕнче — асамçăсем, шуйттансем, рыцарьсем, тем тума та пултаракан хăватлă турă… Эп вара ахаль çынсем çинчен каласа кăтартасшăн. Хамăн хулара пурăнакан (паян кун та сывах-ха вĕсем) икĕ бухгалтер — Энтрейпе Унтрей — çинчен.
Мĕн тăвас тетĕн, ман геройсен иккĕшĕн те паспортри ячĕсем пĕрешкел пулнă — Андрей. Хушамачĕсем те пĕр пек — Иванов. (Сăмах майăн каласан, пĕр Шупашкарта кăнă миçе пин-ши вăл Ивановсем? Пĕтĕм республикипе илес пулсан вара, тепĕр математика наукисен кандидачĕ те шутласа кăлараймасть пулĕ!..).
Ячĕсемпе хушамачĕсем пĕр пек пулин те, çынсем вĕсене пĕр-пĕринпе пăтраштармаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен вырăсла ячĕсене кăштах чăвашлатса пĕрне Энтрей, теприне Унтрей тенĕ. Ку çеç те мар: вĕсенчен пĕри, Энтрей, лутра (1 метр та 37 сантиметр), виç витре кĕрекен кăрчама пички пек мăн хырăмлă çын; тепри, Унтрей, мĕн çуралнăранпах сухари кăна çисе пурăннă пек ырхан, пĕвĕпе вара — чăн-чăн шалча: икĕ метр та икĕ сантиметр çурă. Гоголĕн (ак хайхи, каллех Гоголь!..) Иван Ивановичĕпе Иван Никифоровичне астăватăр пуль-çке? Энтрейпе Унтрей шăп та шай çавсем пек…
…Вĕсем, çак Энтрейпе Унтрей, çирĕм çул ытла пĕр çуртра пурăннă. Хальхи пек ваннăйлă, ăшă, уборнăйлă-шывлă-газлă çуртра мар, кивĕ йывăç çуртра. Чăн та, çурчĕ хула варринчехчĕ ĕнтĕ, Советсен Çуртĕнчен инçе те марччĕ, икĕ хутлăччĕ. Сакăр хваттерччĕ унта — аялта тăваттă, çӳлте те çавăн чухлех. Кусем иккĕмĕш хутраччĕ. Алăкĕсем тĕлме-тĕл, пĕр площадкăна тухаççĕ. Чи çывăх кӳршĕсем пулнă ĕнтĕ вĕсем!
Тĕрĕссипе калас пулать: питĕ килĕштерсе пурăннă çак икĕ кил-йыш, пĕр-пĕринпе яланах хутшăннă, час-часах пĕрле ĕçсе çинĕ. Ун валли сăлтавсем нумай пулаççĕ вĕт: пĕрин ача çуралать — ят хумалла, теприн хуняма карчăкĕ вилет — ăна асăнмалла, пĕри ывăлне авлантарать — туй тумалла, тепри тата хăйĕн карчăкĕпе ЗАГСра çырăннăранпа çирĕм пилĕк çул çитнине аса илсе «кĕмĕл туй» тăвать… Пурнăçра мĕн пулса иртнине тата мĕн пулассине чипер йĕркеллĕ астуса пыракан çын сĕтел хушшине эрех-сăрапа лармалли сăлтав яланах тупать вăл! Хăй астумасан, тусĕ ун хутне кĕрсе аса илтерет. Çак ырă кӳршĕсем те ку тĕлĕшпе пĕр-пĕрне яланах пулăшса пынă. Ирхине урамри колонка патне шыв ăсма тухсан, час-часах сакăн пек калаçусем пулса иртнĕ вĕсен:
— Энтрей, сан хуняму вилнĕренпе çулталăк çитет мар-и?
— Э-э, чăнах-çке! Ун çинчен эпĕ мансах кайнă. Тавтапуç астутарнăшăн. Анчах эсĕ хăвăн Алтатти тепĕр уйăхран аллă тултарнине асра тытатăн-и çав, Унтрей?
— Тытмасăр! Пĕркун Хусана командировкăна кайсан «армянски» илсе килтĕм-ха виç штук.
— Пилĕк çăлтăрлине пуль?
— Çук, тăваттăлли çеç тупăнчĕ. Пирĕншĕн пулсан, вăл та аптрамасть, лешĕн пекех вăйлă…
— Э, мĕн каласси пур! Пирĕн Шупашкарти садвинтрест кăларакан леш «подлоягоднăй» мар ĕнтĕ! Алтатти хăй сахăртан тăвакан аншарли те мар! Шăрши кăна мĕне тăрать!
— Пит аван апла. Пыр ярăнсах кайрĕ.
— Хамăн та ярăнать те… ним тума та çук, вăхăчĕ çитиччен тӳсмех тивет.
Энтрейпе Унтрей, эхлеткелесе, тулли витресене çĕклеççĕ те, хăйсемшĕн чи ырă самантсем çитесси инçе юлманни çинчен мăкăртатса, килелле утаççĕ…
Вĕсем çав тери килĕштерсе, «пĕр çăвартан» пурăннине те, арăмĕсем çулсеренех ача (хăш чух пĕрер те мар, йĕкĕреш!) çуратнă май кумаллă пулнине те пурте пĕлетчĕç ĕнтĕ. Кайран кун çинчен свидетельсем судра та каласа пачĕç. Анчах суд пирки сăмах каярахпа пулĕ-ха, васкар мар.
Сасартăк, никам кĕтмен-шутламан çĕртен, пирĕн пĕчĕк урамра (вĕл урам çук ĕнтĕ халь, унти пур хăлтăр-халтăр çуртсене пĕр каçрах бульдозерсемпе ишсе çур çултан тăхăр хутлă кермен туса лартрĕç) пурне те шак! тĕлĕнтерсе пăрахнă хыпар сарăлчĕ:
— Энтрейпе Унтрей Иванов пĕр-пĕринпе хăрушла хирĕçсе кайнă! Урамра картлă кĕвентесемпех çапăçнă!..
Никамăн та ĕненес килмен ку сăмаха.
— Пулма пултараймасть!
— Ара, кăваписем çыпăçсах ларнăччĕ-çке, сив шывпа мар, вĕри шывпа сапсан та уйăрас çукчĕ вĕсене!..
— Çук-çук, сук пуль ку!
Анчах сăмахĕ тĕрĕсех-мĕн. Энтрейпе Унтрей чăнах çапăçнă иккен. Кĕвентесемпех тӳпелене пĕрне-пĕри. Унтан та кунтан кăвакартса пĕтернĕ. Кăвакарнă çеç мар — лутра Энтрейĕн пуçĕ шăтнă, тăсланкă Унтрейăн сылтăм ури сусăрăлнă (çӳлтерехрен çапайман ĕнтĕ лутра Энтрей, пĕвĕ çитмен…).
Мĕн пулнă кусене? Мĕн пирки пулса иртнĕ кун пек тĕнче курман вăрçă-тытăçу? Мĕн çитмен-ши икĕ туса? Кун çинчен эпир часах пĕлтĕмĕр. Пĕтĕм ĕç-пуçне лутра Энтрей пуçласа янă.
Асăрханă-тăр эсир, пĕчĕк пӳллĕ, лутра çынсем, леш чике-старик пеккисем, яланах шутсăр шăрчăк, калама çук хаяр пулаççĕ. Питĕ кĕвĕç тата. Арăмĕсене пулчĕ-пулмарĕ урăх арçынсем çумне хушса хураççĕ. Тӳссе кăна тăр вара хĕрарăм, çапса пăрахма та пултарать çăвăр автан пысăкăш упăшки! Пĕрре тапранса кайсан, нимпе те чараймастăн ăна: тигр!
Йĕркипе каласан, çапла пулнă. Лутра Энтрей хĕлле пĕр хушă чирлекелесе пурăннă. Ик эрне ытла ахлатса выртнă. Çав хушăра пур ĕçсене те арăмĕ тунă — пасара та çӳренĕ (сывă чухне Энтрей ăна пасара яман, эс унта укçа нумай пĕтеретĕн, спекулянтсем мĕн чухлĕ ыйтаççĕ — çавăн чухлĕ паратăн, кĕлешсе тăмастăн, ма тесессĕн укçине ху ĕçлесе илместĕн те ун хакне пĕлместĕн, тенĕ), шыв ăсма та кайнă, вуттине те çурса йăтса кĕнĕ. Сахал-и кил таврашĕнче ĕç!
Упăшки пекех мăнтăрскер, Энтрей арăмĕ вăйĕпе мухтанма пултарайман. Кăшт йывăртарах ĕç лексессĕнех пăравус пек хашканă. Çакна кура, упăшки чирленĕ вăхăтра (чи ырă кăмăлпа ĕнтĕ!) ăна вăрăм Унтрей пулăшкаланă. Пĕррехинче пасартан пĕр пăт таран паранкă çĕклесе килнĕ, ик-виçĕ хутчен те тулли витресене пусма тăрăх иккĕмĕш хута йăтса хăпартма пулăшнă та коридорах кĕртсе лартнă. Энтрейсен çурса янтăланă тип вутă пĕтсен, тем пысăкăш каскапа пĕр сехет хушши, лачкам шыва ӳкиччен кĕрешнĕ те икĕ мăн çĕклем кĕртсе панă.
Куншăн вара Энтрей арăмĕ ăна тем пекех тав тунă.
— Сăпаççипах, сăпаççипах сана, Унтрей Иванччă! Хам эпĕ вилсе выртсан та çураймастăм вал карягана… Чĕр вутăпах асапланмалла пулатчĕ паян! Ах, мĕнпе ыр тăвам-ши сана куншăн?!
Çавăнтах аллисене хире-хирĕç çат! çапса илнĕ.
— Э-э, ара, манăн тахçанах пытарса лартнă пĕр чĕрĕк пурччĕ-çке! Парам-ха сана пĕр лампадкă, çакнашкал ĕçлесе ывăннă хыççăн пит лайăх пулаканччĕ вăл!
Ним шутласа тăмасăрах, таçтан кăмака айĕнчен, кив куршак-чӳлмексем хыçĕнчен хайхи кĕленчене туртса кăларнă та Унтрее çур стакан ярса панă.
— Хаплаттар, Унтрей Иванччă. Çакна ĕçсен, ывăнни тӳрех иртсе каять санăн.
— Тен, манпа пĕрле Энтрей те ĕçсе парĕ кăштах? Ун умĕнче пĕччен хыпса ларма аванах мар мана, — тенĕ Унтрей кравать çинче çав тери мĕскĕнĕн выртакан кӳрши еннелле пăхса.
— О-о, çук-çук, Энтрее юрамасть, юрамасть, чирлĕ вăл, тухтăрсем те хушман, ĕçсен вилсе кайĕ тата, мур! — ик аллипе харăс сула-сула илнĕ Энтрей арăмĕ.
— Çĕр грамм ĕçнипех ку таранччен пĕрре те вилменччĕ те-ха… — хашш! сывласа янă Энтрей.
— Чăнах ара, тен, ярса парăн пĕртак? — кӳршĕ арăмне ӳкĕте кĕртме тăрăшнă Унтрей.
— Каланă сире юрамасть тесе! — урипе тап! тапса илнĕ Энтрей арăмĕ. — Çак çур стакан эрехшĕнех тăлăх арăм пулса юлăп тата. Луччă эп ăна хам ĕçсе яратăп, мана ним те пулмасть, эпĕ Энтрей пекех çĕрĕк мар-ха, тӳсетĕп!
Хайхискер, çавăнтах эрех юлашкине тепĕр стакана лор-лор-лор тултарнă та, Унтрейпа шаклатса, хоп! çавăрса хунă.
— Ы-ых… — йынăшса янă вырăн çинче Энтрей, хăйĕн пӳсĕр шыççи ыратса кайнă пек.
— Эс мĕн? Мĕн пулчĕ? — хыпăнса пăхнă ун çине арăмĕ.
— Кĕсре хӳри! — тенĕ те ăна хирĕç Энтрей, пичĕпе стена еннелле çаврăнса выртнă.
Çакăн хыççăн Унтрей хăйне чунĕ уçăлмалăх ĕçтерсе янăшăн тав туса тухса кайнă. Энтрей арăмĕ вут хутма тытăннă. Кăмака çăварне ик-виç пуленкке чикме çеç ĕлкĕрнĕ вăл — сасартăк упăшки хыçалтан шăппăн пырса мăнтăр чишкипе хăлха чиккинчен янк! тутарса янă. Тӳрех вут-çулăм сирпĕннĕ хĕрарăм куçĕнчен, хăлха чан пекех янраса кайнă.
— Ай-уй! Мăншĕн ку, Энтрей?! — çухăрса ярса аяккалла сиксе илнĕ хĕрарăм. — Хăвна пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхса усранăшăн-и?!
— Çавăншăн! Ак сана тата тепре! — Энтрей татах сулса янă, анчах лектереймен, арăмĕ пăрăнма ĕлкĕрнипе чышки чăланти шкап кĕтессине çитсе çапăннă.
— Мĕн хăтланатăн эс? Тăруках ухмаха ерсе кайрăн-и капла? Ним айăпсăр-мĕнсĕр… — тенĕ арăмĕ.
— Эс мар-и вăл айăпсăрри! — куçĕсене çутăлтарса кăшкăрнă Энтрей. — Тепĕр упăшка пулсан, сана çакăнтах пăвса пăрахать!
— Мĕншĕн? Мĕнле çылăхшăн?!
— Мĕншĕн тесен — чупкăн эсĕ! Чупкăн! Ват пуçупах ют арçынсемпе якăлтататăн!
— Кампа, айтурух!
— Ак çак уртмахпа, Унтрейпе! Эсĕ мĕн, эпĕ ним те курмастăп, сисместĕп, терĕн-и? Йăлт куратăп, веç сисетĕп!
— Намăса пĕл, Энтрей…
— Намăсне ăна санăн пĕлес пулать! Эп чирлесе ӳкнĕренпе иксĕр уйрăлма та пĕлместĕр-иç? Пасара — пĕрле, шыв патне — пĕрле, вутă патне — каллех пĕрле… Урампа та ыталансах утатăр пулĕ-ха!
— Эй, ухма-ах! Хамăра йывăр вăхăтра пулăшнăшăн çынна тав тăвас вырăнне халь çапла лĕпĕртететĕн-и эс? — пĕççине шарт! çапса илнĕ арăмĕ. — Кун çинчен Унтрей хăй пĕлсех мĕн калĕ? Ĕмĕрне килсе кĕмĕ, урамра курсан та сывлăх сунса пуç таймĕ!
— Ан кĕтĕр çав, ан кĕтĕр! Ун тĕсĕ те ан пултăр кунта! Тек эп ăна хам та кĕртместĕп, алăк урлă та каçармастăп! Вĕрентĕп ют арăмсемпе эрехсем пехлесе ларма! Хăрăк шалча, çĕрĕк уртмах, шуйттан!
— Мĕн пит хытă шавлатăр вара? — илтĕннĕ çав вăхăтра Унтрей сасси алăк патĕнчен. Сăмавар пекех вĕресе кайнă Энтрейпе арăмĕ вăл епле кĕрсе тăнине те сисмен.
— Пшол во-он! — мĕкĕрсе янă та Энтрей ăна курсанах, вăшт кăна пĕшкĕнсе пуленкке ярса тытнă. — Ан курăннă пултăр манăн куç умне!..
— Мĕн пулчĕ капла, Эн…
Унтрей хăй сăмахне каласа пĕтереймен, ун пуçĕ çуммипе мăн пуленкке вăркăнса иртсе алăка пырса çапăннă.
— Урнă вăл, урнă, ухмаха ернĕ, тухса тар часрах! — çухăрса янă Энтрей арăмĕ.
Унтрей хăйне вĕри шывпа сапнă пекех коридоралла сиксе тухнă. Энтрей çав самантрах тепĕр пуленкке илсе арăмне çапма тăнă, анчах лешĕ, шухăскер, пĕшкĕнме ĕлкĕрнĕ те, упăшкине ура явса çĕре персе антарнă, хăй вара хваттертен тухса тарнă.
Коридорта вăл Унтрей çине пырса тăрăннă.
— Мĕн пулнă ара, мĕншĕн тăруках урса кайрĕ? Халь кăна чипер çын пекехчĕ-çке? — ыйтнă Унтрей.
— Хăйне пĕр черкке эрех паманшăн! — макăрса янă хĕрарăм.
Алăк хыçĕнче Энтрей тискер кайăкла мĕкĕрни, тем кĕмсĕртетни, чăнкăртатни илтĕннĕ.
— Çĕмĕрет… Пĕр япала та хăвармасть ĕнтĕ! Мĕн тумалла-ши, Унтрей Иванччă? Мĕнле чармалла?
— Милици чĕнес пулать! — тенĕ Унтрей.
— Чуп-ха, эппин, часрах, шăнкăравла тархасшăн…
…Милицисем пынă чух Энтрей пуçне йĕпе алшăллипе яваласа, чĕрине тытса, вилес пек ахлатса выртнă.
— Йăнăшнă эсир, гражданка, — тенĕ милици сержанчĕ Энтрей арĕмне, — сирĕн милицие мар, «скорый помоща» чĕнмелле пулнă!
…Çакăн хыççăн, паллах, Энтрейпе Унтрей Ивановсем хушшинчи туслăх вăйлă çумăр айĕнчи кăвайт пекех сӳнсе ларнă. Туслăх вырăнне халь курайманлăх кăна юлнă. Пĕр-пĕрне вĕсем çисе ярасла курайман темелле. Унтрейĕ, çемçе кăмăллăскер, питех те мар-ха, тепĕр чух вăл мирлешесси çинчен те шухăшлакаланă. («Пĕр çуртра, юнашар пурăнакан çынпа епле-ха ĕмĕр-ĕмĕр хутшăнмасăр пулать? Ну, хирĕçкеленĕ те — ирттерсе янă!…») Анчах Энтрей вара… ы-ыхх! Унтрее курсанах кăвакарса кайнă, кам та пулин ун çинчен аса илсенех ăна йĕксӳ ернĕ. Вăл халь кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек Унтрее мĕнле лайăхрах, чуна пырса тивмеллерех тавăрас пирки шухăшласа пурăннă. Уйрăмах, леш историлле кун, хăй шăв-шав пуçласан, Унтрей милици чĕнтернĕшĕн каçарма пултарайман…
— Вăл хăрăк шалча мана хуптарса пĕтĕм хула умĕнче намăс кăтартасшăн пулнă, явăл! — сайра та шултра шăлĕсене шатăртаттарнă Энтрей. — Мана хуптарса, сан патна ирĕклĕн çӳреме ĕмĕтленнĕ! — чышкипе юнанă арăмне. — Кăтартăп сире милици! Хăйне тĕрмере çĕртмелле тăватăп! Курăн! Савăнăр вара иксĕр те!
Чăнах та, Унтрей патне участокри милиционер час-часах кĕре-кĕре тухма пуçланă: жалобăсем тĕрĕслеме. Унтрей хăй патĕнче пропискăсăр-мĕнсĕр квартирантсем усрать имĕш, анчах ун патĕнче сайра хутра ялти тăванĕсем çĕр вырткаласа кайнă çеç. Унтрейăн арăмĕ пĕрмай сахăртан сăмакун туса сутать иккен. Кун пекки те ĕмĕрне пулман… Унтан Унтрее месткома чĕнчĕç: Унтрей хăйĕн хуняма карчăкне, ват хĕрарăма, ним хĕрхенмесĕр хĕче-хĕве хваттертен кăларса ывăтнă имĕш. Ĕçĕ пĕртте ун пек мар-мĕн: хуняма карчăкĕ, аллăран тахçанах иртнĕ пулин те, çӳçне кăтралатса, тутине пĕветсе çӳрекенскер, ниçта та ĕçлеменскер, спекулянтсемпе çыхланса кайнă, тĕрлĕ капăр плащсем, нейлон кофтăсем вăрттăн сутса çӳренĕ, хăш чухне, киле ӳсĕр таврăнса, асар та писер скандалсем тунă. Тӳсеймен Унтрей, хытă вăрçнă ăна, малашне те кун пек хăтланатăн пулсан — кирлĕ çĕре систеретĕп, тенĕ те, хунями вара ăна темтепĕр каласа, ылханса, питĕнчен сурсах тухса кайнă. Çавăн хыççăн тепĕр уйăхранах темле компанипе пĕрле тĕрмене кĕрсе ларнă…
Çак элеклĕ жалобăсене кам çырнине Унтрей пит лайăх чухланă, анчах халлĕхе ним те тăвайман: жалобисем пурте анонимнăй пулнă.
— Шăпи тулĕ-çке хăçан та пулин! — ал сулнă çеç вара Унтрей. Энтрей лăпланман. Вăл çаплах-ха Унтрее тарăхтармалли ,ун чĕрине тивертмелли меслетсем шыранă…
Пĕррехинче вăл, шыв ăсма тухаканскер, Унтрейăн кĕçĕн ывăл ачи картишĕнчен çĕклемпе вутă йăтса кĕнине курнă.
— Чим-ха, чим! — ачана пусма çинче чарса тăратнă вăл. — Эс мĕншĕн пирĕн вутта вăрлатăн?
— Çук, сирĕнне тивмен, хамăрăн ку, — тенĕ ача.
— Епле хăвăрăн пулать? Ак çак çиелти юман пуленккисем пирĕн вĕт! Сирĕн ĕмĕрне те юман вутă пулман!
— Пур çав, ĕненместĕн пулсан — кайса пăх ара, — парăнман Унтрей ачи.
— А-а эс тата хирĕç çаптарса тăратăн-и, тăмана ачи?! Эп сана, йыт çурине… вĕрентĕп çын вуттине вăрлама!..
Энтрей ача хăлхине çатăр-р… пăрса лартнă. Ним хĕрхенмесĕр, татсах илес пек.
Ача çухăрса янă, аллинчи вутта пăрахса аран вĕçерĕнкеленĕ те урамалла тапса сикнĕ. Энтрей — ун хыççăн.
— Атте-е! Энтрей пичче вĕлере-ет! — Ун ашшĕ, Унтрей, шăпах колонкăран шыв ăсма тухнă-мĕн.
— Мĕншĕн? Мĕн турăн? — тесе ыйтма çеç ĕлкĕрнĕ вăл, çав вăхăтра Энтрей хашкаса чупса пынă та, качака пек çӳлелле сиксе, Унтрее пĕррех хулпуççи урлă картлă кĕвентепе ярăнтарнă.
— Вăрăсем! Çын вуттине хутса пурăнатăр!
— Чипер калаç, Энтрей! Ĕмĕрне пулман ун пекки!
— Чипер парам эп сана, йыт вилли!
Энтрей татах сикнĕ те тепре çапнă. Ну, паллах ĕнтĕ, Унтрей те тӳссе тăрайман вара — аллинчи кĕвентипе хирĕç панă. Юрать-ха шыв патне пыракан хĕрарăмсем часрах чупса çитсе чарма ĕлкĕрнĕ вĕсене!
Суд пулчĕ. Халăх пухăнчĕ вăл суда… театра çĕнĕ премьера курма пынă пек! Эп хам та кайса итлерĕм. Кулăш! Энтрее (чăн малтан вăл çапнине хĕрарăмсем курнă та-ха) çирĕм пилĕк тенкĕ штраф пачĕç. Судра хăйне йĕркеллĕ тытма, чĕлхине чарма пĕлменшĕн тата вунă тенкĕ хушрĕç. Унтрей кĕпине çурнăшăн тепĕр пилĕк тенкĕ шыраса илмелле турĕç. Халăх ал çупрĕ…
…Вĕри шыва чиксе кăларнă чăх пекех тухса кайрĕ Энтрей судран. Пĕр енчен — ĕмĕрлĕх намăс, тепĕр енчен — хĕрĕх тенкĕ. Урамра йăванса выртмасть ун пек укçа!
Çакан хыççăн Энтрейĕн лăпланмалла пулнă пек ĕнтĕ. Анчах ун йышши çын мар çав вăл. Принциплă çын, темелле. Хăй шутласа хунинчен ним тусан та каялла чакман, аяккалла пăрăнман çын. Хурçă характерлă! Юратмалла пулсан — юратмалла, тавăрмалла-тăк — тавăрмалла, никаких та веле-селе пулмалла мар!
Эрне иртнĕ-и çак суд хыççăн, кăшт ытларах-и, ăна тĕп-тĕрĕсех калама пултараймастăп, анчах пĕр ирхине Унтрей хăйĕн алăкĕ умĕнчи почта ещĕкĕнчен çĕнĕ хаçатсем кăларса илет те… тĕлĕнсе хыт-сах каять: хаçатсемпе пĕрле ещĕкрен унăн хуняма карчăкĕн портречĕ туха парать. Самаях пысăк ӳкерчĕк — 12×18. Лайăх хут çине пичетленĕ.
Чĕтремех ерет Унтрей çак ӳкерчĕке алла илсен. Ун çине кăп-кăтра çӳçлĕ, каçăр сăмсаллă, шĕвĕр янахлă хуняма ӳсĕр куçĕсемпе çисе ярас пек, шăтарас пек пăхать… Чăн шуйттан ĕнтĕ! Сисмесĕрех Унтрей ӳкерчĕке тепĕр майлă çавăрса унта мĕн çырнине вулать: «Вилме маннă кĕрĕве чунтан ылханса парнелетĕп…»
Мĕне пĕлтерет ку?! Кам килсе чикнĕ ку эсрел япалине?! Хуняма карчăкĕ хăй тĕрмере-çке, спекуляцишĕн ларать! Нивушлĕ тухма ĕлкĕрнĕ вăл арçури ами?
Никама та шарламасть кун çинчен Унтрей, ӳкерчĕкне çавăнтах чăр-чар çурать те картишĕнчи çӳп-çап ещĕкне пăрахать. Хăй вара кунĕпех шутласа çӳрет ун çинчен, асран та каймасть хуняма сăнĕ, куç умĕнчех тăрать вăл…
Иртет пĕр талăк. Ирхине сакăр сехетре Унтрей каллех почта ещĕкĕ патне пырать те… хаçатсемпе пĕрле каллех хуняма карчăкĕн сăнӳкерчĕкне туртса кăларать. Ак тамаша!
«Сатана! Эп сана пурпĕрех ыр пурнăçпа пурăнма памастăп!» тесе çырнă тепĕр енне.
Пĕтрĕ пуç! Ĕнерхинчен те хытăрах пăлханса ӳкет Унтрей. Ӳкерчĕке каллех çурса çӳп-çап шăтăкне пăрахнă хыççăн хваттерне кĕрет те арăмĕнчен хуллен кăна ыйтать:
— Алтатти, çав сан аннӳ халь те тĕрмерех-и? Тухман-и-ха?
— Ăçтан халех тухтăр! Тата тепĕр çулталăк пур-ха унăн запасра, — тет арăмĕ. — Мĕнрен тăрук аса килчĕ вăл сана?
— Так, ахалех…
Виççĕмĕш кунĕнче каллех тухать ещĕкрен хуняма сăнĕ: «Юратсах пухатăн пуль-ха ман портретсене, савнă кĕрӳçĕм? Пух тавай, пух, лайăхрах упраса усра!»
Тăваттăмĕшĕнче те çавăн пекех.
Пиллĕкмĕшĕнче те.
«Халь эс мана тĕлĕкре те куратăн ĕнтĕ, çапла-и? Тăхта кĕçех курăн-ха эсĕ мĕн курмаллине! Сербиянка ташлатăн акă!..»
Ик эрне хушши, пĕр кун сиктермесĕр, хуняма карчăкĕн сăн ӳкерчĕкĕсене илсе тăнă хыççăн, Унтрей шалт аптраса çитет. Çывăрайми те, апат çими те пулать. Палăрмаллах начарланать, питçăмартисем путса лараççĕ. Арăмĕ, Алтатти, çакна сисет те, пăшăрхансах ыйтать унран:
— Мĕн пулчĕ сана, Унтрей? Эс чирлетĕн пулмалла, тухтăрсем патне кайса пăхмастăн-ши, тусăм?
Унтрей тӳсеймест вара, тарăхса персе ярать:
— Пирĕн киле хĕрт-сурт ерчĕ! Кашни кун килет! Çав пĕтерет мана, каянни! Кĕçех вĕлерет пуль ĕнтĕ!
— Мĕнле хĕрт-сурт тата? — хăрасах каять тĕшмĕшрех арăмĕ.
— Ак çакă! — Юлашки кунсенче килсе пăрахнă ӳкерчĕксене Унтрей çурман, пухса пынă иккен. — Куратăн-и, миçе хут килнĕ вăл пирĕн пата? Пурте мар-ха кунта, чылайăшне çурса тăкрăм эпĕ…
Арăмĕ шак хытать, куçĕсем чут çеç сиксе тухмаççĕ.
— Мĕнле ӳкерчĕк ку? Хăçан тунăскер? Кун пеккине пĕрре те курман-çке! Тата кам килсе чикет ăна пирĕн ещĕке? Нивушлĕ почтăпах килет?!
Иккĕшĕ те ним калама пĕлмеççĕ…
Çав кунах, каçхи почтăна илсе пырсан, Унтрей хĕр-почтальона хупăрласа илет:
— Мĕншĕн кашни кун илсе килетĕн эсĕ çак тухатмăш сăнне? Ăçтан тупатăн ку ӳкерчĕке? Кам парса ярать?
— Куçпа та курман, çылăха ан кĕртĕр мана пустуй, — тет хĕр.
Тахçанччен шутласа лараççĕ Унтрейпе арăмĕ.
— Кам хăтланать? Кам мăшкăллать? Тен, чăнах хĕрт-сурт килсе пăрахать пуль, э?
— Ун пек те пулма пултарать, — тенĕ Унтрей арăмне. — Сан аннӳ вăл — тухатмăш хăраххи вĕт, темле нечистăй çилăпа та çыхланма пултарать пуль!
— Сыхлас пулать. Тытас пулать! — тет Алтатти.
— Тахăш вăхăтра килет-çке вăл, ăçтан пĕлетĕн? Кăнтăрла ĕçе каймалла… Тен, урăх килмĕ? Çĕр штуках çаптарман пулĕ-çке картăчкине?
Чăнах та, виçĕ кун хушши ещĕкре хунямăш сăнĕ пулман. Лăпланмах пуçланă Унтрейпе арăмĕ.
— Килме пăрахрĕ пулмалла пирĕн хĕрт-сурт… турра шĕкĕр! Анчах тăваттăмĕш ирхине каллех сиксе тухать ещĕкрен Унтрейăн ытарайми хуняма карчăкĕ.
«Мана кĕтсе ывăнтăн пуль, шуйттан кĕрӳшĕ! Ак эпĕ, килтĕм, пăхса савăн ман çине — ха-ха-ха!..» — тесе çырнă хыçала.
Унтан вара кашни кун, кашни кун… Ӳкерчĕкĕн тепĕр енне хăрушран хăрушă сăмахсем çырнă. Хăш чух поматтĕрнисем те пулнă, теççĕ.
Хăшкăлса çитнĕ Унтрей.
— Инфаркт пулать капла манăн, чĕре çурăлать! Е инсульт пулать, пуç мимине юн кайнипе вилетĕп! — тенĕ вăл арăмне.
Тытăннă вара çак хĕрт-сурта сыхлама.
Пĕр каç, ик каç, виççĕ… Никама та курман. Хуняма карчăкăн сăнĕ çав-çавах пырса выртнă ещĕке.
— Краву-ул! — тесе кăшкăрасси çеç юлнă Унтрейĕн.
Хай чĕрипе сиснĕ вăл: никам та мар, çав кӳршĕ Энтрей, мăнтăр сысна, шухăшласа кăларнă ун валли çак асапĕ! Мĕн тери хăрушла меслет тупнă шуйттан этемми Унтрее тавăрма! Анчах тытман вăрă — вăрă мар çке-ха!
Çичĕ каç çывăрман Унтрей, çичĕ каç маччана хăпартмалли хĕсĕк пусма çинче чĕрĕп пек хутланса ларнă. Хытăрах сывлама та хăранă хăй. Саккăрмĕш каçĕнче вара, тул çутăласпа, курнă: Энтрей хăйĕн хваттерĕнчен ху-уллен, чĕрне вĕççĕн утса тухса почта ещĕкĕ патне пынă, пĕчĕк пукан лартнă та çӳлелле кармашма тытăннă… Çав самантрах Унтрей ун çине тигр пек сиксе ларнă.
— Аха-а! Тинех лекрĕн-и, хĕрт-сурт! — ахăрса янă вăл.
Энтрей чĕлхесĕр пулнă. Паян кун та этем шутлă калаçаймасть, теççĕ. Çав кирлĕ тата ăна! Ан аптрат çынна!