Çăкалăх


Çăкалăхра


«Çăка çулçи çаврака та,

Мĕн каласа çырнă-ши?»

Çак юрра асра тытатăп

Эп чылай çулсем хушши.

 

Çуркунне юрсем кайсассăн,

Сарăлсассăн сар çăка, —

Атăл шывĕ пит хавассăн

Илĕртет пур çамрăка!..

 

Атăл тăрăхĕ — çăкалăх.

Вăл çăкалăхра эпир

Шурă лантăш асăнмалăх

Пуçтараттăмăр ир-ир.

 

Савăк юрă эс пуçтартăн,

Куртăн та çăка çулçи:

«Çăка çулçи çаврака та

Мĕн каласа çырнă-и?..»

 

Пурнăç çулĕ пит те аслă...

Çав çăкалăхра эпир

Тĕл пулайрăмăр хаваслăн, —

Сывпуллашрăмăр пĕр ир!..

 

Эп çăкалăха саватăп,

Шухăшлатăп çулсем хушши:

«Çăка çулçи çаврака та,

Мĕн каласа çырнă-и?»