Юлашки уйӑхсем хушшинче Чӑваш кӗнеке издательствинче нумай ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ: ача-пӑча, илемлӗ литература, вӗренӳ кӗнекисем, ӑслӑлӑхпа популярлӑ литература.
Ӑслӑлӑхпа популярлӑ литература шучӗнче «Спортсменсем», «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ», «Чӑваш Ен журналисчӗсем» кӗнекисене асӑнмалла.
Чӑваш чӗлхи ҫинче тухнӑ илемлӗ литература:
* Денис Гордеевӑн «Пӑсташ»;
* Георгий Ефимовӑн «Телейсӗр чух телейлӗскер»;
* Сергей Павловӑн «Тан таппи»;
* Василий Алентейӗн «Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт».
Пӗчӗк ачасем валли кӑларнӑ кӗнекесем:
* «Уйӑх ачи». Н. Карай, А. Пӑртта, Л. Сорокинӑн калавӗсемпе сӑввисем;
* Николай Ытарайӑн «Чӗр чунсем — пирӗн туссем». Вырӑсла тата чӑвашла тухнӑ.
* Анатолий Ыхран «Автан тус». Сӑвӑсемпе калавсем.
* Юрий Сементерӗн «Пирӗн вӑйӑ карти». Сӑвӑсем.
* Петӗр Яккусен «Кумаляк». Калав.
Ку кӗнекесене эсир кӗнеке лавккисенче тупма пултаратӑр.