Каллех вăрçă, каллех çапăçу.
Пăшал сасси илтĕнет,
Тар шăршийĕ ав кĕрет,
Этем юнĕ шар юхать,
Çамрăк пурнăç касăлать.
Каллех вăрçă, каллех çапăçу.
Çынсем, урнă йытăсем,
Тӳрĕ пурнма пĕлменсем,
Тăванлăха манчĕç-шим,
Юратăва пăрахрĕç-шим?
Каллех вăрçă, каллех çапăçу.
Вутра çунать укçа-мул,
Шыв пек юхать тар, куççуль,
Вилĕм юнпа ашкăнать,
Хура халăх ахлатать.
Каллех вăрçă, каллех çапăçу.
Эх, чупăттăм, кайăттăм,
Вăрçă-мура чарăттăм.
Çапăçăва пĕтерĕттĕм.