Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Театрӑн васкавлӑ пулӑшӑвӗ» проекчӗ «Лукойл» компани ирттерекен социаллӑ тата культура программисен конкурсне хутшӑнса ҫӗнтернине маларах пӗлтернӗччӗ.
Театр социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проекта унччен те пурнӑҫланине палӑртмалла. Аса илтерер, ӑна пурнӑҫа кӗртме сцена ӑстисем Раҫҫейӗн Культура министерстви йӗркеленӗ «Театр+Халӑх» проекта хутшӑннӑ. Проект сусӑр ачасене, тӑлӑхсене, ашшӗ-амӑшӗсӗр хӳттисӗр юлнисене, сусӑр ҫынсене, ватӑсене сцена ӳнерӗ урлӑ пулӑшас тӗллевлӗ.
«Театрин» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫурлан 25-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Чӑваш Енӗн Ачасемпе ҫул ҫитменнисен реабилитаци центрӗнче пулнӑ, 29-мӗшӗнче — Шупашкарти ача ҫуртӗнче. Унти пӗр арҫын ачана театр ӗҫченӗсем Ачасен театр студине ҫӳреме йыхравланӑ. Ара, вӑл сцена ҫинче пулма питӗ юратать-мӗн.