Пĕр хĕвеллĕ ăшă ир
Юлташпала иксĕмĕр
Карçынккасем илтĕмĕр,
Кăмпа татма кайрăмăр.
Кĕрхи аслă вăрманта
Ытарма çук илемлĕ.
Ура айĕнчи çулçă та
Пăшăлтатать санпала.
Вăрманта кăмпа чылай,
Татса пĕтерес те çук.
Карçынккасем тулнă май
Киле каяс шухăш çук.
Кăмпа пухса-пуçтарса
Шалтан-шала кĕтĕмĕр.
Каялла тухас çултан
Çухалса та кайрăмăр.
Вăрман тăрăх ута-ута
Ывăнса та çитрĕмĕр.
Ыйхă пуса пуçласан
Эпир ларса кантăмăр.
Уçланкăра ларнипе
Киле эпир çитес çук.
Çавăнпа та юлташпа
Тупас терĕмĕр çула.
Карçынккасем йывăртан
Аран-аран утатпăр.
Утсан–утсан вăрманта
Пĕр уçланка тухатпăр.
Çак уçланкă варринче
Сарăлса ӳсет юман.
Çак тарана çитиччен
Кун пек йывăçа курман.
Тем вăрăмăш туратсем
Çилпе сулкалашаççĕ.
Юман тавра кайăксем
Пит çуйхашса вĕçеççĕ.
Йывăç çинче хăвăл пур.
Çав хăвăла кĕтĕмĕр.
Аслă çулпа утрăмăр,
Пысăк яла çитрĕмĕр.
Ялта ырă çынсем çеç
Пурăнаççĕ курăнать
Кашни тĕл пулаканах
Кăмăллăн ырă сунать.
Ялĕ таса та хитре,
Тем вăрăмăш урамсем.
Йĕри-тавра йывăçсем.
Темĕн тĕрлĕ чечексем.
Урамĕсем тап-таса,
Пĕр çӳпĕ те курăнмасть.
Симĕс курăк ешерет,
Пĕтĕм чунăм савăнать.
Пур çĕрте те кайăксен
Савăк юрри янăрать.
Тĕрлĕ -тĕрлĕ чечексен
Тутлă шăрши сарăлать.
Çыннисем пит кăмăллă,
Сăпайлă та тарават.
Пур хăнана савăнса
Сăйлать тутлă çимĕçпе.
Мĕн вăл вăрçă, хирĕçӳ?
Кунти çынсем пĕлмеççĕ.
Пĕр-пĕрне кăмăлласа
Ялан туслă пурнаççĕ.
Кунта ача–пăча та
Пĕр-пĕринпе хирĕçмест..
Йывăрлăхра пулăшать,
Пуриншĕн те тăрăшать.
Юлташпала иксĕмĕр
Хăнара та пултăмăр.
Кунти ырă пурнăçпа
Пурăнса та куртăмăр.
Хăнара аван пулин те
Чунăм килеллех туртать.
Хамăн атте-аннене
Ман часрах курас килет.
Пĕр асамлă чĕрĕ чун
Тупса пачĕ пире çул.
Çав çулпала утрăмăр,
Уçланка та тухрăмăр.
Çак асамлă çĕр-шывра
Пулса куртăмăр пĕрле.
Ялан туслă пурăнма
Тупа турăмăр пĕрле.