Кашни халăхăн
хăйĕн шăпи –
чăвашсен те пур
шăпин тӳпи.
Эпĕ ăна
питĕ аван туятăп –
пурнăç çинчен
сăвăсенче çыратăп.
Хĕвел çути
сахал пекрех унта,
ялан йывăр
сывлăш пек кăкăрта.
Питĕ нумай
пирĕн хурланмалли,
çитет тата
малта мĕн курмалли.
Халăх юрри пирĕн
хамăр пекех –
çутă юрра та
хурлăх лекетех.
Ман сăвăсенче те
ун пекки нумай –
тĕлĕнместĕп эпĕ,
чăваш пулнă май.