Сана çех пехиллеп,
Хĕрлĕ Çарăм,
Сана çех пехиллеп
Çак юрра.
Эп çеç мар
Ку юрра халь пуçарăп,
Эп çеç мар
Халь юрлап ку юрра.
Сан ятна чаплама
Хăват çитмĕ,
Сан хална манăн мар
Мухтама!
Тимĕр-хурăç вăйна
Вилĕм витмĕ;
Эс шăраннă вутпа,
Çулăмпа!
Революци чунне
Эс çăлайрăн,
Канаш влаçĕн
Тĕреклĕ çарри!
Пур тăшманăн вăйне
Йăлт ватайрăн,
Пролетарийĕн
Ал чăмăрри!
Акă халĕ хам та
Хĕрлĕ Çарăн,
Хĕрлĕ Çарăн
Хĕрлĕ салтакки.
Хĕрлĕ çăлтăрлă шлем
Пуçăмра ман,
Аллăмра — часовой
Винтовки.
Украинă
Украинă —
Вĕçсĕр хир.
Украинă —
Тĕрлĕ пир.
Ылттăн тулă сахал мар уйсенче...
Украинă — юмах пек ыр тĕнче!
Манăн куçăм курать ак сана,
Эсĕ маншăн çут хĕвелĕн чаршийĕ!*
Пахча витĕр курап Оксанна —
Йăлтра куçлă, хура куç харшиллĕ.
Пахча çимĕç ларать усăнса, —
Канлĕх, савăнăç, ирĕк сарлайнă;
Сар хĕвелĕ те, пит савăнса,
Тӳпере пĕр вырăнтах манса кайнă.
Ула пирĕн таçтах, куç курми,
Сарăлса выртнă Украинăн уй-хирĕ.
Украинăн — ырлăх ытарми,
Украинăра савăнăç халь, ирĕк.
Анчах...
Украинă,
Астăватни?
Уйсем тăрăх тулла таптаса
Кунсерен юлан ут чупнине?!
Астăватни,
Хура çăхансем
Санăнне юн хыпма хапсăнса
Ĕрĕхсе сан çийĕн вĕçнине?
Астăватни?!
* * *
Сарă тулă —
Пит тутлă пулас!
Çĕр ай хулăм —
Кăмрăклă Донбасс!
Тинĕс урлă курать ăна куç,
Англи, Франци ăна пит хавас,
«Украинă!..
Хăвăрт хапха уç!
Килĕшӳллĕ пире сан Донбасс!
Украинă!..
Хă(в)на ху пулан пуç.
Ирĕк пулĕç Украинă, Кавказ».
Тинĕс урлă шăваç, хум сирсе,
Тимĕр-хурăç тискер карапсем.
Хура тинĕс кăпăкăн йĕрсе
Чăтаймасăр тем пек хумханать...
Украина килеç «хăнасем»,
Украина шăваç карапсем...
Тимĕр-хурăç туп(ă)сем çĕкленеç,
«Украинă, —
Сана кучченеç!»
Украина шăваç, сĕтĕрнеç,
Украина пурте «ыр сĕнеç»,
Вак-тĕвеккĕн сутать ăна Петлюра,
Кăнтăр енĕн Деникин килет.
Украинă,
Асту,
Ой, ан çур*!..
Тăшманна тӳрĕреххĕн тĕлле!
Англи, Франци яраç карапсем,
Англи, Франци яраç хĕç-пăшал...
Эшелонăн шăваç вакунсем —
Турттараç кăмрăкпа сар тулла.
Кăмрăк, тулă юхать кашни кун
Хура тинĕс енне талккишпе;
Кăмрăк, тулă каять ют çĕре...
Мускав, Питĕр — выçса вилес пек.
Мускав, Питĕр — выçса вилес пек,
Мускав, Питĕр — тимĕр картара;
Çĕпĕр çĕрĕ — йăлтах Колчакра,
Украинă — мăшкăл таптавра...
Украинă — мăшкăл таптавра...
Иртĕхеççĕ хаяр казаксем,
Таптанаç ылттăн тулăллă хирсем,
Мăшкăлланнă Украинă хĕр(ĕ)сем.
Революци вăй-хăвачĕ
Ылхануллă çĕр çийĕн,
Çĕр çийĕн
Çивчĕ çиçĕм çиçет. Штрум сар(ă)лать.
Тăшман хăрушă, тискер пит...
Çвер* тейĕн...
Пăх — çăварĕ хыпассăн кар(ă)лать!
Тĕнчери пур куштан
мул хăвачĕ
Купаланчĕ тискер пĕлĕт пек,
«Пăвăнать ак халех
Канаш влаçĕ!
Ак, халех!.. Ак, халех пĕтес пек!..»
Пролетари, итле!
Революци,
Революци тăшман картинче!
Тыт алла хĕç-пăшал,
Пролетари!
Саншăн çех пулмалла пур тĕнче!
Е тăшман путарсах
Пире ларти?
Е пăçланĕç ĕмĕрхи ĕмĕтсем?
Канаша сыхлама,
Ĕç гварди,
Канаша сыхлама виличчен!..
Хапрăк-савăт, хытăрах
Труба кăшкăрт!
Хапрăк-савăт, васкат çынсене!..
Пойăс, хăвăрт чупсам,
Хыттăн чашкăрт!..
Пур вăя куçарар фронт енне!
......................................................
......................................................
Хапрăк-савăт кăкри сывламасть,
Хапрăк-савăт йăп-йăпăш ларать.
Труба виттĕр тĕтĕм тек тухмасть,
Тавра выçлăх кунсейрĕн сар(ă)лать.
Ĕнер çеç тухса кайрĕ фронта
Çапăçмашкăн хастарлă отряд;
Ĕççын вăйĕ пĕтмен, ак тата
Паян тепĕр отряд çитĕнет.
Кашнă хапрăк пухать, кашнă ял
Юлашки хăватне фронт валли.
Кунран-кун çирĕпрех хĕрлĕ хал,
Хĕрлĕ Çарăн сĕрлет хурт вĕлли.
Çирĕм иккĕн
Выçă, сивĕ...
Шинель кивĕ,
Çĕтĕк-çатăк
Сăран атă.
Çĕлĕк çĕтĕк,
Пуçа хĕсĕк.
Çара алă
Кушăркаллă...
Хулпуççийĕн,
Штык тăррийĕн
Йăлтăр-ялтăр
Йăлтăрки...
Хулпуç урлă,
Урлă-пирлĕ
Ленттă çакнă
Патронпа.
......................
......................
Ак утаççĕ, утаççĕ...
Чупаççĕ, такăнаççĕ...
Кĕрхи çил харсăр,
Ним пăхмасăр
Силлет те силлет
Çĕтĕк шинеле.
Кĕрхи çил — харсăр
Йыт çури,
Силлет те
Çĕтет
Çĕтĕке.
.....................................
.....................................
Çирĕм иккĕн хăйсем,
Çирĕм ик çын;
Пĕлмеççĕ — мĕн ятлă хăшши,
Ăçти çын?
Мĕн тăвас-ха ятпа?
Пĕр ят пур,
Кашнийĕн пĕр ят —
Большевик.
Кашнийĕн пуçра
Шухăш пĕр.
Чĕрийĕ çунать...
— Çунтăри!
Кĕрхи каç —
Хура лаç!
Кĕрхи каç —
Куçна йĕппе тир!
Тек утаç,
Такăнаç...
Тек чупаç
Çирĕм ик пăхаттир...
Çирĕм иккĕн малта
Йĕр йĕрлеç.
Пинĕн-пинĕн пыраç хыçалтан,
Шавлаç... Кĕрлеç...
Анчах шăппăн утаççĕ малта.
Тăшман çывăх, умрах,
Те хыçра...
Тĕттĕм виттĕр асту хытăрах!
Пăшал алăра,
Патрон чыхнă ленттă çумра.
Кĕр каç(ĕ) тĕттĕм, хăруш...
Ан шиклен!
Хастаррах чĕрӳне тапма хуш!
Ак итле,
Тавра шăп, таврара çук сас-чӳ...
Тавра йăпăш... Асту!..
Ан ĕнен!
Йăпăш айăн сыхлать тăшману.
Ан шиклен!
Шикленмешкĕн ан пĕлтĕр чĕрӳ!..
Пирĕн пуç — Буденнăй
Вутлă çарă эпĕр,
Вут пек Хĕрлĕ Çар,
Çил пек хыт çӳретпĕр —
Çил, пире ан чар!..
Алра çивчĕ шашкă,
Тусăм — урхамах!
Эй, касак, ан ашкăн!
Ан ĕрĕх, ухмах!..
Днепр шыв-и, Дон-и, —
Чараймаç — каçатпăр!
Пирĕн пуç — Буденнăй,
Хыççăн йăлт каятпăр!
Тапхăр шавлать, тапхăр
Ват юман çилпе.
Тăшмана таптатпăр,
Хыт тыт тилхепе!..
Пирĕн утсем ӳрĕк
Çилпе тавлашаç!
Пирĕншĕн çул тӳрĕ —
Чармасть тĕттĕм каç.
Днепр шыв-и, Дон-и, —
Чараймаç — каçатпăр!
Пирĕн пуç — Буденнăй,
Хыççăн хар(ă)с каятпăр...
Украина хирĕ —
Лаптак такана.
Итле, çиле хирĕç
Юрлаç ак çакна!
Акă, çавра çилĕн,
Вĕçет утлă çар;
Умра-хыçра вилĕм, —
Ан пăх!.. Яра пар!..
Ху ывăннă-и, лашу-и, —
Канма вăхăт мар!
— Кам унта?! Буржуй-и? —
Айта, хăвалар!..
Çирĕм иккĕн ак каллех
Çирĕм ик çын
Утаç ак каллех.
Çирĕм ик çын
Ывăнас çук халех.
Кунĕн-кунĕн
Вăрă пек пытанаç...
Пытанаç те
Каллех тек утаç.
Çивчĕ çилĕ
Çиессĕн силлет, —
Тĕнче çийĕ
Хир(ĕ)çлесшĕн çиле.
Ой, çанталăк —
Çавра çут тĕнче!
Хăмăр шăналăк —
Чара куçĕнче!
Çăмăр вĕттĕн
Чарусăр пĕрĕхет.
Кĕр каç тĕттĕм, —
Çĕре сĕм пĕркет.
Çул çи вăрăм,
Çул çи такăр мар.
Кĕр каç — хăрăм,
Часах такăнма...
Çирĕм иккĕн
Çӳреç çапăнса,
Çĕр çи çийĕн
Утаç такăнсах.
Килне маннă,
Маннă тăван йыша...
Чун аманнă,
— Малаллах ишер!
Ĕмĕр мĕскĕн,
Ĕмĕр — чĕр нуша;
Ĕмĕр хĕскĕн —
Пуççап чĕн пушша!..
Кăвак хуппийĕ
Уçăлчĕ пĕрре, —
Çĕр тӳпийĕ
Пулмалла пире!..
Эпĕр тухнă
Чăнлăх шырама...
Пурăн, чухăн,
Вилĕм — харама!..
Кил-çурт пирĕн —
Пĕлĕт çи — кĕленче,
Тăван çĕрĕ-хирĕ —
Çавра çут тĕнче!..
..............................
Кĕр каçĕ тĕттĕм,
Çийĕнче — сĕм çилхе;
Кĕр каçĕ тĕттĕм —
Хуплать çирĕм икке.
Çирĕм иккĕн
Утаç малаллах,
Çĕр хушшийĕн
Çитеç пĕр яла.
Шуррисем
Не стая воронов слеталась...
А. Пушкин
«Хура çăхан пуххийĕ мар
Виле çинче шавлать»,
Хура чĕреллĕ шурă çар
Чĕр юн ĕçки тăвать.
Шавлаç, хир(ĕ)леç, хушăран юрлаç,
Хушăран Турра кĕллеç...
Çĕрĕпе ĕçсе ирччен ур(ă)лаç,
Ур(ă)лаç — татах ĕçеç.
Кам çук кунта? — Ак офицер,
Улпут çури, касак...
Патша кули, поп майлăскер,
Страшник, ялти кулак...
Пĕр шухăшпа, пĕр ĕмĕтпе
Чунсем вĕсен çунаç,
«Кивве çав(ă)рас, вутпа-хĕçпе
Раççей чысне çăлас...»
Патша та тĕн, тăван çĕршыв, —
Ак мĕншĕн тăрăшаç.
«Раççей пĕр пултăр, пултăр сыв!
Таврăнайтăр «иртнĕ каç»!
Алран тухс(а) ӳкнĕ хăвата,
Пур пурлăха çав(ă)рас.
Çĕре, пур хапрăк-савăта
Каллех хам(ă)рах тав(ă)рас».
Полккин-полккин шăваç, сар(ă)лаç, —
Карталанать Мускав;
Хыпас пекех туп(ă)сем карăлаç,
Юнпа çăвăнать хунав.
Уй-хир çийпе çавра çил мар,
Шур çар кусать йыт пек.
Чĕр юн юхать тулли çырма,
Çунать çĕр çи виртпе...
Пур çĕрĕн хурлăх, чир-чĕр, тиф,
Пур çĕрĕн вилĕм çеç сар(ă)лать,
Апатсăр — выçă, тумсăр — сив;
Вилес килмест? — Пăшал авăрла!
Ăçта çитеç — вут-шар, куççуль,
Ăçта çитеç — такан...
Мĕн чуль ылхан пулайрĕ пуль
Тăшман шур салтака?!
Кам асăнмĕ хура ятпа
Колчак-Деникина?
Кам чĕрине сăран ат(ă)па
Таптаман-ши кăна?!
Кала, республик, мĕн чулĕ
Асап курса ун чух?!
Кала, эх амĕш, ăçта улă*?!
Хăш уй-хирте ачу?
Куççуль тăкать ват амĕш,
Кĕтет, кĕтет çулран...
Вĕçсе каян хур-акĕш
Калать, «Ан кĕт улна!»
Хĕлле çитсен шур юрăн
Хуплать ăна çитти,
Çуркуннепе сар хурăн
Тата хĕвел çутти.
Çеçен çилпе йăвашшăн
Тек ачашлаç куллен...
Çĕн самана тăвасшăн
Вăл шикленмен вилме.
Çирĕм ик вилĕм
Тушнан* юрла, кĕслем!..
Чăтсам, ан сик, чĕрем!
Мĕнле халпа вĕçлем
Пĕрре тĕрлен тĕрре!
Юрла, кĕслем, тушнан!
Чун хавалне тапрат!
Ман юрă çирĕм ик тусшăнах,
Çирĕм иккĕшĕнех макăрать...
* * *
Выçса халран ӳксе,
Ывăнса — ура утмасть.
Патрон йăлтах пĕтсе,
Анчах пĕртте супмаç.
Анчах пĕртте супмаç
Тăшман ум(ĕн)чен нихçан;
Иртет-и кун, е каç —
Çапăçурах ялан.
Тăван çĕршыв сарлак(а),
Утса тухаймăн час,
Пĕр вĕçĕ — Стерлитамак,
Тепри — Кавказ, Донбасс.
Выçса халтан ӳксе,
Ывăнса — ури утмасть,
Кашнин питре çӳксем...
Чакма приказ хушмасть.
Çирĕм иккĕшĕн приказ,
Тăшман тылне ленкме...
Кунсерĕн-кун, каçшерĕн-каç —
Хыçран кансĕрлеме...
Çирĕм иккĕн пĕр задач —
Вăрттăн йĕр йĕрлесси.
Йĕр йĕрлесе утаç —
Хĕрлисен çул уççи...
* * *
Ĕçсе лараç ирччен штабра
Çап-çут пакунлисем.
Ним шухăш çук — фронт катара,
Умра — çут эрехсем.
Сĕтел тулли эрех ларать,
Çумра — «çестрицăсем»...
Пуç çаврăнать, мухмăр касать,
Тĕксĕмленеç куçсем.
...Сасартăк сас сарлайрĕ хар(ă)с,
Пăшал сасси тавра.
— Ăçта тревога? Шакăм марш! —
Шалт паника штабра.
Çине-çинех çур(ă)лать гранат,
Илтĕнеç сассем, «Пли!.. Пер!»
Хура вăрман йăлт вăранать
Пăшал хроплатнипе.
Юлашки çип — бикфорд çиппи,
Пĕршер те çук патрон!
...Мăкăрланать тар нӳхреппи...
Ăçта тăрать-ши эскадрон?!
Чĕтренчĕ пĕлĕт, кисренчĕ çĕр —
Тар нӳхреппи вутра...
«Ах тур!.. Мĕн пулчĕ-ха кĕçĕр?» —
Кускаланаç штабра.
Ак шуррисем чупаç взводшер...
«Давай гранат часрах!..
Н-на! Ил-ха!.. Сволăч офицер,
Юлашкине!..»
Трах!!! Трах!!!
«Н-на!.. Хып!.. — Туртать, —
Оççечкă, чорт!..»
Пуш гильза çех — наган.
«Тăшмансемех тытса вĕлерччĕр —
Хамшăн патрон юлман»...
* * *
Чупса çитет штаба салтак,
«Ваш... бродь!.. Партизансем!
Лекейрĕç халь хăйсем йăлтах,
Пирĕн алра вĕсем!..»
........................................
........................................
Тушнан юрла, кĕслем!
Чăтсам, ан сик, чĕрем!
Мĕнле халпа вĕçлем
Пĕрре тĕрлен тĕрре!..
Хирте вĕрет чĕр çил,
Ачашланать чечек.
Хирти лапам — чĕрçи...
Чипер пит çут тĕнче.
Вĕшлен вĕрет тек çил,
Юрлать, йĕрет тăмра...
Çирĕм иккĕне валли
Хура тăпра умра.
Хура тăпра — масар
Çирĕм иккĕне валли...
Юлташ, чунна хытар,
Ак-ак, илтĕнейĕ, «Пли!»
Çур кунĕ пит илем,
Яш пурнăç хаклă пит.
«Епле, епле вилем?
Чун-халпа тат(ă)лăп-и?!»
Яш куç хăрать пăхма
Тискер сив шăтăка.
«Эх, мĕн пулин-пулман!..
...Сыв пул, ват тус çăка!»
Шутла, тата миçе
Минут юлайнă-ши?
Çын пурнăçĕ çинçе,
Хăçан тат(ă)лайĕ-ши?
Иртет минут. Тавра,
Тавра — илем, чĕр чун.
Анчах приказ штабран,
Приказ пĕр — вилĕм, юн...
Вăш-вăш вĕрет чĕр çил,
Тӳлек те лăпкă хир.
«...Тăвансем! пĕлетĕр-ши,
Камсем вилеç çак ир?!
Кама тĕллетĕр сер*,
Кама вĕлересшĕн-ха?»
Сулать ал офицер —
Залпран чĕтрет çăка.
Пуçсем тайлаç хуллен...
Тапмасть çирĕм ик чĕре.
Чĕр юн — вĕри çĕлен —
Тип çереме тĕрлет.
* * *
Лапам çийпе йĕрсе
Вăш-вăш вĕрет тек çил.
Хĕвел пăхать хĕрсе,
Вут-кăварланать пĕлĕт çи.
Таçти-таçти çынсем
Пĕлмеç пĕрне-пĕри...
Пĕр пулнăччĕ чунсем,
Пĕр пек тапнă чĕри...
Пĕр ĕмĕтпе çунса
Вилчĕç пĕр ĕçшĕнех;
Ĕç халăхне сунсах
Кĕрс(е) ӳкрĕç çĕр ăшне.
* * *
Юрла, кĕслем, сĕрле!
Чун хавалне тапрат!
Манăн юрă çирĕм иккĕшĕнех,
Çирĕм иккĕшĕнех макăрать...
Эпилог
Çулсем шăваççĕ, сисме çук,
Пит хыттăн чупать çĕн вăхăт.
Асрах тухса ӳкмест вăл çул,
Пин те тăхăрçĕр вунтăххăр...
Çĕн тапхăра кĕретпĕр эпир,
Хыватпăр никĕс «Ыраншăн».
Кĕрлет çеç савăчĕ, сĕрлет хир —
Чи çывăх мелоди вăл маншăн.
Тăватпăр эпĕр çĕн тĕнче,
Ӳсетпĕр патваррăн, пит меллĕн.
Пирĕн ĕмĕт — мĕн пур çĕр çинче
Тăвас пурнăçа телейлĕ.
* * *
Ку героика — иртнĕ çулсенчи,
Çавах мимене çĕмĕрет.
Историе кĕрĕ «Ĕнерхи»,
Вăл кĕрĕ пулас ĕмĕре.
Тен, вилĕпĕр эпĕр. Ачасем
Тек асăнĕç иртнĕ кунсене.
«Ав, çакăнта вилнĕ маçаксем,
Çав лакăма чикнĕ вĕсене...»
Ку героика — иртнĕ çулсенчи,
Вăл хаклăн пире туйăнать.
Ăçта çитрĕн унта çеçен хир
Çав иртнĕ кунсемшĕн юрлать.
Çирĕм иккĕн... Вĕсен ятсем çук.
Çапах манмастпăр вĕсене.
Нихăçан манăçа тухас çук
Çапăçуллă кунсем, паттăрсем.
Сахал-и выртаççĕ, шута ил,
Çирĕм иккĕ пек паттăрсем?
Сахал-и ӳлет çеçен çил
Çав ятсăр çынсемшĕн шăхăрса?
Çирĕм иккĕн çеç мар вăл ятсăрсем,
Революцин манми ывăлĕсем.
Çирĕм иккĕн çеç мар вăл паттăрсем,
Революцишĕн пуç хунисем.
1928—30 ç., Ленинград — Ахмане.