Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Культура шайӗ пӑшӑрхантарать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 13.10.2015 21:28 | 5515 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Культура

Юлашки вӑхӑтра пирӗн культура шайӗ мӗнле пулни пӑшӑрхантарма пуҫларӗ. Йӗркесӗрлӗхпе темиҫе хут та тӗл пултӑм, ҫавӑнпа шухӑша кайрӑм.

 

Туй… Лайӑх-ха вӑл. Икӗ ҫамрӑк ҫемье ҫавӑрнинчен мӗн пахи пур? Ӗлӗк ку илемлӗ йӑла пулнӑ. Каччӑ хӗре укҫа парса илни, хӗр юрри, ҫӗнӗ ҫынна тепӗр кунне картлампа шыв йӑттарса, апат пӗҫерттерсе тӗрӗслени… Чӑннипех те хитре. Шел те, халӗ эпир ҫав йӑласене спектакльсенче ҫеҫ курма пултаратпӑр. Халӗ ҫӑмрӑксем туя кафере ирттереҫҫӗ. Пурнӑҫ малаллах каять, ун хыҫҫӑнах талпӑнмалла ҫав пирӗн. Анчах хӑш чухне кафере пухӑнни ытларах ӗҫкӗ-ҫике аса илтерет. Ара, унта эрехе сӗтел ҫине лартаҫҫӗ, мӗн чухлӗ хырӑма кӗрет – ҫавӑн чухлӗ ӗҫ. Пӗррехинче туйра пултӑм. Хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗ самаях хӗрӗнкӗ пулнине ку таранчен курманччӗ те тӗлӗнтӗм. Яваплӑ кун ҫапла хӑтланма юрать-и вара? Юрать, хӗрне качча панӑшӑн чунтан савӑннӑ тейӗпӗр. Анчах урӑхла мелпе те савӑнма пулать-ҫке. Тӗслӗхрен, ура ыратиччен ташласа. Самай ӗҫрӗҫ ҫакскерсем. Юлашкинчен ашшӗ тӗп сӗтел ҫине ӳпӗнсе ҫывӑрса кайрӗ. Ҫынсем малалла савӑнчӗҫ. Хӗрӗ, кӗрӗвӗ юнашарах лараҫҫӗ. Питӗ хитре мар ӳкерчӗк ку.

 

Лавккана час-часах кӗме тивет. Ӗҫ юнашар пулнӑран куравпа суту-илӳ центрӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ гипермаркета тӑтӑшах ҫӳретпӗр. Чӑннипе, юлашкинчен унта каяс кӑмӑл пачах пӗтрӗ. Сутуҫӑсем выҫӑ кашкӑртан та усалрах пек туйӑнаҫҫӗ. Паллах, лайӑххисем те пур. Шалу тӳлемеҫҫӗ-ши вӗсене е кунӗпе ӗҫлесе ывӑнаҫҫӗ-ши? Апла пулин те ку лавккана килнӗ ҫынсемпе хӑр-хар калаҫмалли сӑлтав мар. Кашнин хӑйӗн ӗҫне пӗлмелле. Сутуҫӑн кассӑра йӑл-йӑл кулмалла – кунта килекенӗн каялла таврӑнас килтӗр.

Культура шайӗ пирки пирӗн чӑнахах та шухӑшламалӑх пур. Пасара кӗр-ха. Ҫӗрӗк улма-ҫырла мар, лайӑхраххине суйласа пама ыйт-ха. Мӗнле кӑна сӑмах илтӗн пасар майрисенчен. Вӗсен ҫӗрӗккине сутсах пуяс килет-ҫке.

Тем тесен те, хамӑрӑн ҫул ҫинче ырӑ ҫынна ытларах тӗл пулас килет-ҫке. Вӗсем куна савӑк ирттермелӗх вӑй-хал хушаҫҫӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#культура, #туйсем, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем