Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Вирьял шевлисем» фестиваль гран-прине Алина Кудрявцева тивӗҫнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 03.06.2010 19:37 | 3461 хут пӑхнӑ
Фестивальти самант
Фестивальти самант

«Хыпар» хаҫат Элӗкре чӑваш эстрада юррисен регионсен хушшинчи «Вирьял шевлисем» черетлӗ фестивалӗ иртни пирки пӗлтерет. Ӑна ЧР Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикин тата архив ӗҫӗн министерстви, республикари Халӑх пултарулӗх ҫурчӗн пулӑшӑвӗпе Элӗк район администрацийӗ йӗркелет. 15 ҫул хушшинче унта 2500 юрӑҫ хутшӑннӑ. Вӗсем — Чӑваш, Тутар, Мари республикисенчен, Чӗмпӗр облаҫӗнчен.

Эстрада юрӑҫисене Элӗк район пуҫлӑхӗ Леонид Читнаев, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, Чӑваш Республикин халӑх пултарулӑх ҫурчӗн директорӗ Виктор Бондарев тата ыттисем саламланӑ.

Фестивале Чӑваш, Тутар республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи 16-35 ҫулсенчи 23 юрӑҫ хутшӑннӑ. Гран-прие Патӑрьел районӗнчи Алина Кудрявцева тивӗҫнӗ. Элӗк районӗнчи Анастасия Михайловӑна, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Елена Васильевӑна, Тутар Республикинчи Ирина Морозкинӑна I, II, III степень Дипломсемпе чысланӑ. Куракансен кӑмӑлне кайнӑ Оксана Ласточкинӑна (Комсомольски районӗ), Алевтина Самаринӑна (Ҫӗмӗрле районӗ), Лира Ковалевскаяна (Вӑрмар районӗ) ятарлӑ парнесемпе хавхалантарнӑ.

 

Сӑнӳкерчӗксем

#Элӗк, #Вирьял шевлисем, #фестивальсем, #Патӑрьел районӗ, #Элӗк районӗ, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Комсомольски районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Вӑрмар районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем