Кӳкеҫ поселокӗнчи ишӗлекен пӗр ҫуртри (вӑл Сӗнтӗрвӑрри урамӗнчи 12 «а» адреспа вырнаҫнӑ) ҫынсене Ишлее куҫарасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, вӗсене унта куҫарасси пирки епле майпа йышӑну тунине пӗлес тесе Кӳкеҫ поселокӗн Халӑх канашӗ Шупашкар район администрацине ыйтса ҫырнӑччӗ. Ҫакна Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Андреев пуҫарнӑччӗ.
Район администрацийӗнчен хуравланинче ҫынсене савӑнтараканниех тупӑнман-ха, анчах ку ӗҫпе район прокуратури те кӑсӑкланма пуҫланине палӑртмалла. Надзор органӗ районти тӳре-шара поселокри ҫынсене темиҫе ҫухрӑмри Ишлее ирӗксӗр яни саккунпа килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ, кун пирки вӑл яваплисене асӑрхаттарса хут та ҫырнӑ. Ишӗлекен ҫуртри ҫынсем ҫапла вара Кӳкеҫрех юлӗҫ теме май пур.