Мана пуринчен те ытла кирлĕ эсĕ.
Сана пуринчен те ытла кирлĕ эп...
Çакна темшĕн эсĕ çаплах ĕненместĕн,
Çакна темшĕн эпĕ чунтан ĕненеп.
Мана пуринчен те ытла кирлĕ эсĕ.
Çакна темшĕн эпĕ пĕлеп тахçанах.
Çакна темшĕн эсĕ çаплах ăнланмастăн
Эс темшĕн пачах шеллеместĕн мана.
Эс пур, çавăнпа та пур манăн пуласлăх,
Эс пур, çавăнпа маншăн çутă тĕнче...
Эс темшĕн пачах ман çинчен шутламастăн,
Эп темшĕн шутлатăп ялан сан çинчен...
24.07.21
Хырай Ĕнел