Паян кунччен пурăнса, çак çулсене çитсе пĕр япалана лайăх ăнлантăм. Çын ӳт-кĕлеткерен кăна ватăлать, унăн чунĕ вара чылай чухне çамрăк вăхăтĕнчиех юлать. Анчах çеç хамăн тăван ял (Вăрнар районĕнчи Хураçырма Кушлавăш) урамĕсенче сиккелесе çĕмĕрт-сирень шăршиллĕ каçсенче савнисемпе алран алă çавăтăнса çӳреттĕм пек. Çын пурăннăçемĕн унăн асĕнчи кĕнеке хулăнлансах пырать иккен. Çавсене пурне те хут çине кăларса хурас тăк миçе том пухăннă пулĕччĕ-ши? Уйрăм самантсем хăйсем калавăн вуланнă пулĕччĕç.
Пĕрремĕш самант. Эпĕ пионера кĕретĕп. Ун чухне линейкăра хам çырнă (хамах-ши?) сăвва калатăп… Каярах хĕрсем патне сăвăласа çыра пуçланăччĕ. Ун чухнехи çамрăксем çырăва сăвăласа пуçлатчĕç тата вĕçлетчĕç. Ç Элкер витĕмĕ-ши е хамăр харсăрланнă-ши çавнашкал? Эпир ун чухне пурте сăвăç пулнăн туйăнать мана.
Иккĕмĕш самант. Эпĕ шăрпăк арчине вырнаçма пултаракан радиоприемник пуçтарса ăна «ВитРод» ят паратăп (халĕ те çаплах алă пусатăп). Аслă классенче вĕреннĕ çулсенче «Радио» тата «Химия в школе» журналсем çырăнса илеттĕм, «Наука и жизнь», «Наука и религия» тата ытти хаçат-журнала антăхсах вулаттăм. Пирĕн килте ун чухне телевизор мар, радио та çукчĕ (пӳрт патне пралук карса çитерменччĕ). Тĕнчепе эпĕ хаçат-журнал урлă кăна çыхăннăччĕ. Тен, çавна пулах эпĕ вуласа тухман кĕнеке те юлмарĕ ялти библиотекăра. Кӳршĕ ялти (Вăрнар районĕнчи Кульцав ятлă вырăс ялĕ) шкултан 1966 çулта вĕренсе тухсан радиотехникума та кайса пăхрăм, конкурспа кĕреймерĕм (халĕ Турра тав тăватăп уншăн!). Заводра та, политехника институтĕнче те ĕçлесе тата вĕренсе пăхрăм – чун выртмарĕ, кăмăлăм çырлахмарĕ.
Виççĕмĕш самант. Эпĕ, Свердловск хулинчен тăван яла таврăнса пĕр хушă плугарьте ĕçленĕскер, музыкăна тĕплĕн вĕренес тĕллевпе Шупашкарти музыка училищин йышăну комиссийĕ умĕнче тăратăп. Пĕри (вăл А.Михайлов композитор пулнине кайран пĕлтĕм) пианино клавишĕсене пĕр харăс пусать те манран çавăнта илтĕнекен сасăсене кăларма ыйтать. Эпĕ хуравланă хыççăн пуçне енчен енне сулласа илет. Тепри (вăл Ф. Лукин пулнă иккен) ман çине ăшшăн пăхса хавхалантарать, пĕрремĕшне тем каласа ăнлантарать (ял ачине пулăшас тенĕ ĕнтĕ). Ф. Лукин çине тăнăран-ши – тăваттăлăх тытрăм çав экзамена. Çавах ман кăмăл хуçăлчĕ. Тата хăшĕ-хăшĕ кунта классика музыкине кăна вĕрентеççĕ тени те пистерчĕ пулĕ. Çапла вара, документсене илтĕм те Çĕрпӳри культура училищине кайса кĕтĕм.
Тăваттăмĕш самант. Эпĕ Çĕрпӳре Ю.Семенов сăвăçпа паллашатăп, вăл пулăшнипе район хаçатĕнче тата «Ялавра» сăвăсем пичетленчĕç. Çамрăк çыравçăсен канашлăвĕнче (1969) Петĕр Хусанкай халалне итлетĕп, Р.Яковлева, Н.Артемьева çамрăк сăвăçсемпе пĕр тан калаçатăп. Хам сисмесĕрех çапла литература сывлăшĕпе сывла пуçлатăп.
Пиллĕкмĕш самант. Эпĕ, журналист пулас хаваллăскер, – Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ. Çав 1970 çулта П.Хусанкай тата М.Сироткин профессор çĕре кĕчĕç, «Çил çунат» литпĕрлешӳ (ятне эпĕ сĕннĕччĕ) вăйлăн ĕçлесе кайрĕ, наука кунĕсенче докладсемпе тухса калаçма пуçларăм. 1972 çулта чăваш сăввин хăй евĕрлĕхĕ пирки курс ĕçĕ çыртăм. Хайхи сисмесĕрех тĕпчевçĕ-литератор пулса тăтăм. 1976 çулта Тĕпчев институтне ĕçлеме илчĕç, 1976-1979 çулсенче Мускаври Тĕнче литературин институтĕнче аспирантурăра пултăм, кандидат диссертацине хӳтĕлерĕм (чăваш сăввин ыйтăвĕсемпе). 1979-1994 çулсенче ăслăлăхпа аппаланса пурăнтăм, 1994 çултан паян кунччен студентсемпе тăрмашатăп.
Улттăмĕш самант. Эпĕ хамăн вуннăмĕш теçеткене тăван ялăмра, хам ача чухне тухма пĕлмен клубра паллă тăватăп. манпа пĕрле пĕтĕм ял-йыш, тус-тăван хĕпĕртерĕ. Çакă манăн пысăкран та пысăк телейĕм пулчĕ пулас. Çак ĕç-пуç 60 çул хушшинче пулса иртрĕ.
Утмăл çул хушшинчи ултă самант, ултă ЭПĔ…