Хӗл ҫывхарнӑ май чир-чӗр сарӑлать. Нумайӑшӗ гриппа чирлеме пуҫлать. Нумаях пулмасть республикӑна 260 пин доза ҫӗнӗ вакцина килнӗ. Вӑл — Совигрипп. Ку аслӑ ҫынсем валли.
Тухтӑрсем вакцина грипран лайӑх хӳтӗленине пӗлтереҫҫӗ. Планпа килӗшӳллӗн, халӑхӑн 30 процентне прививка тумалла. Вакцина пур пульницӑра та пур ӗнтӗ.
Тухтӑрсем грипп эпидемийӗнчен хӑтӑлма май пуррине палӑртаҫҫӗ. Ачасене, шкула ҫӳрекенсене, студентсене тата аслисене прививка тумалла. Вӑл инфекцирен хӳтӗленмелли лайӑх мел.
Пӗлтӗртенпе ача кӗтекен хӗрарӑмсене тата шала кайнӑ чирсемпе аптӑракан, 60 ҫултан иртнӗ ҫынсене прививка тӑваҫҫӗ. Уйрӑмах чӗрепе аптӑракансене ку пырса тивет.
Прививкӑна кирек кам тутарма пултарать. Терапевт патне ҫеҫ каймалла. Чылай организацире директорсем ӗҫченӗсене прививка тума майсем туса параҫҫӗ.