Тепӗр ҫын чӗлхе-ҫӑвара питех те ирӗке яма юратать ҫав. Канаш районӗнчи Пайкилт ялӗнче пурӑнакансенчен хӑшӗсене хӑйсен ялӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм аптӑратсах ҫитернӗ курӑнать. Ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫавскер ҫынсене хӑртма, кӳрентерме, хӑйне килпетсӗр тытма именсе тӑман. Ҫынсем аптӑранипе ял тӑрӑхне евитленӗ. Ӗлӗкхи йӑлапа тесен те тӗрӗсрех пулатчӗ-тӗр-ха. Мӑшӑрӗсене кӳреннӗ арӑмсем те маларах ял тӑрӑхне чупнӑ вӗт-ха. Кӳрентерекенсемпе шучӗпе халӗ йӗрке хуралҫисен ӗҫлемелле-ха.
Маларах асӑннӑ ял ҫыннисем эпир паҫӑр асӑннӑ хӗрарӑм пирки ял тӑрӑхне ҫӑхавланӑ. Ку ыйтупа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ вырӑна пырса ҫитнӗ. Анчах вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне те уяса тӑман 59 ҫулти ӳсӗр хӗрарӑм: хут ҫине ҫырма намӑс сӑмахсемпе ҫынсен умӗнчех хӑртса пӗтернӗ. Ҫакӑн пек пуҫтахланса ҫынна кӳрентернӗшӗн суд ӑна 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.