Чӑваш Енре ҫул ҫинче хӑйне евӗр авари пулнӑ. Унта 11 хир сысни вилни пирки Чӑваш Республикин влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Ку авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулнӑ. Паллӑ мар водитель «Чӗмпӗр-Ҫӗрпӳ» ҫулпа пынӑ. Канаш районӗнче хайхискер хир сыснисем ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫав вӑхӑтра хир сыснисен кӗтӗвӗ ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн вӗсенчен 11-шӗ вилнӗ.
Ҫав вырӑнта ҪҪХПИ ӗҫченӗсем, Патшалӑх ветеринари служби тата Госохотрыбслужба ӗҫленӗ. Чӗрчунсен виллисене утилизациленӗ.
Госохотрыбслужба пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра хальччен кунашкал авари пулман. Кӑҫал урапасем ҫул ҫинче 2 пӑшие, 1 хир качакине, 3 хир сыснине ҫапса хӑварнӑ. 2014 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа кӑҫалхи авӑн уйӑхӗччен Чӑваш Енре 7 пӑши, 3 хир сысни аварире вилнӗ.
Специалистсем водительсене «Тискер чӗрчунсем» паллӑ патӗнче асархануллӑрах пулма ыйтаҫҫӗ.