Шăп çур çĕрте икĕ çамрăк дружинник хăйсен штабне пĕр аллă пиллĕксене çитнĕ арçынна илсе пычĕç те, штаб начальникĕн сĕтелĕ умне тăрса, пĕр-пĕрине пӳле-пӳлех каласа пама тытăнчĕç…
— Ирĕклĕх урамĕнче тытрăмăр эпир ăна, — терĕ пĕри. пĕчĕкрех каçăр сăмсаллăскер, хура куçĕсене мăчлаттарса. — Тĕттĕм тăкăрлăкран йăпшăнса тухрĕ те вăл, пĕр калинккене темиçе хут та тĕртсе пăхрĕ. Калинкки уçăлмарĕ. Вара нумай шухăшласа тăмарĕ, пушмакĕсене хывса хулпуççи урлă çакрĕ, йĕм пĕççисене тавăрчĕ те хӳме çинелле чакаланма тытăнчĕ. Эпир ăна урамăн тепĕр енчен сăнаса тăтăмăр. Кăштах уйăх çути пулнипе, пире вăл питĕ лайăх курăнчĕ…
— Унтан вара мĕн пулчĕ? — ыйтрĕ штаб начальникĕ.
— Унтан эпир часрах урам урлă чупса каçрăмăр та. иксĕмĕр те уринчен ярса тытрăмăр, — ăнлантарма пуçларĕ тепĕр каччи, сĕвекрех çамки çинчи тарне шăлса. — Ăçта кĕрсе каятăн?! Халех аннă пултăр! — тетпĕр. Анчах вăл хӳме çинчен ним тусан та анасшăн пулмарĕ арçури пек тапкаланма тытăнчĕ. Унтан темлерен хăрах урине вĕçертрĕ те Петюка пĕррех ура кĕллипе сăмсинчен начлаттарчĕ. Çыннин сăмси ахаль те пĕчĕккĕ, вăл ăна тата ытларах лапчăтрĕ курăнать. Çавăн пек хулиганствă хыççăн ăна вăйпах туртса антарма тиврĕ…
— Кам эсĕ? Мĕн тума çĕрле сапурсем урлă сикме хăтланса çӳретĕн? — тесе ыйтатпăр. Чĕнмест, мăшлатать кăна. Ним те каламасть! Петюкпа иксĕмĕр ик енчен тытса кунталла çавăтса килме пуçласан тин сăмах хушрĕ: «Ярăр мана, эп вăрă та, шульăк та мар. Йăпăрт пĕр хĕрарăм патне кĕрсе тухасшăнччĕ çеç, урăх пĕр шухăш та пулман манăн», — терĕ. Ну, паллах ĕнтĕ, вăл çапла каласан тӳсеймерĕмĕр эпир, ахăлтатсах кулса ятăмăр! Шухăшласа пăхăр-ха начальник юлташ, çакăн пек ват çын сĕм çĕрле çӳллĕ хӳме урлă сиксе ют хĕрарăм патне кĕрет! Хăйĕн килĕнче сахалтан та пĕр сакăр ача пулĕ-ха, тен, мăнукĕсем те пур-тăр! Пулать те этем, э? Ял кулли-иç?
— Эпир ăна ĕненмерĕмĕр. Пирĕн шутпа, вăл унта юрату ĕçĕпе мар. çаратас ĕмĕтпе кĕме тăнă… Çавăнпа тытса килтĕмĕр те кунта.
— Тĕрĕс тунă эсир, ачасем…
Дружина штабĕн начальникĕ, вăрçăра сылтăм аллине çухатнăскер Чапаевăнни пек уссийĕсене сулахай аллипе пĕтĕркелесе илчĕ те çамрăксем тытса килнĕ «нарушителе» куçĕсемпе шăтармаллах пăралама тытăнчĕ.
Ун умĕнче вăтам пӳллĕ, ятарласа самăртнă сысна аçи пекрех çын тăрать Пичĕ арбуз евĕрлĕ, çап-çаврака. Уссийĕ шăрт пек, кăштах кăвакарнă. Янахĕсем виççĕ. Малалла мăкăрăлса тухнă хырăмĕ çинчи кĕпи çурăлнă (ку ĕнтĕ хăйне хӳме çинчен сĕтĕрсе антарнă чух пулнă пуль) — çав çурăк витĕр хура çăм ăшне путнă кăвапа курăнать. Чĕркуççи таран тавăрнă хăрах йĕмпĕççи те çӳлтен пуçласа аяла çитичченех çурăлса тухнă. Çара уран, анчах пуçĕнче — самаях хаклă йышши шлепке.
— Чăн-чăн карикатура ку… — хăй ăшĕнче кулса илчĕ начальник. — Ӳкерсе илмелле те «Капкăн» хуплашки валли леçсе памалла çеç, тупата. Питĕ вăйлă хуплашка пулать!..
— Ларăр, — терĕ вăл унтан, тытса килнĕ çынна хăй умĕнчи пукан çине кăтартса.
Ку ларчĕ. Ним каличчен малтан вăл начальник куçĕнчен çав тери хурлăхлăн пăхрĕ те:
— Пушмака тăхăнма ирĕк парсамăрччĕ, сирĕн урай сивĕ кунта, манăн урасене шăнтма юрамасть — ревматис, — терĕ.
— Тархасшăн, тăхăнăр, — пуçĕпе сулчĕ начальник, хăй ăшĕнче çак этемрен халĕ те кулма чарăнаймасăр.
Пĕр вунă минут тăрмашрĕ вара çав çын хăйĕн пушмакĕсемпе. Пĕшкĕнме хырăмĕ кансĕрлерĕ ăна. Аллисем ниепле те пушмакĕ патне çитеймеççĕ. Асапланмаллипех асапланчĕ шеремет! Эхлетрĕ, ахлатрĕ, виçине пĕлмесĕр клевер çисе тултарнă ĕне пек мăшлатрĕ, хушшăн-хушшăн сывлăшĕ те пӳлĕнсе ларчĕ курăнать. Хăй йĕп-йĕпе тарларĕ. Юлашкинчен, шнурокĕсене çыхкаласа пĕтерсен, пукан хыçĕ çине тайăнчĕ те, хырăмне ик аллипе ыталаса илсе, тепĕр пилĕк минут хушши сывлăш çавăрса ларчĕ. Çавăн хыççăн тин дружина штабĕн начальникĕ унпа сăмах пуçларĕ…
— Ну, хисеплĕ гражданин, халь ĕнтĕ калаçма пултаратăр-и! Пирĕн сирĕнтен ăна-кăна ыйтса пĕлмелле. Йĕрки çапла.
— Халь пултаратăп, — терĕ те лешĕ ăна хирĕç, тем аса илме тăрăшнă çын лек куçĕсене хупрĕ.
— Сирĕн хушаматăр, ятăр тата аçăр ячĕ мĕнле-ха?
— Поросенков, Макар Кузьмич.
— Аçта пурăнатăр?
— Коммунальнăй слобода, 33. Частнăй хваттер.
— Çемьеллĕ-и эсир, хусах-и?
— Арăмран судпа уйрăлни пĕр уйăх çитет.
— Ачусем пур-и?
— Виççĕшĕ арăмпа, виççĕшĕ манпа.
— Мĕнле професси сирĕн, ăçта ĕçлетĕр?
— Бухгалтер эпĕ. Картус-çĕлĕк çĕлекен мастерскойĕнче. Вунвиçĕ çул ĕçлетĕп унта.
— Так, так…. Халь каласа парăр ĕнтĕ: мĕн шутпа, мĕн ĕмĕтпе эсир çакăн пек сĕм çĕрле ют çын килне хӳме урлă каçса кĕме хăтлантăр? Тĕрĕссине калăр!
Поросенков ытла тăруках ответ памарĕ, каллех хырăмĕ кӳпме пуçланă ĕне пек йывăррăн сывла-сывла илчĕ. Начальник тепĕр хут ыйтрĕ:
— Мĕншĕн эсир çĕр варринче çын хӳми çине хăпартăр? Калăр тӳррипе — мĕн сăлтавпа!
— Манăн… манăн ачасене курас килекен пулчĕ, çавăнпа кĕрес терĕм… Хамăн ачасем-çке вĕсем, ман юн… — чылайран тин мăкăртатса илчĕ Поросенков.
— Санăн арăму пулнă хĕрарăм çав çуртра пурăнать-им?
— Иййа çав. Вăл çурчĕ манăн хамăн-çке, анчах суд мана унтан хăваласа кăлармалла, çуртне арăма памалла турĕ. Халĕ вăл, эсремет, качча кайма шут тытнă пулмалла, нотариус патне кайса кил-çурта пĕтĕмпех хăйĕн йăмăкĕ çине çыртарнă, теççĕ. Ну, парнеленĕ эппин. Ахалех, пĕр пуссăрах, тăванла. Мана вара пуçĕпех шăхăртса хăварчĕ… Çвер мар-и ара вăл!
— Эсир судпах уйрăлнă пулсан, арăму пулни сире киле кĕртет-и вара?
— Ачасем патне пыма чармасть. Эпĕ вĕсем валли кашнинчех кучченеç илсе каятăп-çке. Хăш чух канфет, хăш чух шăкалат….
Çак самантра Поросенков хӳмерен çакăнса тăнă чух хăйне сăмсинчен ура кĕллипе тăхăнтартса янă дружинник унăн пиншакĕн шал енчи кĕсйинчен эрех кĕленчин пырĕ курăнса тăнине асăрхарĕ те, ăна пĕррех туртса кăларса сĕтел çине лартрĕ.
— Çакăн йышши шăкалат илсе каятăн-и эсĕ ачусем валли? — ыйтрĕ вăл унтан çилĕпе. — Мĕн ятлă-ха ку шăкалат? Перцовка теççĕ пулас ăна? Çапла-и?
— Ку вăл ачасем валли мар, эп унпа хама грипп ересрен карланка чӳхесе дезинфекци тăватăп… — мăкăртатрĕ Поросенков.
— Çапах та, тен, эсир суятăр? Улталатăр пире? — ун куçĕнчен каллех чăрлаттарса пăхрĕ начальник. — Темле, эсир каланисем ытлах çыхăнса пымаççĕ. Арăмупа уйрăлни пĕр уйăх çеç, анчах эсир ун патне çӳретĕр…
— Каларăм-çке, эп ачасем патне çӳретĕп! — хирĕçлерĕ Поросенков.
— Эппин, ма-ха эсир унта кун çутинче мар, çĕрле, пăч-тĕттĕм Чух çӳретĕр? Вăрă пек, хӳме урлă каçса кĕретĕр?
— Кăнтăрла… мĕн… аван мар!
— Мĕншĕн?
— Çынсем курма, кайран хамран кулма пултараççĕ… Арăмĕпе каллех пĕрлешесшĕн пуç çапма çӳрет, тейĕç. Анчах эпĕ мăн кăмăллă çын, хама тиркенине тӳсме пултараймастăп. Апломб вăйлă манăн….
— А-ав мĕн иккен! Пĕлмен, каçарăр. Чăн та, мăн кăмăллă пулмалла çав эсир. Халь пăхсан та курăнать вăл — Наполеон пекех ларатăр ав. Хырăму çурăк, йĕммӳ çĕтĕк, сăмсу пиçсе çитеймен помидор пек. Картинка вĕт, хуть те халех выставкăна яр!
— Эсир мана кӳрентертĕр, начальник юлташ! — сасартăк паттăрланчĕ Поросенков.
— Юрĕ, юрĕ, кӳрентермĕпĕр. Çапах та сирĕн пирки ыран пурĕ-пĕр тĕплĕнрех тĕрĕслесе пĕлме тивет. Тем, питех шанас килмест-ха манăн сире!
— Тархасшăн ара, тĕрĕслĕр! Ним чухлĕ те хăрамастăп, мĕншĕн тесен эп пур енчен те тап-таса çын! Анчах халĕ эсир мана киле кайма ирĕк парăр: ирччен кунта юлма пултараймастăп эпĕ, кам та пулин эп милицирен тухнине курсан, манăн пĕтĕм авторитет пĕтсе ларма пултарать. Хулара мана пурте пĕлеççĕ, паллă çын эпĕ.
— Чармастăп. Вĕçтерĕр, — пуçĕпе алăк еннелле сулчĕ начальник. Унтан çапах та тĕртсе илмесĕр тӳсеймерĕ: — Çĕрле пĕччен çӳреме хăрамастăр-и? Е хăнăхнă ĕнтĕ?
Поросенков хăйĕнчен тăрăхланине сисрĕ, анчах начальнике хирĕç нимĕн те каламарĕ, шăрт пек уссийĕсене хăвăрт-хăвăрт хускаткаласа илчĕ çеç.
* * *
Кӳршĕсем каланă тăрăх, Макар Кузьмичпа унăн арăмĕ Варвара Федоровна нумай-нумай çулсем хушши пит лайăх пурăннă. Пĕр-пĕрне чунтан-вартан юратса, кăвакарчăнсем пекех килĕштерсе, пĕр сивĕ сăмах каламасăр, Пĕрне-пĕри вĕсем хуть те хăçан та «Макарушка», «Варварушка» тесе кăна чĕннĕ. Çӳçĕсем кĕмĕлленме пуçланă пулин те, ялан пĕрле, хулран-хул çакланса çӳренĕ — пасара та, кинона та, шăрăх кунсенче Атăл леш енчи хăйăр çинче хĕртĕнсе выртма та, кăмпа татма та. Хăш чухне çынсем умĕнчех чаплаттарса чуптунă…
Килĕ-çурчĕ вĕсен хăйсен пулнă — ăна Макар Кузьмич пĕр çирĕм пилĕк çул ĕлĕкрех, хăй леспромхоз бухгалтерĕнче ĕçленĕ чух укçасăр-мĕнсĕрех майлаштарса юлнă, пĕтĕм расхучĕ те директора эрех ĕçтерни çеç пулнă. Темшĕн-çке, авланнă хыççăн малтанхи вунă çул хушшинче ача таврашĕ пулман вĕсен, анчах кайран Варвара Федоровна такам çине хытă тарăхнă пекех, умлăн-хыçлăн ултă ача туса панă, патшалăхран пособи илме те тапратнă. Кĕскен каласан, Поросенковсен пурнăçĕ пур енчен те ăнсах пынă, вĕсен пурнăçне хуть те кам та ăмсанма пултарнă!
…Унтан сасартăк çаксен килĕнче ырă мар шăв-шав илтĕнме пуçланă. Ятлаçу, харкашу. Пĕрне-пĕри калама çук кӳрентермелле вăрçнисем, ылханнисем.
Кӳршĕсем шалт тĕлĕннĕ: мĕн амакĕ пулчĕ кусене? Мĕнле тухатмăш пăсса ячĕ вĕсен чип-чипер пурнăçне? Мĕн пирки çуйхашаççĕ?
Хаçатра Варвара Федоровна хăйĕн упăшкинчен уйрăлма «ĕç пуçарни çинчен» пĕлтерӳ тухсан (ун чух йĕрки çаплаччĕ), вĕсене пĕлекенсем пурте пĕççисене шарт! çапса ах! тенĕ, турра ĕненекен карчăксем темиçешер хут сăхсăхса илнĕ.
— Кай, кусем ухмаха ернĕ пуль!
— Ачи-пăчи те пĕр кĕтӳ, хăйсем те ватă ĕнтĕ…
— Çынсенчен вăтанасчĕ хуть…
— Тьху, каяннисем! Иккĕшне те чĕн пушă çеç кирлĕ!
Суд пулнă кун ăна итлеме пĕр икçĕр çын ытла пухăннă. Ай тур-тур, мĕн кăна илтмен вĕсем унта! Макар Кузьмиччи Варвара Федоровна çинчен, Варвара Федоровни Макар Кузьмич çинчен каламанни те хăварман, тет, çав. Эс апла та эп капла, эп капла та эс апла! Хăйсен сăмахĕсене ĕненсен, вĕсем чăн-чăн вĕреçĕленсемех пулнă, çирĕм пилĕк çул пĕрне пĕри пĕр çутă кун та кăтартман, пĕр-пĕрин юнне ĕçсе кăна пурăннă. Упăшки арăмĕ çинчен тем те пĕр каланă чух та, арăмĕ упăшкине кашлама тытăнсан та залра ларакан тӳрĕ чунлă çынсем, тӳсеймесĕр, урисемпе тăпăртатсах кăшкăрнă:
— Тĕрĕс ма-ар! Эле-ек! Варвара Федоровна ырă çы-ын!..
— Суять! Макар Кузьмич нихçан та ун пек пулма-ан!
Анчах урса кайнă мăшăра мирлештересси çинчен сăмах та пулма пултарайман. Вĕсем çав самантра пĕрне-пĕри тытса хĕнесе тăкма та хатĕр тăнă…
— Уйăрас, — тенĕ суд. — Пурлăхне çурмалла, пĕр тан пайламалла тăвас.
— Мана нимĕнле пурлăх та кирлĕ мар, — халăха каллех тĕлĕнтерсе пăрахнă Макар Кузьмич — Маншăн çак арçурирен хăпни те темех тăрать, — Варвара Федоровна çине тĕллесе кăтартнă вăл. — Анчах виçĕ ачи манпа пулччăр. Вĕсемсĕр пурăнма пултараймастăп, çакăнса вилетĕп эпĕ вĕсемсĕр.
Çак суд çинчен кайран чылайччен пĕтĕм хула калаçса пурăннă…
Анчах хулари шавлă пурнăçра тем те пулса иртет — кулмалли те, хурланмалли те, тĕлĕнмелли те, тарăхмалли те, — пурне ăçтан астуса çитеретĕн? Тата этем пуçĕ патшалăх архивĕ мар вĕт, унта ытла пурте упранмасть.
Поросенковсем çинчен те манса пынă çынсем. Çавăнпа та дружина штабĕн начальникĕ вĕсем çинчен кӳршĕсенчен ыйтса пĕлме тăрсан, ăна никам та ытлашши нимех те каламан.
— Уйрăлнă-тăк — уйрăлнах ĕнтĕ… Вĕсенчен тухман ку йăла, вĕсем пĕтерес çук ăна. Хăйсенне хăйсем пĕлеççĕ пуль!
Макар Кузьмич судпа уйрăлса тухса кайнă хыççăн хăй килне çӳренипе çӳременни çинчен ыйтсан, вĕсемпе юнашар пурăнакан йĕтĕн сӳсĕ пек сухаллă пĕчĕк старик ним тытăнса тăмасăрах каласа хунă:
— Сисĕнкелет тепĕр чух, палăркалать. Эп час-часах ыйхă килменнипе аптăратăп та асăрхакалатăп: чăн та, вăрă пекех килсе кĕрет хăйĕн килне Макарккă. Çур çĕрсем иртсен килет те, кăвак çутăпа тухса шăвăнать вара. Хи-хи-хик! Эпир яш чухне çӳрекелеттĕмĕр çавăн пек, юттисем патне… Анчах ку вĕт хăйĕн арăмĕ патне килет, пĕр-пĕр çăмăл ăслă матка патне вăрра кайнă пек! Кулăш! Кам пĕлет, тен, кун пирки вĕсем малтанах соклаç тунă? Уйрăлнă пулсан та, ватлăхра ют килсем тăрăх сĕмсĕрленсе çӳрени те, ют çынна киле кĕртни те килĕшсех каймасть те-ха ара… çавна шута илеççĕ пуль! Соклаçсăрах мар ĕнтĕ ку, соклаç пурах вĕсен…
Çакăнсăр пуçне дружина начальнике урăх нимĕн те пĕлеймен. Юлашкинчен, вăл хай те леш сӳс-сухал каланипе пĕтĕмпех килĕшнĕ: «Соклаçсăр мар ĕнтĕ ку…»
* * *
«Соклаç» пулна çав Поросенковсен. Питĕ пысăк та çирĕп «соклаç»! Пĕр-пĕринпе пур кӳршĕсене те илтĕнмелле ятлаçма-вăрçма пуçличченех, пите кĕççе çĕленĕ пекех намăса пĕлмесĕр суд умне, пĕтĕм халăх умне тухса тăрса пĕрне-пĕри çĕр çинчи чи усал сăмахсемпе хăртма тытăничченех пулнă вăл килĕшӳ…
Чăн та ĕнтĕ, çав килĕшĕве хут çине çырман. Ун çине пичет те пусман. Нотариус патне кайса та çирĕплеттермен. Анчах пĕр-пĕрне чунтан-вартан юратакан упăшкипе арăмĕ кăмăллăн калаçса татăлни пур йышши хутсенчен те çирĕпрех-çке! Вĕсем пĕрре ыталанса чуптуни те çитмĕл çичĕ пичет пуснинчен вăйлăрах.
Тĕп-тĕрĕссипе каласан, вĕсен пĕтĕм ĕçĕ-пуçĕ ак еплерех пуçланса аталанса пынă…
Юлашки çулсенче Поросенковсен нумай-нумай палланă çыннисем, тусĕсем темиçешер хутлă çĕнĕ мăн çуртсене пурăнма куçнă. Хăшĕсем икшер, теприсем виçшер пӳлĕмлĕ хваттерсем туяннă. Пĕри, Яка Микула тенĕскер, тăватă пӳлĕмлине туянма та ăс çитернĕ. Поросенксвсене пĕрре кăна мар çав хваттерсене «çума», ялти пек каласан — çĕн пӳрт ĕçкине чĕннĕ.
Ах, ăшчикки хыпнă вара Варвара Федоровнăн! Кĕвĕçнипе, ăмсаннипе ниçта кайса кĕреймен, ун пĕтĕм шăмшакĕ кĕçтеме тытăннă. Ытла та чаплă-çке хваттерĕсем: асли те аслă, тата, кунсăр пуçне, вутă-мĕн хутас, шыв патне каяс хуйхи те çук, мунчи те, тула тухмалли те пӳртрех — нихçан шăнса пăсăлмăн. Пăрăлтатса газĕ çунать, шăкăртатса шывĕ юхать… Çулла пулсан, балкон çине кресла туртса кăларса улпут пек саркаланса лар…
Ы-ых, мĕн каламалли! Виличчен пурăнса курасчĕ пĕрре çавăн пек пурнăçпа! Тепĕр тесен, ун пек пурăнма тапратсан, вилес те килес çук пулĕ çав…
Варвара Федоровна малтан ытахальтен пек, унтан çине тăрсах хистеме тытăннă Макар Кузьмича:
— Атя-ха, эпир те çавăн пекех хваттер ыйтатпăр… Йăлăхрăм эпĕ çак йывăç лупасра пурăнса! Вутă хут та шыв çĕкле, хĕлле хĕрĕх градус сивĕре те сарай хыçне кай…
— Памаççĕ пире, — тенĕ Макар Кузьмич, пуçне пăркаласа.
— Мĕншĕн памаççĕ пулать? Эпир çынсенчен мĕнрен катăк?
— Пирен хамăрăн кил-çурт пур…
— Вăл ниме те пĕлтермест. Кала, хваттер илсенех çуртне сутса яратăп, те.
— Май килмест çав ун пек. Малтан çуртне хула Советне памалла, вара тин калаçма пулать…
— Мĕнле вăл… памалла? Ахалех-и? Пĕр пуссăрах-и?
— Ахалех çав.
— Ну, капла килĕшместĕп эпĕ! Çав териех ухмаха ермен-ха çакăн пек кермене пĕр пуссăр парса ларма!
— Эппин, мĕнле пĕлнĕ — çавăн пек ту.
— Эсĕ çапах та тăрăш! Черете çыраççĕ, тет, унта!
— Кил-çурт пуррисене черете те çырмаççĕ. Саккунĕ çапла.
— Ухмахла саккун вăл! Кала эс вĕсене!
— Эс ху кайса кала…
— У-у, çулламан пăру! Санран ĕмĕрне те нимĕн те пулас çук! Пĕр кĕтӳ ача туса тултартăн, анчах вĕсене этемле усраса ӳстересси çинчен шутлама та пĕлместĕн!
— Эп вуник çула çитиччен хура пӳртре пурăннă, çапах та çын пулнă, ыттисенчен кая мар…
— Тьху! Мĕн çынĕ пур сан çумăнта?! Мăкла ĕне вĕт эсĕ! Ват лаша! Тăнсăр така! Сурăх!..
Кĕскен каласан, малтанхи вăхăтра Макар Кузьмич чаплă хваттер илесси пирки питех шухăшламан, мĕншĕн тесен хăйĕн килне те тиркемен вăл (пятистеннăй пӳрт, сарай, нӳхреп, сад, ун варринче хитре кăна беседка…). Анчах шыв тумламĕ те, пĕрмай пĕр çĕре тумласа тăрсан, чула шăтарать, теççĕ. Варвара Федоровна атакисем ăна пурăна-киле чăннипех тăнран кăларма пуçланă. Тытăннă вара Макар Кузьмич çӳреме… Паян кунта çитнĕ, ыран унта, — ыйтнă. тĕпченĕ, сăнанă, çывăх тусĕсемпе канашланă… Опыт та пухнă хăшĕ-пĕрисенчен — патшалăха улталама май тупас енпе. Пĕррехинче вара çавăн пек разведкăран питĕ ывăнса таврăнсан сĕтел çине çур литр кăларса лартнă та, арăмне куçран тӳррĕн пăхса:
— Тавай, Варварушка, уйрăлатпăр! — тенĕ. — Заявленине эсĕ паратăн-и, эп паратăп-и — вăл пурпĕрех. Анчах пире уйрăлмах тивет, урăхла май килмест…
Варвара Федоровна тĕлĕнсе шак! хытса тăнă. .
— Эс мĕн… эс мĕн, Макарушка, чирлемерĕн пулĕ-çке? Ăнсăртран, пуçу çаврăнмасть-и санăн? — хăраса ыйтнă вăл.
— Çук, чирлемен, — пуçне пăркаланă Макар Кузьмич, стакана эрех тултарса. — Нормальнă эпĕ.
— Эппин, кампа та пулин тĕл пулса, киле киличчен пĕр çур литрне ятăр пуль? Ӳсĕрпе лăпăртатăн эсĕ!
— Çук, Варварушка, эп санпа урăллах калаçатăп. Уйрăлмаллах пирĕн иксĕмĕрĕн. Пĕрле пурăнсан, ыр пурнăç пулмасть… Ан та тавлаш! Юлташсем те çаплах калаççĕ: арăмунтан халех уйрăл, вара тин этем ретне кĕретĕн, теççĕ…
Варвара Федоровна упăшки çине пĕр хушă ним ăнланмасăр, сывлайми пулса пăхса тăнă, унтан сасартăк диван çине тăсăлса ӳкнĕ те кăшкăрса макăрса янă. Унăн сасси пĕрре выçса çитнĕ ĕне мĕкĕрнĕ пек, тепре автомобиль кăшкăртнă пек, çавăнтах тата йытă вĕрнĕ пек те илтĕннĕ. Анчах та часах макăрнинчен усси çуккине тавçăрса илнĕ те, йăпăр-япăр сиксе тăрса ухват ярса тытнă:
— Вĕлере-еп! Ан пул луччă эс çĕр çинче!..
Юрать-ха, Макар Кузьмич вăхăтра пăрăнма ĕлкĕрнĕ, ахаллĕн унăн пуçĕ тăм чӳлмек пекех арканса кайнă пулĕччĕ.
— Чипер хăтлан! — кăшкăрнă Макар, хăй сисмесĕрех чышкине чăмăртаса. — Итле эс малтан!
— Мĕн итлемелли ĕнтĕ, эс мана ачи-пăчипех пăрахса тухса тарма шут тытнă пулсан?! — сурчăк сирпĕтнĕ Варвара Федоровна.
— Никам та пăрахмасть! Итле теççĕ сана! Кăмăлна çемçетме ак çак стакана ĕç те…
Тепĕр минутран вĕсем диван çинче юнашар ларса, тин çеç венчетрен таврăннă пекех шăкăл-шăкăл калаçма тытăннă.
— Ăнлан, Варварушка, — тенĕ Макар Кузьмич питĕ çепĕççĕн, арăмне хулпуççинчен лăпкаса, — килйышшăн çеç тăрăшатăп-çке эпĕ — саншăн, хамăрăн иксĕмĕрĕн ытарайми ачасемшĕн… Хваттер пирки хыпкаланатăп! Таçта та çитрĕм, такампа та калаçрăм, анчах та питĕ кансĕр, Варварушка! Ой, çав тери йывăр! Ниепле те ĕç тухасшăн мар. Кил-çурт пуррисене çывăха та ямаççĕ. Мĕн тăвас тетĕн? Пĕртен-пĕр меслет кăна юлчĕ ĕнтĕ…
— Мĕнле меслет?
— Уйрăлас пулать… Тĕрĕсрех каласан, уйрăлнă пек тăвас пулать!
— Вара мĕн?
— Вара-и? Суд мана килтен хăваласа ямалла тăвать те, эпĕ пролетари пулса тăратăп. Килсĕр-çуртсăр, хваттерсĕр-мĕнсĕр çын. Çемйи çавах пулать манăн — виç ачине ман çума çыртаратпăр. Частнăй хваттерте мĕнле пурăнса çитеретĕн вĕсемпе? Мана тепĕр куннех хваттер илмелли черете çыраççĕ…
Упăшкин чее планне ăнланма пуçланă Варвара Федоровна сăн-сăпачĕ çутăлнăçемĕн çутăлма тытăннă, вăл Макар Кузьмича шăкăр-шăкăр тепĕр çур стакан эрех ярса панă.
— Кала, Макарушка, малалла кала, чунăм…
— Пĕр виç уйăхран-и унта, çур çултан-и, — мана хваттер параççĕ. Санăн çав вăхăт тĕлнелле кăмăлу çаврăннă пек пулать те, эс ман патăма пурăнма куçатăн. Хамăрăн кил-çуртне р-рас! сутса яратпăр. Хайхи вара европейски хваттер те пулать пирĕн, укçа та пĕр купа… Ну, мĕн калăн ĕнтĕ халь, э?
Варвара Федоровна упăшкине çатăрах ыталаса, çисе ярас пек чуптума тытăннă.
— Ой, ăслă-çке эсĕ манăн, Макарушка, çав тери ăслă! Хăвах шухăшласа тупрăн-и эс куна?
— Хам та пуç купташки ыратакан пуличченех шухăшларăм, шанчăклă юлташсем те каларĕç. Шупашкарта кун пек тăвакансем пулнă, теççĕ. Уйрăлаççĕ. хваттер илеççĕ те, унтан килĕ-çурчĕсене сутса пуяççĕ. Эпир мĕнрен катăк?
— Катăк мар, Макарушка, ăçтан катăк пулар-ха эпир? Ылтăн пуç санăн, Макарушка… Ме-ха, ĕç!
Унтан вĕсем çак пĕтĕм ĕçе мĕнле тĕплĕрех тумаллине шухăшласа хунă. Малтан çынсем умĕнче хирĕçме-ятлаçма тытăнмалла, пĕр-икĕ хут тӳпелешсе илсен те кансĕрлемест, — пурте курччăр вĕсен пурнăçĕ пăсăлса кайнине! Судра пĕр-пĕрне ним шеллемесĕр кăшламалла, мĕн калама май пуррине пĕтĕмпех каламалла, судьясем вĕсене мирлештерес пирки çăвар та уçма ан пултарччăр!
Килĕштерсе пурăнакан патшалăхсен дипломачĕсем пекех питĕ мирлĕ, пĕрне-пĕри ăнланса калаçса татăлнă вĕсем. Пĕр ыйту çеç кăштах такăнтарнă, анчах вăл та кайран чиперех майлашăннă.
— А эсĕ, Макарушка, ун пек уйрăм хваттерте пурăнса, ман çинчен манма пуçламăн-и? — асăрханарах ыйтнă арăмĕ. — Çынни лайăх та эсĕ, çапах та, кукша пулин те, арçынах вĕт…
— Ан сӳпĕлтет кирлĕ мара, — тенĕ упăшки. — Кампа улăштарам-ха эп сана? Ĕмĕрне пулас çуккине калаçатăн!
— Çапах та, мĕнле-ха, эппин…
— Эрнере пĕр-икĕ хут киле килсе кайăп эпĕ. Çĕрле, çын курман чух ара…
— Иккĕ мар ĕнтĕ, пĕр виççĕ-тăваттă пултăр, — тӳрлетнĕ арăмĕ упăшкин шухăшне. — Расписани тăватпăр…
— Юрĕ, чунăм!
…Çакăн хыççăн мĕн пулнине вулакан пĕлет ĕнтĕ. Вĕсем судлашнă, уйрăлнă, Макар Кузьмич частнăй хваттерте пурăнма тытăннă, хула Советне кайса хваттер илмелли черете тăнă, эрнере виç-тăват хут, пĕтĕм хула тутлă ыйăха путсан, хăйĕн килне, арăмĕ патне пырса кайнă. Вăхăт хаваслăрах ирттĕр тесе, кашнинчех эрех чиксе пынă… Çавăн пек çӳренĕ чух пĕррехинче вара ăна дружинниксем çулса илсе хăйсен штабне сĕтĕрсе кайнă…
Ни вилĕ, ни чĕрĕ тухрĕ ун чухне Макар Кузьмич милици çуртĕнчен (дружинниксен штабĕ çав çуртрах). Унтан, çĕрлехи уçă сывлăшра ăсĕ-тăнĕ кăштах йĕркене кĕрсен, каласа памалла мар тарăхса кайрĕ… Мĕнле пурнăç пуçланчĕ вара ку?! Хăвăн килне вăрă пек вăрттăн çӳремелле, çитменнине тата, санах тытса каяçсĕ, санранах мăшкăллаççĕ, допроссем тăваççĕ! Хăçан, ăçта пулнă ун пекки?!
Пĕр вунă кун каймарĕ вăл çавăн хыççăн арăмĕ патне. Кам пĕлет, тен, халь ăна леш дружинник тенисем кашни каçах сыхласа лараççĕ? Каллех ярса тытĕç те, татах милицие кăптăр-кăптăр илсе кайĕç. Ыррине кĕтме çук вĕсенчен. Карл Маркс урамĕнчи «Крокодил» çине те ӳкерсе кăларĕç! Пĕтĕм хула кулать вара…
Упăшки пыманшăн хыпăнса ӳксе, Варвара Федоровна ун патне çыру çырса пĕр ачине чуптарчĕ.
«Мĕн пулчĕ сана, Макарушка? Ма килместĕн? Кĕтсе ывăнтăм ĕнтĕ, пăшăрханса пĕтрĕм саншăн, çĕрĕ-çĕрĕпе çывăраймастăп. Чирлесе ӳкмерĕн пуль те? Е ăçта та пулин урăх урама çӳреме тытăнтăн? Пĕлтер часрах, хĕрхен мана, тăлăха юлнă çынна…»
Ку çыру Макар Кузьмича тата ытларах тарăхтарса ячĕ. Эккей, çын çумне хушас шут пур-ха çав ухмахăн! Юрать — унăн килтех лармалла, ни çĕрле тĕттĕм урамра пĕр-пĕр шăпана тĕл пулса çапса ӳкересрен хăрамалла мар, ни милицие лекес хуйхи çук. Хăйне усрасчĕ ман вырăнта! Пĕлĕччĕ вара!
— Кала аннӳне, кĕçĕр пыратăп, — хушса ячĕ вăл çыру илсе пынă хĕрачине. — Калинккине ан питĕрĕр.
Пĕр вунпĕр сехетсем иртсен вара малтанах илсе хатĕрленĕ «померанцевăйне» пиншакăн шалти кĕсйине чикрĕ те черетлĕ «гастроле» тухса кайрĕ. Çын-мĕн курасран, яланхи пекех, питĕ улах урамсемпе утрĕ… Темшĕн, чĕри çав тери хытĕ шаккарĕ хăйĕн, хушшăн-хушшăн пĕтĕм ӳт-тирĕ çӳçенсе илчĕ. «Ырра мар-ха ку, чирлетĕп пулмалла…» — пăшăрханса шухăшларĕ Макар Кузьмич.
Ырри пулман çав, чăнах та. Кил патне çитесси нумай та юлманччĕ, пасар хыçĕнчи пĕр урамра, тахăш çурт хыçĕнчен, ун умне. иккĕн тухса тлчĕç. Сӳ! туса илчĕ Макар Кузьмичăн пĕтĕм сан-çурăмĕ, чĕри те яш! тирсе илчĕ.
«Ак хайхи, лекрĕм! Ку ĕнтĕ милицие сĕтĕрсе кайиччен те çĕр хут усалтарах… Чиксе ан пăрахтăрччĕ çеç.. »
— Туртмалли пур-и сан? — хуллен ыйтрĕ пĕри, ун умнерех пырса.
— Çук çав, туртмастăп, — терĕ Макар Кузьмич, тутисене аран хускатса.
— Вăхăт мĕн чухлĕ-ши тата, пĕлместĕн-и?
— Сехет таврашĕ нихçан та пулман манăн, тупата…
— Апла пулсан, эс пире пĕр çур литрлăх кивçен укçа памăн-ши?
— Хаваслансах парăттăм та… çумра укçа çук çав, пĕр пус та чиксе тухман хампа…
Пĕри Макар Кузьмичпа калаçнă вăхăтра тепри хыçалтан пырса ун аллисене çатăр! тытрĕ те пĕррех каялла пăрса лартрĕ. Тепри, умра тăраканни, Макар Кузьмичăн кĕсйисене ухтарма тытăнчĕ. Чăн малтан эрехне туртса кăларчĕ, унтан бумажникне те тупрĕ.
— Ним те çук, тет тата… шăршлă сысна! — терĕ те вăл çилĕпе, Макар Кузьмича хăлха чиккинчен янк! тутарчĕ. Макар Кузьмич сулăнса кайрĕ, ӳкетчĕ те пуль, анчах çав самантра хыçалтан тăраканни ăна тепĕр енчен тăхăнтартса ячĕ те, вăл каллех тӳрленсе тăчĕ.
— А-аа! Пулăшă-ăр!.. — кăшкарса ячĕ Макар Кузьмич мĕн вăй çитнĕ таран.
— Ан çухăр, навус купи!.. — пĕррех сăмсинчен начлаттарчĕ ăна умра тăраканни. — Халех виле пулса выртатăн!
Çапах та Макар Кузьмич кăшкăрни аякка илтĕнчĕ пулмалла. Ытла инçетре те мар, милици шăхăртни ши-и!.. янраса кайрĕ, ăна хирĕç кĕçех тепри сас пачĕ…
Мăнтарăн Макар Кузьмичне тапăнакансем тĕттĕм кĕтесселле тапса сикрĕç, анчах вĕсенчен пĕри ăна тата тепĕр хут тута урлă питĕ хытă тăхăнтартма ĕлкĕрчĕ. Милици шăхăртнисем çывхарсах килчĕ; пулин те, халĕ пĕччен юлнă Макар Кузьмич вĕсене кĕтсе тăрас темерĕ, часрах килĕ еннелле ыткăнчĕ. Çыхланас килмерĕ унăн милицисемпе — каллех отделенине кайма лекет, унта допрос тăваççĕ, протокол çыраççĕ, вĕçне-хĕрне те тупас çук…
…Чĕп-чĕр юн, лачкам тар, вунă çухрăм пĕр чарăнмасăр сиккипе чупнă лаша пек хашкаса пырса кĕчĕ Макар Кузьмич хăй килне! Тӳрех диван çине ӳкрĕ те алли-урисене вилнĕ çын пекех сарса пăрахрĕ, куçĕсене те хупрĕ, вăрахчен пĕр ним чухлĕ те хускалмарĕ…
— Ай, Макарушка, ай, чунăмçăм!.. Мĕн пулчĕ сана капла, кам мăшкăлларĕ кун пекех?! Ай тур-тур, турă амăшĕ, чипер пурăннă çĕртех шар курса ларас пулать-иç!.. — ниçта кайса кĕрейми вĕтеленме тытăнчĕ Варвара Федоровна, хăй те вилнĕ çын тĕслĕ пулса кайса. Часрах алшăлли йĕпетсе упăшкин пит-куçне сăтăркаларĕ, пуçĕ çине нӳрĕ тутăр хучĕ, чĕрене лăплантармалли эмел ĕçтерчĕ, анчах лешĕ йӳçĕ пирки Макар Кузьмич ăна çавăнтах сурса пăрахрĕ.
— Эс мана… эрех пар… — аран пăшăлтатса ыйтрĕ вăл. Юрать-ха, кун йышши эмел те тупăнчĕ тĕплĕ хĕрарамăн. Ăна умлăн-хыçлăн виç мăн черкке пушатсан, тепĕр пилĕк минутран вара Макар Кузьмича кăштах чун кĕчĕ пулас та, вăл майĕпе тăрса ларчĕ.
— Хам турра ĕненекен çын пулнă пулсан, эпĕ паянах чиркĕве кайса пĕр кило туртакан çурта лартнă пулăттăм, — терĕ вăл нимрен малтан. — Чĕн вилĕмрен хăтăлса юлтăм-çке! Телей пулман пулсан эп ĕнтĕ çак самантра урамра майĕпе хытса выртаттăм…
Чăтаймарĕ, тӳсеймерĕ Макар Кузьмич, хурланса макăрса ячĕ.
— Ачасем тăлăха юлатчĕç… эсĕ те хусах арăм пулаттăн… Варвара Федоровна ăна тем тĕрлĕ йăпатма, ачашласа лăплантарма пикенчĕ. Çапах та чылайччен йĕркене кĕреймерĕ вилĕмрен ăнсăртран çăлăнса юлнă Макар Кузьмич. Унтан тăрук пуçне çĕклерĕ те йывăр чышкипе сĕтеле чант! тутарчĕ.
— Çитет мана кун чухлĕ ыр курнипе, Варварушка! Тăрантăм! Мĕн пирки асапланмалла манăн?! Паян милицие сĕтĕрсе каяççĕ ыран çапса пăрахма тапăнаççĕ… Мĕншĕн, кала эс мана, эсрел пуçĕ!
— Ара, лайăх хваттерлĕ пулас терĕмĕр-çке… — ун куçĕнчен айăпа кĕнĕ анчăк çури пек пăхрĕ арăмĕ.
— Кирлĕ мар мана нимĕнле хваттер те! — каллех сĕтеле çатлаттарчĕ Макар Кузьмич. — Хамăрăн кил те çитет мана. Вăхăчĕ çитсен илĕпĕр-ха, тен, çакăн пек тем те пĕр хăтланмасăрах! Хуть те тем ту эс мана, анчах эпĕ текех ун пек урçалла пурăнма килĕшместĕп! Атя, ыранах ЗАГСа кайса тепĕр хут çырăнатпăр!
— Ах, Макарушка… Тен, кăштах тăхтаса пăхăпăр? Хваттер илмелли черечĕ шăвать вĕт-ха унта, — йăлăнма тăчă арăмĕ. — Çынсенчен намăс тата, шухăшла-ха….
— Шухăшламастăп! Ан чĕн эс мана хирĕç! — виççĕмĕш хут сĕтеле çапрĕ Макар Кузьмич. — Намăсне ахаль те самаях куртăмар ĕнтĕ сана пула. Ыранах мăшăрланатпăр! Туй тăватпăр! Тĕнчене тĕлĕнтерер тепре санпа!
Варвара Федоровна шăпах пулчĕ…