Ҫӗнӗ Шупашкарта паллӑ мар ҫынсем Халӑх ирӗклӗхӗн партийӗн (ПАРНАС) хастарӗн Феликс Милицинӑн урапине киревсӗр сӑмахсемпе ҫырса пӗтернӗ.
Феликс Милицин урапине сӑрласа пӗтернине авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ирхине асӑрханӑ. «Тимӗр урхамаха» хура сӑрӑпа вараланӑ.
Урапан малти чӳречи ҫине ашкӑнчӑксем «Фашист» тесе ҫырнӑ, водитель алӑкӗ ҫине «Вали» тесе сӑрланӑ. Кунсӑр пуҫне виҫӗ кустӑрмине шӑтарнӑ.
Хастар хӑй шутланӑ тӑрӑх, ку политикӑпа ҫыхӑннӑ. Вӑл Раҫҫей позицине Крым тата Украина тӗлӗшпе критиклесе пӗччен пикет темиҫе те ирттернӗ. Феликс Милицин ҫакӑнпа ҫыхӑнтарать ку пулӑма.
Унччен ӑна хӑратни те пулнӑ-мӗн, ҫавӑнпа вӑл хваттерне улӑштарнӑ. Халӗ хур курнӑскер полицие ыйту ҫырнӑ.