Чӑваш Енре вӗренӳ отраслӗн, медицинӑн порталӗсем йӗркеленӗччӗ. Малтанхи юлашки вӑхӑтра ӗҫлеме пӑрахрӗ. Ҫакӑ укӗҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ тесе ӑнлантарчӗҫ кун пирки хӑй вӑхӑтӗнче.
Малашне вара культура ӗҫченӗсен хӑйсен порталӗ пулӗ. Анчах регион шайӗнче мар, ҫӗршывра. Культура.рф портал юпан 5-мӗшӗнчех ӗҫлесе кайнӑ. Кун пирки ҫӗршывӑн Культура министерстви пӗлтерет. Асӑннӑ портал асӑннӑ ведомствӑн сайтӗнче вырӑн тупнӑ.
Порталта Раҫҫейри культура тата ӳнер темипе ҫыхӑннӑ материалсем вырӑн тупнӑ. Вӗсене уйрӑмсемпе вырнаҫтарнӑ. Ҫапла вара хыпарсене музей, кино, йӑла-йӗрке, лекцисем, фильмсем, спектакльсем, регионсенчи пулӑмсем тӑрӑх уйрӑм та шыраса тупма, вӗсемпе паллашма пулать. Ҫӗршывра ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх порталӗ те ӗҫлет.