Юпан 19-мӗшӗнче Тутар Республикинчи Павлӑ районӗнчи Потап-Тӑмпӑрлӑра ҫуралса ӳснӗ чӑваш ҫыравҫи Алексей Афанасьев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитӗ.
Алексей Андриянович учитель ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл колхоз ҫамрӑкӗсене шкулӗнче вӗреннӗ, унтан вӑтам шкулта ӑс пухнӑ. 1942 ҫулта удмурт чӗлхине вӗрентме тытӑннӑ.
1943 ҫулта Алексей Афанасьев Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. Вӑл Карелие нимӗҫсенчен хӑтарнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Паттӑрлӑхӗшӗн вӑл III степень Мухтав орденне тата медальсене тивӗҫнӗ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл шкулта вӗрентнӗ. Унтан район хаҫатӗнче редакторта тӑрӑшнӑ.
«Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ» хайлавне чылайӑшӗ пӗлет. Ку кӗнекене икӗ хутчен пичетлесе кӑларнӑ. Алексей Афанасьев 1985 ҫулта вилнӗ. Вӑл 60 ҫулхи юбилейне паллӑ тума ӗлкӗреймен.
Юпан 19-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче асӑну каҫӗ иртӗ. Унта ҫыравҫӑсем, тусӗсем, писатель пултарулӑхне хисеплекенсем пухӑнӗҫ.