(Икĕ пайлă, кăштах хурланмалли калав)
1
Шупашкаралла килекен «Чувашия» фирмăллă пуйăс Çĕрпӳ станцинчен тапранса кайсанах, улттăмĕш вакунри çиччĕмĕш купере килекен пĕр 23-25 çулсенчи питĕ кăмăла каймалла сăнлă пассажир чăматанне çӳлти сентре çинчен антарса, лайăх кăна туртса çыхрĕ, унтан пальтине, çĕлĕкне, перчеткине тăхăнчĕ те чӳрече умне ларчĕ.
— Эс мĕн тума халех тумлантăн, Андрон Андрейч? — ыйтрĕ унран тепĕр пассажир, тулли уйăх пек çап-çутă пуçлăскер. — Шупашкара çитме тата сехет ытла каймалла-ха! Ăçта васкас?
— Чун чăтмасть, Яким Якимч, — ассăн сывласа ячĕ Андрон Андрейч тени. — Часрах çитес килет…
— Мĕн вара. эс тумланса ларнăшăн пуйăс хăвăртрах чупĕ, теместĕн пуль те? Унăн хăйĕн виçи пур, тусăм. Пурнăçра кашни япала виçеллĕ. Пурте хăй вăхăтĕнче пулать. Мĕнле калаççĕ-ха çав? Хăвăн кăвапунтан çӳлерех сикейместĕн, теççĕ-и? Ак çакăнтан çӳлерех сик-ха эсĕ! — Яким Якимч, футбол пек çап-çаврака хырăмне çат-çат! çапса, кулса илчĕ.
— Виçĕ çул ытла курман-çке эпĕ Шупашкара! — каллех ассăн сывласа ячĕ çамрăк пассажир. — Ялхуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ĕçлеме Красноярск крайне ячĕç те, çуралнă çĕршыва пĕрре те килсе курма тивмерĕ. Инçе пирки те мар, ĕç нумаййипе. Халь акă харăсах ик уйăхлăх отпуск пачĕç — икĕ çулшăн. Шупашкарне те куратăп ĕнтĕ, театрти пур спектакльсене те пăхатăп — хамăр артистсене питĕ юрататăп эпĕ, — тăван ялта та пурĕнатăп пĕр хушă. Шупашкарĕнче, тен, пĕрле вĕреннĕ юлташсем те тĕл пулĕç…
— Тĕрĕс, шăллăм. Сăртпа сăрт тĕл пулаймаççĕ, çынпа çын курнăçатех, — терĕ Яким Якимч. — Акă, эп халь Мускавра, метрора, шутламан-туман çĕртенех хам вăтăр пилĕк çул ĕлĕкрех, студент чухне вилесле юратнă хĕрарăма тĕл пултăм. Иксĕмĕр те шак! хытса тăтăмăр тĕлĕннипе. Çынни калама çук улшăннă — вĕреннĕ чух хытанка хĕрача кăначчĕ, халь ытама кĕрес çук гранд-дама пулса кайнă, анчах сăнĕ-пичĕ халь те илемлĕ мурăн… Ыйтса пĕлтĕм ун çинчен. Ывăлĕпе кăна пурăнать иккен, упăшки вăрçă чарăниччен пĕр эрне малтан вилнĕ. Ку тек качча кайман. Хамăн килте арăмпа виç ача пулман пулсан, тӳрех качча илсе ярăттăм çав!
— Ма-ха халь тин пуçа пырса кĕчĕ вăл шухăш, Яким Якимч? — тĕлĕнерех ыйтрĕ çамрăк пассажир. — Ху каларĕш, çамрăк чухне вилесле юратнă пулсан, ма ун чухнех качча илмерĕн ăна?
Яким Якимч çамрăк çын куçĕнчен пĕр хушă пăхса ларчĕ те пĕççине шарт! çапрĕ.
— Э-эхх, асăнас та килмест ăна!..
— Кама? Мĕне?
— Ун чух мĕн пулнине!
— Темле хурлăх пулчĕ-им? Эс юратнă хĕре урăххи туртса илчĕ-и е хăй килĕшмерĕ?
— Туртса та илмен. Хăй те килĕшнĕччĕ…
— Мĕншĕн пĕрлешмерĕр эппин?
— Шуйттан кансĕрлерĕ…
— Мĕнле шуйттан? Пирĕн вăхăтра та шуйттансем пуррине пуçласа илтетĕп, Яким Якимч!
— Пур-ха çав вĕсем, шăллăм. Пуринчен ытларах вĕсем, хальхи шуйттансем, хĕрарăм сăнарĕпе çӳреççĕ.
— Анланаймастăп.
— Халех ăнланатăн акă… — Яким Якимч хашш! сывласа илсе пирус тивертсе ячĕ. — Эпир халь Мускавра тĕл пулнă çак хĕрарăмпа — ун чухне вăл хĕрччĕ-ха, ман пекех тăваттăмĕш курсра вĕренетчĕ — пĕрлешме калаçса татăлтăмăр… Тепĕр виçĕ уйăхран вĕренсе тухатпăр та ĕçлеме пĕрле каятпăр, терĕмĕр…
— Каçар, Яким Якимч, ăçта вĕреннĕ-ха эсир?
— Суту-илӳ институтĕнче.
— Калаçса татăлнă хыççăн мĕн пулчĕ вара?
— Туй тăвас терĕмĕр. Таçта мар, общежитирех, по-студенчески ĕнтĕ. Пĕр вунпиллĕкĕн пухăнчĕç. Хамăра кура, ĕçмелли-çимелли те пур. Ман юлташсем те, унăн хĕр-тантăшĕсем те кăшт-кашт парнесем илнĕ. Эпир Иришкăпа — хамăн пулас арăмпа ĕнтĕ — сĕтел пуçĕнче юнашар ларатпăр. Хăнасем кăшт хĕрсенех пире леш ĕмĕрхи йăлапа чуптутарма тытăнчĕç: «Йӳçĕ! Йӳçĕ!» — тесе кăшкăраççĕ. Эп рад стараться — хĕре чап та чап тутаратăп… Тутлă-çке1 Анчах сасартăк шутсăр йуçĕ пулса тăчĕ йоккăр-маккăр…
— Мĕн пирки тата тăруках?
— Ой, ан та кала, шăллăм! ЧП пулчĕ — чрезвычайнăй проишестви! Эпир туй тунă çĕре… манăн ялти арăм пырса кĕчĕ…
— Ак япала! Эс вара унччен авланнă пулнă-им?! — тĕлĕннипе çăварне карсах пăрахре çамрăк пассажир.
— Авланасси… авлансах çитмен те, виççĕмĕш курсран каникула кайсан ялта Надя ятлă пĕр учительница килĕшнĕччĕ мана, унпа пĕрле çывăхри вăрмана мăйăр татма çӳрекеленĕччĕ. Ну, ху пĕлен, природă унта, кайăксем юрлаççĕ, куккук авăтать… Çамрăк юн хытă вĕрет ун пек çĕрте. Вĕрет-вĕрет те… ытлашши те пулать. Эп хĕллехи каникула пырсан, çак мана питĕ шутсăр ырă мар хыпар пĕлтерчĕ: ача пулать! Эпĕ, кун пеккине кĕтменскер, пĕр хушă хама такам пуçран пуртă тăршшипе çапнă пекех анкĕ-минкĕ пулса тăтăм, куçсем хуралса килчĕç. Унтан, кăшт тăна кĕрсен, читлĕхе лекнĕ кайăк пек, унталла та кунталла сиккелеме тытăнтăм. Ача таврашĕ пире халех кирлĕ мар, хăтăлас ку ырлăхран, тетĕп. Юрамасть, вăхăчĕ иртнĕ, тет. Аппа пулсан — хăвăнне ху пĕл, эп ку вăййа хутшăнмастăп, терĕм. Ман хĕр парăнмарĕ, аттепе анне патне пырса хам умрах макăра-макăра йăлт каласа пачĕ вĕсене: апла та капла, улталарĕ мана сирĕн ытарайми ывăлăр, мăшкăлларĕ… Вăл янрама тытăнсан, эп тухса вĕçесшĕнччĕ, анчах мана атте ĕнсерен ярса тытрĕ. Ман атте вăл шутсăр хытă кăмăллăччĕ, çитменнине пурнăçри йеркелĕхе юратакан çынччĕ. Граждан вăрçинчех взвод командирĕ пулнă, унтан таврăнсан — вулăсри милици начальникĕ, кайран райĕçтĕвкомăн административлă уйрăмне ертсе пынă. Законник! Çилленес-тăвас пулсан, унăн кашни сăмахĕ тимĕр хулăпа çапнă пекех пырса тиветчĕ! Анне те çавăн майлăрахчĕ, киревсĕр ĕç тунине пĕлсен — тимĕр тылă пекех сикетчĕ. Вăйлăччĕ ĕнтĕ иккĕшĕ те, тăпри çăмăл пултăрах вĕсен!
Шакла пуçлă пассажир — пырĕ типе пуçланăран — шыв ĕçсе тутине çулласа илчĕ.
— Унтан мĕн пулчĕ вара? — ыйтрĕ çамрăкки. — Мĕнпе татăлчĕ сирĕн ĕç-пуç?
— Мĕнпе татăлтăр… — Шаклапуç тăрук кулса ячĕ. — Ман савни жалоба парса пĕтерсенех, атте мана ик енчен иккĕ çутăлтарса ячĕ те: «Халех авланатăн! Паянах! Эп хам ĕмĕр тăршшĕпех çынсем умĕнче ыр ятлă пулнă, сана та хамăрăн хушамата варалама памастăп!» терĕ. Эп чăхăмлама тăтăм, авланма ир-ха, малтан вĕренсе тухасчĕ, терĕм, анчах атте ман сăмахсене хăлхана та чикмерĕ, пăтара çакăнса тăракан, офицерсем çыхакан пăхăр пряжкăллă пиçиххине хутлатса тытрĕ те ман умма сиксе пычĕ: «Авланма ир-ха эппин, анчах чип-чипер хĕре пĕтĕлентерме ир пулман?!. Ахăрас пулсан, вĕренсе тухассине кĕтместĕн? Мăнтăрпа сикетĕн вĕт эсĕ, шуйттан çури, мăнтăрпа!.. Сиктерĕп эп сана! Ак çак пряжкă мĕн тути каланине пĕлетĕн-и? Халех тутантарса кăтартатăп, ача чух хĕнеменнине халь хĕнетĕп, эс капăр галстуксемпе çӳренине пăхса тăмăп!..» Вăл чĕн пиçиххине ман сăмса патнех илсе пычĕ. Эп ним те чĕнеймерĕм. Çав самантра ман хĕр аттене ӳкĕтлеме тапратрĕ: «Ан çап, Яким Иванч, хăвăн ачу-çке вăл, хĕрхен…» Атте ăна та кăшкăрса пăрахрĕ: «Мĕншĕн хĕрхенмелле?! Сана хăвна хĕрхенет-и-ха вăл? Улталанă та, халь аяккалла тапса сикесшĕн авă! Ну, çу-ук! Пирĕн таврашра ун пекки пулман, пулма та пултараймасть!.» Анне те ун майлă кастарса тăрать:
— Тăн кĕртмелле пĕрре! Тăн кĕртмелле эсрел çурине!..
Атте çавăнтах ман йăмăка ял Совет председателĕ патне хăваларĕ: «Халех авлантармалли хут бланкисене илсе килтĕр! Кунтах. килтех çырăнтаратпăр — ял тăрăх çӳресе намăс та курмастпăр! Ыран туй тăватпăр, ĕçĕ те пĕтрĕ!»
— Нимĕн те тăваймарăм вĕт, — йывăррăн сывласа ячĕ самăр пассажир, — авлантарчĕç мана. Свидетельство пачĕç, чеç-чеç. Каникула хусаххăн килнĕскер, института çемьеллĕ çын пулса таврăнтăм. Паллах, институтра никама та каламарăм ун çинчен. Хам ăшра шухăшлатăп: пурĕпĕр пурăнмастăп унпа, çавах уйрăлатăп… Акă, вĕренсе пĕтерсе алла диплом илетĕп те — шыра мана! Ун чухне хальхи пек марччĕ, уйрăлма çăмăлччĕ. ЗАГСа пырса евит тăватăн, виç тенкĕ тӳлетĕн те — вунă минут хушшинче каллех хусах пулса таратăн…
— Начар йĕрке пулнă вăл, — терĕ çакна илтсен çамрăк пассажир. — Çăмăл ăслă çамрăксене усала вĕрентнĕ!
— Камшăн мĕнле пуль, — терĕ ăна хирĕç самăрри. — Маншăн пулсан, вăл йĕрке пит лайăхчĕ!
— Уйрăлтăн-и вара?
— Формальнă ним те туман. Свидетельстви ман çумра çукчĕ, анне ăна хăйĕн арчине пуçтарса хучĕ. Эпĕ унчченех куç хывнă Ирина ятлă студенткăна хам майлă çавăрма тытăнтăм. Пĕр сăмах кăначчĕ манăн: вĕренсе пĕтеретпĕр те иксĕмĕр пĕрле ĕçлеме ăçта та пулин аяккарах каятпăр — çурçĕр-и унта, кăнтăра-и е Инçет Хĕвелтухăçне… Наступлени самаях ăнăçлă пулса пычĕ манăн. Юлашкинчен, каларăм-çке, туй тума тытăнтăмăр. Ĕçетпĕр, çиетпĕр, чуптăватпăр. Хăнасем хĕрчĕç, кĕç-пĕç юрлама, ташлама тытăнмалла ĕнтĕ. Шăп çав вăхăтра хайхи Надя, Натюк пырса кĕчĕ… Ăна курсанах, ман чĕре тапма чарăнчĕ-ши, — алăри тулли черкке çĕре ӳкрĕ те чăнкăрр! турĕ. Пурте шăп пулчĕç…
— Кам ку? Мĕнле хĕрарам? — ман çумма йăпшăнса, хуллен ыйтрĕ Иришка. — Мĕн кирлĕ ăна кунта?
Эп ним те калаймарăм, чĕлхе çăвар маччи çумне çыпăçса ларчĕ пулмалла.
Анчах Натюк ун сăмахĕсене илтсе юлчĕ курăнать. Пирĕн паталла питĕ хăюллăн утса пычĕ те, Иришка çине шăтарас пек пăхса, тӳрех лапаттарса хучĕ:
— Эп камне пĕлес килет, эппин? Калама пултаратăп: эпĕ — санăн пулас упăшкун саккунлă арăмĕ, унăн пулас ачин амăшĕ! Акă, кур ман хырăма! — Натюк пальтине вĕçертсе ячĕ. — Çӳремелли ик уйăх çеç юлчĕ ĕнтĕ…
Иришка ах! ай! терĕ те тăнсăр пулчĕ.
Пуçланчĕ вара ним ăнланмалла марри… Пурте вырăнтан сиксе тăчĕç, Иришка хĕр-тантăшĕсенчен иккĕш виççĕшĕ ун патнелле ыткăнса пычĕç, шывпа пĕрĕхеççĕ ăна, тăна кĕртме тăрăшаççĕ, пĕри, хаяртараххи, ман умма пырса, питрен чăнт-чант! тутарчĕ, йытă эсĕ, намăссăр, питсĕр! тесе кăшкăрчĕ, теприсем чунĕ кӳтсе килнипе макăрма тытăннă Натюка пукан çине лартса лăплантарма пикенчĕç. Вася Белкин, факультетри комсомол секретарĕ, нумай та пулмасть пире саламласа питĕ тарăн идейăллă сăмах каланăскер, мана кăкăртан тытса силлеме тапратрĕ:
— Ыранах комсомолтан тухса сирпĕнетĕн куншăн!..
Эпĕ, ним çине пăхмасăр, общежитирен тухса тарасшăн пултăм, анчах юлташсем, мана иккĕн-виççĕн çулса илсе, тарма памарĕç, пукан çине пусса лартрĕç.
— Шалиш, братск! Тарса хăтăлаймăн! Халех каçару ыйт! Иккĕшĕнчен те — Иришкăран та, арăмунтан та! Атту-тăк чӳречерен кăларса ывăтатпăр. Чĕркуçленсе, упаленсе ыйт! Тархасла хăвна каçарма!
Турра шĕкĕр, тархасламалла пулмарĕ. Тăна кĕнĕ Иришка сиксе тăчĕ те, питне аллисемпе хупласа, пӳлĕмрен ухă йĕппи пек тухса вăркăнчĕ. Натюк та, кăшт лăпланнă пек пулнăскер, пукан çинчен тăчĕ те, мана калама çук курайман куçĕсемпе çунтарса илчĕ:
— Ирсĕр чун! Тек нихçан та ман куç умне ан курăн! — терĕ çеç. Унтан вăрт! пăрăнчĕ те алăк патнелле утрĕ. Юлташсем те пĕрин хыççăн тепри тухса кайрĕç. Пĕчченех ларса юлтăм…
Яким Якимч ывăннă лаша пек сывласа ячĕ.
— Çирĕп кăмăллă хĕрарăм пулнă вăл, — терĕ çамрăк пассажир, йăл-йăл кулса илсе. — Тепри пулсан, макăрсах вилмелле…
— Асту, хальхи хĕрарăмсем питех макăраççĕ пуль! — ал сулчĕ Яким Якимч. — Хăйсем макăриччен, сана хăвна пит лайăх макăртма пултараççĕ вĕсем. Еплерех макăртаççĕ тата!
— Сана та макăрткаламан пулĕ те?
— Мĕнле калас… Шар кăтарткаланă çав! Вĕренсе тухнă хыççăн эпĕ тĕрлĕ çĕрте ĕçлерĕм — Тухăçра та, Анăçра та, Çурçĕрте те, Кăнтăрта та… Пĕр енчен, тĕнче курас килнипе тепĕр енчен — манăн çемье телейĕ пулманнипе. Виçĕ хут авланса та тулкки пулмарĕ-çке! Виçĕ хут хваттерсĕр-пурлăхсăр тăрса юлтăм. Телейлĕ пулатăпах, тесе авланатăп та, пĕр-ик çултан — пшик! Суя телей кăна манăн. Тĕтĕм. Тĕтре! Е хам пăрахса каятăп вара, е мана хама хӳтерсе кăларса яраççĕ.
— Мĕнле вара… ун пекех? Кам айăпĕпе пулса пычĕ вăл?
— Тĕрĕссипе калама та пĕлмелле мар. Пĕтĕмĕшпе илсен, хĕрарăмсем айăплă. Пĕриншĕн, малтанхишĕн, растрата пулчĕ. Пит капăр тумланма юрататчĕ вăл… Каракультен çĕленĕ пĕр мантона ун чухнехи укçапа вунă пин парса илтĕмĕр! Ну, ылтăн сехетсем, браслетсем, пан бархат платьесем… Шалу укçипех туянаймастăн вĕсене, апла-капла майлаштарма тивет. Шур çурта кирпĕч шутлама каймалла пулчĕ вара — пилĕк çуллăх. Чăн та, пĕтĕм срокнех лармарăм эпĕ, икĕ çул çурăран тухрăм, анчах эп тухиччен манăн хаклăран та хаклă арăм манпа суд урлах уйрăлнă та урăххине илсе пынă, ман хваттере те, пурлăха та ярса илнĕ. Çап-çара та яп-яка тăрса юлтăм… Тепĕр арăмне — ку ĕнтĕ урăх хулара пулчĕ — командировкăран юри маларахран таврăнтăм та ют арçынпа хам вырăн çинчех тытрăм. Ман çумра запаслăх хваттер уççи пурччĕ… Уссурийскри тигр пек ыткăнтăм çаксем çинелле. Анчах ман арăмăн еркĕнĕ, хамран виçĕ хут тĕреклĕскер, вырăн çинчен тăрса мана пĕррех хăлха чикки парса йăвантарса ячĕ те тухса тарчĕ, эпĕ, хамăн пуç çаврăнма чарăнсан, арăм тенине унтан-кунтан кăвакарткаланă курăнать. Тепĕр куннех суда пачĕ мана. Эп хама каçарма ыйтрăм, тархасларăм, — хăлхана та чикмест. Унтан хĕрхеннĕ пек пулчĕ: пĕтĕм пурлăхна хăварса, çири кĕпе йĕмпе тухса кай, вара каçаратăп, унсăрăн — хуптаратăп, тет… Мĕн тăвас-ха манăн? Тĕрмере пĕрре ларса курнă та, тек вăл курорта таврăнас килмест. Ирĕксĕрех килĕшме тиврĕ. Типшар мар-и ку?
— Виççĕмĕшĕпе мĕнле пулчĕ тата? — ыйтрĕ çамрăк пассажир.
— Виççĕмĕшĕ те чике тăршшех лартрĕ мана, çĕр çăтманскер! — тимĕр шăлĕсене качăртаттарса илчĕ Яким Якимч. — Пĕр магазинтах ĕçлеттĕмĕр эпир унпа, эп — директор, вăл кондитерски уйрăм заведующийĕччĕ. Растратăшăн ларса тухнă çынсене магазин директорĕсем тусах каймаççĕ — саккун хушмасть, анчах ыр çынсем пур-ха тĕнчере, пулăшрĕç. Пит лайăх çын пек туйăнчĕ мана çав хĕрарăм, ыттисем пек йăх-ях мар. Пĕррехинче, никам сисиччен, каçхи апат çиме ресторана чĕнтĕм — пымарĕ. Ӳсĕрсемпе пĕрле ларма юратмастăп, тет. Кинона пыма çеç килĕшрĕ. Унтан — театра. Буфетра коньяк илтĕм — ĕçмерĕ. Пит сăпай-çке ку! Хăйĕн çинчен тĕплĕнрех пĕлтĕм: упăшкинчен лешĕ алкаш пулнă пирки уйрăлтăм, терĕ.
— Мĕн вăл «алкаш» тени? — Яким Якимча пӳлсех ыйтрĕ çамрăк пассажир. — Ют çĕршыв сăмахĕ-и?
— Çавна та пĕлместĕн-и? — тĕлĕнчĕ кукша пуç.
— Пуçласа илтетĕп…
— Алкоголик тенине пĕлтерет вăл! Çав хĕрарăмăн упăшки пьянчук пулнă эппин. Çавăнпа пăрахнă имĕш вăл ăна. Ача таврашĕ пулман-и, тесе ыйтсан, пуçне пăркаласа илчĕ: кашни кун ĕçекен çынпа çыхланса наследственнăй алкоголиксем çуратма ухмахах мар-ха эпĕ, терĕ. Ĕнентĕм. Пĕрлешрĕмĕр. Хваттер лайăхчĕ манăн. Хитре пурăнтăмăр пĕр çул. Тинех хамăн телее тупрăм, тесе шутлатăп. Анчах та каллех ăнмарĕ манăн! Пĕвер ыратнипе пĕр уйăхлăха курорта кайрăм та, эп таврăннă çĕре… апайтурух! Ман хваттер туп-тулли халăх! Чикан пасарĕ пек. Эп çук чух манăн ытарайми арăм таçтан мурĕнчен хăйĕн амăшне, аппăшне тата… икĕ арçын ача илсе пынă — пĕри çиччĕре, тепри пиплĕкре. Хăнана çеç пынă пулсан юратчĕ-ха, тӳскелеме пулатчĕ пĕр хушă. Пуçĕпех, пурăнмаллах илсе пынă çавсене, пурне те ман хваттере прописать туса хунă! Пĕтĕм çӳç-пуç вирелле тăрса кайрĕ…
— Çӳçӳ çук-çке санăн, Яким Якимч? — кулса илчĕ çамрăкки.
— Ун чух пурччĕ пĕртак, — хирĕçлерĕ шакла пуç. — Кайран тăкăнса пĕтрĕ вăл, çав виççĕмĕш арăма пула! Малтан леш арçын ачасем — унăн аппăшĕн ачисем тесе улталарĕç мана, анчах пурăна-киле пĕтĕмпех паллă пулчĕ: ман арăмăн ачисем иккен вĕсем! Улталанă вăл мана, ача таврашĕ çук тесе суйнă! Ах, тарăхрăм вара, ниçта кайса кĕрейместĕп. Эппин, манăн çав темле алкоголик ачисене тăрантарса усрамалла?! Çитменнине, ачисем чисти арçури чĕпписем пек, кашни кун мĕнле те пулин сăтăр тăваççĕ, ăна çĕмĕреççĕ те куна ватаççĕ. Эп вĕсене ятлама та, чĕн пиçиххипе кăштах тăн кĕртме те пултараймастăп — пурте пĕр харăсах, единым фронтом тенĕ пек, ман çине сиксе ӳкеççĕ: арăм та, амăшĕ те, аппăшĕ те. Виç енчен виç пулеметпа пенĕ пек тытăнаççĕ çунтарма, тӳсме çук! «Пирĕнпе пурăнни килĕшмест пулсан, тух та вĕç кунтан, сана никам та вăйпа тытса тĕмасть!» — тесе тапратрĕç. Хамăн хваттертен хамах хăвалаççĕ!
Яким Якимч, пăлханса, тепĕр пирус хыпса тивертрĕ.
— Тӳсеймерĕм вара, — терĕ унтан, — пĕррехинче, шалу илнĕ хыççăн, ĕçерех пытăм та киле, хам тытăнтăм çаксене хӳтерме — тухса вăркăнăр халех пурте! Чăн малтан хунямине кăларса ывăтрăм, унтан арăмăн аппăшне пусма çинчен чикелентерсе антартăм, анчах арăм тенине ним тума та ĕлкĕреймерĕм — икĕ милиционер пырса та çитрĕç, хуняма чĕнсе пынă вĕсене… Эх, элеклеме тытăнчĕ вара хĕрарăмсен команди! Эп чарусăр пьянчук иккен, бандит, кашни кун хĕнетĕп вĕсене, кĕçĕр пурне те пусма тăнă… Мана çăвар уçма та памаççĕ! Мĕн тăвас-ха милицисен? Кăптăр-каптăр тытрĕç те кайрĕç вĕсем мана! Вунпилĕк талăк тупрăм хам валли. Эп таврăниччен лешсем… мана хваттертен хуса кăларма çырса панă. Суд, паллах, хĕрарăмсем майлă пулчĕ. Тăрăлса юлтăм вара каллех… Мĕн тумалла? Инçетри вырăнсем çине ал сулса, çуралса ӳснĕ çĕршывалла килтĕм. Пĕр райпона ĕçе илчĕç, епле пулсан та дипломлă специалист-çке-ха эпĕ! Çулталăк пĕчченех пурăнтăм, хĕрарăмсем çине пăхас та килмерĕ…
— Мăй таранах тăраннă та-ха эсĕ… — йăл кулчĕ çамрăк пассажир.
— Çапла çав, тăрантарчĕç, — терĕ Яким Якимч, кăштах хурланнă пек пулса. Унтан малалла каларĕ: — Çапах та, ĕмĕр тăршшĕпех пĕччен пурăнса та май килмест. Ытла ватă çынах та мар тата, хĕрĕхрен тин çеç иртнĕччĕ ун чух. Юлташ тупмаллах… Пĕр ырă çын мана питĕ ăслă канаш пачĕ: чăн малтанхи арăмна шыраса пăх-ха, тен, ĕç тухĕ, терĕ. Леш ялти учительница Надя, Натюк çинчен каларĕ ĕнтĕ вăл. Килĕшрĕм çав шухăшпа. Паллах, шанма йывăрччĕ — вăл манăн институтри «туя» пырса аркатнăранпа вунвиçĕ çул иртрĕ, чип-чипер хĕрарăм, ачаллă пулсан та, качча каймаллах. Тен, çĕнĕ упăшкипе те пĕр кĕтӳ ача пулнă унăн? Тата… хăй ăнсăртран ирĕклĕ пулсан та, йышăнĕ-ши вăл мана? Ытла та хытă кӳрентернĕ-çке эп ăна! Шанма хĕн… Çапах та — ним çине пăхмасăрах — йĕр-йĕрлесе шыраса тупрăм çавна. Пирĕн районрах ĕçлет-мĕн Натюк. Ача çуратнă хыççăн виç çултан пĕр ватăрах учителе качча кайнă, анчах телейлех пулман — упăшки пĕлтĕр-виçĕмçулах чирлесе вилнĕ халь ку ик ачапа пурăнать, пĕр ачи манăн ĕнтĕ, тепри — леш учительтен. Отпуск вăхăтĕнче виçĕ хут кайрăм çавăн патне… Малтанхи хутĕнче вăл мана алăкран та кĕртмерĕ, «от ворот поворот» турĕ. Ывăла та кăтартмарĕ, вăл эсĕ çĕр çинче çук, тесе шутлать, пăлхатма та кирлĕ мар ачана, терĕ… Таврăнсан темиçе çыру çыртăм ответ пулмарĕ. Укçа ярса пăхрăм — перевод каялла çаврăнса пычĕ. Тепре кайрăм. Хальхинче хваттерне кĕртрĕ мана — хăй пĕчченех-мĕн ачисене пионерлагере янă. Тем тĕрлĕ ӳкĕтлерĕм, çав-çавах хăйĕн сăмахĕнчен чакасшăн мар. Кăштах çемçелни сисĕнчĕ, çапах та каç пуличчен лартмарĕ: ют арçынсене кăнтăрла çеç кĕрсе тухма ирĕк паратăп терĕ. Епле-ха ĕнтĕ, пĕрлешетпĕр-и, тесе ыйтсан, халех вилместпĕр-ха, шухăшламалăх вăхăт пур, терĕ çеç. Пĕр сăмахпа, нимсĕрех таврăнтăм.. Çапах та пуçа усас, хам шухăшран пăрăнас темерĕм-ха. Отпуск пĕтес умĕн тепре кайрăм…
— Юлашки, татăкла атака тăвас терĕн пуль ĕнтĕ, çапла-и? — каллех йăл кулса ыйтрĕ Яким Якимчран çамрăк пассажир.
— Апла каласан та юрать, — килĕшрĕ шакла пуç.
— Анăçлă пулчĕ-и вара вăл атака?
— Анăçли-мĕнĕ… Ывăла куртăм. Каснă-лартнă хамах ĕнтĕ! Упа çури пек лутака та патвар, куçĕсем чакăр, сăмси пысăк, чышкисем халех тукмак пек. Спортсмен — е боксер, е штангист пулатăп, тет. Шутсăр юратмалла! Ман ăна çавăнтах тытса ыталас килчĕ, анчах хама паллаттарма юрамасть — амăшĕ хушман… Ăна курнă хыççăн чĕрене вут хыпса илнĕ пек пулчĕ. Ман ывăл-çке вăл, ман юн, ман ӳт. Эх ухмах, ухмах, мĕн хăтланса пурăнтăм, ăçта çапкаланса, мĕнле телей шыраса çӳрерĕм пуль эпĕ çак таранччен! Тăр ухмах çав, тăм-пуç тунката тесе вăрçрăм хама çавăн хыççăн… Натюкĕ халь те татăклă ответ памарĕ-ха — каçарать-и вăл мана, каçармасть-и, килĕшет-и пĕрле пурăнма, çук-и? Çыру çырса ярăп, кĕт, терĕ çеç эп тухса кайнă чух. Ним те шантарса каламарĕ!
— Ячĕ-и çыруне? — ыйтрĕ çамрăк пассажир.
— Ячĕ . виç уйăхран. Çав-çав числара пирĕн иксĕмĕрĕн Гриша суралнă куна палăртмалла, кил, тенĕ. Кайрăм та… патĕнчех юлтăм. Каçарчĕ мана Надюшка. Унтанпа пилĕк çул иртрĕ. Халь Шупашкарта пурăнатпăр, эп — торготделта, вăл — шкулта, ывăл студент. Леш учитель ачине те хам çинех çыртартăм. Тата пĕчĕкки пулчĕ пирĕн-амăшĕн копийĕ. Хваттер пачĕç…
— Çемье телейĕ тупăнчĕ, эппин?
— Тупăнчĕ! Суя телей мар, чăн-чăнни, таса телей! Хамăн Натюка, Надежда Васильевнăна пула тупăнчĕ. Шутсăр ырă чунлă хĕрарăм вăл, чисти ангĕл! —
— Анчах эсĕ, Яким Якимч, хăвăн калавна пуçланă чух ăна шуйттанпа танлаштартăн мар-и çав?
— Вăл ĕлĕк пулнă, хам усал чух, халь мар. Халь, калатăп-иç, ангĕл! Чăвашла вăл сăмаха пирĕшти теççĕ-и-ха çав?
— Çапла калаççĕ пулас поэтсем…
— Шăп çавă вăл манăн! Сив сăмах та илтместĕп. Тепĕр чух, хăнара-мĕнре ак çакă… — кукша пуç пырне шаккаса илчĕ, — ытлашширех пулсан çеç мăкăртатать. Анчах Бахусне, ĕçкĕ туррине, питех пуççапмастăп эп халь, ку енпе хамăн плана ытлашшипех тултарнă, çитет! Ватăлнăçемĕн çынна ăс кĕрет вĕт-ха…
Яким Якимч, тулли кăмăлпа темле хаваслă кĕвĕ шăхăркаласа, япалисене пуçтарма тытăнчĕ. Унтан тăрук çамрăк пассажир еннелле çаврăнса ыйтрĕ:
— Эсĕ ху авланнă-и çав, Андрон Андрейч?
— Авланнă-çке. Çулталăк ытла ĕнтĕ. Ача та пур… Ачи пĕчĕккĕ пирки çеç арăма хампа пĕрле илсе килеймерĕм.
— Юратсах авлантăн-и?
— Епле пултăр-ха тата? Юратмасăр мĕнле авланатăн?
— Пит аван апла пулсан. Асту, улăштарма ан шутла! Пирвайхине ним те çитмест. Улăштарас енне кайсан вара — пиши пропал. Эп куна хамăн опыта шута илсе калатăп.
— Опычĕ чăнах та пысăк ĕнтĕ санăн…
— Тур ан хуштăрах сана ун пек опыт пухма. Нихçан та. Ыр сунса калатăп!
…Пуйăс Шупашкара çитсе тăчĕ.
Чăнах та телейлĕ иккен халь Яким Якимч — вакунран тухсанах ăна арăмĕпе ачисем ыталаса илчĕç те таçталла çавăтса кайрĕç.
2
…Пуйăс çинчен аннă пассажирсене кĕтсе илекенсем нумай пулчĕç, ăçталла ан пăх — пур çĕрте те ыталанаççĕ, чуптăваççĕ, пĕрне-пĕри илтеймесрен хăранă пекех кăшкăрса калаçаççĕ, юратнă çынсене тĕл пулнăшăн хĕпĕртенипе макăракансем те пур.
Андрон Андрейч Андронов, хăйне никам та кĕтсе илес çуккине пĕлсе, тӳрех станци çуртне кĕчĕ те, унта кăткă пек йăшăлтатакан çынсем хушшипе хĕсĕнкелесе, тепĕр алăкĕнчен урам енне тухса, картлашкасем тăрăх анма васкамасăр чарăнса тăчĕ.
— Салам сана, тăван хула! Хĕрӳллĕ салам! — пăшăлтатса илчĕ вăл кăшт тăрсан, йĕри-тавралла пăхса.
Станци умĕнчи сарлака площадьре унталла та кунталла халăх кускалать, пурте васкаççĕ, кăшт леререхре троллейбуссем, автобуссем, çăмăл машинсем чупни курăнать, тем тĕрли те пур — сенкерри, сарри, хĕрли, кăвакки…
— Шавлать, кĕрлет Шупашкар!.. — шухăшларĕ Андронов. — Виçĕ çул каялла кун пекех шавлă марччĕ…
Унăн ĕнтĕ чăн малтан гостиницăна çитсе вырнаçмалла. Темиçе талăк пуйăспа килнĕ хыççăн тасалас, çăвăнас, канас, кайран хула тăрăх çӳрес. Каçхине, епле пулсан та, — театра!
Андронов таксисем тăракан, çĕрелле утрĕ.
Унта халăх тем териех пухăнма ĕлкĕрнĕ. Арçынĕ-хĕрарăмĕ, ватти-вĕтти. Чăматансемпе, çыхăсемпе, сумкăсемпе. Пурте Андронов ларса килне пуйăс çинчен аннăскерсем ĕнтĕ. Ах, çыннисем те çав, иртĕнсех кайнă-çке халь. Станцирен хуланалла ĕлĕкхи пек çурран утма мар, троллейбус-автобуспа кайма та килĕшмеççĕ, пар вĕсене такси! Канлĕ пултăр, çемçе пултăр, крыльца умнех кĕрлеттерсе пырса тăтăр! Тупата, çакăнта вертолет анса ларас пулсан, пурте таксисем çине ал сулса ун патнелле ыткăнаççĕ пуль? Этем тени вăл лайăхран лайăххине шырать, тесе ахаль каламаççĕ. Ытла лайăх пурăнма тапратсан вăл иртĕнме те, пăсăлма та пултарать…
Андроновăн та темшĕн таксипех каяс килчĕ те, вăл черет вĕçне пырса тăчĕ. Юрать-ха, черечĕ самаях хăвăрт шурĕ. Пĕр таксийĕ тăватă çынна лартса каять те, хыççăнах тепри çитсе тăрать. Çирĕм минутсем çеç кĕтрĕ вăл — «Т» саспаллиллĕ тимĕр юпа тĕлне шур «шашкăллă» йăм хура «Волга» ун умĕнче пулчĕ. Андроновран маларахра тăнă килйыш — упăшкипе арăмĕ тата вуник çулхи арçын ача — хыçала кĕрсе ларчĕ, Андронов шофер çумĕнчи вырăна лекрĕ. Пит аван ĕнтĕ ку: вăл виçĕ çул курман тăван хула урамĕсене курса пыма пултарать.
— Вырнаçрăр-и? — хыçалти пассажирсем еннелле çаврăнса ыйтрĕ шофер. — Кама ăçта леçмелле?
— Пире Мир проспектне, вуннăмĕш çурта, — терĕ хыçалти арçын. — Агрегат завочĕ çывăхĕнче вăл…
— Пĕлетĕп, — куçне хупса илчĕ те шофер, Андроновран ыйтрĕ: — Сирĕн ăçта çитмелле?
— Гостиницăна, — терĕ Андронов.
— «Чувашия» пĕр çын та йышăнмасть, нумай пулмасть кĕрсе тухрăм унта, темле делегатсем вырнаçнă, сирĕн «Атăла» кайса пăхма тивет. Эппин, малтан кусене ăсатар, унтан «Атăла» анăпăр. Юрать-и? — Андронова куçран пăхрĕ шофер.
— Пит аван!
…Такси яп-яка («çатма пек!» теççĕ чăвашсем) асфальтлă сарлака проспектпа ыткăнса пычĕ. Ик енче те тем çӳллĕш çуртсем, пĕринчен тепри хитререх.
«Хăçан ĕлкĕрнĕ кусене туса лартма? — тĕлĕнчĕ Андронов. — Виçĕ çул каялла кунта ним те çукчĕ-çке! Ĕçлет çав пирĕн халăх, ай, хытă ĕçлет!..»
Çав хушăрах Андронов шофер çине пăха-пăха илчĕ. Çынни çамрăк-ха Андроновран аслă пулас çук, питçăмартисем кӳпшек те хĕп-хĕрлĕ пӳрнепе кăшт пуссанах юн тухас пек, анчах тем тума-çке сăнне-питне вăл II-мĕш Александр патша евĕрлĕ туса лартнă: тулли янахĕсем çинче тем пысăкăш бакенбард, ик еннелле çунат пек сарса янă уссийĕ хăлха патнех çитет.
«Ку пĕтĕм çăма кассан, пĕр мăшăр алсиш çыхма та çитет пуль!» — кулса илчĕ Андронов хăй ăшĕнче.
Ĕçне вара пит лайăх пĕлет пулмалла шоферĕ, машинне вĕçтерет кăна, умри автобуссенчен, грузовиксенчен, тепĕр хут çăмăллисенчен те çил пек иртсе каять.
Тӳсеймерĕ Андронов, мухтаса илчĕ:
— Ытла та маттур-çке эсир… Нумайранпа çавăратăр-и баранкăна
— Нумаях мар, ик çул кăна. Иртнĕ эрнере пĕрремĕш класшăн экзамен патăм…
— Унччен ăçта ĕçленĕ?
— Ĕçлемен, вĕреннĕ.
— Шоферсен курсĕнче пуль?
— Çук, институтра.
— Институтра?! Хăшĕнче?
— Сельхозĕние.
— Вĕренсех тухнă-и, е…
— Ĕçе мĕншĕн çурмалла тăвас? Диплом илнĕ, чеç-чеç. Арăмăн арчи тĕпĕнче выртать, пурçăн тутăрпах чĕркесе хунă.
Çакна илтсен, Андронов пырне темскер кĕрсе ларнă пек пулчĕ Пĕр-икĕ хут ӳсĕркелесе илчĕ вăл. Çав вăхăтрах шофер ун çине хулпуççи урлă пăхса йăл-йăл кулчĕ.
— Эсир мана паллаймарăр курăнать, анчах эпир пĕр вăхăтрах вĕреннĕ сирĕнпе, Андронов юлташ, — терĕ вăл. — Чăн та расна факультетсенче пулнă: эп зоофакра, эсир — агрономире. Лайăх аставатăп сире, комсомол пуххисенче пит çивĕч калаçаттăрччĕ
— Хушаматăр мĕнле сирĕн? — ыйтрĕ Андронов.
— Купташкин. Институтра пурте пĕлетчĕç мана — спортпа вăйлăчче эпĕ. Кроссенче яланах мала тухаттăм — ахаль чупса велосипедпа та, йĕлтĕрте те…
— Астăватăп! — тем пирки хаштах сывласа ячĕ Андронов. — Анчах халь сире паллама та çук. Усси, бакенбард. .
— Мĕн тăвас тетен — мода! Ман арăм çĕнĕ модăсене юратать…
Тек калаçасси пулмарĕ, такси çитес çĕре çитсе пат! чарăнчĕ. Кайра ларса килнĕ килйыш майĕпе машинран тухрĕ, арçынĕ шофера пĕр тенкĕ тыттарчĕ. Андронов счетчик çине пăхрĕ — вăл 40 пус кăтартать-мĕн. Эппин, 60 пус тавăрса памалла. Купташкин кĕсйисене хыпаланă пек турĕ те, йăл кулчĕ:
— Каçарăр, гражданин, манăн вакки пĕр пус та çук…
— Юрĕ-çке. тепĕр чух шута илĕр эппин! — ал сулчĕ тӳлекенни.
Купташкин ăна тав та тумарĕ, кабина алăкне чант! хупрĕ те машинне малалла ыткăнтарчĕ.
Андроновăн халь ку çын çинчен питĕ пĕлес килчĕ: мĕншĕн-ха дипломлă зоотехник такси шоферĕ пулса тăнă? Урăхла каласан — автоизвозчик… Тĕлĕнмелле-çке?
— Институтра панă специальноçпа ĕçлеме май килмерĕ-им тата сирĕн? — ыйтрĕ вăл хуллен, куншăн куляннă пекрех. — Ку чухне ялхуçалăхĕнче ĕç пит нумай-çке? Эп акă хам специальноçпах виçĕ çул ĕçлерĕм, ăна пăрахма та шутламастăп-ха.
— Хăш районта ĕçлетĕр? — ун çине чăрр пăхса ыйтрĕ Купташкин.
— Кунта мар эпĕ, Çĕпĕрте. Диплом илсенех направлени унта пачĕç те, хирĕçсе тăмарăм. Пĕртте ӳкĕнместĕп уншăн. Ĕçĕ ăнса пынă пек туйăнать. Кандидат диссертацине хӳтĕлеме ĕмĕтленетĕп…
— Вăйлă! — терĕ шофер. — Кандидатсем укçана кĕреçепе хыраççĕ. Анчах манăн… специальноçпа ĕçлесси пулсах çитеймерĕ çав. Институт хыççăн пĕр района ячĕç те… кăмăла каймарĕ! Укçи сахал, хваттерĕ çук, ĕçĕ шуйттан чухлĕ, — выльăх-чĕрлĕх енĕпе районĕ чăн кайра çапкаланса пырать. Малтисене хуса çитмелле, теççĕ. Çитсе пăх-ха! Пыршу-пакарту тухса кайиччен мекĕрленсен те çитейместĕн! Пăрахрăм та килтĕм — по семейным обстоятельствам. «Об-стоятельстви» чăнах та пурччĕ ĕнтĕ — арăм çамрăк манăн, хамран вунă çул кĕçĕн, ансамбльте ташлать. Ультиматум лартрĕ вăл — е Шупашкарта вырăн тупатăн, е мана çухататăн! Эс сысна пăхса пурăннă çĕре эпĕ вĕлерсен те каяссăм çук, терĕ. Килтĕм вара. Пĕр хушă ĕçсĕр пурăнтăм. Арăм кăшламах тытăнчĕ: харампыр эсĕ, аçа хурт! тет. Кĕç хуса кăларса яратчĕ, — хваттерĕ унăн та-ха… Кайса кĕтĕм вара шофера — ку ĕçе эпĕ çартах, института кĕричченех вĕреннĕ. Автобатра пулнă та… Малтан — калама та намăс! — ирсерен картишсем тăрăх çӳп-çап, лапра-çĕпре пуçтарса çӳрекен грузовик çинче ĕçлерĕм, «Золотарь», теççĕ пирĕн ун пек шоферсене. «Ылтăн турттаракан», тени пулать вăл. Мĕнле йышши ылтăн çинчен калани паллă ĕнтĕ… Анчах каярахпа ыр çынсем пулăшнипе — эрех тем те тăвать! — такси çине лартăм. Икĕ çул ĕнтĕ…
— Килĕшет-и вара ку ĕç?
— Аптрамасть, тиркемеллех мар.
— Укçи лайăх килет-и?
— Çитет çăкăр-тăварлăх. Хăш чух мухмăр уçмалăх та пулать. Мĕн кирлĕ тата мана!
— Çапла ĕнтĕ, çапла… аван, — терĕ те Андронов, пĕр хушă чĕнмесĕр пычĕ. Унтан тăрук ыйтрĕ: — Анчах совĕç пирки мĕнле?
— Мĕн, мĕн? — ăнланаймарĕ Купташкин.
— Совĕç, тетĕп. Анланмалларах каласан — намăс.
— Мĕнле намăс? Мĕншĕн намăс пултăр? — тĕлĕнчĕ Купташкин.
— Сире институтра вĕрентсе çĕршывшăн усăллă çын тăвас тесе патшалăх мĕн чухлĕ тăкак туни çинчен шухăшламан-и нихçан та? Хăвăр арăмăн арчинче выртакан диплом мĕн хака ларнине пĕлетĕр-и?
— Э-э, ку сăмаха нумай илтнĕ эпĕ! — ал сулчĕ Купташкин. — Пустуй халап! Кашни çын хайĕн телейне хăй пĕлнĕ пек шырать. Ман пеккисем, институт пĕтернĕ хыççăн яла кайманнисем, пĕлессĕр килет пулсан, Шупашкарта виççĕр çын ытла, теççĕ!
— Пулма пултараймасть! — куçĕсене чарсах пăрахрĕ Андронов.
— Пултарнă çав!
— Мĕншĕн вĕреннĕ-ха вĕсем ялхуçалăх институтĕнче?!
— Диплом илме! Епле пулсан та — высши образовани. Ячĕ лайăх!
— Анчах вăл ята тӳрре кăлармалла-çке! Ĕçлемелле!
— Нихăшĕ те ĕçсĕр лармаççĕ. Пурте вырнаçнă. Хăйсен çăкăрне çиеççĕ. Эпĕ те, ав, иртен пуçласа каçчен, хул калакĕсем ыратакан пуличченех баранкăна çавăратăп, обществăшăн тăрăшатăп, темелле, халь акă сире фон-барон пек лартса килтĕм… Стоп, çитрĕмĕр!
…Тӳсме çук тарăхса кайнă Андронов машинран вăшт кăна тухрĕ те тӳрех гостиница алăкĕ патнелле утрĕ, анчах самантранах Купташкин сассине илтрĕ.
— Эй, гражданин, тӳлес пулать! Вăтăр пус!
Андронов таврăнса Купташкина виç тенкĕлĕх хут тыттарчĕ те пĕр сăмах каламасăрах хăвăрт пăрăнса кайрĕ.
— Паразит… — пăшăлтатса илчĕ те вăл, лач! сурчĕ. …Андронов гостиница алăкне карт! туртса уçрĕ те вестибюле — малти пӳлĕме — кĕрсе тăчĕ. Никам та çук иккен. Стена çумĕнчи диван та, пӳлĕм варринчи сĕтел тавра лартнă чăх уриллĕ креслосем те пушă.
— Гостиницăсенче яланах халăх нумай пулаканччĕ-çке, мĕнле вара кунта пĕр çын та çук? — тĕлĕнчĕ Андронов. — Ахăртнех, килекенсене пурне те вырнаçтарнă пуль. Эппин, эпĕ те халех номер илсе вырнаçатăп лайăх кăна.
Анчах «дежурнăй администратор» тесе çырнă чӳрече патнелле темиçе утăм тусанах, вăл питĕ кӳрентерекен табличкă курчĕ: «Пушă вырăнсем çук!» Чӳречи хупă. Андронов хуллен шаккаса пăхрĕ — сас пулмарĕ.
— Мĕн тумалла капла? Кĕтсе пăхам-ха çапах та, мĕн пулĕ… Вăл пĕр кресло çине ларса пирус тивертрĕ, сĕтел çинче выртакан хаçата тытса пăхрĕ — хаçачĕ иртнĕ эрнерискер иккен, ăна вăл Красноярск вокзалĕнчех вуланăччĕ.
Вăхăт шурĕ. Çул çинче ĕшеннĕ çынна ыйхă пусма пуçларĕ. Вестибюльте çав-çавах пушă пулчĕ, администратор чӳречи те уçăлмарĕ.
Çывăрсах каясран шикленсе Андронов сиксе тăчĕ те, хулпуççисене выляткаласа илсе, чӳречерен шак-шак-шак! тутарчĕ. Усси пулмарĕ. Тепре шаккарĕ. Унтан тата тепре. Тарăхса, çине тăрса! Вара тин çывăхри ансăр алăкран аллине урай сĕрмелли швабра тытнă хĕрарăм тухса тăчĕ.
— Ан хонтăртаттар, ывăлăм, çук унта никам та, — терĕ вăл.
— Администратор ăçта сирĕн? — çилĕпе ыйтрĕ Андронов.
— Марье Левонттĕвнă-и?
— Пĕлместĕп, Марье-и вал сирĕн, Тарье-и! Мана çак шăтăкра лараканни кирлĕ!
— Паян Марье Левонттĕвнă ларать унта. Анчах çук-ха халь.
— Ăçта вара вăл? Ĕç вăхăтĕнче унăн вырăнта пулмалла!
— Площăтри лавккара сакраничнăй хĕрарăм аттисем сутаççĕ, тет, тем тĕрли те пур, тет те, çавăнта чупрĕç-ха, — тирехтăрĕ те, министраторĕ те, кĕçтелянши те, пухвет майри те, пурте…
— Паçăрах кайрĕç-и?
— Пĕр-ик сехет çитет пуль.
— Пĕчченех хуçа пулса юлтăн, эппин?
— Мĕн тăвас тетĕн! Хушаççĕ те…
— Апла пулсан, кала-ха мана, инке: ак çакăнта «пушă вырăн çук», тесе çырнă. Ман валли пĕр çĕтĕк койкă та тупăнмĕ-ши?
— Э-эй, суя вăл! — швабра аврипе сулса илчĕ хĕрарăм. — Епле-ха вырăн çук пултăр! Паян ирпе кăна харăсах çиччĕн тухса кайрĕç, вĕсен койкисене те пуçтарман-ха.
— Ма-ха эппин кунта «вырăн çук» тенине кăларса çакнă?
— Сан пеккисене улталама! Марье Левонттĕвнă вăл яланах çавăн пек: хăйĕн ĕç вăхăтĕнчех ăçта та пулин пăрахса тухса каймалла пулсан, çав вывескăна çакса хурать. Чее мар-и! Çынсем килеççĕ те, «çук» тенине вуласа каялла тухса каяççĕ. Нимĕнле черет те пухăнмасть, ятлаçакан-вăрçакан та пулмасть. Эс кăна пит тӳсĕмлĕ-ха, кĕтетĕн ав…
— Час-часах тухса каять-и вара вăл çавăн пек?
— Кунне виççĕ-тăваттă та çухалать!
— Директор ятламасть-им ăна уншăн? Юрамасть-çке ун пек!
— И-и, ятласси çинчен каларăн-ха! Хăй хăрать унран! Майрин чĕлхи — тин çеç лупаткаланă çава пек, кастарма тытăнать-тĕк — хуть те çĕр тĕнпе анса кай!
— Мĕнле вара ун пекех паттăр вăл сирĕн?
— Ара, упăшки… упăшки пысăк начальник, хулари пур гостиницăсен пуçлăхĕ, тет! Çавăнпа никамран та хăрамасть Марье! Пĕррех ура тапать те, пурте шăпăрт пулаççĕ…
Çав самантра урам енчи алăк уçăлчĕ те вестибюле умлăн-хыçлăн тăватă хĕрарăм кĕчĕç Кашнин аллинчех пĕрер мăшăр хĕрарăм атти.
— Çаксем ĕнтĕ кунти пуçлăхсем… — шухăшларĕ Андронов.
Пуринчен малта питĕ çӳллĕ, вăрăм мăйлă, кукăртарах çинçе ураллă, çӳçне-пуçне хĕп-хĕрлĕ сăрласа лартнă çамрăк хĕрарăм патлаттарса пычĕ. Сăнĕ-пичĕ тарăхнă тĕслĕ — черетре çăмăлах пулман курăнать. Те çапăçма та тӳр килнĕ-ха? Ун хыççăн утаканĕсем кăшт аслăрах пулмалла, тумланасса та начартарах тумланнă.
Вĕсенчен нихăшĕ те Андронов çине пăхмарĕ. Самантранах пурте ансăр алăкран кĕрсе çухалчĕç.
— Администраторе хăшĕ? — ыйтрĕ Андронов урай сĕрме тытăннă хĕрарăмран.
— Малти ара, тăрна пекки…
— Хушамачĕ мĕнпе унăн? Ужова мар-и?
— Çапла пулас. Хăй çук чух, куç хыçĕнче, ăна пурте çĕлен, теççĕ. Паллатăн-им?
— Çук, ахаль ыйтрăм…
Ахаль ыйтмарĕ Андронов, чăнах палларĕ леш хĕрарăма! Унпа пĕрле вĕреннĕ вăл. Начарах вĕренместчĕ, анчах характерĕ шутсăр усалччĕ. Хĕр-тантăшĕсене ним сăлтавсăрах кӳрентернĕшĕн профкома пĕрре кăна мар чĕнсе пăскăртнă ăна. Дипломне пуринпе танах илчĕ, анчах — куран! — яла кайман намăссăр, специальноçĕ çине сурнă та «хăна çуртне» килсе ларайнă!..
Андронов паçăр такси шоферĕ Купташкин каланине аса илчĕ: «Хăйĕн телейне кашни хăй пĕлнĕ пек шырать…» Мĕн телейĕ пултăр ха ĕнтĕ çакăнта, килекен-каякансен ячĕ-хушамачĕсене çырса ларнă çĕрте? Çавна валли вĕрентнĕ-и ăна патшалăх пилĕк çул хушши?!
Питĕ тарăхса кайрĕ Андронов! Çупа-çупа янă пулĕччĕ çакăн пек намăссăрсене!
Çапах та вырнаçас пулать-çке. Вăл администратор чӳречи пырса шаккарĕ Пĕрре, иккĕ. Виççĕмĕш хут хытăрах тăкăртаттарсан тин сасă илтĕнчĕ:
— Ан çĕмĕрĕр! Апат вăхăчĕ халь, уçмастпăр!
Йăнăшман Андронов: Ужова сассиех, тăкăскă, сĕрмен урапа нăтăртатнă пек сасă!
— Уçăр-ха администратор юлташ! — татах шаккарĕ Андронов.
— Каланă сире — перерыв пирĕн! Кĕтĕр! — илтĕнчĕ шалтан.
— Эп ĕнтĕ икĕ сехет кĕтетĕп!
— Хуть те пиллĕк кĕтнĕ пултăр? Мана мĕн?
— Тек кĕтме пултараймастăп!
— Пултараймастăр пулсан — тухăр та кайăр, чаракан çук. Эпир те сирĕншĕн выçă ларма пултараймастпăр!
— Уçăр тетĕп! — Андронов тата хытăрах шаккарĕ.
— Сирĕн мĕн, гражданин, хулиганствăшăн пĕр вунă талăк ларса тухас килет-и? — çухăрсах ячĕ шалти хĕрарăм. — Халех чĕнетĕп!..
— Чĕнĕр, чĕнĕр! Манăн çав-çавах ăçта та пулин çĕр каçмалла!
Пĕрре куç хупса та илеймерĕ Андронов — хайхи хĕрарăм алăкран сиксе тухрĕ. Тигр пек! Халь тесен халь тытса çурма пултарать! Анчах Андроновпа пите-питĕн тĕл пулчĕ те, малалла ыткăнас вырăнне каялла чакрĕ.
Андрошка! Ăçтан татăлса антăн эсĕ?! — Хĕрарăм кулса ячĕ, ун çăварĕ хăлхисем таранах сарăлса кайрĕ. — Салам сана! Хĕрӳллĕ салам! — аллине тăсса пачĕ вăл.
— Саламĕ салам та-ха, анчах питĕ хаяр-çке эсĕ, Маруся! Хăранипе чут çеç тухса тармарăм! — терĕ Андронов.
— Хаяр пулăн кунта! Кунсерен çĕршер çын килет, кашни хăйĕн характерне кăтартма хăратма хăтланать. Пурне те парăнсан — вилес пулать, çисех яраççĕ!
— Вырăн тупăнать-ши ман валли?
— Тупăнмасăр! Пĕрле вĕреннĕ çын, çамрăк чухнехи юлташ валли тупăнмасăр тата! Уйрăм номер паратăп, «люкс», ваннăлла телефонлă йĕри-тавра — кавир. Лайăх çынсем валли яланах пур манăн! Хуть те уйăх пурăн. Пĕр-пĕр хитре пике илсе килме те чармастăп… Ха-ха-ха! — лаша тулхăрнă пек кулса ячĕ администратор.
Андронова хулпуççинчен ыталасах илсе кĕртсе кайрĕ вăл. Анчах Андронова хăйне çав самантра хĕрарăм мар, çĕлен ыталана пек туйăнчĕ. Номере вырнаçнă чух та, кайран та вăл çак Ужова мĕншĕн хăйĕн специальноçĕпе ĕçлеменни çинчен ыйтмарĕ. Ахалех паллă пулчĕ-çке: вăл ĕçлесси çинчен мар, çăмăл та канлĕ пурнăç çинчен çеç шухăшланă. Ыр курасчĕ, урăх ним те кирлĕ мар ун пек экземплярсене. Сăвăссем вĕт вĕсем…
Тарăхмалли кунпа пĕтмерĕ-ха Андроновăн. Çӳç-пуçĕ тирпейлес тесе парикмахерские кĕрсен, унта та институтра пĕрле вĕреннĕ Любка Свистуновăна тĕл пулчĕ — пĕр аллине пуç тури, тепĕр аллине çап-çутă хачă тытнă та, клиент тавра авкаланать кăна! Шутсăр хаваслă хăй, шӳтлет, кулать, кĕçенкелесе илет… Питĕ телейлĕ пулмалла çав!
Каçхине, театр хыççăн апат çиме ресторана кайсан, ун сĕтелĕ умне шĕшлĕ пек сăмсаллă официантка пырса тăчĕ. Ăна та палларĕ Андронов — Клава Морковкина иккен вăл, институтра Любка Свистуновăпа шутсăр туслăччĕ вĕсем, вечерсенче пит лайăх ташлатчĕç…
Номере таврăнсан, Андронов нумайччен шухăшласа выртрĕ: — Мĕн тума вĕрентнĕ пуль çав эсрелсене! Мĕн тума халăх укçине тăккаланă вăл пӳтсĕрсемшĕн!..