Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Евгений Турханӑн 60 ҫулне палӑртаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ille21 09.06.2010 12:13 | 1575 хут пӑхнӑ
Евгений Турхан
Евгений Турхан

Ыран, ҫӗртмен 10-мӗшӗнче Шупашкарта, Литература музейӗнче 14 сехетре тӗлпулу иртӗ — Евгений Турхан 60 ҫул тултарнине паллӑ тӑвӗҫ.

 

Пӗлме:

Ҫыравҫӑ 1950 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗрремӗш сӑвви Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫатра 1974 ҫулта пичетленнӗ.

1976 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа вӑл «Авангард» хаҫатра ял хуҫалӑх пайӗн корреспондентӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1981 ҫултанпа СССР журналисчӗсен Союзӗн членӗ. Ҫав ҫултанпах хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ. Вунпилӗк ҫула яхӑн вӑл «Авангард» хаҫат ҫумӗнчи Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ литература пӗрлешӗве ертсе пынӑ, алӑпа ҫырса кӑларса тӑракан «Юхма кӗввисем» журнала редакциленӗ. Районти тата республикӑри хаҫат-журналсенче унӑн сӑввисем, калавӗсем, кулӑшӗсем, фельетонӗсем, очеркӗсем-тӗрленчӗкӗсем тӑтӑшах пичетленсе пынӑ. Уйрӑмах вӑл ҫав тапхӑрта поэзире пароди жанрне алла илет, ҫамрӑк сӑвӑҫсен чылай хайлавӗсене пародилет. Тӑван тавралӑха халалланӑ сӑвӑсен ярӑмӗшӗн вӑл Митта Ваҫлейӗн премине тивӗҫнӗ. 1990 ҫулта «Авангард» хаҫат ҫумӗнче унӑн «Пӑла таврашӗнче» поэми уйрӑм кӗнекен кун ҫути курать, «Пионер сасси» хаҫатра «Палӑк вӑрттӑнлӑхӗ» повеҫӗ пичетленет. 1984 ҫулта Турхан Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ.

1990 ҫулсенче Евгений Турхан «Авангард» хаҫатра, «Капкӑн» журналта «Кукша Кӗркури куҫран кулать» рубрикӑпа кулӑшла калавсен ярӑмне пичетлеме тытӑнать. Ҫак ярӑм каярах Тутарстан Республикинче тухса тӑракан «Сувар» хаҫатра номертен номере 15 ҫул ытла пичетленсе пынӑ.

1994 ҫулта Евгений Турхан Хусан хулинче тинтерех ҫеҫ уҫӑлнӑ чӑвашла хаҫата — «Сувара» ӗҫлеме куҫнӑ. Кунта корреспондент, яваплӑ секретарь пулса вӑй хунӑ. 1996 ҫулта Хусан хула изданине — «Казанские ведомости» хаҫата ӗҫлеме куҫсан та вӑл чӑваш хаҫачӗпе ҫыхӑну ҫухатмасть, репортажсемпе, ытти статьясемпе пӗрлех сӑвӑ-калавсем, роман-повеҫ сыпӑкӗсем, критикӑлла статьясемпе рецензисем пичетлет.

1999 ҫулта Хусанта унӑн «Тайна обелиска» повеҫӗ, 2001 ҫулта «Последний эльтебер» романӗ вырӑсла пичетленсе тухнӑ. Е.Турхан сӑввисене вырӑсла, тутарла куҫарнӑ, вӗсемпе юрӑсем хайланӑ.

2009 ҫулта Шупашкарта «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра унӑн ҫӗнӗ кӗнеки — «Ӑҫта-ши эсӗ, юратӑвӑм?» кун ҫути курнӑ. Унта суйласа илнӗ хайлавсен пуххи кӗнӗ.

Хальхи вӑхӑтра ҫыравҫӑн калавӗсемпе сӑввисем «Сувар» хаҫатра, «Шурӑмпуҫ» журналта тӑтӑш пичетленсе пыраҫҫӗ. Евгений Турхан «Сувар» хаҫат ҫумӗнчи «Сунтал» литпӗрлешӗвӗ ертсе пырать, Тутарстанри ҫамрӑк ҫыравҫӑсемпе тачӑ ҫыхӑну тытать. 2003 ҫултан Тутарстан Писательсен союзӗн членӗ.

#юбилейсем, #тӗлпулусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем