Чӗпсене кӗркунне шутлаҫҫӗ теҫҫӗ те, сасӑлав пӗтӗмлетӗвне вӑл иртнӗ хыҫҫӑн палӑртаҫҫӗ. Ӑна Атӑлҫи регионсенчи сасӑлав епле иртнине тишкерме пуҫтарӑннӑ ҫавра сӗтелте сӳтсе явнӑ.
Аса илтертепӗр, Чӑваш Енре Михаил Игнатьев суйланчӗ. Иртнӗ суйлава пӗтӗмлетнӗ май Элтепер суйлав пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх суйлав, пӗтӗмӗшле илсен, йӗркеллӗ, демократи мелӗпе, конкурентлӑ иртнине, унӑн сӑлтавӗ обьективлине тата тӗрӗссине пӗлтернӗ.
Суйлав пирки калаҫнӑ май сӑнавҫӑсем Шупашкарти Депутатсен пухӑвне суйланасшӑн кӗрешӗве тухнӑ «Раҫҫей патриочӗсем» партин списокне шута илменнипе ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑха аса илеҫҫӗ. Кайран ҫав партие Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗ хистенипе шута илтерттернӗччӗ.
Элтепершӗн сасӑланине илсен, пилӗк районта Михаил Игнатьевшӑн суйлава пынисенчен 80 процент ытларахӑшӗ Михаил Васильевича шаннине пӗлтернӗ. Улатӑр районӗнчи суйлавҫӑсенчен 87,34 проценчӗ, сӑмахран, Михаил Игнатьевшӑн сасӑланӑ, Шӑмӑршӑ районӗнче — 85,21 проценчӗ, Елчӗк районӗнче — 83,62 проценчӗ: Патӑрьел районӗнче — 82,51 проценчӗ, Комсомольски районӗнче — 80,19 проценчӗ. Ҫӗмӗрле хулинче вара 38,41 проценчӗ кӑна Михаил Игнатьевшӑн сасӑланӑ.