Иртет иккен, пĕтет кун-çул,
Часах курми пулĕç куçăмсем...
Сирĕн умран эпĕ çухалатăп,
Сывă пулăр ĕнтĕ, тусăмсем...
Эх, сăввăмсем... савнă юлташсем,
Епле эпĕ сире юратрăм.
Сирĕн хăватăра шыра-шыра,
Нумай шурă хута хуратрăм.
Ак хăвăртрах вилĕм килсе çитĕ,
Часах чĕнми пулĕ чĕлхемçĕм...
Хут çийĕнчи анчах тăрса юлĕ
Хура тĕсçĕм, салху мĕлкеçĕм...
Никама хĕрхенмен хăруш вилĕм
Илсе кайĕ сиртен уйăрса.
Темле йывăрлăхсем тӳссессĕн те,
Чарăнмарăн çырма тăрăшса.
Пурăнăçăм йывăр пулсассăн та,
Юррăмсемпе хытă савăнтăм...
Выртнă вырăн çинчен тăра-тăра
Çыру çинче лартăм çĕрĕпе,
Темле йывăр хĕн-хур курсан та
Пурăнма тăрăшрăм тӳрĕпе;
Хăш-хăш чухне ăшăм çуннипе,
Хăш чух савăннипе юрларăм...
Эх, юррăмсем... савнă юлташăмсем,
Сире чунтан-вартан юратрăм...
Хăш чух шăнкăрчă пек шăрантартăм.
Хăш-хăш чухне юри юптартăм...
Чăн-чăнласа юлама тытăннă чух
Чисти юхăм шыв пек юхтартăм,
Тăван чĕлхен тăван çырулăхĕшĕн
Мĕнпур вăйăма хурса ĕçлерĕм...
Кĕнекесем çинчи ăслăлăхсем
Мĕн хушнине хытă итлерĕм,
Вăхăт-вăхăт умри шурă хут çине
Куçăмран куççуль пăт-пат тумларĕ...
Ĕçленĕ ĕç ахаль çухалмарĕ,
Куççуль тăкни сая каймарĕ...
Ӳтĕм çĕрте çĕрсе пĕтсессĕн те
Ятăм çĕрмĕ тесе шанатăп.
Пусмăртан хăтăлнă ĕç халăхĕ
Çутă курчĕ тесе савнатăп.
Ĕç çыннисен чаплă ĕçне тума
Мĕн вăй çитнĕ таран пулăшрăм...
Чăваш халăх çамрăк çырулăхне
Хăват пама хытă тăрăшрăм.
Мĕскер тăвас тени чăнах пулчĕ,
Мĕн шыранă — çавă тупăнчĕ...
Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт пулса тăчĕ,
Ĕç халăхĕ ĕçе йышăнчĕ.
Иртнинче йывăр пулнипелен
Пурăнăçăм хытă юхăнчĕ...
Сар кайăк юрри пек сăввăмсене
Юрла-юрлах куçăм хупăнчĕ.
Мана тăпра айне хунă чухне
Куççуль ан юхтарăр хуйхăрса,
Савăнса, калаçса, юрла-юрла,
Çĕрпе витсе хурăр юп курса.