Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем президиумӑн черетлӗ ларӑвне пухӑннӑ. Унта вӗсем ытти ыйтупа пӗрлех Геннадий Волкова асӑнса лартма палӑртнӑ палӑка Беларуҫ ҫӗршывӗнчен илсе килсе вырнаҫтарса лартассине те сӳтсе явнӑ.
Президиум членӗсем палӑка туса ҫитерме тата 200 пин тенкӗ пухма калаҫса татӑлнӑ. ЧНК президенчӗ Николай Угаслов 100 пин тенкӗ пама килӗшнӗ, ыттисем те укҫа енчен пулӑшма шантарнӑ.
Геннадий Никандрович Волкова пӗлмен ҫын сахал пулӗ. Вӑл хӑйӗн этнопедагогикине сарнипе паллӑ тес терӗм те, апла мар-ха. Хӑйӗн этнопедагогикине мар. Халӑхӑнне. Тӑван халӑхӑмӑрӑнне. Асатте-асаннесем шахвӑртса каланине пирӗнтен чылайӑшӗ астӑвать пулӗ. «Волкварӗнчен (ҫавӑн пек ҫырма пур пирӗн патра. — Т.Т.) хӑпарнӑ чух пӗр ҫуна тӳнсе кайнӑ», — тесе калатчӗ, сӑмахран, пире кукамай эпир кутӑнлашнине курсан. Ҫапла, ытарлӑ сӑмахсемпе, ятламасӑр-кӑшкӑрмасӑр намӑслантарма та, ӑса кӗртме те пултарнӑ чӑваш. Этнопедагогика ӑслӑлӑхӗпе вара вилӗмсӗр Геннадий Волков ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ май ӑна тӗрлӗ халӑх хушшинче те сарнӑ.