Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта ретро техника куравӗ уҫӑлнӑ, вӑл паян та 15 сехетчен ӗҫленӗ.
Ҫулсерен йӗркелекен «Ылтӑн кӗркунне» фестивальне хальхинче асӑннӑ хулан 55 ҫулхине халалланӑ. Фестивале «Ретро» Газ-21 клуб» общество организацийӗпе Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пуҫарнӑ тата йӗркеленӗ.
Мероприятие савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ЧР Патшалӑх Канашӗн хысна, укҫа-тенкӗ тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Игорь Кушев, спутник-хулан культура, физкультура тата социаллӑ программӑсене аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Соловьев, маларах асӑннӑ клубӑн республикӑри организацийӗн ертӳҫи Сергей Исаев хутшӑннӑ.
Фестивале хамӑр республикӑри ретро машинӑсемпе пӗрлех Тутарстанри, Мари Элти, Чулхула тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи урапасем килнӗ. Курава М-20«Победа», ГАЗ-21 «Волга», ГАЗ-22 «Волга», ГАЗ-24 «Волга», ГАЗ-12 «ЗИМ», ГАЗ-13 «Чайка», ГАЗ-14 «Чайка», «Москвич-407», «Москвич-403», «Москвич М-400», ГАЗ-69», ГАЗ-69А, ВАЗ-2101, ҫавӑн пекех 1941 ҫулта Америкӑра кӑларнӑ DODGE-WC51 урапа пулнӑ. Ретро мотоциклсенчен ИЖ-49, JAWA-350 тата ыттисемпе пынӑ.
Сӑнсем (33)