Кăвакарчăн


Мăшăр кăвакарчăн


Çуралнах пуль пĕр-пĕриншĕн, тусăм,

Ĕмĕрех пĕрле ĕçсе-çиме.

Пехиллет пире, ав, ирхи шуçăм

Юрату шерлетне астивме.

Юратупа ӳсĕрĕннĕ пуçăм

Çаврăнать, чунăмçăм, çаврăнать!

Юратупа суккăрланнă куçăм...

Шывланать. Юрату пур. Ăнать.

Эпир иккĕн, мăшăр кăвакарчăн,

Тĕлĕкре мар, пурнăçĕ те чăн-чăн.

Пĕр-пĕрне куçран пăхса кулатпăр.

Кăвик-кăвик юратса юрлатпăр.

 

Юрату пылак, эрĕм пек йӳçĕ,

Юрату тăварлă та... шывак.

Юрату — уйăракан, ертӳçĕ,

Юрату — шултра укçа е вак...

Пурнăç вăрăм, унăн çулĕ кукăр,

Юратсан çеç кĕскетме пулать.

Юрату вăл, асăрханăр, суккăр.

Юратсан çеç чĕрере юлать.

 

Çуралнах пуль пĕр-пĕриншĕн, тусăм,

Мăшăр кăвакарчăнах пулма.

Йăнăшмарĕ пулас ирхи шуçăм,

Турă пӳрнĕ иккĕнех юлма.

Çăлкуç пек тап-таса юратушăн

Вăлах пехилленĕ кĕрешме.

Эпĕ хатĕр, тусăм, санпа уншăн

Пурнăç океанĕнче ишме.

Шурă-шурă кăвакарчăн


«Шурă-шурă кăвакарчăн,

Ма вĕçетен пĕр-пĕччен?..» —

Тенине эп астăватăп

Чăваш халăх юрринчен.

Ахаль мар ун пек юрланă,

Пулнă, пулнă вăл сăлтав.

Тăлăха нумай хăварнă

Урнă вăрçă, курнă çав...

«Шурă-шурă кăвакарчăн,

Ма вĕçетĕн пĕр-пĕччен?..» —

Кукамай çапла юрлатчĕ

Чунĕ хытă кӳтнĕрен.

Шурă-шурă кăвакарчăн,

Тен, хăй пулнă кукамай.

Юрăпа кăшт йăпансассăн,

Чунĕ каннă хăйне май.

Упăшки те... эс куратăн,

Пĕр хыпарсăр... тупăнман.

Шурă-шурă кăвакарчăн

Эсех мар-ши, кукамай?!

Амăшĕн юрри


Килĕм-çуртăм кервен марччĕ,

Çил çӳретчĕ.

Çапах виçĕ кăвакарчăн

Çитĕнтертĕм.

 

Ялти ятăм чаплă марччĕ,

Хисеп çукчĕ.

Çапах виçĕ кăвакарчăн

Вĕçсе тухрĕ.

 

Вĕçсе тухрĕ виçĕ ывăл,

Виç вĕçевçĕ.

Чыс-мухтав сана, Çĕршывăм,

Ывăлсемшĕн.

 

Вĕçсе тухрĕç виççĕн харăс,

Пурте хӳхĕм.

Виççĕн виç еннелле кайреç —

Виçĕ çиçĕм.

 

Советсен çĕршывĕ аслă,

Вĕçме лайăх.

Явăнать çӳлте мăнаçлăн

Виçĕ кайăк.