Пĕр илемлĕ çурхи кун
Хĕвел хытă хĕртнĕ чух
Урамра хура курак
Калле-малле уткалать.
Хăйĕнпеле мухтанать.
«Кар! — кранклатать ак курак —
Ман пек хитре кам юрлать.
Ман пек илемли тупаймăр,
Ман пек юрăçă пулаймăр».
Акă тепĕр самантран
Вĕçсе тухрĕ йăваран
Пĕчĕкçĕ юрă ăсти —
Пит илемлĕ шăнкăрчи.
«Ши! те Ши!» — вăл шăхăрать
Çу çитнишĕн савăнать
Сар хĕвеле вăл мухтать.
Ăшă куншăн тав тăвать.
Урамри ача-пăча
Вăййисене пăрахса
Шăнкăрч юррине итлеççĕ
Ун кĕввипе киленеççĕ.
Хура курак юррине
Итлемерĕç ачасем,
Унăн «чаплă» кĕввине
Килĕштермерĕç вĕсем.
Мухтанчăк курак вара
Вĕçсе кайрĕ йăвине.
Хăвна ху эс ан мухта
Намăс куран, тупата.