Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Тапать-ха «Чун таппи»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 25.09.2015 10:03 | 1410 хут пӑхнӑ
Культура Лидия Филиппована Анатолий Ухтияров саламлать
Лидия Филиппована Анатолий Ухтияров саламлать

«Мӗн кӑна тума ӗлкӗрмест-ши чӑваш хӗрарӑмӗ! Хӑйӗн черченлӗхӗпе, ачашлӑхӗпе тата ырӑ кӑмӑлӗпе пурнӑҫа илем кӳнисӗр пуҫне вӑл тӑван халӑх валли мӗн чухлӗ ырӑ ӗҫ тӑвать, чун пуянлӑхӗпе, ӑсӗпе, пултарулӑхӗпе тӗлӗнтерет!» — тесе калать ӗнер Чӑваш наци вулавӑшӗнче иртнӗ кӗнеке хӑтлавӗ пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн редакторӗн, ҫыравҫӑн, публицистӑн, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Лидия Филиппован «Чун таппи» кӗнеке хӑтлавӗ иртесси пирки эпир пӗлтернӗччӗ.

Сӑмах май каласан, маларах Лидия Ивановнӑн тепӗр ӗҫне, Геннадий Волков ӑсчаха халалланӑ кӗнекине, Шупашкар хула администрацийӗ «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» (Родные истоки) номинацире палӑртнине те эпир пӗлтернӗччӗ.

Лидия Ивановна – лара-тӑра пӗлмен хастар. Вӑл ертсе пынипе ЧНКн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ ЮТВ телеканал эфирӗнче «Лар, аннеҫӗм, юнашар» телекӑларӑм хатӗрлесе пырать. «Эс хӑв та поэзи, хӗрарӑм» ятпа нумаях пулмасть эфира ку ярӑмри тепӗр кӑларӑм тухнӑ. «Ҫапла ят парса Лидия Ивановна хӑй ҫинчен каланӑнах туйӑнать», — тет кун пирки ЧНКн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева.

«Чун таппи» кӗнеке — Лидия Филиппован вунвиҫҫӗмӗш ӗҫӗ. Унта авторӑн суйласа илнӗ вырӑсла тата чӑвашла сӑввисем кун ҫути курнӑ. Вӑл сӑвӑсенче, маларах асӑннӑ Зоя Яковлева калашле, тӑван халӑха мухтани, телейпе юратӑва шанса, тӑнӑҫлӑха ӗмӗтленсе пурӑнни.

«Чун таппи» авторне Чӑваш наци конгресӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ. Кӗнеке хӑтлавне ЧР Патшалӑх Канашӗн аппарачӗн ертӳҫи Анатолий Ухтияров, «Канаш Ен» ентешлӗх пайташӗсем, Шупашкар хула администрацийӗнче тӑрӑшакансем, ҫыравҫӑсем, студентсемпе шкул ачисем, Лидия Филиппова ертсе пыракан «Республика» хаҫат журналисчӗсем пухӑннӑ.

Кӗнеке хаклавӗнче тӗрлӗ конкурс, викторина иртнӗ, юрӑсем янӑранӑ. Автор чылай ҫынна хӑйӗн кӗнекине парнеленӗ.

#вулавӑшсем, #Шупашкар, #кӗнекесем, #хӑтлавсем, #культура, #наци вулавӑшӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/471.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем