Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Реабилитаци шкулӗнчисем ылтӑн ҫӳпҫери кӗнекесемпе паллашнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 22.10.2015 17:49 | 1773 хут пӑхнӑ
Культура

Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа наци литературин чи паха тӗслӗхӗсене тупса палӑртас тата вулакансен хастарлӑхне ӳстерес, нумайрах вулама хистес тӗллевпе Наци вулавӑшӗ республика шайӗнче «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» проект пурнӑҫа кӗртнӗччӗ.

Кӗнекесен списокне сӳтсе явма Наци вулавӑшӗ хӑйӗн сайтӗнче сасӑлав вырнаҫтарнипе усӑ курса 2 пине яхӑн вулакан хӑйне кӑмӑла каякан хайлавсемшӗн сасӑланӑ.

Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн экспертсен ушкӑнӗ кӗнекесен татӑклӑ списокне ҫирӗплетрӗ.

Ҫак хайлавсемпе Елчӗк районӗнчи тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем районти больницӑри терапи уйрӑмӗнчи «Милосердие» реабилитаци шкулӗн пайташӗсене паллаштарнӑ. Вулакансем чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫинчи хайлавсен пуххисем тӑван халӑх ӑс-хакӑлне, чун пуянлӑхне уҫса панине палӑртнӑ.

Сӑнсем (9)

#Елчӗк районӗ, #наци вулавӑшӗ, #кӗнекесем, #пульницасем, #Литература ҫулталӑкӗ, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #культура

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем