1
Лавкка алăкĕ шаплатса хупăнчĕ. Кирилл хыççăн урама тухакан пулмарĕ. Хутаçри çăкăрĕсене майласа вырнаçтарнă май арçын тавралăха сăнарĕ.
Лайăх çанталăк тăрать тулта. Çуркунне çитнĕ тейĕн. Хĕрĕн иккĕмĕш уйăхĕ кăна вĕçленчĕ пулин те, çуркунне çывхарни самаях сисĕнет. Нарăс хĕвелĕ тӳпене чылай хăпарнă. Кăнтăрла вăхăтĕнче хăйне чăн хуçа пек туять çӳлте. Паян ăна нимĕн те кансĕрлеймерĕ çĕр çинчен ăшă куллине парнелеме. Пĕр пĕлĕт татки те курăнмасть тӳпере. Çĕрле пас тытнă йывăçсем шурă тумĕсене самантрах хывса пăрахнă, хĕвел питтинче хĕртĕнеççĕ.
Пат ӳкрĕ Кирилл картусĕ çине иртсе пыракан хĕрĕн пĕрремĕш куççулĕ — тумлам. Вăл лавкка çывăхĕнчен пăрăнма васкарĕ. Унăн ури айĕнчи юр та ирхи пек кăчăртатмасть, нăтăртатса пырать. Çил çукки савăнтарчĕ арçынна. Килне çавра çулпа каяс мар тесе вăл лавкка çумĕпе утрĕ. Юра таптаса тунă тăвăр сукмакпа асăрханса пуснă вăхăтра хăйне такам чĕннине илтсе чарăнчĕ.
— Кирилл, эсех пултăн çке ку, — лавкка хыçĕнчен тухса ун енне танккарĕ лутра арçын. Кăмăллăн кулать хăй. Кĕлетки самай тĕреклĕ пулин те сулăна-сулăна кайрĕ. Ури айне лекекен пушă кĕленчесемпе пластик савăтсене тапа-тапа сирпĕтсе Кирилл патне васкарĕ. Хăй тӳрĕ утасшăн пулчĕ пулин те хура çăматă тăхăннă урисемпе сукмака тĕллеймесĕр темиçе хут та тарăн юр ăшне ана-ана кайрĕ. Денисăн ашшĕ ӳсĕр пулнине аякранах тавçăрса илнĕ Кирилл ăна хирĕç пĕр-ик утăм турĕ. Лешĕн пуçĕнчи хăлхаллă хура çĕлĕкĕ чалăшса кайнă. Кĕç-вĕç юр çине ӳкет. Çавра пичĕ ырханланнă, шыçăнса тăрать. Куç шуррисем хĕп-хĕрлĕ. Тахçантанпа хырăнманнипе хура сухал пусса илнĕ арçынна.
— Мĕнле пурăнатăн ха? — ыйтрĕ вăл Кирилтан аллине тăсса. — Сана эпĕ авланнăранпа та курман. Мĕн çĕмĕрттеретĕн? Мăшăру мĕнлескер тата?
— Лайăх пурăнатпăр ха, чиперех. Арăма та тиркеместĕп.
— Аван, аван. Мĕнле калаççĕ ха? Тиркекене тирĕк тĕпĕ теççĕ и? Хе-хе. Маттур. Эсĕ те ак хусахран тухрăн. Ман услапĕ кăна темшĕн авланма васкамасть. Те ĕмĕрне çапла ирттересшĕн.
— Денис пирки калатăр и эсир? Мĕнлерех ха унăн халĕсем?
— Мĕн халĕ пултăр çав эсрелĕн? — самантрах сăнĕ улшăнчĕ Денис ашшĕн. — Ашшĕпе амăшне тарăхтарса пурăнать ĕнтĕ. Ăçта та пулин ĕçлесен хăть.
— Мускава вахтăпа каятăп теместчĕ и вара?
— Темиçе те кайса килчĕ ĕнтĕ. Те çитсе курайрĕ, пĕлместĕп. Миçе хут çул çине укçа парса ăсатмарăмăр ши вăл ĕçлесе шанса? Пĕр пуссăр каялла килет. Укçине ĕçсе ярать пулас.
— Нимĕн те тăваймастăр и вара? Эсир ашшĕ пулатăр вĕт çапах та. Сире те итлемест и?
— Ашшĕ? — унăн пӳрлĕ куçĕсенчен куççуль пăчăртанса тухрĕ. Хĕрсе кайсах калаçма тытăнчĕ арçын. — Ашшĕнчен хăрать и çав эсремет? Пăх-ха, пăх, мĕн турĕ мана паян, — çăварне уçса кăтартрĕ вăл.
Кирилл унăн икĕ шăлĕ катăккине асăрхарĕ.
— Сĕтел хушшинче чиперех апатланса ларнă вăхăтра çатмапа тытса çапрĕ. Пĕр сăлтавсăр. Ханттар!
Кирилл чĕнме аптрарĕ. Дениса ачаран пĕлнипе çак хыпартан тĕлĕнмерĕ. Кайса тăна кĕртсе çӳреме вăл полицире ĕçлемест. Хăйĕн ашшĕ те колхозра йĕрке тăвасшăн пулнипе паян кунччен те çын вĕлерекен шутланать. Çавăншăн ывăлĕн мĕн кăна тӳсме тивмерĕ ши?
Денис ашшĕ хăлхи хыçĕнчен сигарет туртса кăларчĕ.
— Шăрпăк çук и санăн? Пĕрре мăкăрлантарса ярас, — пăхрĕ Кирилл çине.
— Туртмастăп эпĕ. Лавккара çăкăр çеç илтĕм.
— Лавккаран килетĕп тетĕн апла?
— Çавăнтан.
— Ун пек пулсан санăн укçа пурах. — Арçын Кирилл çине йăлăнса пăхрĕ. — Эрех илме çирĕм тенкĕ çитмест. Пар ха кивçенле те пулин.
Кирилл унран часрах хăтăлас тесе кĕсйисене хыпаларĕ. Вак-тĕвек тимĕр укçа кăларса арçынна пачĕ.
— Ме, эппин.
— Мĕн чухлĕ унта? — кăшкăрса юлчĕ ӳсĕрскер хыçалтан.
— Пĕлместĕп, шутламан.
Вăл килне васкарĕ. Дениса юлашки хут курни аса килчĕ.
Иртнĕ кĕркунне клубра "кĕрхи бал" пулнă хыççăн ик-виçĕ кун илтнĕччĕ ĕнтĕ. Райцентртан таврăнакан Кирилл автобусран тăкăрлăка патне анса юлчĕ. Çанталăк япăхчĕ. Тӳпене тăхлан тĕслĕ пĕлĕтсем карса илнĕ. Хутран ситрен йĕпхӳ çуркаланса иртет. Çурçĕртен авăкран авăка вĕрекен вичкĕн çил тăкăрлăкри Вĕренесем çулçисене татса пĕтернĕпе пĕрех. Шуçлак çулпа пĕрмаях ура айне пăхса пынипе тăкăрлăкри çынсене тӳрех асăрхамарĕ вăл. Такамсем ятланине илтсен çеç пуçне çĕклесе пăхрĕ. Пĕр çирĕм утăмра пĕтĕмпех пылчăкпа вараланса пĕтнĕ çын выртать. Кирилл ăна тӳрех паллаймарĕ те. "Пылчăк чăмăрккине" ятласа тапа-тапа хĕнекенсем вара Георгипе Вова пулчĕç. Шкулта Кирилпа пĕр класра вĕренетчĕç вĕсем.
Улăп пек çӳллĕ те сарлака Георгий çара пуçăнах. Сăран курткин çаннипе çамкине шăлса илсе çывхарса пыракан Кирилл çине пăхса илчĕ. Çырă çӳçĕсем çумăрпа йĕпеннĕ унăн. Пысăк шăлĕсем курăнмалла çăварне уçса кулса ячĕ. Çумĕнче тăракан кĕре ӳтлĕ, тулли питлĕ Вовăна тем каларĕ. Лешĕ курпунлă пысăк сăмсине аллипе хыçса илчĕ. Хĕрринерех пăрăнса йĕплĕ пралук карнă пахча юпине аллипе ярса тытрĕ. Аттине юпа çумне сăтăрса пылчăкран тасатма тытăнчĕ. Вĕсем патне çитсен чарăннă Кирилл сывлăх сунчĕ те çĕрте выртакана тинкерсех пăхрĕ. Дениса палласа илчĕ. Тĕреклĕскер пылчăк çинче месерле выртать. Алли-урине сарса пăрахнă. Тинĕс хĕрринчи хăйăр çинче хĕвелпе хĕртĕнет тейĕн. Çаврака пичĕ пылчăкпа вараланнă пулин те сылтăм куç айĕ шыçăнса анни лайăхах палăрать. Алчăранă куçĕсемпе хăйне хĕнекенсем çине пăхса шăлĕсене ерсе выртать.
— Мĕн сĕкĕшетĕр? — ыйтуллăн пăхрĕ Георгий çине Кирилл. — Куçне эсир илемлетрĕр и?
— Эпир, — тунмарĕ ун çумне пырса тăнă Вова. Пуçне пăрса ачаран хăнăхнă йăлипе шăл витĕр чăрт сурчĕ.
— Эсĕ ăçтан таврăнатăн? — ыйтрĕ Кирилран.
— Райцентра кайнăччĕ. Мĕн сăлтавпа тӳпелетĕр?
— Мĕн сăлтавĕ пултăр, — хутшăнчĕ калаçăва Георгий. — Машинăран магнитолăна вăрласа кайнă. Ĕçтерсе-çитерсе хăна туса ятăм хăйне çав кунхине. Вăт епле "тав турĕ" мана çавăншăн. Э-э, — вăрăм ураллă Георгий пĕтĕм вăйран Дениса аякĕнчен кĕрĕслеттерчĕ. — Анкă-минкĕ! Кала ăçта чикрĕн магнитолăна?
Денис хăйне хĕненине те ăнланмасть пулас. Хӳтĕленме пачах шутламасть. Унăн хăмăр куçĕсем арçынсем çине ним ăнланмасăр пăхаççĕ.
— Ӳсĕр вĕт вăл, — тавçăрса илчĕ Кирилл. — Хăйне мĕншĕн хĕненине те пĕлмест, ахăртнех.
— Вăл нихăçан та урăх çӳремест, — шăл йĕрчĕ Георгий.
— Пĕлсех хĕнетĕр и? Тен Денис вăрламан.
— Унăн ĕçĕ, — çирĕплетрĕ Вова.
Каллех шăл витĕр чăрт сурчĕ.
— Çынсене сутасшăн сĕнсе çӳренĕ магнитолăна. Тапкаласа ил ха эсĕ те çав йĕксĕке.
— Мĕншĕн?
— Шкулта вĕреннĕ чухне хăвна кӳрентернисене манăн им?
— Манман. Эпĕ çав самантсене ĕмĕрне манас çук
— Тавăр апла çавăншăн. Хĕне Дениса. Хирĕç тăма тытăнсан сан хутна кĕрĕпĕр
— Ăçтан хирĕç тăрайтăр вăл? Мĕн тĕлĕнмелли пур ăна? Ушкăнпа тата. Шкулта вĕреннĕ чухне Денисăн "улттăшкисем" кăначчĕ вĕт хăвăр. Пешкисем. Унăн ухмахла пуçарăвĕсене хаваспах хутшăнаттăрччĕ. Манман эпĕ нимĕн те. Манас та çук. Класĕпе те никам çукчĕ ман хута кĕрекенни. Халĕ хăюлланса çитрĕр эппин. Хирĕç тăрайман "королĕр" çине те алă çĕклеетĕр.
Чунĕ тăвăнса килнипе Кирилл пăрăнса утрĕ. Кĕтрĕ вăл ним чĕнейми пулса юлнă Георгипе Вова хăйне хыçалтан хăваласа çитсе çапса ярасса. Вĕсене хирĕç тăма аллисене чăмăртарĕ. Анчах каялла çаврăнса пăхмарĕ. Кирилл чылай кайсан тин Георгий çиллессĕн кăшкăрса ячĕ:
— Мĕ-ĕн?! Мĕн терĕн эсĕ?! Кил ха кунта. Çапса пуçна тустарам!
Кирилл чарăнмарĕ. Хыçалтан хăвалакан пулмарĕ Çавăн пек вĕçленчĕ вĕсен тăкăрлăкри тĕлпулăвĕ.
Унтанпа Дениса та, Вовăпа Георгие те курман. Кирилл авланнă чухне "туй çума" та килмерĕ вĕсем.
Çак шухăшсемпе килĕ умне çитсе тăнине те сисмерĕ Кирилл. Хапха умĕнче чарăнса тăмарĕ. Алăка яри уçса картише кĕме васкарĕ.
2
Пурпĕрех çывăраяс çуккине кура Кирилл куçне уçрĕ. Хĕвеле ылмаштарса çĕрлехи тӳпене хураллама çавра уйăх тухни паçăрах ĕнтĕ. Хăйĕн иксĕлми хăватлă кĕмĕл тĕслĕ çутипе тавралăха тирет. Нумаях пулмасть кăна чӳречерен кармашса пăхатчĕ. Халĕ вара кантăкран тӳррĕн сăнать. Кĕç-вĕç çĕр çине персе анасла çывăх уйăхăн сивĕ çутинчен пӳртре те пытанма май çук. Чаршавсене карни те усăсăр. Кăнтăрлахи пекех çап-çутă çывăрмалли пӳлĕмре.
"Пĕр пĕлĕт татки те пулсан хупласанччĕ çав мура", тарăхса вырăнĕ çинче йăшаланчĕ Кирилл. Епле савăнатчĕ вăл ача чухне çакăн пек çутă каçсенче. Чӳрече каррине сирсе библиотекăран илнĕ пĕр-пĕр кĕнекене ярса тытатчĕ те çутă çутмасăрах вулама тытăнатчĕ. Кĕнеки кăсăклă пулсан мĕн кăвак çутă киличчен е уйăх çухаличчен страница хыççăн страница "шĕкĕлчетчĕ". Лайăххи япаххине çĕнтерни, ырă вăйсем усалсене вĕçĕмсĕр парăнтарни ăна хавхалантарса яратчĕ. Çапах та, ача кăна пулсан та, чăн пурнăç кĕнекерипе пĕр маррине ăнлантарчĕ вăл. Чăн пурнăçăн хури-шуррине унăн сахал мар тӳссе ирттерме тиврĕ. Салтака та, тĕрмене те кайса курмарĕ пулин те, унти "йĕркесене" мĕн ачаран тăван шкултах курма лекрĕ.
Кирилл вунпĕрте чухне ашшĕ чирлерĕ. Вăхăт пайтах иртсен те ун куçĕ умне çав самант тин çеç пулнă пек тухса тăчĕ.
Çĕр варринче электричество лампочки ялтăр çутса янипе вăранса кайрĕ ача. Уçă алăкран пуçне чикнĕ амăшĕ асламăшне вăратать.
— Ани, ани. Тăр ха тетĕп. Ваççана тем пулчĕ. Сăмах та калаймасть. Темле ăнланмалла мар сасăсем çеç кăларать.
Амăшĕ ачисене вăратасшăн мар хуллен калаçрĕ пулин те çав хăрушă хыпара пурте илтрĕç.
Э-э-а, — сирсе ывăтрĕ асламăшĕ утиялне хăй çинчен.
Аялти кĕпе вĕççĕнех тепĕр пӳлĕме тухса чупрĕ. Кирилл та, вунпĕрмĕш класра вĕренекен аппăшĕ те вырăнĕсем çинчен сиксе тăчĕç. Хыпаланса тумланма пуçларĕç. Тепĕр самантран пĕтĕм çемье ашшĕ выртакан кравать тавра пуçтарăнчĕ.
— Ваççа, Ваççа! Чĕн ха, тархасшăн, ыратать и, — куççульне сăмса тутрипе шăлнă май тархасласа макăрчĕ амăшĕ. Асламăшĕ лачкам тара ӳкнĕ ывăлĕн питне алшăллипе типĕтесшĕн. Ашшĕ вара сăрă куçĕсене темрен тĕлĕннĕ пек чарса пăрахнă. Мĕн-тĕр каласшăн пулса çăварне темле те хускатать, анчах сăмахне каласа яраймасть. Унăн сылтăм аллипе ури те ĕçлемеççĕ.
Кĕçех амăшĕ такамсем патне "Васкавлă пулăшу" машинине чĕнтерме тухса чупрĕ. Тухтăрсем çитнĕ çĕре тул çутăла пуçланăччĕ ĕнтĕ.
— Кĕреш юман пек ачама наçилккапа илсе тухса кайрĕç вĕт! — урайне ӳксе йăваланса макăрчĕ асламăшĕ.
Кирила аппăшĕ асламăшне хулсенчен çĕклесе диван çине вырттарчĕç. Амăшĕ тутăрсемпе кайрĕ. Çавăнтан вара пĕтĕм вăхăтне шалкăм çапнă упăшкине пăхса ирттерчĕ темелле. Сакăрвунна çитсе пыракан асламăшĕ Кил-çурт хуçи вырăнне тăрса юлчĕ. Аппăшĕ шкул пĕтерсе малалла вĕренме хулана тухса кайсан çурт пушансах кайрĕ. Кĕркунне çитни сисĕнмерĕ те.
...У-у-у! ӳлет çил тулта. Пӳрт тăррине витнĕ хĕç тимĕре кĕмсĕртеттерсе. Хутран ситрен кантăксем çине пăрлă çумăр сапса хăварать. Чӳрече айĕнчен хушăк тупса пӳрте сăрхăнса кĕрет. Чаршавсене хумхатать. Хура кĕркуннен тепĕр кĕске кунĕ. Вăхăт пилĕк сехет кăна пулин те тулта сĕм çĕрлехи пек тĕттĕм.
Кирилл сĕтел хушшинчен тăрса тухрĕ. Киле парса янă ĕçсене туса пĕтерчĕ вăл. Халĕ ирĕк. Хăть те мĕн ту. Шалкăм çапнă ашшĕне амăшĕ санаторие илсе кайнăранпа икĕ кун анчах иртрĕ пулин те ача вĕсемшĕн тунсăхласа çитрĕ. Пушă та кичем çурчĕ. Аппăшĕ хулара вĕренет. Килти выльăх-чĕрлĕхе пăхма асламăшне хаваспах пулăшать Кирилл. Анчах ватă çын урамран пурпĕрех часах кĕреймест.
— Ăçта çӳретĕн эсĕ хальччен? — ыйтрĕ алăк сасси илтĕнсен мăнукĕ. — Ĕçсем паçăрах вĕçленчĕç çке.
— Эй, ачам. Кил-çурт таврашĕнче ĕç нихăçан та пĕтмест. Хурсен çими пĕтнĕ. Çавсене тулă сапса патăм. Санăн аттусене çурăм. Пылчăк кăна лараççĕ.
— Каланă пулсан хамах тасататтăмччĕ. Манса кайнă эпĕ.
— Темех мар. Сивĕ шыва аллусене чиксе шăнса пăсăлнă тата. Эпĕ вара хăнăхнă.
Асламăшĕ хул хушшинчи хаçатсене сĕтел çине хучĕ. Пиншакне хывса çекĕлтен çакрĕ. Тĕпеле кĕрсе аллисене çума тытăнчĕ.
— Шаркку çийĕпĕр паян иксĕмĕр, — калаçрĕ мăнукĕпе кастрюле шанкăртаттарнă май. — Аçупа аннӳ мĕн тăваççĕ ши халь?
— Пĕлместĕп.
Кирилл сĕтел çинчи хаçатсене уçа-уçа пăхса ларчĕ. Пĕрин хушшинчен сасартăк хут листи сиксе тухрĕ. Авторучкăпа çырнă пичетлĕ саспаллисене вуласа тухсан шартах сикрĕ вăл. "Сегодня ночью вы полетите на небо", — вуласа илчĕ тепĕр хут. Аптранипе асламăшĕ патне тĕпеле чупрĕ.
— Асанне, ку мĕн хучĕ?
Тулли турилккене сĕтел çине кайса лартнă хыççăн асламăшĕ хута ярса тытрĕ.
— Ара кунта чăвашла çырман çке. Ăнланмастăп нимĕн те, — хута каялла тăсса пачĕ. — Мĕн çырнă унта?
— Паян çĕрле эсир тӳпене вĕçсе хăпаратăр тенĕ унта. Мĕне пĕлтерет ку? Эпир вилетпĕр тенине и? Кам çырнă ăна? Пире вĕлерессипе хăратать и вăл? Мĕншĕн?
Асламăшĕн сăнĕ тӳрех улшăнчĕ. Пичĕ тĕксĕмленчĕ. Тем аса илчĕ пулас. Тĕссĕр куçĕсем çиллессĕн ялкăшса илчĕç. Мăнукĕнчен ыйтмасăрах хута туртса илчĕ, каланккăна уçса кăвар çине вăркăнтарчĕ.
— Ан ĕнен эсĕ унта çырнине, — лăпкăн калаçма тăрăшрĕ асламăшĕ. — Нимех те тăваймĕç вĕсем пире. Тупнă вăхăт хăратма. Эх, аçу чирлĕ мар пулсан кăтартĕччĕ те вĕсене. Кама хăратасшăн тата — шкул ачипе ватă карчăка.
Кирилл сĕтел хушшине пырса ларнă асламăшĕ çине пăхса илчĕ.
— Эсĕ çи, ачам, апатлан. Шаркку Сивĕнсе кайĕ.
Кашăк тытсан та апатланма васкамарĕ мăнукĕ. Асламăшне тимлĕн сăнарĕ. Карчăк шывланнă куçĕсене саппун аркипе шăлне курсан тӳсеймерĕ.
— Камсем вара вĕсем, асанне? Мĕн тунă эпир вĕсене?
— Эсĕ ун чухне çуралмантаччĕ ха, — пуçларĕ сăмахне асламăшĕ лайăхрах вырнаçса ларса. — Аçу колхозра бригадир пулса ĕçлетчĕ. Пĕррехинче, йĕтем çине тырă кĕнĕ вăхăтра, колхозра ĕçлекен пĕр арçын тăр кăнтăрла лавпах тырă вăрлама шутланă. Аçу çакна курать те тытса чарма пикенет. Лешĕ, ӳсĕрскер, чарăнас вырăнне лашине аçу çине тĕллесе хулăпа ислетме тытăнать. "Таптап", — тесе кăшкăрать. Анчах аçу хăраса ӳкмест. Темле майпа ăна урапи çинчен туртса антарать. Пăртак тăна кĕртес тĕллевпе çупкă та "çитерет". Вĕсем хирĕçлеме куракансем те пайтах пулнă. Паян ыйтсан та çирĕплетсе пама пултараççĕ. "Питĕнчен пĕр-ик хут çеç çапрăм", — каласа паратчĕ аçу чирличчен. Хайхи çав арçын, Туля ятлăччĕ, килне чиперех таврăнать те çĕрле çывăрнă чухне вилсе каять. Сăлтавне шырама тытăнаççĕ те, аçу çапса янине курнине калакансем тупăнаççĕ. Мĕн кăна супса çӳремерĕ ши çав вăхăтра аçу пирки Туля тăванĕсем? Çапла вăл çын вĕлерекен пулса тăчĕ. Ах, епле иртрĕç пирĕн умран тупăк йăтса пытарма кайнă чухне. Мĕн виличчен манмăп "Çын вĕлерекенсем! Аçа çаптăр! Çĕр çăттăр, пăхăр пĕтмелле пултăр!" — пӳрт умне чарăна-чарăна кăшкăрса ылханаççĕ. Чышкисемпе юлаççĕ пирĕн енне. Милицие те кайса евитлеме манман. Аçуна çав ĕç пирки темиçе те чĕнтерчĕç. Район тухтăрĕ çырнине шанмасăр тĕп хуларанах тепĕр тухтăр чĕнтерсе илчĕç. Тупăкне чавса кăларса Тулян вилĕмĕн сăлтавне çĕнĕрен тишкерчĕç. Пурпĕрех аçу айăпсăр пулни палăрнă.
— Мĕне пула вилнĕ вара çав Тули?
— Ĕçкине пула. Эрех-сăмакун кӳпнипе ăшчикки пĕтĕмпех çĕррине палăртнă тухтăрсем. Анчах çакă та лăплантараймарĕ Тулян тăванĕсене. Аçуна партире тăнине пула тĕрмерен çăлса хăварнă тесе элек сарса çӳрерĕç. Епле савăнчĕç ăна шалкăм çапсан. "Турă пур, Турă пире илтрĕ", — уççăнах савăнса çӳрерĕç вĕсем. Кунпа та çырлахмарĕç пулас. Авă мĕнле çырусем килме пуçларĕç. Çавсен ĕçех ĕнтĕ ку. Эсĕ хăраса ан ӳк. Нимĕн те тăваймĕç вĕсем пире, — лăплантарма тăрăшрĕ мăнукне асламăшĕ. — Апатне çисе яр та çывăрма вырт. Ыран иртерех тăрса эсĕ шкула кайиччен выльăхсене пăхса ĕлкĕресчĕ.
— Асанне, ан аташ. Эпĕ нимрен те хăрамастăп.
Кирилл сивĕннĕ апатне кашăкĕпе ăсса хыпрĕ. Унтан "çиес килмест" тесе хăйĕн пӳлĕмне кайма васкарĕ. Çутă çутмасăр, салтăнмасăрах диван çине тăсăлса выртрĕ. Асламăшĕ каласа пани ăна тарăн шухăша ячĕ. Ун чухне пулса иртнин уççи-хуппине тупма чăн та хĕн. Çапах та тĕрĕс тунă ши ашшĕ çав Туллине çапса ярса? Тепĕр тесен лешĕ хăй айăплă. Вăрламалла пулман. Тен, милицие евитлемелле пулнă? Пĕр ял çыннине вăрăпа тыттарса ярса хисепрен тухасси те инçе мар. Намăс ялйыш умĕнче. "Хăрамастăп", — терĕ пулин те хытă шикленсе выртрĕ диван çинче арçын ача. "Вĕсене чăннипех тĕп тума шутланă пулсан мĕнле вĕлерчĕç ши? Çурта сирпĕтĕç е вут тĕртсе çунтарса ярĕç? Пӳрте хураллама йытă та çук", — çĕр тĕрлĕ шухăшпа вăрахчен куç хупмарĕ вăл.
Асламăшĕ те çывăрмарĕ пулас. Кухньăра çутă çунни алăк хушăкĕнчен курăнать. Тĕлĕрсе каяс умĕн урама тухакан алăк уçăлса хупăннă сасса илтрĕ...
— Çывăраймастăн и? — хăлхи тĕлĕнчех илтĕнчĕ асламăшĕн сасси.
Шартах сиксе вăраннă Кирилл ура çине сиксе тăма пикенчĕ.
— Мĕн пулчĕ?! — кăшкăрса ячĕ вăл тĕттĕмре.
— Çывăр, çывăр. Нимĕн те пулман. Тулта хурсем питĕ шавларĕç. Çывăхра йытă тавраш çӳремест-и тесе тухса пăхрăм. Шăннă унта. Юр ӳккелеме тытăнчĕ. Эсĕ шăнса кайнă пулас. Кукленсе выртатăн. Сана утиялпа витес ха.
Хулăн утиял арçын ачана пуçĕнченех хупласа хучĕ.
— Миçе сехет, асанне? — ыйтрĕ вăл пуçне кăларса.
— Çур çĕр çывхарать. Çывăр, ăшăн.
Çак самантра кухньăри лампочка мĕлт-мĕлт вылякаларĕ те сӳнсе ларчĕ.
— Лампочка çунса кайрĕ ши, элле? — ăнланмарĕ карчăк.
Пӳлĕмри сӳнтеркĕче аллипе хыпаласа пусрĕ. Кунти лампочка та çутмарĕ. Кирилл сиксе тăчĕ. Сасси пырĕ тĕпĕнчен аран чĕтренсе тухрĕ унăн.
— Тен, пире вĕлерме килекенсем юри çутта пĕтерчĕç?
Вăл асламăшне аллинчен ярса тытрĕ. Анчах лешĕ нимĕнрен те хăрамарĕ пулас. Ачан аллине вĕçертсе чӳречек патне утса кайрĕ. Чаршава сирсе урамалла пăхрĕ. Хыпарларĕ:
— Ниçта та пĕр çутă курăнмасть. Ялĕпех сӳнтернĕ пулас. Е çил пĕр-пĕр çĕрĕшнĕ çутă юпине йăвантарнă. Епле туллашрĕ те.
Пăртакран асламăшĕ таçтан краççын лампи тупса кĕрсе кухньăра çутса ячĕ. Уçă хăварнă алăкран сĕтел çинчи лампа ăшĕнчи вут ташланине пăхса выртса Кирилл ерипен лăпланса пычĕ. Тăвăл та лăпланчĕ пулас. Пӳрт тăрри текех кĕмсĕртетмерĕ. Унăн куçĕсем ерипен хупăнса пуçларĕç. Çапах та çывăрса каяс умĕн хăраса кăшкăрса ячĕ:
— Асанне, асанне!
— Мĕн пулчĕ?! — чупса кĕчĕ пӳлĕме шартах сикнĕ карчăк.
— Эсĕ пӳрте кĕнĕ чухне анкарти енне тухакан алăка питĕрмен манса кайман и?
— Питĕрнĕ, ан пăшăрхан. Тинтерех çеç тухса тĕрĕслесе кĕтĕм...
Ирхине асламăшĕ силлесе тăраймастăр та ыйхинчен вăранаймарĕ Кирилл.
— Тăр, ачам, шкула кая юлăн.
Аллисемпе куçĕсене сăтăркаласа Кирилл тăрса ларчĕ. Чаршавсене сирнĕ. Кантăк витĕр урамра шап-шурă юр курăнать. Çил пачах çук пулас. Пас тытнă йывăçсем юмахри пек лараççĕ.
Салтăнмасăр çывăрнипе арçын ачан çан-çурăмĕ тарласа кайнă.
— Нимĕн те пулмарĕ и эпĕ çывăрнă чухне? — пĕлесшĕн пулчĕ вăл асламăшĕнчен.
— Çук. Каларăм вĕт сана вĕсем пире нимĕн те тăваймĕç тесе, — шăлсăр çăварне уçса кăмăллăн кулчĕ карчăк.
Çав каç Кирилл пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварчĕ. Вĕсемпе ним хăрушши пулса иртмерĕ пулин те унтанпа ача канлĕ çывăрса кураймарĕ. Тĕлĕксем те путлĕ пулмарĕç — ялан такампа çапăçрĕ вĕсенче. Ăна чăнкă çырана тĕксе ярасшăн хăтланаççĕ. Юлашкинчен вăл сакăлтаран персе анас патнех çитет те хăрушшăн кăшкăрса ярса вăранса каятчĕ. Сиксе тухас пек тапакан чĕри лăпланасса вăрахчен кĕтсе выртатчĕ вара...
Кирилл каллех çурăмĕ çине çаврăнса выртрĕ. Паянхи каç хăрушă мар. Тулта та, пӳртре те çап-çутă. Çĕнĕрен те çĕнĕ асаилӳсем унăн ыйхине пĕтĕмпех вĕçтерсе ячĕç.
...Пĕр класра вĕренекен арçын ачасем хăй çине урăхла пăхма тытăннине Кирилл ашшĕ чирлисене туя пуçларĕ. Денис хĕтĕртнипех унран юлташĕсем ютшăнчĕç. Кирилл килĕ умĕнче пуçтарăнса каçсерен тĕрлĕ вăйă выляни манăçа тухрĕ. Тăхтав вăхăтĕнче хăйне çапса е тапса хăваракан ĕлĕкхи юлташĕсене кӳренми те пулнăччĕ. Çапах та пĕррехинче тӳсеймерĕ. Хут çине намăс сăмах çырса унăн çурăмĕ çине систермесĕр çыпăçтарнă иккен. Коридорта пĕри каласан Кирилл класа вирхĕнсе кĕчĕ.
— Ку санăн ĕçӳ вĕт! — аллине тытнă хут таткипе Денис умне чупса пычĕ вăл.
Чӳрече патĕнче пӳрнипе сăмси шăтăкне чакаласа тăракан Денис хут таткине илсе вуларĕ. Ахăлтатса кулса ячĕ.
— Кам каларĕ çыпăçтарнине? Эпĕ çыртăм. Вара мĕн? — тунма шутламарĕ те вăл.
Ăна кура ытти арçын ачасем те ихĕрме пуçларĕç. Хура тутлă Антонăн кулнипе пичĕ хĕрелсе кайрĕ. Вăл Дениса куç хĕсрĕ.
— Макăрса яр ĕнтĕ тата. Килне кайса аннӳне элеклесе пар. Хĕрарăм пек, — шăлне ерчĕ Денис.
— Хĕрарăм, хĕрарăм, — мăшкăллама пуçларĕç унчченхи тусĕсем, Вовăпа Георгий.
— Баба, — хушса хучĕ Мускавран амăшĕпе яла куçса килнĕ Митя.
— Мĕншĕн кураймастăр эсир мана?
— Сан аçу хăй вăхăтĕнче нумай алхаснă. Аттен тетĕшне хĕнесе вĕлернĕ. Вăрăпа тытнă имĕш пиччене. Пурăннă ĕнтĕ класрисене юраса. Хăвăр вăрлама пуль. Колхозăн мĕнпур пурлăхне килĕре сĕтĕрсе тултарнă пулĕ ха. Пиччене вара пилĕк михĕ тырăшăн хĕнесе вĕлернĕ.
— Ăхă, тултарнă! Пырса тĕрĕслев шанмастăн пулсан! Анчах мĕн тупăн ши унта? Манăн атте нихăçан никамăнне нимĕн те илмен. Пур унăн чăланта пĕр чăматанĕ. Тав çырăвĕсемпе Хисеп грамотисем тултарни. Анчах вĕсене аттене тар тăкса ĕçленĕшĕн панă. Мĕн тапăнатăр эсир манăн чирлĕ аттене?
— Твой отец на курорты ездил отдыхать. А почему то нашим родителям никто не давал путевок, — хутшăнчĕ харкашăва чăвашла пĕлмĕше перекен Митя.
Кӳрентернипе кăна çырлахмастчĕç пĕр класс арçын ачисем.
Пĕр çулхине шкула вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме çамрăк хĕрарăм килнĕччĕ. Пĕррехинче вăл шăнкăрав янрасанах урока килсе ĕлкĕреймерĕ. Çак самантпа усă курса Денис ура çине сиксе тăчĕ.
— Атьăр вĕрентекен тенкелне пурăпа сăрлар! — класри шăв-шава путарса кăшкăрчĕ вăл. — Васкаса килсе асăрхамĕ те.
Доска умне тухса тăнă арçын ачасем вĕрентекен пуканне, сĕтел кĕтесне тата ытти вырăнсене пурăпа сăрланине Кирилл чĕнмесĕр пăхса ларчĕ.
Денис йăнăшмарĕ. Çамрăк вĕрентекен тумтирне шур тăмпа вараланине пăхса ларса пĕтĕм класс тенĕ пек кула пуçларĕ. Малти парта хушшинче ларакан Денис каялла çаврăнса ыттисем çине пăхкаларĕ. Кулнипе унăн кĕре тĕслĕ пичĕ хĕремесленсе кайнă. Нихăçан хупăнма пĕлмен çăварне аллипе хупланă. Унăн куçĕсем тепĕр ретре хыçаларах ларакан Кирила тирĕнчĕç. Вăл кулманнине курса тĕлĕннипе пичĕ тăсăлчĕ. Денис куçĕсене чарса пăрахрĕ.
— Эсĕ мĕн кулмастăн?
Çак вăхăтра вĕрентекен хăй вараланнине асăрхарĕ пулас.
— Каçарăр. Эпĕ кĕçех таврăнатăп, — тесе кабинетран тухса кайма васкарĕ.
Алăк хупăнсассăнах Денис шапалла в-ва-ак тесе ахăрса ячĕ. Юлташĕсем унран юлмарĕç.
— Ой, кулнипе хырăм çурăлать иккен, — хăваларĕ хырăмне Денис.
Каллех Кирилл çине пăхрĕ. Вăл хальхинче те кулманнине курса сăнĕ палăрмаллах хаярланчĕ. Куçĕсене хĕссе, кураймасăр пăхрĕ Кирилл çине.
— Эсĕ мĕн кулмастăн?
— Мĕн шӳтли пур вара кунта? — хирĕç ыйту пачĕ Кирилл.
— Ухмах. Шӳте ăнланмасть, — пӳрнине тăнларĕ тĕлне илсе пычĕ Денис.
— Ухмах.
— Ăсран тайлăк.
— Хĕрарăм пек, — илтĕнчĕ унтан та кунтан.
Çакăн хыççăн ăна тата хытăрах хĕсĕрлеме тытăнчĕç. Салтăнмалли пӳлĕмре курткин çаккине тата-тата ярса пиншакне тусанлă урайне пăрахса хăварма тытăнчĕç. Кирилл курман чухне сумккине кирпĕч чиксе хуни те пулкаланă. Пурпĕрех парăнтараймарĕç ăна. Хăйне кӳрентернисене никама каласа памарĕ вăл. Пулăшу никамран ыйтмарĕ.
Тепрехинче çамрăк вĕрентекен сĕтелĕпе пуканне пурăпа каллех сăрласан Кирилл тӳсеймерĕ. Вĕрентекен класа кĕрсенех асăрхаттарса каларĕ:
— Астăвăр, унта такам шур тăмпа сăрласа пĕтернĕ.
— Чăнах та.
— Арçын атьсем ăна, — сасартăк шавласа кайрĕç хĕрачасем. Денисăн ухмахла шӳчĕсем вĕсене те тарăхтарса çитерчĕç пулас.
Денис ун çине кураймасăр пăхнине куç хӳрипе курсах тăчĕ Кирилл.
— Ну ăна куншăн пулать, — илтĕнчĕ вăл пăшăлтатни.
Уроксем пĕтнĕ хыççăн салтăнмалли пӳлĕме кĕрсен пиншакĕ хăй вырăнĕнчех çакăнса тăнипе шалт тĕлĕнчĕ вăл. Çак самантра унăн хулпуççийĕ çине Денисăн йывăр алли выртрĕ. Вăл хаваслă кулни Кирила тата та хытă тĕлĕнтерчĕ.
— Ăçта васкатăн? Атя пирĕнпе спортзала волейболла выляма. Аслă классем килĕсене кайнă. Кансĕрлекен çук, — сĕнчĕ Денис.
Савăнтарса ячĕ хăйпе выляма чĕнни. Хальччен пулманччĕ ун пекки. Унччен кӳренни те таçта кайса кĕчĕ. Ним шухăшсăр пуринпе пĕрле спортзала утрĕ вăл. Шала кĕрсен Вова тем сăлтав тупса каялла тухса кайни те сисчĕвлентермерĕ ăна. Унка тăрсассăн тин ăнланса илчĕ хăйне кунта мĕн тума чĕннине. Антон куçне хĕсрĕ çеç, Георгий хăй патне вĕçсе пыракан мечĕке пĕтĕм вăйран çапса ярса Кирилл питĕнчен лектерчĕ.
— Ой, ăнсăртран, — кукăр шăлĕсене ерсе кулчĕ тăсланкă Георгий.
Тата икĕ-виçĕ хут "ăнсăртран" Мечĕк килсе çапсан Кирилл спортзалран тухса каясшăн пулчĕ. Анчах алăка такам тул енчен туртса тăчĕ ĕнтĕ.
— Вова, ан кăлар! — кăшкăрчĕç шалтисем.
Темиçе мечĕкпе пĕр харăс тапа-тапа хĕнерĕç ăна. Пуçĕнчен самай хытă лектернипе вăл кашласа тăчĕ. Хăлхисем хупланчĕç. Ним тăвайманнипе питне аллисемпе хупласа урайне кукленсе ларчĕ.
Яри уçă спортзал алăкĕнчен коридорпа чупса каякансен ури сассисем илтĕнме пăрахсан та вăрахчен тăмарĕ Кирилл. Куççульне аллипе шăлса типĕтсе салтăнмалли пӳлĕме утрĕ. Урайĕнче выртакан сурса пĕтернĕ курткине темĕнччен тасатрĕ. Пушанса юлнă шкулта сумкине вăрахчен шырарĕ. Ăна урай çăвакан хĕрарăмсем çӳп-çап ещĕкĕнчен тупса пачĕç.
Килне çитсен питĕ ывăннине туйса илчĕ. Алăкран кĕнĕ-кĕмен йывăр сумкине сĕтел ури патне вăркăнтарчĕ те диван çине тăсăлса выртрĕ. "Мĕн тăвас ха кусене?" — шухăшларĕ пуçĕпе минтер ăшне тăрăнса. "Мĕншĕн мана çав тери кураймаççĕ? Денис кăна та мар вĕт. Пĕтĕм класс арçын ачи. Ушкăнпа пĕр çынна кӳрентерме такам та пултарать. Асли Денис ха. Ыттисем "улттăшкисем" анчах. Хута кĕрекен те çук вĕт".
Кирилл месерле çаврăнса выртрĕ. Мачча хăми çинчи турата тĕллесе шухăша кайрĕ. "Аннене каласа парсан çын кулли пулăп. Хĕрарăм тесе пушшех мăшкăллĕç. Вĕрентекенĕсемпе те çавах. Мĕнле хăратас ши çав тăмсайсене?"
"Пăшалпа!" — пырса кĕчĕ пуçне шухăш.
Вăл хăй пĕчĕк чухнехине аса илчĕ. Пĕррехинче чăх Чĕпписене тытакан кураксене хăратас тĕллевпе ашшĕ пĕрне пăшалпа персе антарчĕ. Вăрăм кашта вĕçне çыхса, çӳлелле тăратса хучĕ. Ытти кураксем çакна курса çурт çывăхне ан килччĕр терĕ пулас. Анчах каç енне таврари пĕтĕм курак вĕсен пӳрчĕ çийĕн явăнма тытăнчĕç. Хăрушшăн карклатса пуç çийĕнех вĕçе-вĕçе ирте пуçларĕç. Вĕлернĕ ăруташĕшĕн çынсем çине тапăнма хатĕр тейĕн. "Тупата илсе пăрах çав курака. Ачасем çине сиксе ларĕç тата", — ашшĕне йăлăнса калаçрĕ амăшĕ. Чăн та, курак виллине илсе пăрахсассăн çеç ытти кураксем саланчĕç. Пăшала мĕнле авăрламаллине те кăтартнăччĕ ашшĕ çавăн чухне. Çав пăшалпа унтанпа курман Кирилл. Ашшĕ те чирлерĕ. "Ăçта хунă ши ăна? Паян каçах Денис патне кайса тĕллесе тăрса каçару ыйттарăттăм".
Çĕнĕ шухăш хавхалантарса янипе вăл диван çинчен сиксе тăчĕ. Пăшала Вăрах шырамалла пулмарĕ.
Пăлтăртан чăлана кĕчĕ Кирилл. Кунта тĕттĕмччĕ. Пĕртен пĕр пĕчĕк чӳрече хĕвел тухăçне тухать. Çанталăк ăмăр пулнипе, тата каç пулса килнипе япаласем япăх курăнчĕç. Чи малтан кантăк айĕнче ларакан тумбочкăна ухтарма шутларĕ. Ашшĕ патронсене çакăнтан илнине курнăччĕ вăл. Тăватă-пилĕк патрон пуррине сунтăха хупиччен асăрхаса ĕлкĕрнĕччĕ. Пăшал та пĕрремĕш хут курчĕ çавăн чухне. Тумбочкăна ухтарни кăлăхах пулчĕ. Тутăхса кайнă темиçе гильзăпа совет самани вăхăтĕнчи тимĕр укçасемсĕр пуçне нимĕн те çук. Сулахай енчи çӳлĕксем çинчи савăт-сапа ăна кăсăклантармарĕ. Сылтăм енчи çтана çине пысăк пăтасем çапса кивĕ пиншаксем çака-çака тухнă. Çавсене аллисемпе хыпаласа майĕпен чăлан алăкĕ патне çывхарса пычĕ. Алăк хыçĕнчи кĕтесрех çакăнса тăракан вăрăм кĕрĕке ярса тытсан чутах "акă" тесе кăшкăрса яратчĕ. Пиншак хыçĕнчи тӳрĕ патак пек япалана аллипе хыпаласа аннă май йывăç приклада асăрхарĕ. Чи кирлине тупрĕ вăл. Патронсем ăна кирлех те мар. Дениса вĕлерме шутламасть çке. Çак вăхăтрах йăтса тухса урăх çĕре пытарма та шутланăччĕ пăшала, асламăшĕ кансĕрлерĕ. Пăлтăр алăкĕн сассине илтсе Кирилл пытанма васкарĕ — çӳлĕк çинче ларакан кастрюльсене ăнсăртран чавсипе лектерчĕ.
— Э, çын пур и? — терĕ асламăшĕ.
Пĕчĕк чăланта ниçта пытанма вырăн çук. Мăнукĕ кунта çӳренине курсассăн пăшала урăх вырăна куçарса хума та пултарĕ. Аптранипе пăшала хупланă кĕрĕк айне кĕрсе тăчĕ. Пачах хускалмарĕ. Сывлама та пăрахрĕ пулас.
Асламăшĕ алăка уçса çеç пăхрĕ. Шăшисем алхасаççĕ терĕ тĕр. Вăл кушаксене йыхăрни илтĕнчĕ. Лăштах сывласа янă Кирилл палăртнă ĕçе çĕрле, Денис патне каяс умĕн çеç тума шутларĕ.
Каçхи вунпĕр сехет тĕлне пӳрт шăпланчĕ. Пурте ыйха путрĕç. Ытлашши сас-хура кăларас мар тесе Кирилл чĕрне вĕççĕн çӳрерĕ. Çутă та çутмарĕ. Алăксене чĕриклетсен пăртак çӳлелле йăта-йăта уçса пăлтăра чиперех тухрĕ. Чăлана кĕчĕ. Куçĕсем тĕттĕме хăнăхса çитрĕç унăн. Пĕр сасă кăлармасăр пăшала туртса кăларчĕ. Пăлтăра тухса крыльца алăкĕ патне çитесси çеç юлнăччĕ ĕнтĕ. Самай сулмаклă пăшал чăлан алăкне хупнă чухне аллинчен тухрĕ те ӳкрĕ. Кĕмсĕрт турĕ пăлтăр урайĕ йывăç приклад çапăннипе. Кирилл тĕттĕмре пăшала хыпаласа тупиччен пăлтăрта лампочка çутăлса кайрĕ.
— Ку мĕн япали? — илтĕнсе кайрĕ уçă алăкран амăшĕн сасси. — Мĕн хăтланан эсĕ? Кам ирĕк панă пăшала тытма?
Пӳртрен тухнă хĕрарăм тем самантра ывăлĕн аллинчи пăшала туртса илчĕ. Шăв-шава илтсе асламăшĕ те пăлтăра сиксе тухрĕ. Ĕç-пуç ăнманнине ăнланса Кирилл хăй пӳлĕмне таврăнчĕ.
Пăшал мĕн тума кирлĕ пулнине çавăн хыççăн темĕнччен пĕлесшĕн пулчĕç килтисем, анчах Кирилл каламарĕ. Ун хыççăн пăшал кил-çурт таврашĕнчен çухалчĕ.
Кунсем çаплипех шурĕç. Çуркунне çитрĕ. Ăшă та хĕвеллĕ тăчĕ çанталăк. Спортзалра хăйне мечĕксемпе хĕнени манăçа тухса пычĕ. Анчах унран та тискерри Кирила малашне кĕтнĕ иккен.
Çу уйăхĕн пуçламăшĕ. Кĕçех Çĕнтерӳ кунĕ. Класри мĕнпур арçын ачана вĕрентекен пĕр ĕç хушрĕ. Икĕ наçилкка, кĕреçесем илсе вĕсем колхозăн пăрахăçа тухнă складне шкул валли хăйăр илме утрĕç.
— Атя чупса кайрăмăр, — сĕнчĕ Денис асфальт çул çине тухнă-тухман.
Пурте хаваспах килĕшрĕç. Кирилл ыттисемпе пĕр тан чупаймарĕ. Аллине тыттарнă кĕреçесем кансĕрлерĕç. Чĕри айĕнче те тем хĕссе ырата пуçларĕ. Унăн хăвăртлăхĕ самаях чакрĕ. Ыттисем часах куçран çухалчĕç. Ишĕлме пуçланă склад патне чылай кайран çитрĕ вăл. Уçă алăкран кĕчĕ. Шалта никам та курăнмарĕ. Сас-чӳ илтĕнмерĕ.
— Эй, ăçта эсир?! — кăшкăрчĕ тĕлĕнсе.
Хăйăр купи патĕнче наçилккасене курса çавăнталла çул тытрĕ. Пысăк тимĕр пичĕке çумĕнчен иртсе пынă чухне ун умнех çӳлтен темле шĕвек юхма тытăнчĕ. Темиçе тумламĕ пуçне те тиврĕ.
"Ку мĕн япали", — тесе çӳле пăхрĕ те Кирилл, чĕтрене ерчĕ.
— Ва-ха-ха-ах! — ахăрса таçтан сиксе тухрĕ Денис. Çавăнтах пичĕке тăрринче пиçиххине çыхса тăракан Миттяна кăшкăрчĕ:
— Мĕншĕн пуçĕ çине лӳшкемерĕн?
— Не мог прицелиться, — хуравларĕ лешĕ ним пулман пек.
Васкамасăр ана пуçларĕ. Çак вăхăтра ыттисем те ахăлтатса кула-кула пытаннă вырăнĕсенчен тухса пуçтарăнчĕç.
— Эсир... эс, — чунĕ тăвăнса çитнипе ниçта сăмах тупаймарĕ Кирилл. — Мĕн тума апла хăтланатăр?
— Мĕн каласшăн вара? Мĕн, мĕн? — тĕксе ячĕ Денис ăна хăйăр çине.
Мăшкăл курни Кирилăн юлашки вăйне туртса илчĕ пулас. Чышмасан та йăванса кайĕччĕ вăл. Кутăн чакса пырса хăйăр купи çине тăсăлса ӳкрĕ. Вăрахчен выртрĕ çаплипе. Арçын ачасем çаплипех шӳтлешрĕç, кулчĕç. Калăн хăйăр çинче выртакан Кирилл вĕсемшĕн çын та мар — пушă вырăн. Дениспа юлташĕсем тахçанах тулли наçилккасемпе складран тухса кайрĕç. Кирилл ерипен тăрса васкамасăр шкул енне утрĕ. Кайранхи урока кĕмерĕ вăл. Коридорта чӳрече сакки çинче выртакан сумкине хулпуççи урлă çакса ярса килне кайрĕ. Шкултан таврăнсан вăрах выртрĕ диван çинче маччана пăхса. Складра мĕн пулса иртнине пуçĕнче ниепле те шăнăçтараймарĕ.
Ашшĕ тепĕр пӳлĕмре телевизор пăхать пулас. Сасă Кирилăн пӳлĕмнех илтĕнет. Амăшĕпе асламăшĕ таçта кайса кĕнĕ. Шкултан таврăнсан Кирилл вĕсене курмарĕ. Вăрах выртрĕ пулин те диван çинчен тăма аран хал çитерчĕ. Киле панă ĕçсене тума сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕ. Вулама пикенчĕ. Мĕн çырнине нимĕн те ăнланмарĕ. Тетрадьне уçса çырма тытăнни те варалани кăна пулчĕ. Саспаллисем темĕн пысăкăш, кукăр-макăр çырăнчĕç. Алли чĕтрерĕ. Складра пулса иртни куçĕ умĕнчен кая пĕлмерĕ. Шапăр юхса анчĕç вĕри куççулĕсем тетрадь çине. Урăх тӳсеймерĕ. Сиксе тăрса тула тухса чупрĕ.
Вĕрен ăçтан илнине те, ăна мĕнле çыхнине те халĕ ыйтсан каласа параймĕ. Пĕтĕмпех хăйпе хăй пулса пычĕ çав самантра. Турникрен çакăнса тăнине кăна лайăх астăвать. Тĕтреллĕ кура пуçланă куçĕсем умне ăнсăртран çак вăхăтра пахчана тухнă асламăшĕ пырса тăчĕ.
— Ачам, мĕн хăтланан? — аллисемпе пĕççине çапса таçта кайса çухалчĕ вăл.
Тем хушăра çĕçĕ тупса килсе вĕрене касса ячĕ.
— Мĕншĕн çăлтăн мана?! Мĕн тума вилме памарăн?! — ӳлесе макăрчĕ Кирилл.
Ĕсĕклесе йĕрекен мăнукĕн пуçне чĕрçи çине хурса, йывăç вулли çумне таянса ларчĕ асламăшĕ.
— Лăплан, лăплан. Пĕтĕмпех лайăх пулĕ, — куштăрканă аллипе ачашларĕ Кирила пуçĕнчен.
— Мĕншĕн мана кураймаççĕ? Мĕн тунă эпĕ вĕсене? — ниепле лăпланаймарĕ Кирилл.
Сăмах кам пирки пынине асламăшне каламарĕ пулин те ватă çын хăех чухларĕ пулас. Ыйтса пĕлмерĕ.
— Ухмахсем вĕсем. Тăррисем питĕрĕнмен. Эсĕ ан макăр. Турă пĕтĕмпех курса тăрать. Çитĕ ха вĕсем асапланмалли кун та.
Асламăшĕ Кирилăн пит-куçне саппунпа шăлса типĕтме пикенчĕ.
— Ӳлĕмрен капла ан ту. Эпĕ мĕн курнине никама та каламăп, — çĕкленчĕ вăл ура çине.
Мăнукне те тăма пулăшрĕ.
Çавăн хыççăн вăл çакăннă турник чи "çывăх тус" пулса тăчĕ. Кӳрентерекенсене вăйпа анчах çĕнтерме пулнине ăнланса пĕтĕм пушă вăхăтне çавăн çинче ирттерчĕ. Аллисене юнлă хăмпă тухиччен йăтăнатчĕ, çаврăнатчĕ турник çинче. Тĕрлĕ упражнени тума вĕренчĕ. Тăххăрмĕш класа куçнă тĕле ăна ку енĕпе класĕпе те çитеекен пулмарĕ.
Пĕрремĕш юратăвĕ те çав вăхăта тӳр килчĕ.
Вĕренӳ çулĕ тытăнни иккĕмĕш уйăх вĕçленсе килет. Алгебра урокĕ. Тĕрĕслев ĕçĕ пырать. Кабинетра шăп. Пурте пуçĕсене чиксе темĕн çыраççĕ, шутлаççĕ. Вĕрентекен партăсем хушшипе ерипен уткаласа çӳрет. Кирилл кăна задачисене шутлама васкамасть. Ăна çăмăл ыйту лекнĕ. Урок тухиччен шутлама ĕлкĕрет. Пуçне чӳрече енне пăрса тулти çанталăка сăнаса ларчĕ. Çав вăхăтрах хăй хыçĕнче ларакан Тоня çине те куç хӳрипе пăхкаласа илет. Яштака, сарă çӳçлĕ хĕр тахçанах кăмăлне каятчĕ. Кăвак куçĕсем тыткăна илеççĕ. Вĕсен авăрне путсан çăлăнăç çук. "Чĕрене те кăларса пама хатĕр эпĕ сана", — тесе калĕччĕ Кирилл Тоньăна. Анчах вăтаннипе сăмах та чĕнеймест. Пĕтĕм класс арçын ачи ăна куç хывнă пулас. Ялан ун çумĕнче явкаланса çӳреççĕ. "Тӳсейместĕп, паян калатăпах хам ăна юратнине", — тупа турĕ Кирилл, Тоня хăйне çурăмĕнчен авторучка вĕçĕпе тĕкессе чăтăмсăррăн кĕтнĕ хушăра.
Хĕр вăрах кĕттермерĕ. Авторучка вĕçĕ сылтăм хулпуççийĕнчен "пăраласан" Кирилл çаврăнса та пăхмарĕ. Ывçине Хыçалти парта çине хучĕ. Кĕçех унта хут татки кĕрсе ӳкрĕ. Аллине каялла илсе хут çине çырнă Тоньăн задачисене пикенсех шутлама тытăнчĕ. Хĕре çапла темиçе те çăлса хăваркаланă вăл. Нихçанхинчен хăвăрт тапма пуçларĕ каччăн чĕри. "Эпĕ сана юрататăп", — тесе çырнă тепĕр хут таткине те Тоньăна шутланă задачăсемпе пĕрле тавăрса пачĕ. Çакăн хыççăн тин хăйĕн задачисене турĕ. Кĕçех урок та вĕçленчĕ. Вĕрентекен тухса кайнă-кайман Тоня сасартăк, пурте илтмелле кăшкăрса вулама пуçларĕ:
— Эпĕ сана юрататăп! — терĕ хут таткине пурте курмалла çӳле çĕклесе.
— Ва-а-ак, кам çырнă ăна? — çавăнтах пĕлесшĕн пулчĕ Денис.
— Кирилл пачĕ.
— Ха-ха-ха, çавă и? Митя складра ун пуçĕ çине лӳшкесе хунăччĕ. Çапла вĕт, Митя. Атьсем, çирĕплетĕр.
Вут пек пĕçерсе кайрĕ Кирилăн пичĕ. Вăтаннипе вăл ухмаха ернĕ çын евĕр кабинетран тухса сирпĕнчĕ.
Çав намăса курнă хыççăн урăхран пĕр хĕр патне пыма хăяймарĕ. Денисăн хупăна пĕлмен çăварĕ пулса иртнине вунă хут ӳстерсе, пĕтĕм тĕнчене сарнă пек туйăнчĕ.
3
"Шкултан вĕренсе тухни миçе çул ши?" — маччана пăхса выртнă май шутлама пуçларĕ Кирилл. "Кăçал вунă çул пулать. Вунă çул ытла иртсе кайнă иккен унтанпа". Дениса вара май килсен те тавăраймарĕ, темшĕн.
Иртнĕ кĕркунне пулса иртрĕ çакă.
"Кĕрхи бал" курма пуçтарăннă ял çамрăкĕсем клуба лăк тулнă. Пĕр пушă пукан та юлман. Пурте сцена çинче мĕн тунине курасшăн кармашса пăхаççĕ. Хăшĕ-пĕри ятласран хăрамасăрах сакăсем çине хăпарса тăнă. Пултарулăх ушкăнĕн ертӳçи, яштака, сарă çӳçлĕ Наташа хитре сассипе юрă шăрантарать:
Свет твоего окна
Для меня погас
Стало вдруг темно.
И, стало все равно
Есть он или нет
Тот волшебный свет...
Шалтан самантлăха уçă сывлăша тухнă Кирилл каялла кĕнĕ чухне клуб пусми çинче Денис тăнине асăрхарĕ.
— Ва-ак, эсĕ те кунта и? — аллисене сарса ыталаса илесшĕн пулчĕ вăл Кирила. — Хăçантанпа курман. Атя ха кунтан пăрăнса пăртак калаçар.
Пылчăкпа вараланнă пусма картлашкисем тăрăх анса утрĕç. Денис Кирила клуб хĕрринелле, тĕттĕм çĕре илĕртрĕ. Йывăр аллине Кирилăн хулпуççийĕ çинчен илме васкамарĕ.
"Эпĕ вĕçерĕнсе тарасран шикленет ши ку айван?" — ăшĕнче унран кулчĕ Кирилл. Денисран вăл унччен те питех хăраман. Ушкăна хирĕç хăй пĕччен пулни кăна шиклентерет. Денис хăйне вăйпа илеес çуккине туйрĕ. Пулăшма "улттăшкисем" те Денисăн текех çук. Авланса пĕтнĕ. Çавăнпа тăшманĕн аллине хăй хулпуççийĕ çинчен илсе ывăтма шутламарĕ Кирилл. Те çакна сиссе лешĕ уттине хулленлетрĕ. Юпа çинчен ӳкекен çутăран тĕттĕме пăрăнса кĕме хăяймасăр чарăнса тăчĕ.
— Мĕнле пурăнатăн ха, Кирилл? Халсем еплерех? Çартан таврăннăранпа та пĕрре анчах курнăччĕ сана, — кулам пек турĕ Денис.
— Чиперех. Тем каламалли çук.
— Ăçта вăй хуратăн?
— Унчченхи пекех, пĕрлешӳллĕ хуçалăхра. Лашасемпе ĕнесем валли апат турттаратпăр.
— Слушай, эпĕ сана мĕн пирки чĕнтĕм? — Çывăхра никам та çук ши тесе тĕр Денис ун-кун пăхса илчĕ.
— Мĕн пирки?
— Паян çапах та "кĕрхи бал". Кĕрлемелле. Ăнланатăн и? Çук и пăртак ал айĕнче?
— Мĕншĕн манран ыйтатăн вара? Тусусем клубрахчĕ вĕт. Вова, Георгий, Антон, — шутласа кайрĕ Кирилл. — Çавсемпе уявла.
— Мĕн уявламалли вĕсемпе? Çартан пĕтĕмпех пăсăлса таврăнчĕç. Манран ютшăнаççĕ. Арăмĕсен пушмакĕ кĕлли айне пулнă пурте. Класĕпе те иксĕмĕр çеç тăрса юлтăмăр хусахсем. Э-э. Эсĕ мана тӳрех ан çиллен ха. Пĕрле шкул пĕтертĕмĕр çке эпир. Вилетĕп, мухмăр. Ман пата кайса пăртак калаçса ларăпăр. Аттепе анне хулана хăнана тухса кайрĕç. Мĕн шутлатăн?
"Акă самант" , — савăнса кайрĕ Кирилл. "Хама кӳрентернисене пĕтĕмпех аса илтерĕп сана çавăнта".
— Пыратăп, — хаваспах килĕшрĕ вăл. — Эсĕ мана кунта кĕтсе тăр. Эпĕ киле кайса пĕр кĕленче сăмакун илсе килем.
Кирила Денис çартан таврăннă кунхине курни аса килчĕ. Вăл клуба çитнĕ тĕле Денис утасчĕ ĕнтĕ. Çамрăксене хăй йĕри тавра пухса çарти пурнăç пирки каласа паратчĕ. Кирилл ун халапĕсене питех итлесе тăмарĕ пулин те пĕр култарăшне халĕ те астăвать:
"Çара кайиччен эпĕ лăпкă çывăраттăмччĕ. Мĕншĕн тесен хама сыхланине пĕлнĕ. Салтакра чухне эпĕ япăх çывăртăм. Мĕншĕн тесен хам сыхларăм. Халĕ вара эпĕ ыйха пачах çухатрăм. Мĕншĕн тесен унта мĕнле сыхланине пĕлетĕп".
Дениса çăвар карса итлекенсем ахăлтатса кулса ячĕç...
Кирилл килĕ умне çитрĕ. Пахча çумĕнче ĕçне кӳлсе çӳрекен урапа ларать. Çавăн çинчи улăма чакаласа пăр пек сивĕ тулли кĕленче туртса кăларчĕ. Сăмакунсăр ĕçне нихăçан та çӳремен вăл. Пĕр-пĕр "кирлĕ" çыннăн кăмăлне çемçетме яланах хăйпе пĕрле чиксе çӳрет. Хăй "йӳççине" ырласах каймасть, çавăнпа сăмакунĕ те перекетлĕ. Пĕрле ĕçлекенсенчен кăна пытарма тăрăшать. Ĕçке ернĕ çынсене шанма çук. Сиссе те ĕлкĕреймĕн — йăкăртса кайĕç.
Сивĕ кĕленчене хĕве чиксе Кирилл клуба утрĕ.
Пыльчăклă урампа асăрханса утса клубран самай инçете кайрĕç ĕнтĕ. Унти шăв-шав илтĕнми пулчĕ. Пĕри пĕр сăмах чĕнмерĕ ха. Çул хĕресленнĕ тĕле çитрĕç. Кунта пысăк лупашка çуталса выртать. Утсах хашкана ернĕ Денис чарăнса тăчĕ.
— Пăртак сывласа ярар ха, — туртса кăларчĕ вăл кĕсьинчен сигарет пачки. — Ме, туртса яр пĕрне, — хăй валли пĕр пирус илсе тăсрĕ пачкине Кирилл енне. — Эсĕ халĕ шкул ачи мар ĕнтĕ килтисем пĕлесрен хăрама.
— Туртман, туртман. Туртасси те ан пултăр.
— Ну, хăвна ху пĕл.
Шăпах пысăк çурта хирĕç чарăнса тăнă иккен вĕсем. Кирилăн чĕри хĕссе ыратса кайрĕ. Темиçе хут та сăмах панăччĕ вăл хăйне çак çурт çине урăхран пăхăп тесе. Анчах хальхинче те куçĕсем ăна итлемерĕç. Тем шырарĕç çак пӳрт çине пăхса. Тен Тоня çуралса ӳснĕ килĕн кантăкĕсенче çутă курма ĕмĕтленчĕç. Вĕсем тĕттĕм пулнине кура Кирилл салхуланчĕ.
"Ашшĕпе амăшĕ çывăрма выртнă пулас. Хăй вара ăçта тĕпленчĕ ши? Тĕнчен хăш кĕтесĕнче тупрĕ ши хăйĕн телейне Тоня?" — хальччен те пуçĕнчен тухмарĕ пĕрремĕш юратăвĕ.
Пĕрремĕш те юлашки. Кичем те тунсăх пулса кайрĕ Кирила. Вичкĕн сивĕ çил ӳтне çӳçентерчĕ. Пĕтĕм тĕнчере тăр пĕччен тăрса юлнăн туйăнчĕ ăна.
"Пĕтĕмпех хам çумра сигарет мăкăрлантарса тăракан Дениса пула" — куç хӳрипе пăхса илчĕ ун çине Кирилл.
Чунĕ тăвăнчĕ. Çав ирсĕр пĕтĕм класс умĕнче намăслантаран пулсан, тен, шăпи урăхларах килсе пулĕччĕ унăн. Дениса вăхăтсăр темĕн те пĕр каласа хурасран чĕлхине çыртрĕ.
— Мĕн шухăша кайса тăратăн? Тоньăна аса илтĕн и? — пирус тĕпне пылчăка персе шухăшĕсене татрĕ Денис.
— Çавна, — тунмарĕ Кирилл. — Ăçта пурăнать ши вăл халь? Шкул пĕтернĕренпе те курман.
— Таçта Мускав çывăхĕнче тенине илтнĕччĕ. Яла килкелесех çӳремест пулас. Курман. Атя, калаçса вăхăта ирттерер мар. Кайрăмăр.
Кӳлленчĕк хĕррипе асăрханса пырса тăкăрлăка пăрăнчĕç.
Урамри çутăсем кунта ӳкменнипе тĕттĕм. Кирилл Денис хыççăн утрĕ. Куçĕсем тĕттĕме хăнăхса çивĕчленсе çитрĕç. Денисăн кашни хусканăвне питĕ лайăх курса пычĕ вăл. Унăн чи курайман çынни пĕр-ик утăмра çеç. Кирилăн çилли капланса килчĕ. Аллисем чăмăртанчĕç. Денисăн çурăмĕ çинчен куçне вĕçертмерĕ вăл. Сиксе тапма епле меллĕ. Ӳкересси кăна. Ӳкерсен темĕн çапса аркатмалла вăй кĕнĕ аллисене хута ярĕ. Çак пылчăка путарса, çыпăçтарса хăварĕ Дениса. Ирсĕре тавăрса тин чунĕ канасса шантарчĕ Кирилл. Унăн ăшчикĕ вĕренĕрен сăмсипе хăвăрт-хăвăрт сывлама тытăнчĕ.
— Эсĕ мĕн хыçалта пыратăн? — сисрĕ пулас çакна Денис. Пăртак хĕрринелле пăрăнчĕ. — Ут хам çумра. Вырăн пур вĕт.
Çакăн хыççăн Кирилл Дениса килĕнче тавăрма шутларĕ.
... — Вăт çапла пурăнатпăр эпир, — лампочка çутипе пĕрле янăраса кайрĕ Денисăн сасси.
Кирилăн куçĕсем чи пирвай чаршав карман чӳречене асăрхарĕç.
— Хывса çак курткуна. Сĕтел хушшине ирт, — хуçаланчĕ Денис.
Пӳлĕме тирпейленçи турĕ. Сакă çинче сапаланса выртакан хаçатсене пуçтарчĕ. Тепĕр пӳлĕме кĕмелли уçă алăк патне пырса хаçатсене шала вăркăнтарчĕ. Сĕтел çинче ларакан таса мар турилккесене пĕр пĕрин çине купаларĕ. Çăкăр тĕпренчĕкĕсене свитер çаннипе урайне шăлса ывăтрĕ.
— Мĕн шыв сыпнă пек ларатăн? Кăлар сăмакунна, — пăхрĕ Денис сĕтел хушшине кĕрсе ларнă Кирилл çине.
Кирилл кĕленчене хĕвĕнчен кăларса сĕтел çине лартрĕ.
— Чӳречерен кӳршĕсем курмаççĕ и? — сĕлтрĕ пуçне кантăк енне.
Çĕрĕшме пуçланă чӳрече сакки çинчен фарфор чей чашăкне илсе сĕтел çине хунă хыççăн Денис чаршава карчĕ.
— Курĕçин. Туртас кăмăлу пулсан пирус тĕпне çакăнта хур, — тĕллерĕ пӳрнипе чей чашăкĕ çине.
Пирус кĕлĕпе пĕрле унта темиçе тĕпчĕк выртатчĕ ĕнтĕ. Денис чейнике шыв тултарса газ плити çине вĕренме лартрĕ.
— Çырмалли темех çук та, — темиçе турам çĕрулми выртакан çатмана сĕтел çине пырса лартрĕ Денис. — Ме, черкке вырăнне, — тăсса пачĕ Кирила лайăх çуманнипе ăшĕ сарăхнă чей курки.
Кирилл фарфор куркана çурри таран сăмакун тултарса Денис енне тăсрĕ.
— Яра пар.
— Çук, малтан хăвах ĕç. Темле наркăмăш тултарса килнĕ ха эсĕ унта мана вĕлерме.
Денис куçĕсем сиввĕн çиçрĕç.
— Мĕнех, шанмастăн пулсан.
Куркари сăмакуна янк ĕçсе ячĕ Кирилл. Пушă савăта сĕтел çине шаплаттарса лартрĕ. Дениса куçĕнчен пăхрĕ.
— Халĕ те шанмастăн и? — кулкаласа ыйтрĕ пăртакран.
Çатма çинчи сивĕ çĕрулми турамне алăпах илсе чăмларĕ.
— Халĕ шанатăп, — йăвашланчĕç Денисăн куçĕсем. — Тултар ман валли хĕррипе тан.
Сăмакуна сывлăш çавăрмасăр ĕçсе янă хыççăн Денис сигарет тивертрĕ.
— Хуçалăхра ĕçлетĕп тетĕн апла, — пуçларĕ вăл калаçăва. — Укçине тӳлеççĕ и хăть?
— Паркалаççĕ пăртак.
— Мĕн чухлĕ? Вăрттăнлăх мар пулсан.
— Уйăхне тăватă-пилĕк пин тухать. Ялан тем пăтраштараççĕ. Чылайăшпе илсе курман. Уйăха мĕн чухлĕ тухни паллă та мар, тĕрĕссипе каласан. Те юри çавăн пек тăваççĕ.
— Тăватă-пилĕк пин илессишĕн çав нушана курма и? Сурма кирлĕ. Эпĕ луччĕ килте ларатăп. Урăх енчен нимĕнле тупăш та çук и вара? Килти выльăх-чĕрлĕх валли те чĕпĕткелеместĕр и хуçалăхран? Э-э, — чеен пăхрĕç Денисăн куçĕсем.
Кирила çак ыйту çиллентерсе ячĕ пулин те вăл лăпкăн калаçма тăрăшрĕ.
— Мĕн тунмалли. Йышăнатăп. Хуçалăхран пурте мĕн те пулин килне илсе килме тăрăшать. Мĕншĕн? Ăнланмастăн и эсĕ çакна? Мĕншĕн тесен пире ĕçленĕшĕн паракан укçа вăл çын кулли анчах. Килти выльăх-чĕрлĕх валли апат илме май пулмасан хуçалăхра никам та ĕçлес çук. Унта вăй хуракансем бюджетниксем мар çав. Иккĕмĕш сортри çынсем анчах эпир. Пирĕн ĕç укçине ӳстерессишĕн депутатсем пăшăрханмаççĕ. Вĕсем шухăшĕпе ял хуçалăхĕнче ухмахсем анчах ĕçлеççĕ пулас. Чăн та çапла мар и ха. Хĕлĕн-çăвĕн çутăлнă-çутăлман ĕçе тухса каймалла. Тăман и, шартлама сивĕ и, е пĕр чарăнми çумăр лӳшкет — хуçалăх выльăхне апатпа тивĕçтермеллех. Ертӳçĕсем те ăнланаççĕ пулас çакна. Хăшне курмăш пулаççĕ.
— Вăрлатăр эппин! — сасартăк хăрушшăн кăшкăрса ячĕ Денис. — Аçу та ятламасть и сана вăратнăшăн? — йĕкĕлтесе илчĕ çавăнтах. — Хĕнесе вĕлермелле сана вăрланăшăн!
— Мĕншĕн? — ăнланмарĕ Кирилл.
Унăн пичĕ пĕçерсе кайрĕ. Ерипен ура çине тăрса пуçларĕ.
— Вăрланăшăн. Сан аçу ман пиччене вăрланăшăн хĕнесе вĕлернĕ вĕт. Апла пулсан сана та хĕнесе вĕлермелле.
Денис куç умĕнчех ӳсĕрĕлсе пычĕ. Кирилл ашшĕн хутне кĕме шутларĕ.
— Ман атте ăна хĕнесе вĕлермен! — çирĕппĕн каларĕ вăл сассине хăпартса. — Хăй вилĕмĕпе вилнĕ вăл. Ĕçкине пула.
— Аçу хĕненĕ кунхине и? Хе-хе, мĕнлĕ кăсăклă.
— Мĕн тăвăн, ун пекки такампа та пулма пултарать. Вăрлама та юраман ун чухне. Самани çапла пулнă.
— Вăрлама нихăçан та юрамасть. Турă ӳкĕтлерĕ пур кун пирки. Анчах кам пăхăнать ши ăна? Ухмахсем çеç. Ухмах пулнă сан аçу. Совет пропагандине чун-чĕререн йышăнса ăсран тайăлнă. Вăт мĕн. Колхозсене тустарма Мускавран ирĕк панă вăхăтра вăл кунта вăрлама чарасшăн пулнă. Ăссăр! Чи пирвай хăйĕн çаратмалла пулнă колхоза. Халĕ хисеплĕ çын вырăнĕнче шутланаттăрчĕ. Вăрласа тунă укçапа пĕр-пĕр бизнес уçма пулĕччĕ. Эсĕ те тăват-пилĕк пин укçашăнах хуçалăхра тар тăкмăттăнччĕ. Хăв çынна тара тытса ĕçлеттерĕттĕнччĕ. Тăватă-пилĕк пине, хе-хе.
Кирилл чĕнмерĕ. Денисăн сăмахĕсенче чăнни те пуррине ăнланчĕ ха вăл, анчах ашшĕн вăрламалла пулнă тенипе килĕшсе килмерĕ.
— Юрĕ, калаçмăпăр текех кун пирки, — аллине сулчĕ Денис. — Тахçан пулса иртнĕ япала.
Çавăнтах вăл тем пирки аса илчĕ пулас. Унăн сăнĕ çуталчĕ.
— Кирилл, Кирилл, астăватăн и? — кулса ярса тем пирки аса илтересшĕн пулчĕ вăл.
— Мĕн астумалла? — кăн пăхса илчĕ ун çине Кирилл.
Тем ытлашшине каласа ярасран тенĕ пек Денис çăварне аллипе хупларĕ. Унтан пуçне каçăртса пӳрнипе сăмси шăтăкне чакалама тытăнчĕ.
— Çавăн чухне, кĕркунне, атте хушрĕ мана сирĕн почта ещĕкне çыру пырса пăрахма. Мĕн çырнине халĕ те астăватăп ха. "Сегодня ночью вы полетите на небо". Аса илтĕн и? Эпĕ, эпĕ хăратрăм сире! — кăкăрне шаккарĕ Денис. Туртса пĕтернĕ сигарет тĕпне турилкке çине печĕ. Юрĕ кун пирки. Ашшĕшĕн ывăлĕ явап тытмасть теççĕ тĕрмерисем. Эпĕ мĕскер сӳтсе явасшăн санпа? Мускава вахтăпа кайма шутларăм. Пыратăн и манпа? Укçуна хашшайрах ил пыратăн пулсан. Хам хӳтте илес терĕм сана. Хуçалăхран чĕпĕткеленипе нихăçан та пуяймăн.
Пуканне куçарса Денис ура çине çĕкленчĕ. Хытă ӳсĕрĕлнипе сулăна-сулăна кайрĕ. Тайкаланса тепĕр пӳлĕме çул тытрĕ.
Вăл каялла тухасса пĕр хушă кĕтнĕ хыççăн Кирилл Денис хыççăн кĕчĕ.
Лешĕ пуçне диван кĕтесне хунă та харлаттарсах çывăрать. Хăрах ури урайĕнче. Пĕтĕм урай хаçатсем сапаланса выртаççĕ.
— Денис, Денис, — силлерĕ хулĕнчен вăратасшăн пулса.
Малтанласа Денис чăннипех çывăрнине шанасси те килмерĕ унăн. Вăл юри туса выртнă пек туйăнчĕ. Ăна вăратма çуккине ăнланса Кирилл кухньăна тухрĕ. Кайма пуçтарăнчĕ. Курткине илсе тăхăннă чухне куçĕсем сĕтел çинче выртакан çĕççе тăрăнчĕç. "Акă самант", — вĕлтлетрĕ пуçĕнче усал шухăш. Хирĕç тăма мар, хăйне вĕлернине те сисмесĕрех юлĕ Денис. Сĕтел патне пырса çĕççе ярса тытрĕ.
"Вĕлерес, вĕлерес çав ирсĕре май килнĕ вăхăтра", — хушрĕ ăшĕнчи сасă. "Тĕрмене хупĕç", — хирĕçлерĕ ăна тепри. "Хупĕçин. Хальччен санпа мĕн хăтланнишĕн вăл тахçанах вилĕме тивĕçлĕ. Ăна тӳсейнине тĕрмене те тӳсеетĕн", — хăйĕннех пĕрчĕ малтанхи сасă.
Çавăнпа килĕшрĕ те Кирилл. Ăнсăртран такам килсе кĕресрен шикленнипе малтан урама тухса тĕрĕслеме шут тытрĕ. Çĕççе сĕтел çине каялла хучĕ.
Тула тухрĕ. Хапха алăкне уçса пуçне кăларчĕ. Çĕрлехи урама енчен енне пăхса итлерĕ. Ниçта та çын сасси илтĕнмест. Вĕсем пӳртре чухне йĕпхӳ çăва пуçланă иккен. Картишĕнче валак айне лартнă таза шыв тумлать.
Кирилл каялла кĕчĕ. Кухньăра сигарет шăрши пĕлменччĕ ха. Денис паçăрхи пекех выртать. Çак самантра газ плити патĕнче мунчара ăшшине панă евĕрлĕ сасă илтĕнсе кайрĕ. Паçăрах вĕренме кĕнĕ шыв чейник сăмсинчен юхса тухса çулăм çине тăкăнать иккен. Çакна курсан Кирилăн пуçне урăхла шухăш пырса кĕчĕ. Мĕншĕн Дениса çĕçĕпе чиксе вараланмалла? Вăл вилтĕр тесен нимĕн те тумалла мар çке унăн. Газа сӳнтермесĕр пӳртрен тухса каймалла çеç. Газ шăршипе Денис хăех наркăмăшланса вилĕ. Кирилăн айăпне вара никам та нимĕнле çирĕплетсе параймĕ.
Тухса кайма тесе Кирилл алăк патне пычĕ. Горелкăри çулăм сӳнчĕ ĕнтĕ. Пӳлĕмре газ шăрши сисĕнме тытăнчĕ.
"Хăвна хирĕç тăрайман çынна пĕтернипе савăнатăн и эсĕ, мĕскĕн чун? Хăюлăх тесе шутлатăн и çакна?" — питлеме тытăнчĕ Кирила ăшĕнчи сасси. "Ирсĕр эсĕ! Ниçта юрăхсăрскер! Кун пек тусан Денисран та путсĕртерех пулса тухатăн вĕт ху!"
Çак сасă витĕмĕпе Кирилл пӳртрен тухса кайма васкамарĕ. Каялла çаврăнчĕ. Пырса газа тухма чарчĕ. Çакăн пек туни тин канăç кӳчĕ унăн чунне. Çăмăл, хăй çинчен темле йывăр çĕклеме илсе ывăтнăн туйăнчĕ ăна. "Пурăнтăр. Эпĕ Денис та, Митя та мар. Вĕсенчен чылай çӳллĕ шайра пулмалла манăн. Чыслă, пархатарлă. Хăвна хирĕç тăрайман çынна пĕтерни тĕнчере чи пысăк усаллăх", — шухăшласа утрĕ тĕттĕм урампа Кирилл.
Тоня çуралса ӳснĕ пӳрт умĕнчен иртнĕ чухне хăвăртлăхне чакарчĕ. Пылчăк çыпçăннă аттисене кӳршĕсен пахчин шертисем çумне хырса тасатрĕ. Урамра ӳсекен ватă тирĕк айне тăрса, унăн сарлака вулли çумне таянчĕ. Вĕтĕ çумăр пĕрчисем самаях йĕпетнĕ йывăçран çурăмне сивĕ çапрĕ. Пуçĕ тăрринче сайра çулçăсем çилпе шĕпĕлтетрĕç. Сăран карттусĕ çине тумла тумларĕ.
Вăрахчен хускалмасăр пăхса тăчĕ вăл çул тепĕр енче ларакан çуртăн тĕксĕм кантăкĕсене. Вăхăт тахçанах çурçĕр иртни те уншăн пĕлтерĕшне çухатрĕ. Чылайран тин ассăн сывласа ярса килĕ енне утрĕ.
Свет твоего окна
Для меня погас
Стало вдруг темно, —
асне килчĕç паçăр клубра илтнĕ юррăн йĕркисем.
И стало все равно
Есть он или нет
Тот волшебный свет, —
сăмси айĕн мăкăртатса, лакăмсемпе лупашкасене уямасăр утрĕ Кирилл.
"Юратман пулас эсĕ мана, Тоня. Нихăçан та юратман. Кирлĕ вăхăтра усă курма çеç тытнă хăвăн çумăнта шкулта вĕреннĕ чухне. Дениса кăлăхах айăпларăм тăр юратăва аркатнăшăн. Санăн ман пата нимĕнле туйăм та пулман", — пĕтĕмлетрĕ ăшĕнче вăл.
Çав çĕрлене куçне хупмасăр ирттерчĕ.
— Эсĕ ман валли сăнаса хунă хĕр пур тесе калаçмастăнччĕ и ха? Качча кайма ĕлкĕрмен и вăл хальччен? — хускатрĕ ирхине амăшĕпе сăмах.
— Кайман ха, кайман. Ма ыйтатăн? — ырра сиссе çуталчĕç хĕрарăмăн куçĕсем.
— Çавăн патне кайса пăхар мар и пĕрех хут...
4
...— Ну, мĕнле, килĕшрĕ и сана Надя? — алăкран кĕнĕ-кĕмен ыйтрĕ нихçанхинчен те хаваслă амăшĕ.
— Пĕлместĕп те ĕнтĕ, — хăйĕн шухăшне пытарма шутламарĕ Кирилл. — Хура, пĕчĕккĕ. Паллашма пырсан сĕтел хушшинче курпунне кăларса, пуçне пĕксе кăна ларчĕ. Те килĕшетĕп эпĕ ăна, те килĕшместĕп, пĕлме çук. Куçĕсене тартать, калăн ман умра айăпа кĕнĕ. Çитменнине ачи пур тетĕр, — пăшăрханчĕ Кирилл.
— Надьăна тиркесшĕн и эсĕ? — куçĕсене чарса пăрахрĕ амăшĕ. Ятлама тытăнчĕ. — Хăв миçерине мантăн им? Вăтăра çитсе пыратăн. Асту, тиркекене тирĕк тĕпĕ теççĕ. Кăна кĕтсе пулмасть тесе тытĕ те кайĕ урăххине качча. Ачи пур иккен, имĕш. Ачаллисем луччĕ упăшкисене пăрахса каймаççĕ. Улталанă ăна малтанхи йĕкĕчĕ. Качча илеп тесе шантарнă. Кайран ачи хăйĕнчен пулнине йышăнман. Надя санпа пĕрлешме пĕр сăмахсăр килĕшрĕ. Эсĕ те хирĕç ан пул. Тимĕре хĕрнĕ чух туптаççĕ. Ачи вăл часах пысăкланĕ те хăвна пулăшакан пулĕ. Мĕнле чул чĕреллĕ эсĕ? Хĕрхенсе те пулин ил çав хĕрарăма качча. Эсĕ те ăна кăмăлламаннине пĕлсен малашне епле пурăнĕ аманнă чунĕпе? Çавăн пирки шухăшла. Хăв тата, кама кĕтсе пурăнатăн паян кунччен?
Амăшĕ тĕпеле кĕчĕ. Унтан каялла васкаса тухса диван çинче пуçне усса ларакан ывăлĕ умнех пырса тăчĕ.
— Сана пĕр япала пĕлтерес ха. Паян кунччен кун пирки никама та каламанччĕ. Пĕлессӳ килет тĕк манăн аттепе анне те пĕр пĕрне юратса пĕрлешмен. Аттесем тăлăх ӳснĕ. Кукаçу чи асли. Вăл салтака каяс умĕн кĕçĕннисене кам пăхĕ тесе мăнакка ун валли хĕр тупнă. Ирĕксĕрлесех тенĕ пек авлантарнă. Йывăр тăприсем çăмăл пулччăр. Кун пирки эпĕ ача чухнех пĕлтĕм. Аттепе анне харкашнине алăк хушăкĕнчен вăрттăн итлесе тăтăм. "Эпĕ кун пек текех пурăнаймастăп. Урăххине юрататăп. Уйрăлар атя, — тесе темиçе те каларĕ кукаму. Çакна илтсен алăк патĕнчех макăрса ятăм. Аттене çухатас килмерĕ. Малалла мĕн пулчĕ тетĕн и? Пĕрлех пурăнса ирттерчĕç пурнăçĕсене. Ултă ача çуратса çитĕнтерчĕç. Никам калаймĕ вĕсем пĕр пĕрне юратмасăр пурăннă тесе. Çăва çинче те, ав, çумлăнах выртаççĕ. Юрату пирки калатăн çапах. Çук вăл тĕнчере. Пулсассăн та вунçичĕ-вунсаккăрта чухне анчах. Вăтăра çитсе пыракан пуçупа мĕн юратăвĕ пирки аташмалла. Килĕш, килĕш Надьăна качча илме, — куççуль тăксах ӳкĕтлерĕ амăшĕ.
Тепĕр уйăхран вĕсем пĕрлешрĕç.
... Уласа ячĕ çĕрлене кил картине хупăнса юлнă йытă. Çакă Кирилăн асаилĕвĕсене татрĕ.
"Килте йытă улани ырра мар, е таçта çывăхра кĕрт йыттисем çӳреççĕ ши?" — шухăшласа выртрĕ вăл. "Арăм вара çакна та илтмест. Улăп ыйхипе çывăрать, — ăмсанса пăхрĕ çумĕнче выртакан мăшăрĕ çине. Ку хĕрарăмпа пурăнма ĕмĕтленменччĕ те вăл. Куçĕ умне каллех Тоньăн сăнарĕ тухса тăчĕ. Кирилăн сасартăк Надьăна хăй çумĕнчен чышса сирпĕтесси килсе кайрĕ. "Уйăх та, çулталăк та мар — ĕмĕре ирттермелле çке унпа", — хăраса кайрĕ вăл. "Кай, кай килне! Юратмастăп эпĕ сана!" — тесе кăшкăрасси килчĕ. "Çук, хальччен пурăнни те çитет. Эпĕ урăхран пултараймастăп", — утияла хăй çинчен сирсе ывăтрĕ Кирилл. Сиксе тăрса васкасах тумланчĕ. Шăппăн кухньăна тухрĕ. Çутă çутмасăрах сунтăхсене ухтарса хăйне кирлине шырарĕ. Вĕсене тупсан чаршава сирчĕ, чӳрече янахĕ çине хучĕ. Пĕр хушă шухăшласа тăнă хыççăн шурă хут çинче выртакан авторучкăна ярса тытрĕ.
"Надежда, каçар мана улталанăшăн. Юратса илмерĕм эпĕ сана качча. Ӳлĕмрен юратасса шанса пурăнтăм çак кунччен. Анчах чĕрене улталаймарăм. Юратаймарăм эпĕ сана. Çавăнпа та текех санпа пурăнаймастăп. Санпа анчах мар, çут тĕнчере те пурăнас килмест. Кăмăлу пулсан ывăлупа иксĕр çак çурта пурăнăр. Аттепе анне сире хăваласа ярас çук. Юратаççĕ вĕсем сире. Ман пек мар. Эсĕ çак çырăва вуланă чухне эпĕ çут тĕнчере пулмăп ĕнтĕ. Тепĕр хут каçар мана", — вĕçлерĕ Кирилл çырăва.
Çĕнĕрен вуласа тухрĕ те темиçе пая çурса çӳп-çап витрине печĕ. "Ытла та вăрăм çырнă. Чуна пĕтĕмпех уçса памасан та юратчĕ", — кăмăлсăрланчĕ хăйпе. Тетрадьри тепĕр листине çурса илчĕ. "Ман вилĕмшĕн никама та ан айăплăр", — кĕскен те уççăн çырса шăлавар кĕсьине чикрĕ.
Картишне тухма васкарĕ. Каллех йытă уласа ячĕ кил картинче. "Тавçăрать ăслă йытă килте пысăк хуйхă пуласса. Ахальтен каламан ваттисем йытă улани пысăк инкеке тесе", — шухăшларĕ кĕрĕкне тăхăннă хушăра.
Çĕрлене тулта самаях сивĕтнĕ иккен. Çăм атти айĕнче юр кăчăртатать. Пӳрт кĕтесĕнчен сиксе тухнă йытă сăмсипе Кирилăн урине тăрăнчĕ. Тăрăх сикесшĕн пулчĕ.
— Кай, — аллипе хăмсарса илчĕ Кирилл.
Хапха алăкне уçса йытта картишрен хăваласа кăларчĕ. Хăй кĕлете çул тытрĕ. Ун алăкне уçса пăтаран çакăнса тăракан вĕрене туртса илчĕ. Анкарти енне утрĕ. Лупас айĕнчен тухсан вăхăтлăха хуралтă хӳттинче чарăнса тăчĕ.
Ялта шăп. Таçта сулахайра, райцентра каякан асфальт çул тĕлĕнче çеç йытăсем шавлани илтĕнет. Кĕрт йыттисем çавăнта çӳреççĕ пулас. Кирилăн Мухтарĕ те унталла çул тытрĕ ахăртнех.
Шăлавар пĕççийĕсене çăм атăран кăларса тарăн юр ăшне ярса пусрĕ. Хăйсен анкартийĕ хыçĕнчи пушă çурт кил картинче çакăнса вилме шутларĕ вăл. Çанталăк çилсĕр тăни савăнтарчĕ. "Ман йĕрсем юрпа хупланмаççĕ ха. Ирхине çавсемпе килсе шыраса тупĕç ман вилене", — каялла çаврăнса хăй хăварнă йĕрсем çине пăхса илчĕ Кирилл.
Çурма çула çитсессĕн хыçалтан такам юр ашса килни илтĕнсе кайрĕ. Хăраса ӳкнипе хĕвне чикнĕ вĕрене юр ăшне кăларса ӳкерчĕ. "Ăçта каян?! — тесе кăшкăрасса кĕтсех пĕтĕм кĕлеткипе каялла çаврăнса тăчĕ.
Ун хыççăн тăватă ураллă тусĕ, Мухтар чупать иккен.
— Мĕн аташса çӳрен? Кайнă пултăр халех кунтан. Ан пыр ман хыççăн, — сасăпах ятларĕ ăна Кирилл.
Юрпа персе хăратасшăн пулчĕ. Анчах хытă юр аллинче ванса, тĕпренсе кăна тăчĕ. Йытă чарăнса тăнине кура кукленсе ури айĕнче выртакан вĕрене илчĕ. Юр ашса малалла талпăнчĕ.
Кайранхи утăмсем çăмăл пулмарĕç. Хӳме çумне пилĕк таран кĕрт хӳсе кайнă. Кил картине кĕмелли алăка аран шыраса тупса вăйпах туртрĕ. Анчах ăна пăталанă пулас. Темĕнле мĕкĕрленсен те алăк хускалмарĕ. Çилли килнипе хӳмен пĕр хăмине пĕтĕм вăйран лăскама тытăнчĕ. Çĕрĕшме пуçланă йывăç тӳсеймерĕ. Тепĕр самантран çурмаран хуçăлнă хăмапа пĕрле тарăн юр ăшне месерле кĕрсе ӳкрĕ Кирилл. Çавăнтах сиксе тăрса хăма тепĕр пайне туртса кăларчĕ. Тунă хушăкрах шал енне аран хĕсĕнсе кĕчĕ.
Картишĕнче те юр пĕç тĕпĕ таранах иккен.
Вĕрене çыхма пӳрт кĕтесĕнчи ыттисенчен тухсарах тăракан çӳлти пĕренине суйласа илчĕ. Хăйне хăпарса тăма пукан пекки шыраса та вăхăт пайтах иртрĕ унăн.
Çапах та çакăнма васкамарĕ. Пăртак сывласа яма шутларĕ. Тин çеç юр тăрăх кустарса килнĕ пукан çине ларчĕ. Çак вăхăтра Кирилл патне хушăкран шăвăнса кĕнĕ Мухтар пырса тăчĕ. Сăмсипе чышкаласа унăн хулĕ айĕнче хӳтлĕх шырарĕ.
— Ну, мĕн кирлĕ сана? — сасăпах калаçрĕ унпа Кирилл.
Çурăмĕнчен ачашларĕ. Хăваласа яма пултараймарĕ хальхинче. Кăмăлĕ çемçелчĕ.
— Ну, кала мĕншĕн хăвăннисем патне вĕçтермерĕн. Э-э? — ыталаса илсе ăшшăн пуплешрĕ йытăпа Кирилл.
Кĕтсе тăракан вĕрен çине пăхса ури çине сиксе тăчĕ.
— Чипер юл. Манăн вăхăт.
Çапах та пукан çине хăпарса тăма пултараймарĕ. Тем чарса тăчĕ ăна. Хăй те ăнланмарĕ çакна. Пĕрремĕш хут çакăннă чухне пĕр шутламасăр турĕ вĕт. Вилессинчен те хăраман. Халĕ мĕншĕн хăрать? Хăй турник çинче çакăнса тăнине асламăшĕн куçĕсемпе пăхрĕ те хальхинче, çӳçенсе илчĕ. Типшĕм, пĕчĕккĕ, йĕрсе пĕтнĕ вунтăваттăри арçын ача вĕрĕн çинче сулланса тăрать. Çавăн чухне асламăшĕ çăлса хăварман пулсассăн çĕрмеллеччĕ масар çинче Кирилăн. Ун чухне çав ăссăрлăх çинчен асламăшĕ никама та каласа памарĕ. Вăрттăнлăха çут тĕнчерен хăйпе пĕрле илсе кайрĕ вăл.
Кирила çакăнас тарана çитерекенсем вара паян кунччен çут тĕнчере пурăнаççĕ. Унăн вилмелле и? Епле тĕрĕсмарлăх! "Малтан хăйсем путланччăр", — çирĕп Йышăну турĕ вăл.
— Çапла и, Мухтар, — пăхрĕ хăй çине йĕрсе ярас пек пăхса тăракан йытă çине.
Вĕрене васкаса салтса илчĕ.
Дениспа Митя йышши ирсĕрсем çут тĕнчене килкелесех тăраççĕ пулĕ ха. Ахальтен мар çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен шкул ачисем хăйсем çине алă хуни çинчен хыпарлаççĕ. Пурнăçпа сывпуллашас умĕн темле мăшкăл курма тивнĕ ха çав мĕскĕнсене? Çакăн çинчен ашшĕ-амăшне пурте каласа параймаççĕ паллах. Вăл вилсен кам хӳтĕлĕ ашшĕсĕр ӳсекен Надьăн ывăлне? Хăйĕн ачи çуралас пулсан тата? Çук, памĕ вĕсене кӳрентерме Кирилл. Шкулти пурнăçĕ çинчен кашни кунах ыйтса тăрĕ. Ыйтнипе анчах çырлахмĕ. Пичĕсенчен, куçĕсенчен сăнаса пĕлĕ вĕсене йывăр пулнине. Куçсем улталамаççĕ. Асап, е куççуль тумламĕ çеç палăртăр вĕсенче. Кам кӳрентернине те пăхса тăмĕ Кирилл. Çитĕннĕ çын и, е хăйсем пек ачасем. Хĕсĕрлеме ăсĕсем çитеççĕ пулсан — явапран та тарса ан çӳреччĕр. Хĕрхенмĕ ун пеккисене Кирилл. Кайран хăйне хăть те мĕн туччăр.
Каялла хăй тунă йĕрсемпех утрĕ. Аллисем кӳтсе кайнине сиссе кĕсьинчи перчеткисене тăхăнасшăн пулчĕ. Çак вăхăтра пĕри аллинчен тухса ӳкрĕ. Хыçалтан пыракан йытă çакна çеç кĕтнĕ тейĕн. Самантрах чупса пырса перчеткене çыртса тара пачĕ. Темиçе утăмран ăна юр çине кăларса хучĕ. Кирилл çине пăхса пуçне сĕлтрĕ. "Килсе ил", — терĕ пулас хăй чĕлхипе.
Кирилл чупнă пек туса пĕр вырăнта тапăртатса илчĕ.
— Тытап, тытап, — терĕ вăл.
Йытă ăна ĕненчĕ пулас. Перчеткене çыртса хуçинчен тата аяккарах тапса сикрĕ. Анчах асăрханса ĕлкĕреймерĕ. Чикке палăртакан юпа çине хăрах аякĕпе тăрăнса юр ăшне кĕрсе ӳкрĕ.
— Ха-ха-ха! — ахăлтатса кулса ямасăр тӳсеймерĕ Кирилл.
Йытă сиксе тăрса сăмсипе нăшик тутарчĕ. Пуçне енчен енне сулкаларĕ. Каллех хуçине куçран пăхса вăл тем тăвасса кĕтрĕ.
— Юрĕ, Мухтар, çитĕ. Санпа выляма вăхăтăм çук, — ăнланчĕ йытта Кирилл. — Эпĕ санпа çĕр варринче вылянине çынсем курсан ку арпашнă тейĕç тата. Кӳрсе пар мана перчеткене каялла.
Хуçине шеллерĕ тĕр йытă. Перчеткене йăтса килсе Кирилл умне хучĕ.
Малалла вĕсем çуммăн утрĕç. Алăк хыçне çитсессĕн Кирилл кĕсьинчи хут татки пирки аса илчĕ. Ăна кăларса темиçе пая çурса ывăтрĕ. Картише хытăрах кĕчĕ. Хулинчен утăм та юласшăн мар Мухтар ăна мĕн пӳрте кĕричченех ăсатрĕ.
Хăйĕн кăмăлне çĕклекене тав тăвас терĕ Кирилл. Ирхине апатланма хăварнă кăвакал тукмакне холодильникрен илсе пĕр хĕрхенмесĕр йытта кăларса пачĕ.
— Çи, çи, — тăрмаларĕ ăна ĕнсинчен.
Йытă хуçине тав туса хӳрине пăлтăртаттарса юлчĕ.
— Ăçта çӳретĕн? — ыйтрĕ вăл салтăнăр вăхăтра кравать çинче паçăрхи пекех выртакан мăшăрĕ.
— Картишре Мухтар уларĕ. Çывăрма памасть. Урама кăларса яма тухрăм.
— Паçăрах тухрăн çке. Хальччен и? — пуçне çавăрса пăхрĕ упăшки çине Надя. Тутисем йăл кулчĕç.
Чӳречерен ӳкекен уйăх çути çинче ăна питĕнчен пĕрремĕш хут тинкерсе пăхрĕ Кирилл. "Хитре çке манăн арăм. Хитре те илĕртӳллĕ", — палăртмарĕ ăшĕнче.
— Надя, Надежда, юрататăп çке эпĕ сана, — пăшăлтатрĕ Кирилл хывăнса.
— Эпĕ те сана юрататăп, — çывхарчĕ ун çумнерех мăшăрĕ.
Икĕ телейсĕр чун пĕр пĕрин ытамне туртăнчĕç.
Çĕнĕ Йĕлмел
2017 мĕш çул.