Ку ĕç пĕр пĕчĕк хулара Володя ятлă арçын ачапа пулса иртнĕ. Çиелтен пăхсан никамран та нимпе те уйрăлса тăман çак арçын ача. Хăйĕнче вăрттăн вăй пурри çинчен тĕлĕкре те тĕлленмен вăл, улшăнусем пуласси çинчен пĕрре те шутламан.
Кĕрхи кунсенчен пĕринче Володя шкул хыççăн çывăхри библиотекăна кĕрсе тухма шутларĕ. Тĕрĕссипе, Володя яланах çапла тăвать. Библиотекăна килсе тăракан кĕнекесем чи малтан Володя аллине лекеççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Халĕ те сентресем çинче тăракан кĕнекесенчен чи кăсăклисене икĕ кĕнеке суйласа илчĕ те библиотекарь сĕтелĕ патне çывхарчĕ арçын ача. Валентина Петровна кĕнеке ячĕсене карточкăна çырнă хушăра Володя сĕтел çинче кĕтесре выртакан уйрăм кĕнекене асăрхарĕ. Унăн хуплашки ыттисенни пек мар пулни ачана малтанах тĕлĕнтерсе те ячĕ. Хута йывăçран туни çинчен пĕлет-ха Володя, анчах хуплашка йывăçран пулнине нихăçан та курман вăл. Володя аллисем хăй сисмесĕрех çак тĕлĕнтермĕш кĕнеке еннелле туртăнчĕç. Тĕрĕсрех каласан, темĕнле асамлă вăй хăех арçын ача аллине ун еннелле туртрĕ теме пулать. Володя шухăшне сиснĕнех Валентина Петровна сăмах хушрĕ:
— Çак кĕнеке иртенпех сана кĕтсе выртать, илсе вула ăна.
Утса мар, вĕçсе пычĕ Володя. Киле çитнĕ-çитменех портфельне хывса хучĕ те хăйĕн пӳлĕмне кайса «çĕнĕ» кĕнекене вулама тапратрĕ. Хуплпашка асамлăхĕ пĕрре пăхсанах тыткăнларĕ пулсан содержанийĕ вара пĕрремĕщ страницинченех вĕçертмерĕ Валодьăна. Вуланă йĕркесем куç умне кинори пек тухса пычĕç.
Пулнă тет таçта аякра пысăках мар çĕр-шыв, Фантази ятлăскер. Кунта пурте туслă пурăннă: кĕçĕннисене юратнă, аслисене хисепленĕ. Чăн-чăн çăтмах теме пулать ку вырăна. Анчах çак çăтмах вырăна усал-тĕсел килсе çитнĕ. Ырлăхпа киленсе пурăнакан çынсене драконсем çунтарма тытăннă. Нихăшĕ те нимĕнпе те пулăшма пултарайман хăйĕн çĕр-шывне. Шур сухалсем каланă тăрăх, Фантази çĕр-шывне çылăхсăр чун кăна çăлма пултарнă, çавăнпа та пурте таса чунлă, япăх ĕç туса курман ачана кĕтнĕ. Ун пек ача тупăнмасан çак вырăн, çак çĕр-шыв яланлăхах тĕттĕмлĕхе путма пултарнă. Тĕлĕнмелле, анчах та çак кĕнекен вĕçĕ пулман, малалла пушă страницăсем çеç кайнă. Хăйне хăй ĕненмесĕр темиçе хут та страницăсене уçкаласа пăхнă арçын ача, анчах нимĕн те асăрхаман.
Арçын ача кĕнекене кроватьпе юнашар тумбочка çине хунă та, ывăнса çитнĕскер, тӳрех çывăрса кайнă. Çак каç унăн ыйхи канлĕ пулман. Володя çĕрĕпех акăш-макăшпа аташса выртнă. Тĕлĕкре вăл кĕнекери инкеке лекнĕ çынсене пулăшать пек. Çакна тума унăн кĕнеке хуплашки çинче курнă пăхăр çĕлене кăларса илсе ăрăмлă сăмахсем каламалла. Сăмахĕсем те чĕлхе çинчех тăрăççĕ. Каламалла кăначчĕ, анчах шăпах çак вăхăтра такам Володьăна хул пуççинчен силлесе вăратрĕ. Тул çутăлнă, тăма вăхăт иккен.
Володьăна тĕлĕкре курни тата кĕнекере вулани кунĕпех канăç памарĕ. Уроксем вĕçленессе аранах кĕтсе илчĕ вăл. Киле çитсенех пĕр тăхтаса тăмасăрах кĕнекене алла илчĕ. Чăнах та хуплашкан çӳлти пайĕнче çĕлен пуçĕ курăнать, хăй пăхăртан. Ăна Володя ĕнер асăрхаман та. Питех те тĕлĕнет арçын ача. Пăхăр çĕлен пуçне асăрханса кăларса илсен Володя хăй симесĕрех ăрăмлă сăмах калама пуçлать. Куç умĕнчех асамлă ĕçсем пулса иртме пуçлаççĕ. Сасартăк кĕнеке тавра хĕмленекен тусан çĕкленет. Кĕнеки сĕтел тавра вĕçсе çаврăнса çиçĕм пек ялтлатса çĕре персе анать. Володя мĕн пулнине ăнланаймасăр хытса тăрать, хускалма хăрать. Чĕри сиксе тухас пек тапать. Аранах арçын ача кĕнеке патне пыма хăюлăх çитерет. Хăйĕн чĕтрекен аллипе вăл асăрханса кĕнеке страницине уçать. Уçнă-уçманнах ун аллинчи çĕлен пуçĕ çухалать. Пуш страницăсем вара самантрах сас паллисемпе тулаççĕ. Ку Володьăна пушшех тĕлĕнтерсе ярать. Вăл васкасах унта мĕн çырнине вулама тытăнать. Таса чунлă арçын ача инкеке лекнĕ çĕр-шыва çăлса хăварнă иккен. Володя ĕненнĕ Фантази çĕр-шывĕ пуррине. Çак ĕненӳ пулăшнă та Фантазие çăлса хăварма.
Володя кĕнекене алла илчĕ те библиотекăна утрĕ. Савăнăçлă пырса тăчĕ вăл Валентина Петровна умне. Кĕнекене алла илнĕ май библиотекарь арçын ача çине ăшшăн пăхса илчĕ. Пĕр сăмах каламасăрах вĕсем иккĕшĕ те çăлса хăварнă Фантази çĕр-шывĕшĕн савăнчĕç, анчах çакăн çинчен хăйсемсĕр пуçне урăх никам та пĕлмерĕ.