Ят


«Тăван чăваш!..»


Агнесса — «сурăх путекки»,

«Юхха хĕрарăм» теççĕ Сильва...

Тата мĕн чухлĕ ун пекки?

Ăçтан килсе çакланнă çил вăл?

(«Çилçунатра» ыйтнисенчен)

 

Тăван чăваш! Хутаçунта

Çĕр пин ятран та кая мар-тăр,

Çапах этем ятне муртан

Тупса хуратăн лăпăр-лапăр.

 

Пĕртен-пĕр пурлăху — чĕлхе!

Ăна та ачуна памастăн!

Юлман çав чунсенче хĕлхем,

Тăнсем-пуçсем те лăстăк-ластăк.

 

Ютсен мăшкăлĕпе ăша

Тăн пĕтиччен ватса хăварчĕç.

Чĕлхемçĕм! Мĕскĕн чăваша

Тăван ятсем тупса парсамччĕ!

Юрă


Инна... Нина... Зина... Дина... —

Ахрăм пек килеç ятсем,

Тинкĕл-тинкĕл пианино

Янратасшăн юрă тем.

 

Инна, Нина, Зина, Дина

Ман ирте, кунра, юнра.

Илтĕнет тата Ирина

Хĕвел аннă хушăра.

 

Дина, Дина, Дина, Дина —

Пĕр ят çеç халь пуç çинче.

Ман нухрат, илем, машина,

Ман чура, патша, инке.

 

Дина... Дина... Дина... Дина...

Шав супатăп çак ятпах.

Дина... Дина... Дина... Дина...

Вилĕп-шим пĕр юрăпах?