Шурăмпуç çунатне сар хĕвел чуптусан,
Тĕнчене çутатса çĕнĕ кун çуралать.
Сывлăмпа çăвăнать тин вăраннă вăрман,
Куккусен сассине итлесе хумханать.
Сар хĕвел ту тăрне хăпарсан ир-ирех,
Варсенчи сулхăнран кĕмĕл сасă килет.
Кĕмĕл тенкĕллĕ хĕр чупнă евĕр хитре
Çăлкуçсем калаçса васкани илтĕнет.
Сар хĕвел хăй сăнне шыв çине пăрахсан,
Хумханаç юрăпа вăранса уй-хирсем.
Уйăрлассăм килмест нихăçан, нихăçан,
Сирĕнтен, чуншăн çывăх юратнă сăнсем!