Пурăнсан-пурăнсан, çавра уйăх тухсан,
Тĕлĕкре тĕл пулатăп санпа;
Çĕнĕрен вут-кăвар хăпарать ăшăмран,
Минтере йĕпететĕп тарпа.
Татах çĕр варринче вăратаççĕ мана
Пулса-иртнĕ хĕрӳллĕ кунсем;
Ĕлĕкхи туйăмсем çунтараççĕ чуна,
Кăмăла пăтратаççĕ вĕсем.
Тахçанхи уйрăлу, калаçу самантсем
Çĕкленеççĕ каллех асăмран;
Ирхине пуличчен эп шырап сăмахсем —
Каçару ыйтайманччĕ санран.